Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăхĕн ытарайми пуянлăхне упраса халăх хушшинче сарма пултаракан юрă ушкăнĕсем пирĕн облаçра сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Сайманри Культура çурчĕ çумĕнче 35 çул каялла йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕ. Юрлакансенчен ытларахăшĕ хĕрĕхрен иртнĕ ĕнтĕ. Художествăлла пултарулăх ертӳçи Г.В. Чагина (Биктимирова) тăрăшнипе ушкăн пĕрремĕш хут халăх умне 1973 çулта — Николаевка посёлокĕнче иртекен çам-рăксен кунĕнче — тухнă. Куракансене вĕсем уçă сассисемпе тĕлĕнтернĕ. Çĕнĕ тумсене Тутар Сайманри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра çĕлеттернĕ.
1981 çултанпа ушкăна А.И. Юдина ертсе пырать. Çак хушăра кунта 40 çын ытла юрланă. Пуçласа паян кунччен çӳрекенсем — ушкăнăн шăнăрĕ — 10-15 çын. Ушкăн çумĕнче пĕчĕк артистсенчен тепĕр фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă. Вăл 7-8 ачаран тăрать. 1989 çулта «Мечта Ильича» колхоз (председателĕ Х.Ш. Магдеев) пулăшипе Чăваш Енри «Паха тĕрĕ» фабрикăра ачасене тĕрĕллĕ чăваш кĕписем çĕлеттерчĕç.
35 çул хушшинче мĕн чухлĕ юрă шăрантарман пулĕ ушкăн. Вăл облаçри «Акатуй» уявĕсене, «Чăваш шăпчăкĕ», «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестивальсене, И.Я. Яковлев кунĕсене, Павловка, Николаевка районĕсем ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Уншăн вĕсем сахал мар Тав хучĕ тата Хисеп грамоти тивĕçнĕ.
Репертуарĕ ушкăнăн пуян. Ытларах вырăнти юрăсем. Тĕслĕхрен: «Тăвансем килчĕç, килĕм тулчĕ», «Хура сатин ман кĕпе», «Урам варринче», «Лупашкана антăм, палан йывăç хуçрăм», «Ăçта каян Апака?», «Хăмла вăрри ăçта шăтать?», «Шурă акăш», «Тăваткал çыран, ай, варринче» тата ытти те. Н.А. Сидякина юрăç хăйĕн ашшĕ-амăшĕнчен нумай юрă вĕренсе юлнă. Артистсем çаплах хальхи авторсен юррисене те кăмăллаççĕ. Вĕсен хушшинче ал ăстисем те сахал мар. Ф.Н. Морозов тата К. Прибылов уявсенче куракансем умĕнче çăпата явас, О.Н. тата Н.Н. Сидякинасем «ришелье» мелĕпе тата çекĕлпе çыхас ăсталăха пĕрре мар кăтартнă. М.Ф. Прибылова пир тĕртмелли станокпа (вăл Культура çурчĕн музейĕнче тăрать) урайне сармалли тăрăхла кавирсем тĕртет. Станока авăрлама ялти чи ватă хĕрерарăм А.Ф. Городецкая пулăшнă. Анна Филипповна авалхи чăваш юррисене те нумай пĕлет. Вăл тата Н.А. Сидякина, Л.С. Татарова 2009 çулта авалхи юрăсене облаçри халăх фольклорне пуçтаракансен Д.Н. Садовникова ячĕллĕ 3-мĕш конкурса хутшăнма çыртарнă. Вĕсен пултарулăхне жюри пысăк хак панă. 2010 çулта иртнĕ конкурсра ушкăн1-мĕш вырăн йышăннă, унăн ертӳçи А.И. Юдина — 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Ушкăн пĕрле юрлать çеç мар, пĕрле канать те. Артистсем çуралнă кунĕсене хаваслă паллă тăваççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Вĕсене юрă пĕрлештерет.
 
 
 
Николаевка районĕ.
 
: 908, Хаçат: 42 (1186), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: