Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мускавра Раççейри ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ чаплă уявпа «Ылтăн кĕркунне-2012» курава хутшăнма маттур чăвашсем тивĕçлĕ пулнине эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Пултаруллă фермерсенчен пĕрисем — ашшĕпе хĕрĕ: РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Ульяновск облаçĕнче Т.С.Мальцев ячĕллĕ ылтăн медале пĕрремĕш тивĕçнĕ Иринăпа Николай Волынщиковсем. Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннă вĕсем Раççейĕн тĕп хулинчен? Ял хуçалăх ĕçченне вăй паракан еплерех хыпарсем илсе килнĕ? Шăпах кун пирки Николай Николаевичпа калаçатпăр.
 
— Николай Николаевич, Сире Раççейри ял хуçалăхĕпе ун продукцине ĕçлесе çитерекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Мускавра курни малашне ĕçлеме шанăç çуратрĕ-и Сирте?
— Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче çĕршывăн ял хуçалăх министрĕпе Николай Фёдоровпа калаçса илтĕмĕр. Чăвашла. Эпир унпа кăçал Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕн вĕрентӳ хуçалăхĕнче паллашнăччĕ, юнашар тăрса сăн ӳкерĕннĕччĕ. Ун чухне министр чăваш фермерĕсем патне пырса: «Чăвашла манман-и?», - терĕ. Халĕ те ял хуçалăхĕнче канăçсăрлантаракан ыйтусемпе ĕççи çинчен хаваспах тăван чĕлхепе пуплерĕмĕр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламне итлерĕмĕр. Владимир Владимирович ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне çăмăллатас тесе нумай ырă пуçарусем тума палăртни пирки чарăнса тăчĕ, малашне фермерсене тĕрлĕ грантсемпе хавхалантарма пулчĕ. Фермерсен хуçалăхĕ пирки шухăшне пĕлтерчĕ. Кивçен укçа (кредит) илессине ансатлатассине, çĕнĕ çынсем валли çăмăллăхсем шухăшласа тупасси пирки каларĕ. Ун шухăшĕпе чăнласах ял хуçалăхĕсене страхласси пирки шухăшламалла, страхлакан компанисем хăйсен кĕсйишĕн çеç ан ĕçлеччĕр. Курава Дмитрий Медведев премьер-министр та килсе кайрĕ. Кремльти керменте ятарласа пирĕн валли концерт кăтартрĕç, вăл пурне те тыткăнларĕ.
— Майна районĕнчи Волынщиковсен хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕнче Сирĕнпе пĕрле ачăрсем – Ирина, Николай тата Алексей – вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсем ашшĕн çулне суйласа илчĕç-и е Эсир çине тăнипе ял хуçалăхне таврăнчĕç?
— Паллах, хăйсем. Кăçал кĕçĕнни те Алексей Николаевич Ульяновскри патшалăх техника университетĕнчи экономика факультетне пĕтерсе килсе фермер ĕçне пуçăнчĕ. Хĕр, Ирина Николаевна, пилĕк çул ĕнтĕ мана пулăшать. Ку çул вăл Уль яновск область ведомствин тĕллевлĕ программин патшалăх пулăшăвне çĕнсе илчĕ. Ку çеç те мар, манпа пĕрле Мускавра пулчĕ, тĕнчери паллă фермерсемпе калаçса киленчĕ, çамрăк фермерсен грантне тивĕçрĕ. Çак укçапа Ульяновск облаçĕнчен пынă малĕмĕтлĕ яшсемпе хĕрсем Мускавра пĕлӳлĕхне туптама пултарĕç: 5 уйăх хушши фермер ăсталăхне алла илĕç. Ку пуçаруллисене ял хуçалăхĕнче ĕçлеме вĕрентме кирлĕ утăм. Тинех Раççей Правительстви хресченсене тимлĕх уйăрма, çак пархатарлă ĕçе çамрăксене явăçтарас тесе тăрăшма пуçларĕ.
— Кăçалхи çанталăкпа çăкăр ӳстерме çăмăлах пулмарĕ пуль Майна тăрăхĕнче те?
— Чăнах, 2012 çул ял хуçалăх ĕçченĕ умне нумай йывăрлăх тăратрĕ. Кĕрхи тулăпа ыраш начар шăтнăран çĕнĕрен акма тиврĕ. Çурхисене паркаланма ытла типĕ çанталăк чăрмантарчĕ. Шăп кирлĕ вăхăтра çумăр пулмарĕ. Хура тулла, хĕвел çаврăнăша, пĕр çуллăх курăксене, пăрçана та нӳрĕк кирлĕ. Паян 200 гектар çинче акса хăварнă сахăр чĕкĕнтĕрне кăларатпăр. Нумаях юлмарĕ ĕнтĕ.
— Николай Николаевич, хуçалăхри 6 пин гектар çинче миçен ĕçлетĕр?
— 42 ылтăн алăллă тата ĕçлес кăмăллă çын: механизаторсем, водительсем, специалистсем, мăшăр, ачасем, кин. 8 комбайн, 14 трактор, кузовлă автомашинасем. Çĕнĕ техника та пур. Хуçалăх çĕрĕсенчен ытларах пайĕ хамăр Майна районĕнчи Тагай, Подлесное, Копышевка ялĕсем тĕлĕнче вырнаçнă. Чӳрекел ял çывăхĕнче те пур.
— Малашнехи тĕллевсем?
— Малашне хресченсемпе фермерсен хуçалăхне анлăлатма шутлатпăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн. Фермер хуçалăхне аталантармасăр пурăнма çук паян Раççейре.
— Тавах Сире калаçушăн.
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
Справка: Терентий Семёнович Мальцев – паллă совет селекционерĕ, ял хуçалăх производствин новаторĕ, Курган облаçĕнчи Шадрински районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăх пахчаçи, Пĕтĕм Союзри В.И.Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн хисеплĕ академикĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ. Ун ячĕллĕ награда ял хуçалăхĕпе производство ĕçченĕсен хушшинче питĕ сумлă. Хисеплĕ фермер Николай Волынщиков – çак премие Ульяновск облаçĕнче панă чи пĕрремĕш çын. Ăна 2011 çулта Раççей правительствин председателĕ Владимир Путин Тамбовра иртнĕ Раççей фермерĕсен XXII съездĕнче панă.
 
: 843, Хаçат: 43 (1187), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: