Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Чĕмпĕр чă-ваш халăх поэчĕн, Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР тата РСФСР Писательсен союзĕн членĕн Анатолий Юманăн юбилей каçне йĕркелерĕç.
 
Кĕске справка. Асăннă шкул 1981 çултанпа ĕçлет. Кунта 111 ачана 16 вĕрентекен (вĕсенчен виççĕшĕ аслă категориллĕ) тата 1 вĕрентӳçĕ-йĕркелӳçĕ воспитани тата пĕлӳ парать. Шкул пĕтĕмĕшлех компьютер тĕнчине «путнă», кашни вĕрентӳçĕн - хăйĕн компьютерĕ. Вулавăшра та, вĕрентӳ пӳлĕмĕсенче те компьютерсемпе усă кураççĕ.
Тĕнчипе палăрма ĕлкĕрнĕ Павел Миронов ăсчах, математик тăван çĕршывĕнче çамрăк ăрупа ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе литературине тĕпе хуни çак мероприятирен уçăмлăн палăрчĕ. Эпир, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем, «Канаш» хаçатăн журналисчĕсем, çыравçăсемпе сăвăçсем – Анатолий Юман, Николай Ларионов, Анатоли Ырьят – шкула пырса кĕрсенех çак туйăм авăрне путрăмăр. Хутшăнусенче, калаçусенче, уявра пĕр вырăс сăмахĕ илтмерĕмĕр – чăн-чăн чăваш чĕлхин тĕнчине çаклантăмăр. Ку вăл шкул ертӳçисем: В.А.Мискин директор, Е.Н.Мискина, Г.Н.Карсаков директорăн вĕрентӳпе воспитани ĕçĕсене илсе пыракан çуммисем, Т.М.Карсакова чăваш чĕлхипе литератури вĕрентӳçи тата пĕтĕм шкул коллективĕ ачасене ашшĕ-амăш парнеленĕ чĕлхене тĕпе хурса вĕренме, пурăнма чунĕсене парса ĕçленинчен килет.
Анатолий Юман 80 çул тултарнă ятпа ирттерекен уява тĕплĕн хатĕрленнĕ: пысăк концертра чăвашла юрăсем çеç шăранчĕç, чăваш поэчĕсен сăввисем янăрарĕç, çамрăк артистсем чăваш ташшисене çаптарчĕç.
Паллах, ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн юбиляр хăй пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пани, сăввисене вуласа пани хаклă пулчĕ.
Анатолий Юман хыççăн Николай Ларионов – хаçатăн тĕп редакторĕ, Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралса ӳснĕ, çак шкулта вăтам пĕлӳ илнĕскер - сăмах илсе «Канаш» хаçатпа тата уява килнĕ ĕçтешĕсемпе паллаштарчĕ.
Анатоли Ырьят сăвăç тата çыравçă та сăмах илчĕ: сăввисене вуларĕ. Хăнасем шкул вулавăшне хăйсен кĕнекисене, "Канаш" хаçат тата кĕнеке пуххисене парнелерĕç.
Юбилей уявĕ Николай Ларионов сăввипе кĕвĕленĕ «Çĕнĕ Йĕлмел» юрăпа вĕçленчĕ. Вăл - çак ял гимнĕ.
Уявра «Канаш» хаçат, унти «Шăпăрлан» кăларăм Çĕнĕ Йĕлмел вĕренекенĕсемпе çыхăну тытас пирки калаçу пулчĕ.
 
: 975, Хаçат: 42 (1186), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: