Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
АЧА АМĂШĔ-ГЕРОИНЯ» ОРДЕН КАВАЛЕРĔ – ÇĔРШЫВ ШАЙĔНЧИ ĔÇ ВЕТЕРАНĔ
 
«Кĕвентепе виçĕ витрепе шыв йăтаттăмччĕ. Сивĕ хĕлле фермăна çитиччен витре хĕррисем пăрланса ларатчĕç. Эпĕ сыснасене пĕçермелли çăнăх-сăсăл тавраш миххи йăтнă чухлĕ урăх никам та йăтса курман пулĕ. Турăçăм, сухапуç тытса та нушаланнă вĕт-ха! Вунтăххăрта сысна ферминчи ĕçсене алă вăйĕпе тума тытăннă та… тивĕçлĕ канăва кайиччен пилĕке авнă. Çав хушăра çичĕ ача çуратнă вĕт-ха! Пурĕпĕр пĕр ĕçрен те юлман. Паян çав вăхăтсене аса илетĕп те чун шăнса каять», - каласа парать паян Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра пĕр пĕчченех хуçалăх тытса пурăнакан Клавдия Дмитриевна Баскакова.
Ентешĕмĕрĕн ашшĕпе амăшĕ – Дмитрий Никитович (ялти чи маçтăр платник, тимĕрçĕ, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăран аманса таврăннă) тата Пелагея Сергеевна (колхоз анине кĕреçепе чавса çĕр улми акнă, вир çумланă) пурнăçăн çăмăл çулĕпе утса курман. Ĕç пиркиех вĕренеймен те. Сакăр ача çуратнă. 1934 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă Клавдия çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Пысăк çемье, йывăр пурнăç ачасене те пĕлӳ тĕнчине çул уçма май паман – ĕç тарĕпе пиçсе çитĕннĕ.
Клавдия Баскакова икĕ çул ялти пуçламăш класа çӳрет те чирлесе ӳкет. Çапла майпа юлташĕсенчен кая юлать, сывалсан вĕренĕве малалла тăсаймасть. Çитменнине, çемьери иккĕмĕш ача, шăллĕсемпе йăмăкĕсене тăрантарма ашшĕпе амăшне те пулăшмалла. Малтан вăл амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçĕсене хутшăнать, вунтăххăрта сысна ферминче çитĕннĕ хĕрарăмсемпе, арçынсемпе тан тар тăкма тытăнать.
- Ушкăнра 25 амаран кая пулман. Вĕсене тăрантармалла, айĕсене тасатмалла, çуралаттармалла, çурисене ача пек пăхмалла… Веçех алă вăйĕпе. Талăкра вунă сехет ытла тар тăкнăшăн ĕç кунне патак лартса паллă тăватчĕç. Кайран, колхоз тухăçне пухса кĕртсен патаксен шучĕ тăрăх натурăпа тӳлетчĕç. 1964 çулта КПССăн пуш уйăхĕнчи пленумĕнче ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене укçалла тӳлемелли çинчен йышăну çирĕплетеççĕ. 1966 çултан пире те кашни уйăхăн 13-мĕшĕнче ĕçленĕшĕн укçа пама тытĕнчĕç, - аса илет çав вăхăтсене Клавдия Дмитриевна.
Клавдия Дмитриевна 1961 çулта ял каччипе - Николай Ефимович Баскаковпа – çемье çавăрать. Вĕсем çичĕ ача çуратса çын çине кăлараççĕ: Валерий (1961, ял шкулĕнче ĕçлет), Юрий (1964, Афган вăрçинче пулнă), Аркадий (1966, водитель), Вячеслав (1969, тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать), Андрей (1971, полици ĕçченĕ), Елена (1974, автомеханика заводĕнче ĕçлет), Татьяна (1976,садик ĕçченĕ).
Вĕсем амăшне (ашшĕ 2007 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă) 15 мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсен те 4 ача пур ĕнтĕ.
Паян Клавдия Дмитриевна ялта пĕчченех хуçалăх тытса тăрать-ха. Пулăшакансем нумай, тĕп килтен инçех те мар аслă ывăлĕ Валерий хăйĕн çемйипе пурăнать. Тăван кил умĕнчен иртсе кайнă чухне амăшĕн сывлăхĕпе кĕрсе интересленет, хуçалăхра тĕрлĕ пулăшу парать. Ытти ачисем Ульяновскра тата Чăнлă посёлокĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Вĕсем те амăшне пулăшма яланах хатĕр.
«Ĕç ветеранĕ» тата «Вперёд к коммунизму» колхозран нумай-нумай Хисеп хучĕсене, парнесене, тав сăмахĕсене тивĕçнĕ «Ача амăшĕ-героиня» орден кавалерĕ Клавдия Дмитриевна Баскакова паянхи пурнăçпа, ачисемпе, мăнукĕсемпе киленсе пурнăç çулĕпе малалла талпăнать. Кашни кĕçнерникун «Канаш» хаçата вуласа савăнать.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш.
 
: 1118, Хаçат: 42 (1186), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: