Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тӳпене уру айне саратăп
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Вĕçсе çӳре, чунăм, çĕр çинче…
Çăлтăра татса илсе паратăп –
Саншăнах вăл пултăр çут тĕнче.
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Ӳксен ан пултăрах ырату…
Пĕлĕтсем тухсан сирсе яратăп –
Хĕвелпе çуталтăр юрату.
 
Тӳпене уру айне саратăп:
Асамат кĕперĕ умăнта…
Шан мана, пуласлăха куратăп –
Ĕмĕрех эп пулăп çумăнта.
 
Çулçă мар эп
 
Çулçăллă вăрман çаралчĕ.
Çумăр кунĕпех аллать.
Çилĕ те ирех вăранчĕ –
Пĕлĕтсене хăвалать.
 
Çума-çумăнах выртаççĕ
Çулçă çулçӳревçĕсем.
Канлĕх çук, пĕрмай куçаççĕ –
Ăçта çитĕç-ши вĕсем?
 
Эп те вĕсемпе кайăттăм
Çилпе кăвак инçете.
Çулçӳрен-евчĕ пулăттăм,
Пăхăнăттăм тивлете.
 
Çулçă мар çав, эп – этемех.
(Турă ачи, сапăр пул!)
Çакна çеç ăнлантăм тинех.
(Çын мĕлки пулсах эс юл!)
 
Пĕрпекенлĕх? Сархаятпăр.
Сĕткенлĕх чакса пырать…
Ĕмĕр иртнинчен хăратпăр –
Ирттĕр эппин, чун юлать.
 
Юрату шерпечĕ
 
Юрату шерпечĕ пек туту –
Сĕртĕнсен ытла та киленӳллĕ.
Ан вăтан, чупту мана, чупту,
Юратсан çак туйăм килĕшӳллĕ.
 
Çылăх мар пĕр-пĕрне юратни,
Юрату вăл – Турă, пилне панă.
Унра – тунсăх, канлĕх, ыратни…
Чунсенче тахçанах тымар янă.
 
Юрату шерпечĕ ӳсĕртет,
Хăвна ху туймастăн, ĕненместĕн…
Юрату – çунатлă çут кĕтрет,
Мĕн тăвать сана вăл, пĕлейместĕн.
 
19.07.2011.
 
: 944, Хаçат: 42 (1186), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: