Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче Вера Львова çыравçă тата режиссёр ӳкернĕ «Ят-сум патне – вăрăм çул» (Долгий путь к признанию) документлă фильма пахаланă. Çакна палăртмалла: ăна ятарласа шкул ачисем валли ӳкернĕ. Унта Ваççа Аниççин (Анисия Васильевна Княгининан) пурнăçĕпе пултарулăхне уçса панă.
Ульяновск облаçĕнче 1892 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче çуралнă Анисия Васильевнан малтанхи сăввисем Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Асăннă фильмра талантлă çак хĕрарăмăн пултарулăхне кăна уçса паман. Режиссер çамрăк куракана çĕр çинчи пĕр талантăн та йĕрсĕр çухалмалла маррине çирĕплетнĕ. Фильмра Ваççа Аниççин 43 çулта çырнă малтанхи сăввисем, çавăн пекех каярах хайланисем те янăраççĕ.
Ваççа Аниççин ашшĕ хутла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Вăл пĕлĕвне хăйĕн ачисене кăна мар, юттисене те пама тăрăшнă. Вăл хăйĕн хĕрĕ тивĕçлĕ пĕлӳ илтĕр тесе ăна чиркӳ-прихут шкулне вырнаçтарать. Унта Анисия Сергей Сорокин учительпе ал вĕççĕн çырнă «Хайхи» (Тот самый) журнал кăларнă. Ăна пĕр ял çыннисене валеçсе панă. Каярах хастар хĕр Иван Яковлев уçнă Чĕмпĕрти чăваш педагогика шкулĕнче вĕренет. Унта вăл Константин Ивановпа, Тайăр Тимккипе, Николай Шупуççыннипе палашать. «Паллах, ун пек çынсемпе çыхăну тытни мана сăвăсем çырма тата та хавхалантарчĕ», - аса илнĕ каярах Анисия Васильевна.
Димитровград çывăхĕнчи Аврали салинче шкулта вăй хурать вăл. Унтах пулас упăшкипе паллашать. Анчах Александр Семёнович 1929 çулта чире пула 5 ачипе 36 çулти арăмне хăварса çĕре кĕрет.
Тивĕçлĕ канăва тухсан Анисия Васильевна Димитровград хулине пурăнма куçать. Кунта вăл пултарулăх ĕçĕпе ларать, статьясем, «Атăл ывăлĕ» поэма çырать. Ят-сум ун патне каярах килет. Чăваш литературин тишкерӳçисем Ваççа Аниççи хушма ятпа çырнă сăвăсем питĕ тарăн шухăшлă пулнине асăрхаççĕ…
Пултарулăх йăхран йăха куçать теççĕ. Княгининан ывăлĕ Анатолий Александрович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен тата ун хыççăнхи çулсенче «Большевик» район хаçачĕн редакторĕнче тăрăшать. Мăнукĕн ачи Светлана Евгеньевна халĕ «Димитровград-панора ма» хаçатăн экономика тишкерӳçи.
Вера Львовна хăйне асăннă фильма ӳкерме пулăшнă поэта тата куçаруçăна Георгий Ирхине, «Хыпар» хаçат редакцине, Димитровград хулин таврапĕлӳçине Геннадий Улюкина, поэта тата куçаруçăна Евгений Ларина, Ваççа Аниççин мăнукне тата мăнукĕн ачине Вера Николаевнапа Светлана Евгеньевнана, Вăрнарти «Тивлет» юрăпа ташă ансамбльне чун-чĕререн тав тăвать.
Чăвашсен малтанхи поэтесси пирки фильм ӳкерес шухăш мĕнле çуралнă тесе ыйтсан Вера Львова 2000 çула аса илчĕ. Ун чухне Димитровградра литература фестивалĕ иртнĕ-мĕн. Мероприяти хыççăн хула урамĕсемпе уçăлса çӳренĕ чухне пĕр çурт çинче Асăну хăмине асăрханă. Унта «Çак çуртра 1963-1975 çулсенче чăвашсен малтанхи поэтесси Анисия Васильевна Княгинина пурăннă» тесе çырса çапнă пулнă.
 
: 821, Хаçат: 43 (1187), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: