Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, федераллă бюджетран çитнĕ 613,3 миллион тенкĕрен 460 миллионне облаçри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма ярĕç. Вĕсенчен 448,6 миллион тенки онкологи чирĕпе чирлекенсене медицина пулăшăвне парассине çĕнетме ямалла.
Участокри терапевтсемпе медицина сестрисен ĕç укçине ӳстерме 13,5 миллион тенкĕ, фельдшерпа-акушер пункчĕсенче ĕçлекенсен укçине ӳстерме 6 миллион тенкĕ уйăрнă.
Область бюджетĕнчен уйăрнă суммăран 100 миллион тенки ял хуçалăхне аталантарма тата патшалăхран кивçен укçа илнин процентне саплаштарма кайĕ.
Ачине çулталăк çурă тултариччен килĕнче пăхакан хĕрарăмсене, çар служащисен çие юлнă арăмĕсене пособи тӳлеме 40 миллион тенкĕ уйăрнă.
Пахча çимĕç пуçтарса пĕтереççĕ
Облаçри ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе облаçра 1040 гектар çинче пахча çимĕç – пурĕ 20 пин тонна - пуçтарса кĕртнĕ (1508 гектар лартнă). Вăтам тухăç – гектартан 192 центнер. Чи пысăк тухăç Вешкайма (гектартан 273 центнер), Мелекесс (241 центнер) районĕсем илнĕ.
Çĕр улми 2739 гектар лартнă, вĕсенчен 2100 гектарĕ çинче (77 процент) – 27,1 пин тонна - кăларнă. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ – гектартан 128 центнер. Сăр районĕсен кăтартăвĕ чи лайăххи – 194,4 центнер.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин кăçал пахча çимĕçе пуçтарса кĕртесси пĕлтĕрхинчен лайăхрах пынине палăртнă.
Облаçри хуçалăхсем сахăр чĕкĕнтĕрĕпе хĕвел çаврăнăшне те пуçтарса пĕтереççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрне 20 пин гектартан 16 пин гектар çинче, пурĕ 485 пин тонна кăларнă. Вăтам тухăçĕ те начар мар – гектартан 315 центнер. Чăнлă районĕнче тухăç пысăк – 321,6. Танлаштарсан пĕлтĕрхи вăтам тухăç – 271,8.
Хĕвел çаврăнăшне 94 гектар (78 процент) çинче, 106,8 пин тонна пуçтарса илнĕ. Ульяновск тата Чăнлă районĕсенче чи пысăк тухăç илнĕ. Хура тул 3,5 гектар (91 процент), вир 1,8 гектар (83 процент) çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 254,4 пин гектар акнă.
Тарифсен ӳсĕмĕ пысăк ан пултăр
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çурт йĕр тата коммуналлă тивĕçтерӳсен хакĕсене тăхтаса тăмасăр тĕрĕслеме хушнă.
- Коммуналлă тӳлевсен хакĕ – Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм Раççей çыннишĕн пысăк ыйту, çавăнпа вăл яланах пирĕн тимлĕхре пулмалла. Тарифсен ӳсĕмĕ инфляцирен çӳлерех ан хăпартăр. Экономика, энергетика тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствисен специалисчĕсен ытти регионсем çак ыйтупа еплерех ĕçленипе паллашмалла. Обществăлла палата пулăшнипе тарифсене тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕсем йĕркелемелле, - тенĕ кĕпĕрнаттăр правительствăри канашлура.
Энергетика тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Сергей Гигирев сăмахĕпе хаксене тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Çак ыйтупа министерствăн специаличĕсем ĕçлеççĕ.
Ӳсĕр водительсем нумайланнă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр эрех ĕçсе руль умне ларакан водительсене çирĕп явап тыттарма хушнă.
Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки тăхăр уйăхра руль умне ӳсĕрле ларнă 7 пин водителе тытса чарнă. Димитровград хулинче, Барăш, Чартаклă, Ульяновск, Чăнлă, Инза районĕсенче кун пек тĕслĕхсем ытларах. Анчах хăш-пĕр чухне полици сотрудникĕсем водительсене штрафланипех çырлахаççĕ, правана илмеççĕ. Тĕслĕхрен, Барăш районĕнче ӳсĕрле руль умĕнче тытнă водительсен 66 проценчĕ кăна водитель прависĕр юлнă, ыттисем штраф тӳленипех çырлахнă.
Регион пуçлăхĕ муниципаллă пĕрлĕхсен ертӳçисене ку енĕпе профилактика ĕçне вăйлатма, административлă практикăна хытарма сĕннĕ.
 
: 950, Хаçат: 43 (1187), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: