Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
* * *
Эх, юрлас килет, туссемĕр,
Савăнас килет пĕрмай.
Хапăл туса йышăнсамăр,
Сирĕн умăрта – Палнай.
 
А. Ырьят сăвăç шăрçаланă çак йĕркесенчен тытăнаççĕ "Палнай" концерчĕсем.
 
* * *
 
 
Пуçарма çăмăл мар
1992 çулхи юпа уйăхĕ. Чĕмпĕр çыравçисем вырăнти паллă сăвăç Анатолий Юман çуралнăрапа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Йĕркелӳ ĕçне «Канаш» хаçатра вăй хуракан Альбина Степанова корреспондент хăй çине илнĕччĕ. Вăл мана тата Галина Яковлевана 5-6 юрăран пĕчĕк репертуар тума сĕнчĕ. Яковлевсен çемйипе эпир 1985 çултанпах туслă: пĕр-пĕрин патне хăнана çӳретпĕр, кĕрекере юратнă юрăсене сахал мар шăрантарнă, çавăнпа репертуар хатĕрччĕ те. Унччен Гальăпа пĕрле сцена çине тухман. Часах пирĕн баянист та тупăнчĕ. Леонид Лепёшкинпа уяв кĕрекине пултарнă таран илемлетрĕмĕр.
Киле таврăннă чух пысăках мар фольклор ушкăнĕ чăмăртас пирки калаçрăмăр. Пире манăн мăшăр Анатолий хавхалантарса пычĕ. Кĕпесене хăй çуралнă Каша ялĕнче пуçтарма пулчĕ. Чи явапли – чăваш юррисемшĕн тунсăхланă, юрлама пултаракан çынсене тупса ушкăна явăçтарасси. Палланă чăвашсемпе тĕл пулсан эпир чи малтан юрă ăстисем пирки кăсăкланаттăмăр. Çапла эпир ушкăн чăмăртарăмăр. Пирĕн хушăра ятарлă пĕлӳ илнĕ юрăç çук, анчах кашниех ачаранах юрăпа туслă, сцена çинче ӳснĕ теççĕ пирĕн пеккисене. Пирвайхи концерта хутшăннисем: Галина Яковлева, Валентина Пименова, Николай Кузюков, Галина Макарова, Николай Рогин, Раиса Дмитриева, Валентина Ильичёва. Каярахпа ушкăна Ольга тата Геннадий Игнатьевсем, Галина Игнатьева, Алексей Громов килчĕç. Вĕсем паян та ушкăнра.
Шыракан тупать тенĕшкел, репетицисем ирттерме вырăн та тупрăмăр. Леонид Кремляков пире «Дом чая» текен çуртра пӳлĕм уйăрчĕ (вăл унăн пуçлăхĕччĕ). Çакăнта пирĕн улах каçĕсем тытăнчĕç. Халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсенчен репертуар йĕркелерĕмĕр. Юрла-юрла пуç хатĕрĕсем ăсталарăмăр. Купăс, параппан, шăтăрмак таврашĕсене те тупрăмăр. Анчах пирĕн телей нумая тăсăлмарĕ. Рынок самани пуçлансан çурт пуянсен аллине куçрĕ. Эпир пӳлĕмсĕр тăрса юлтăмăр. Ку тĕле ушкăн сцена çине тухма та хатĕрччĕ ĕнтĕ, анчах баянист хуларан куçса кайрĕ. Ушкăна Анатолий Ишуков баяниста йышăнтăмăр. Пĕрле юрлама хăнăхсан халăх умне тухма ĕмĕтлентĕмĕр. Анчах ушкăнăн ячĕ çук. «Еткер» телекăларăмăн тĕп редакторĕ Олег Мустаев пире: «Шупашкарта «Сăрнай» фольклор ушкăнĕ пур, эпир «Палнай» ят парар»,- терĕ. Палнай – авалхи чăвашсен йывăçран ăсталанă вĕрсе каламалли инструменчĕ.
 
Пĕрремĕш утăмсем
Чи малтан кашасен умне тухрăмăр. Пире кĕпе парса пулăшакансене сцена çинче чысларăмăр. Çавăнтан тытăнса И.Я. Яковлев çутĕç обществи ирттерекен мĕнпур мероприятисене хутшăнтăмăр. Çутĕç обществи тенĕрен, унăн ертӳçи И.С. Кирюшкин çĕнĕ ушкăна тараватах йышăнмарĕ. Пĕр «Эревет» пурри те çителĕклĕ терĕ. Мĕншĕн тупăштарас теменни кайран паллă пулчĕ. Çакă пире тĕлĕнтерчĕ, кăмăлсене те хуçрĕ. Эпир, айвансем, чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем çурални-шĕн ертӳçĕсем савăнасса кĕтетпĕр… Çук иккен. Çакă пирте юрлас туртăма тата вăйлатрĕ. Эпир сцена çине тухма пăрахмарăмăр. Кĕмĕл тумлă ушкăн шăрантаракан юрăсене куракансем лайăх йышăнни пире тата хавхалантарчĕ, юрăсене тата лайăхрах якатас килчĕ.
Анчах çӳлелле ӳсме пире ăста баянист кирлине эпир лайăх ăнланнă. Шăпах çав тĕле Чĕмпĕр тăрăхне Станислав Толстов килсе тĕпленнĕччĕ. Вăл «Эревет» ушкăна вырнаçнăччĕ кăна-ха. Çĕнĕ юрă ушкăнне ертсе пыма сĕнсен вăл хаваспах килĕшрĕ. Пире тĕрĕс юрлама вĕрентессишĕн сахал мар тар тăкрĕ. Композитор пулнă май репертуара çĕнетрĕ. Çынсен умне илемлĕ тухма, тăма вĕрентрĕ. Вăл килнĕренпе артистсен пултарулăхĕ самаях ӳсрĕ. Палнайсем ăçта кăна çитсе савăнтармарĕç пулĕ пилĕк çул хушшинче… Концертсем панисĕр пуçне артистсем облаçри тĕрлĕ районсене çитсе «Канаш» хаçат кунĕсене ирттерме пулăшрĕç. 1995 çулта ушкăн «Руслан» Культура керменĕнче пысăк концерт парса «Халăх ансамблĕ» ята тивĕçрĕ.
Савăнăçĕ хыççăнах кулянмалли те çӳрерĕ. Хăш чух вара эпир Андрей Миронов артист юрлакан юрăри сăмахсене аса илетпĕр те «Палнай» тунтикун çуралчĕ пулĕ, çавăнпа пире ăнмасть тесе шӳтлетпĕр. Станислав Толстов мăшăрĕпе (Вера Толстова «Палнайра» юрлатчĕ) эстрада çулне суйласа илсен ушкăн каллех ертӳçĕсĕр тăрса юлчĕ. Çулталăк хушши халăх умне тухаймарĕ. 1999 çулта ертӳçĕ ĕçне ăста купăсçă Валентина Сымова хăрамасăрах пуçăнсан палнайсене çĕнĕ вăй кĕчĕ тейĕн. Вырăн çуккипе артистсем паян—пĕрин, ыран — теприн хваттерĕнче пухăна-пухăна репетицисем ирттерчĕç. Купăспа юрлама çăмăлах мар пулин те юрăсем çĕнĕлле, хăйнеевĕрлĕ янăрарĕç.
 
Ăнăçусен тĕкĕрĕ – куракансем лайăх йышăнни
Манăçа тухма пуçланă юрăсене вăтам тата аслăрах çулхисем уйрăмах хапăл йышăнаççĕ. Валентина Алексеевна ертсе пынипе ушкăн облаçри нумай чăваш ялĕнче, Чăваш Енре, Тутарстанра, Мускавра пулса курчĕ.
Палнайсен хастарлăхĕн вĕçĕ çук тейĕн. Ертӳçĕ тӳлевсĕр ĕçлет. Ятарлă пĕлӳ çук тесе ăна культура департаменчĕ ĕçе те йышăнмарĕ. Артистсене ку таран никам та укçа парса пулăшман. Çак хушăра палнайсем тăватă тĕрлĕ тум çĕлерĕç. Йăлтах хăйсен укçипе.
2009 çулта тин, 64-мĕш шкулта культура центрĕ уçăлсан, палнайсене пӳлĕм уйăрчĕç. Уншăн УОЧНКА ертӳçине Владимир Сваева пысăк тав. 2011 çулта Чĕмпĕрте Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйĕ тĕлне Александр Фадеев усламçă (вăл пусма-тавар лавкки тытать) çĕнĕ кĕпесем çĕлеме пусма тӳлевсĕр уйăрчĕ. Ентешĕмĕре палнайсем паян та тав тăваççĕ.
«Палнай» ушкăн йĕркеленнĕ-ренпе 20 çул çитрĕ. Ансамбль йĕркеленнĕ чух пирĕн ачасем сĕтел айĕнче чупатчĕç пулсан халĕ мăнуксене учукка тăватпăр. Çавăнпа та ушкăнăн чăваш организацийĕсем йĕркелекен мĕнпур мероприятисене хутшăнма май та çукрах. Мĕн тăвăн? Ирĕксĕрех «Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр» юрра юрласа ярăн. Çĕнетес кăмăл пур, анчах халăх юррисене юрлама кăмăл тăвакан çамрăксем çукрах.
Ваттисем калашле, мĕн пуррипех савăнас пулать. Вăл енĕпе палнайсем маттур. Ĕмĕчĕсем те çунатлă-ха.
Сăмахăма «Палнай» ушкăн 10 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра Валентина Тарават сăвăç-композитор саламланă сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.
 
Паян «Палнайăн» юбилей
Хĕвел пек ялкăшать вăл, курăр!
Ăсталăхĕ ӳсет куллен,
Ĕçлекене парать-çке Турă.
Вăл шăнкăрав пек янăрать,
Пĕр тутăхмасăр та йăшмасăр.
«Палнай», пур чăваша вăрат,
Çĕклен, тумхахсене пăхмасăр.
Кирлех пулсан – кăтарт шăлна
Витереймест пĕр чух йăл кулă,
Хăш-пĕрисем шăна кăна, пăван пек.
Такăр пултăр çулăр!
 
 
: 1227, Хаçат: 43 (1187), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: