Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăтăр çиччĕмĕш çул транспортпа хуçаланать
 
Вячеслав Васильевич Салюков – пĕрремĕш класлă водитель – машина рульне тытса Саккунсем кăларакан Пухăвăн Дипломне те, облаçăн сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне те, Ульяновск хулин Думин тĕрлĕ тавĕсене те тивĕçме пултарнă.
 
Вячеслав Васильевич 1954 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте хăйсен пурнăçĕсене ирттернĕ Нина Ефимовнапа (почтальонкăра вăй хунă) Василий Данилович (Чĕмпĕр чăваш педагогика училищинчен тата парти аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, пурнăçне вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнтарнă) Салюковсен çичĕ ачаллă çемйинче тăваттăмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ.
Ял шкулĕнче – сакăр, Вăта Тимĕрçенте вунă класс пĕтернĕскер водитель пулма ĕмĕтленмен, аслă пĕлӳ илсе техника тĕнчине кĕме тĕв тунă. Çамрăкăн тĕллевĕ пурнăçланай-ман. Каччă Ульяновскри «Автозапчасть» завода токарь вĕренекенне вырнаçнă.
Çамрăк водитель çар хĕсмечĕн тивĕçне пурнăçлама Мускав облаçĕнчи сержант шкулне çакланать. 1972-1974 çулсенче ракетăллă чаçра взвод командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă сержант киле таврăнсан офицер курсĕсенчен вĕренсе тухать. Халĕ вăл – саппасри офицер, аслă лейтенант.
Салтакран каллех завода таврăнать. 1975 çулта вĕрентӳ комбинатĕнче пилĕк уйăх вĕренсе водитель правине тивĕçет.
1976 çулта машина рульне çирĕпрех тытма вĕренсе пыракан каччă пĕр ялта çуралнă, пĕр касра пурăннă, пĕрле вĕреннĕ, пĕр-пĕринпе шкул çулĕсенчех туслă Вера Балакеровапа çемье çавăрать. (Вера Васильевна Володарский ячĕллĕ заводра поварта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă.)
Çак çулах ентешĕмĕр Ульяновскри ерекен чирсенчен сыватакан ача-пăча пульницине водитель пулса вырнаçать те паянччен хăй ĕçĕнче тытăнса тăрать. Тивĕçĕсене чунтан пурнăçлакан ĕçчен, сăпай водитель (пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх), маларах асăннă наградăсене çĕнсе илет.
Салюковсен пĕр ывăл – Андрей, вăл пурнăçне стройкăпа çыхăнтарнă. Ашшĕпе амăшне икĕ мăнук парнеленĕ.
Вячеслав Васильевич кашни кунах Ульяновск урамĕсемпе çĕнĕ «санитаркăпа» чирлĕ шăпăрлансене, тухтăрсене кирлĕ çĕре илсе çитерме васкать, тĕрлĕ эмел, япала турттарать. Хула урамĕсен илемĕпе киленсе пынă май, хăй юратнă юррине ĕнĕрлет: «Рульна çирĕпрех тытсам эсĕ, шофёр…».
 
 
Ульяновск хули.
 
: 898, Хаçат: 43 (1187), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: