Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Юпан 7-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçе кĕртекен промышленность ĕçченĕсен «Ылтăн кĕркунне-2012» XIV куравĕ иртнĕ. Унта хутшăнма çĕр чăмăрĕ çинчи 35 çĕршыв тата Раççейĕн 52 регионĕ кăмăл тунă.
Ульяновск облаçĕнчен 40 çын хутшăннă. Ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсен ертӳçисенчен тата механизаторсенчен, пултаруллă фермерсенчен, ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн ăсчахĕсенчен тата ытти предприятисен ĕçченĕсенчен тăракан делегацие Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин ертсе пынă. Вĕсен хушшинче – пур кăтартусемпе те малта пыракан Радик Насуртдинов («Волга» ЯХПК ертӳçи) тата чăваш фермерĕсем – Николай Ивандеев (Чăнлă районĕ), Василий Козловпа Николай Волынщиков (Майна районĕ), малĕмĕтлĕ çамрăксем пулнă. Евгений Сяпуковпа Вячеслав Салюкин хуçалăхĕсенче чĕкĕнтĕр кăларнипе ялтах юлма шутланă.
 
Пуçлăхсем Çĕнĕ хулара пулнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата Ульяновск хула пуçлăхĕ Марина Беспалова «Авиастар-СП» завод ĕçченĕсемпе тĕл пулса предприятин, Заволжски районĕн тата Ульяновск-авиаци тĕп хулин пуласлăхĕ пирки калаçнă.
Мария Беспалова каланă тăрăх, 2013-2015 çулсенче ĕçлекен ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçмалла, урăх тĕллевпе ĕçлекен ача сачĕсене хăйсен ĕçне пуçăнтармалла тата çĕнĕ садиксем тумалла. Унсăр пуçне 2013 çулта Çĕнĕ хулари Львов урамĕнче физкультурăпа сиплев комплексне (ФОК) тума хула бюджетĕнчен 6 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртмалла.
Хăнасем Ильюшин аллейинче йывăçсем лартнă çĕре хутшăннă.
 
: 998, Хаçат: 42 (1186), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: