Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Вăрçăра пурте герой пулнă. Анчах та кашнин кăкăрĕ çине çăлтăр çакма май çук. Эпĕ хам валли пӳрт хамах лартаятăп. Эсир тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, ашшĕсĕр юлнă ачасене çуртсем туса парăр.»
 
Пирĕн облаçра халĕ «Увековечивание памяти лиц, внесших особый вклад в историю Ульяновской области на 2011-2013 годы» тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ун валли 2011 çулта 16 миллион та 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çав шутра область бюджетĕнчен 4 миллион та 900 пин тенкĕ, муниципаллă бюджетсенчен – 11 миллион та 200 пин.
Иван Васильевич Ильгачёв Чăваш Кăлаткă ялĕнче 1902 çулта çуралнă, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, хăйсен ялне, районне, облаçа чапа кăларнă.
Хĕрлĕ çара ăна 1941 çулта илеççĕ, фронта ăсатаççĕ. Вăл Тĕп фронтăн 65-мĕш çарĕн стрелоксен 193-мĕш дивизине лекет. И.В.Ильгачёв сапёр 1943 çулхи октябрĕн 16-17-мĕшĕсенче Чернигов облаçĕнчи Каменка ялĕ çывăхĕнче Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартать. Тăшман вут-çулăмĕ айĕнче хастар чăваш юхан шыв урлă хулăн вĕрен каçарать, паром ăсталать, унпа Днепр леш енне танксене хирĕç тăмалли 4 тупă, 5 миномёт батарейĕ тата çар хатĕрĕсем илсе каçать. Вăрçа сапёр пулса тытăнать, капитан званипе вĕçлет.
СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1943 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе И.В.Ильгачёва командовани задание вăхăтлă тата тĕрĕс пурнăçланăшăн, паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне парса чыслаççĕ, унпа пĕрлех «Ылтăн Çăлтăр» медаль тата Ленин орденĕ параççĕ.
1944 çулхи август уйăхĕнче И.В.Ильгачёв вăйлă суранланать, 1945 çулта 2-мĕш ушкăнри сусăр (инвалид) пулса тăван ялне таврăнать. 1962 çулччен «Пионер» колхозăн председателĕ пулнă, кайран пысăклатнă «Коммунар» колхоза ертсе пынă. Ял Совечĕн председателĕнче те, районти çул-йĕр тăвакан уйрăм заведующинче те вăй хунă вăл.
Иван Васильевич пурнăçра питĕ сăпайлă çын пулнă, хăй ячĕн таврашĕнчи шăв-шава килĕштермен. Ăна çакă та çирĕплетет. Фронтран килсен ун патне район пуçлăхĕсем пыраççĕ, райком йышăнăвĕпе Героя патшалăх шутĕнчен çĕнĕ çурт лартса парассине пĕлтереççĕ. Анчах вăл ку шухăша хирĕçлет. «Вăрçăра пурте герой пулнă. Анчах та кашнин кăкăрĕ çине çăлтăр çакма май çук. Эпĕ хам валли пӳрт хамах лартаятăп. Эсир тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, ашшĕсĕр юлнă ачасене çуртсем туса парăр», - тет вăл.
Паттăр чăваш 1981 çулхи августăн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ, ăна ял масарĕнче пытарнă.
Пире Чăваш Кăлаткă ялĕн администрацийĕнче вара савăнтармарĕç. Ильгачёв палăкне е бюстне тăван ялĕнче лартас пирки район пуçлăхĕсем шутламаççĕ те иккен. Çынсем кун пирки пуçлăхсем умĕнче миçе хут калаçман-ши! Усси пулман. Районти ветерансен совечĕн ертӳçи Ханяфи Ахметжанович Насыров çеç пĕччен те пулин ку ыйтăва вырăнтан хускатасшăн çӳрет. Анчах пĕр ватă çын мĕн тутăр ĕнтĕ? Вăл укçа-тенкĕпе хуçаланмасть вĕт. Чăваш Кăлаткăра вара пĕр вăрçă ветеранĕ кăна юлнă – 89 çулхи Михаил Петрович Нукреев. Палăк валли халăхран укçа пуçтармалла тесе калаçкалакансем те пур. Çакна манмалла мар: Ильгачёв — Кăлаткăпуç районĕн çар комиссариачĕ чĕннипе фронта кайнă икĕ Геройран пĕри. Çав вăхăтрах Кăлаткăпуç районĕнчен тухнă, анчах фронта урăх çĕртен кайнă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе хăварас ĕçсем пыраççĕ. Чăваш Кăлаткă çыннисемшĕн ку япала кӳренӳллĕ пулса тухать.
И.В.Ильгачёв ялпа районăн кăна мар, облаçăн, пĕтĕм чăваш тĕнчин, çĕршывăн мăнаçлăхĕ. Ун ятне мĕншĕн палăк лартса халăхра ĕмĕрлĕхе хăвармалла мар? Вăл камшăн юн тăкнă вара? Эпир çамрăксем умĕнче паттăрсен ячĕсене çапла манса пыратпăр пулсан вĕсене патриотла воспитани мĕнле майпа памалла, хамăр çуралнă тăрăха, тăван çĕршыва юратма мĕнле вĕрентмелле?
Ялта Ильгачёв урамĕ пур. Унти пĕр çурт çине вырнаçтарнă асăну хăмине те тăванĕсен укçипе хатĕрленĕ. Масар çинчи палăкне те вĕсемех туса лартнă. Район влаçĕ, общественность ăçта вара? Пĕлес килет: район администраци пуçлăхĕсен планĕнче Совет Союзĕн Геройне Иван Васильевич Ильгачёва тăван ялĕнче палăк е бюст лартасси пур-ши?
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 994, Хаçат: 43 (1187), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: