Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче çуралса ӳснĕ пĕртăван Николай Алексеевичпа Юрий Алексеевич Азановсем - ĕç çыннисем.
Вĕсем пысăк çемьере ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Вăрçă ачисем. Амăшĕ ачисене ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Пурнăçăн анлă çулĕпе малашне утма çăмăлтарах пултăр тесен ĕçпе пиçĕхмелле тесе вĕрентнĕ. Халĕ вăл ялта пурăнать, ачисем ăна пулăшаççĕ.
Николайпа Юрий шкултан вĕренсе тухсанах çĕр çинче ĕçлеме пикеннĕ: тракторпа сухаланă, комбайнпа тырă пуçтарнă. «Прогресс» колхозра çак сăпайлă та ĕçчен чăвашсен ячĕсем ялан çĕнтерӳçĕсем хушшинче пулнă.
Халĕ пĕртăвансем автобуспа ĕçлеççĕ. Мана вĕсенче ырă кăмăлĕ, çынсене хисеплени тĕлĕнтерет.
Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Асли – Юрий Алексеевич – асатте пулнă. Хĕрĕ – Олеся – аслă пĕлӳ илет.
Николай Алексеевичăн хĕрĕ – Римма – Ульяновскри педуниверситетра вĕренет.
Икĕ пĕртăван мăшăрĕсемпе, ачисемпе, мăнукĕпе савăнаççĕ.
 
 
 
Майна районĕ,
Çĕнĕ Мăклавăш ялĕ.
 
: 961, Хаçат: 42 (1186), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: