Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ тăрса юлнине илтсен ун патне васкарăмăр. Ку ĕçре мана ялти хастар, вырăнти «Телей» юрă ушкăнĕн ертӳçи Пётр Улюкин пулăшрĕ. Тĕлĕнмелле, эврелсем пӳрт алăкĕсене шалтан питĕрмеççĕ. Ветеранăн калинккине те хамăрах уçса шаккаса кĕтĕмĕр. Çын килнине илтсен малти пӳлĕмрен шап-шурă çӳçлĕ арçын майĕпен утса тухрĕ. Николай Иванович Ефимов кăçал 90 çул тултарнă.
 
Ветеран пĕчченех пурăнать. Арăмĕ вилни вунă çул иртнĕ ĕнтĕ. Николай тете (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) начар илтет тата нумайăшне астумасть.
Вăл 1922 çулта Тутарстанра, Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче çуралнă. Вĕсем улттăн ӳснĕ. Николай тете – виççĕмĕш ачи. Тăватă çул вĕреннĕ. Вăтăрмĕш çулсем Ефимовсемшĕн чи йывăр тапхăр пулнă. Вĕсене раскулачить туса ялтан кăларса яраççĕ. Çемье Эврелне килсе тĕпленет.
Аслă вăрçă тытăнать. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче çирĕм çул тултарман каччă Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. Водитель специальноçне унăн вăрçă хирĕнчех алла илме тивет. Тăшман сĕмсĕррĕн малалла талпăннă вăхăтра ятарласа вĕренме вăхăт та пулман. Николай тете кипкепе çуралнă тейĕн, Çĕнтерӳ кунне тĕрĕс-тĕкелех, пĕр аманмасăр кĕтсе илет. Анчах киле яма васкамаççĕ-ха ентеше. Хĕсметре пулман тесе тата икĕ çула Украинăна яраççĕ.
Таврăнсан вăл ялти чи хӳхĕм хĕрпе Ольгăпа çемье çавăрать. Тăватă ача çуратса парать мăшăрĕ. Çемье пуçĕ нумай çул колхоз ĕнисене кĕтет, пĕр вăхăт бригадир тивĕçне пурнăçлать.
Чипер пурăннă çĕртех ашшĕ-амăшĕ çине пысăк хуйăх йăтăнса анать: качча кайма хатĕрленнĕ хĕрĕ сарăмсăр вилет. Сакăрвунна çитсен унăн мăшăрĕ çĕре кĕрет. Паян ашшĕне Толя ывăлĕпе Валя тата Галя хĕрĕсем пăхса тăраççĕ. Тольăпа Галя Димитровградра тĕпленнĕ (ялтан сакăр çухрăмра). Ашшĕ патне кун сиктерсе тенĕ пекех килсе çӳреççĕ. Çичĕ мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ те ветераншăн пысăк савăнăç.
Пётр Улюкин каласа панă тăрăх, Эврелĕнчен 61 çын вăрçа тухса кайнă. Нумайăшĕ таврăнайман. Çулсем иртнĕçем паттăрсен йышĕ чаксах пынă. Паян ялта пĕртен-пĕр ветеран — Николай Ефимов çеç. Унăн кăкăрне Хисеп палли орденĕ тата «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20,30. 40,50 çул çитни» юбилей медалĕсем илемлетеççĕ.
Николай Иванович мĕнле çăмăллăхсемпе усă курнипе кăсăклантăм. Газшăн, çутăшăн тӳленисĕр пуçне патшалăх пирĕн ентеше нимле пулăшу та памасть иккен. Çуртне юсасан пăсмĕччĕ. Халĕ вăрçă ветеранĕсен мăшăрĕсем те хваттерлĕ пулчĕç. Тăватă çул вилĕмпе куçа-куçăн пулнă çĕршывăмăр хӳтĕлевçине вара тимлĕх çук тесен те юрать. Галина хĕрĕ каланă тăрăх, вĕсем ашшĕне çăмăллăхсем шыраса ниçта та кайман. Çапла кĕлмĕçме вĕсене сăпайлăх тени чарнă. Ветерансемшĕн яваплă организацисен тивĕçĕ мар-и-ха çакă? Темшĕн патшалăх уйăрнă çăмăллăхсемпе усă курас тесен пирĕн влаçсем умĕнче чĕркуççи çине лармалла.
 
: 937, Хаçат: 42 (1186), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: