Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утăпа çурла пĕçерсе кăларайманнине авăн антарса параймасть.
Авăн уйăхĕнче анкартинче те кăмака хутаççĕ,кил картинче те кăмака хутаççĕ, пӳртре те кăмака хутаççĕ.
Авăн уйăхĕнче шупăр аркинчен чаппан çакăнать, чаппан аркинчен кĕрĕк çакăнать.
Кăсăя кĕре авăн юпи çине килсе ярать.
Авăн уйăхĕнче аслати авăтсан кĕр ăшă пулать.
Авăнта эрешмен нумай карсан кĕр уяр пулать, хĕл сивĕ килет.
Авăн уйăхĕнче çанталăк аслăк айĕнчен пăхма пуçлать.
Авăн уйăхĕ тунă чух уяр тăрсан тата тăватă эрне уяр пулать.
Авăн уйăхĕ тулса çитсен ват ăшши пуçланать.
Авăн уйăхĕ тунă чух çанталăк уяр тăрсан кĕр уяр пулать, çумăрлă пулсан – кĕр йĕпе тăрать
Авăн уйăхĕ уярта тулса çитсен кĕркунне уяр çанталăк тăрать.
Авăн уйăхĕ тунă каç Турă шыва пĕр татăк пăр ярать.
Авăн уйăхĕ катăлсан уйри ĕç те катăлать.
Авăн уйăхĕ катăлма пуçласан çĕлен шăтăка кĕрет.
Авăн уйăхĕ тунă чух упа шăтăка кĕрет.
 
: 916, Хаçат: 35 (1127), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: