Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăтăр икĕ çултах пурнăçра пач хисеплемен упăшкине пăрахса çичĕ юта тарнă вăл. Малашне ачисен тăнăçлăхĕ тата сывлăхĕ амăшĕн тĕрĕс йышăнăвĕнчен килнине, вăл тĕпренчĕкĕсемшĕн яваплине туйнă. Тухса кайнăшăн пĕрре те ӳкĕнмен. Виçĕ ывăлне ӳстерме мĕнлерех йывăр пулсан та пуçне усман, фермăна ĕçе çӳренĕ, кил-çуртне тирпей-илем кӳнĕ, хĕллехи вăрăм каçсенче кукăль пĕçернĕ, çыхнă-тĕрленĕ Валентина Лукьянова.
«Кӳршĕри майрасем мана: «Эсĕ мĕншĕн йĕместĕн? Пĕччен пуçупа арçын ачусене епле пăхса ӳстерĕн?» ,-тетчĕç,-аса илет Валентина Викторовна. - Мана чăнах та çăмăл маррине курнă ĕнтĕ вĕсем. Анчах та мĕнле каланă-ха пĕр классик вырăс чăваш хĕрарăмĕсем пирки. «Çунакан çурта та кĕрет, тăпăртатакан ута та тытса чарать»,-тенĕ. Шăп пирĕн йышшисем пирки каланă та, йăнăшман. Эпĕ чăнах та хăюллă пулнă çамрăкранах. Йывăрлăхран хăраман. Тен, хама вăйсăр, хӳтлĕхсĕр туяс, вăйлă, шанчăклă арçын хулпуççи çине пуçăма хурса йĕрес те килнĕ пуль тепĕр чух, анчах та пуçа усман. «Качча кайнă, чăт, ĕçлеме юратман, вĕçсĕр ӳсĕр упăшкун мăшкăлне йышăн, пӳтсĕрпе сапăр пул»,-темен мана пăянампа пăятам. Ирĕклĕхшĕн, аваншăн çунакан чун-чĕрене ăнланса тартрĕç. Тавах вĕсене».
Валентина Лукьянова Тереньга районне куçса килсен иккĕмĕш кунранах фермăра ĕçлеме пуçланă. Ачисене аслине, 9 çултине, шкула, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне ача садне вырнаçтарнă. Чи кĕçĕнни 10 уйăхра кăна пулнă-ха. Питĕ туслă ӳснĕ йĕкĕтсем, паян хăйсем çемьеленнĕ ĕнтĕ, юратнă амăшне мăнуксем парнеленĕ.
— Куçса килсенех Суровкăра пурăнтăмăр. Кунта пуçламăш класс çеç пурччĕ,- аса илет пĕлтĕр 60 тултарнă Валя аппа.- Икĕ çултан Подкуровкăна куçса килтĕмĕр. Совхоз пире виçĕ пӳлĕмлĕ уйрăм коттедж пачĕ. Эпĕ пенсие кайичченех дояркăра тăрăшрăм. Ватăлас килменнипе тата та ĕçлес кăмăл пурччĕ. Анчах та ахăр самана пуçланчĕ – фермăсене пĕтерчĕç. Эпĕ вара клуба тирпей-илем кӳрекен пулса вăй хума пуçларăм. Халь иккĕмĕш çул канатăп.
Валентина Лукьянован аслă ывăлĕ çар çынни. Вăл 20 çул Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ вырăнта хĕсметре тăрать. Амăшĕ патне куллен шăнкăравласа халĕпе кăсăкланать ывăлĕ. Икĕ ывăлĕ хăйĕнпе юнашарах темелле. Авланнă. Виçĕ мăнукне ытараймасть асламăшĕ.
— Ятне вĕсем валли хуçалăхра халĕ те ĕне тытатăп, -тет Валя аппа. - Куллен турăх, тăпăрч, чăкăт тăватăп. Ĕçсĕр кичем пулнă пулĕччĕ.
Кил хуçи кĕрĕк арки йăваланине халиччен никам та курман-ха. Валентина Викторовна ал ĕç тума ăста, юрлама-ташлама маçтăр.
 
: 779, Хаçат: 42 (1186), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: