Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Тереньга районĕ» муни-ципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕн тивĕçне пирĕн ентеш — Виктор Дмитриевич Филиппов — тăваттăмĕш çул пурнăçласа пырать. Ăна Ульяновскри чăвашсен наципе культура автономин вырăнти уйрăмĕн ертӳçине суйланă. Вăл РФ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Хисеплĕ ĕçченĕ, Таса Владимир орденĕн III-мĕш степеньлĕ кавалерĕ (православи чиркĕвĕн чи пысăк награди).
 
В.Д. Филиппов çак районти Хĕветĕрьел ялĕнче çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çар хĕсмечĕ хыççăн Ульяновскри патшалăх университетĕнче «Социаллă ĕçсен специалисчĕ» проффессие алла илнĕ. Ĕç биографине аслă электромонтёртан тытăннă. Икĕ çултан Виктор Дмитриевича Тереньгари кирпĕч заводĕнче тĕп энергетик тата тĕп инженер тивĕçĕсене шанса параççĕ. Унтан вăл «Ульяновск-коммунэне рго» организацин Тереньгари участокĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Ун хыççăн ентешĕмĕре нумай отрасльлĕ çурт-йĕр хуçалăх производство предприятин пуçлăхĕн тилхепине шанса параççĕ. Часах ăна «Тереньгульское стекло» пĕрлĕхĕн ертӳçине, тепĕр çултан – Тереньгари коммуналлă хуçалăх пуçлăхĕн çуммине çирĕплетеççĕ. Çулталăкран Тереньга районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрать. Юлашки тăватă çул Виктор Дмитриевич Тереньга районĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Канашĕн председателĕ.
Ентешĕн яваплăхĕ питĕ пысăк.
-Эпир федераллă тата область шайĕсенче тăратнă ыйтусене кирлĕ пек пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Правăпа нормативлă актсем хатĕрлесси, ĕç тăвакан влаçсен, администраци ĕçĕсене, бюджет укçи мĕнле тăкакланнине йĕрлесе тăрасси, культура, вĕрентӳ тытăмĕнчи ыйтусем — йăлтах ман тивĕçе кĕреççĕ.
Кăçалхи вĕренӳ çулĕ тĕлне шкулсене йăлтах юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Пуçламăш шкулсем, ача сачĕсем çитмеççĕ. Пуçламăш класс ачисем валли çĕнĕ шкул тăвасшăн. Ача сачĕсене çĕнĕрен хăйсен тивĕçĕсене тавăрассипе те ĕçлетпĕр. Паян 240 ача черетре тăрать.
Районти ялсенче йăлтах асфальт. Кăçал кăна çак ĕçпе 8 миллион тенкĕ укçа тăкакларăмăр.
Ялсене аталантарма йышăннă программăпа килĕшсе 137 çемье хăйсен пурнăçне лайăхлатрĕ. Çамрăк çемьесене пулăшатпăр. 12 çемье свидетельство илсе çĕнĕ çĕре куçрĕ ĕнтĕ,- каласа парать Виктор Дмитриевич.
Ĕçсене вĕсем хула тăрăхĕн ертӳçипе килĕштерсе ( Г.Т. Антонов) пурнăçлаççĕ.
Асăрханă тăрăх, Владимир Дмитриевич сăмах ваклама юратмасть. Çавăнпа ĕç-хĕлĕ пирки те питĕ сăпайлăн каласа пачĕ. Сăнанă тăрăх, ун пеккисем ытларах ĕçпе палăраççĕ. Кун пирки ăна панă хисеплĕ ятсем çирĕплетеççĕ.1996 çулта ĕненекенсем ыйтнипе тата Виктор Дмитриевичпа хула тăрăхĕн ертӳçи Геннадий Антонов пуçарăвĕпе Молвино ялĕнче Свято-Троицк храмне хĕрлĕ кирпĕчрен купаласа хута янă. Çавăншăн тивĕçнĕ те вăл православин чи пысăк наградине.
Вăл вырăнти чăвашсен автономин ертӳçи пулнă май, ентешĕмĕрсен ĕç-хĕлĕпе кăсăклантăм.
- Вырăнти чăвашсем пирĕн нумаях мар, ытларах куçса килнисем. Вĕсем вулама-çырма пĕлеççĕ. Вырăнтисем пĕлсех каймаççĕ. Пĕр çул районти вулавăшсене 34 экземпляр «Канаш» хаçат çырăнтарса панăччĕ. Юратсах вулани сисĕнмерĕ. Сăлтавĕ—вулама пĕлменнинче. Хам та чăваш чĕлхине вĕренмен. Çавăнпа ăнланма йывăр,- терĕ вăл. Хăй çапах çитес çултан тытăнса çырăнтарса пама шантарчĕ.
 
: 931, Хаçат: 42 (1186), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: