Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ.
Унта пурĕ 905 делегат суйланнă, вĕсенчен 885-шĕ конгресс ĕçне хутшăннă.
Чăвашсен пĕрремĕш Аслă пухăвне Азербайджан, Беларусь, Литва, Кăркăсстан, Латви, Молдова, Украин, Эстони патшалăхĕсенчен, Мари, Мордва, Удмурт, Пушкăртстан, Тутарстан, Саха, Якути Республикисенчен, Ульяновск, Самар, Чулхула, Тюмень облаçĕсенчен тата нумай хуласенчен делегатсем пуçтарăннă.
Ульяновск облаçĕнчи делегацирен тăватă çынна - И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председательне И.С.Кирюшкина, Чăнлă район пуçлăхĕн çумне П.Я.Уфимкина, «Еткер» кăларăмăн редакторне О.Н.Мустаева, «Канаш» хаçат редакторне В.Ф.Ромашкина – конгресăн Мăн Канашне суйланă.
Чăваш наци конгресĕ чăмăртаннăранпа 20 çул çитнине юпа уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта уявлĕç.
 
: 779, Хаçат: 43 (1187), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: