Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутар Каши ял тăрăхне Кунтикавпа Каша, Александровка, Будённовка, Елховый разъезчĕ кĕ-реççĕ. Вĕсенче пурĕ 1730 çын пурăнать. Çак ялсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăрăх пуçлăхĕпе Наиль Тамаевпа калаçатпăр.
— Наиль Рахимзянович, ку çулăн тăваттăмĕш кварталне кĕтĕмĕр, мĕнлерех ăнăçусем-пе мухтанма пултаратăр?
— Тăрăх пурăнать, аталанать. Ял çыннисен пур ыйтăвĕсене те вырăнта татса пама тивнĕрен çанăсене тавăрса ĕçлеме тӳр килет. Ватăсем те, çамрăк çемьесем те тивĕçлĕ пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Тутар Кашипе Каша ялĕсенче 5 çухрăм шыв пăрăхне тăсрăмăр. Паян кашни килте тенĕ пекех шыв, çут çанталăк газĕ. Тутар Кашинчи çĕнĕ Почтовая урамне газ пăрăхне тăсрăмăр. Юлашки вăхăтра 118 киле шыв кĕчĕ. Ялсенчи икĕ шыв скважинине çывăх вăхăтра тасатса хăтлăх кĕртмелле.
— Наиль Рахимзянович, сирĕн тăрăха килсен пĕр хутчен çеç мар Кашари çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ пирки кулянса калаçнине илтме тӳр килчĕ. Çакăн пирки мĕн шухăшлатăр?
— Кăçал çулла Тутар Кашипе Каша ялĕсенчи Тĕп урамра вак чултан (щебень) никĕс хывса çул турăмăр. Шухăшланă тăрăх ун тăршшĕ – пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне — пилĕк çухрăм пулмаллаччĕ. Çак тĕллевпе Ульяновск облаçĕпе (70 процент) тата Чăнлă районĕн администрацийĕсенче н 3 миллион та 62 пин тенкĕ куçарчĕç. Çула ятарлă техникăпа Ульяновскри «ЖилДорСтрой» (директорĕ – Вячеслав Шатов) çул-йĕр строительствин обществин ĕçченĕсем сарчĕç. Шел, ку укçа тата 1,2 çухрăм çула вак чулпа витме çитеймерĕ. Тытăннă ĕçе çитес çул вĕçлĕпĕр. Каша çыннисем пире ăнланма тивĕç. Урам пĕтиччен çеç мар, аван çул масар патне çитичченех тăсăлĕ. Тĕп урамри çула çеç мар, Чапаев, Полевая урамĕсенчи çулсене тирпейлесшĕн. 2013 çул Кунтикавра та Железнодорожная урамĕнчи çула — 500 метр тăршшĕ – вак чул сарма палăртатпăр.
Тĕрĕссипе, тăрăх администра-цийĕ 2006 çултанпах вырăнти «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕпе пĕрле урамсене тирпей-илем кӳрессипе тачă çыхăнса ĕçлет. Укçа-тенке халăхран та пуçтаркаланă, хамăр район пĕрре мар пысăк пулăшу кӳнĕ. Нумаях пулмасть кӳлĕ чавса Чапаев урамне хăтлăлантартăмăр. Кунта халь ял-йыш пулă тытать, канма çӳрет. Юлашки пилĕк çул хушшинче ялсен урамĕсене 1750 машина хăйăр турттарнă. Çак пуçарупа малашне те ĕçлĕпĕр. Шыв пăрăхне юсани тата автомашинăсемпе çӳрекенсем хăйсене анчах юратни çулсене аркатрĕ. Аслă касăсенчи çулсем пăсăлчĕç.
— Тăрăх халăхĕн, уйрăмах çамрăксен канăвне еплерех йĕркелетĕр?
— Паяна икĕ клуб ĕçлет. Тутар Кашинчи Культура çурчĕн тăррине юсаса витрĕмĕр. Район бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ уйăрчĕç. Пире «2012-2014 çулсенче Чăнлă районне аталантармалли укçа-тенкĕпе ял культурине çĕнетесси» тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ. Кунтикавра хупăнса тăракан клуба кĕçех тĕплĕн юсама палăртатпăр.
Тăрăхра музей пур, 5 вулавăш. Кунтикаври библиотека вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнă, Тутар Кашинче икĕ библиотека: аслă ӳсĕмрисем валли тата ачасен. Кашари те пушă тăмасть. Кашнинчех вырăнти, районти тата облаçри паллă та хисеплĕ çынсемпе ăшă тĕлпулусем, уявсем иртеççĕ. Парнесем валли те укçа тăрăх администрацийĕ куçарать.
—Ял тăрăхĕн тунсăхлама вăхăт çук эппин?
—Паллах, çук. Спорта аталантарасси уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Кун валли кăна тăрăх бюджетне 7 пин тенкĕ укçа хывнă. Çулсерен массăллă спорт мероприятийĕсен уйăхлăхне ирттеретпĕр. Нарăс (февраль) уйăхĕн вĕçĕнче Социализмла Ĕç Геройне С.Х.Фаизова халалланă волейбол, баскетбол тата тĕл перессипе ăмăртусем иртрĕç. Çулсерен Тутар Кашинче çуралнă Европа чемпионне, пĕтĕм тĕнче шайлă спорт маçтăрне Рашид Шарафутдинова халалланă чупу ирттеретпĕр. Пĕлтĕр вăл хăй те ăмăртăва хутшăнчĕ. Шкул ачисем ун патне хăнана Санкт-Петербург хулине кайса килчĕç. Кунтикавра, тĕслĕхрен, спорт çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, уйăраççĕ те. Кунта ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма пултаруллă вĕрентекенсем пур.
—Наиль Рахимзянович, ялсен аталанăвĕпе пурнăçĕ ял хуçалăх производствипе тачă çыхăннă. Мĕнпур мероприятисем укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен килнĕ саманара çакă пĕлтерĕшлĕ пуль.
— Çапла, тăрăха мĕнле пуçарура та вырăнти «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕ пулăшать. Кунтикавра – Леонид Еленкинăн фермерсемпе хресченсен хуçалăхĕ. Хĕлле валли Леонид Владимирович ятарласа юр тасатмалли техника туянчĕ. Администраци ĕçченĕсем, эпир хамăр та çурлă-кĕрлĕ, ĕççи вăхăтĕнче хаваспах ял хуçалăхне пулăшатпăр. Шел, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăллисем сахалланса пыраççĕ. Нивушлĕ механизаторсемпе дояркăсене малашне кӳршĕ ялсенче шырама тивĕ. Кĕçĕн услам ĕçне йĕркелекенсем валли çĕр пайĕсем уйăрнă тата хутсене хатĕрленĕ чухне пулăшу кӳретпĕр.
— Сирĕн малашнехи плансем?
— Çитес çул Кунтикав ялĕ 100 çул тултарнине паллă тăвасси. Ку ыйтупа паянах ĕçлеме тытăнмаллине туятпăр.
—Тавах Сире калаçушăн. Ăнăçусем сунатпăр.
 
: 941, Хаçат: 42 (1186), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: