Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Йӳçĕ пыл

(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-43-мĕш номерсенче.)
 
-Пĕлетĕн-ха, каламастăн. Тен, эсир ачана çураттарасшăн пулманнипе тухнă хирĕçӳ. Халь модăна кĕрсе кайрĕ çавăн пек хăтланасси. Еркĕн тупса ярсан арăмран урăх ача кирлĕ мар. Мĕн-ма пустуй ача ӳстерсе чăрманмалла/
Тепĕр енчен, сирĕн хушăрти хутшăнура манăн нимĕнле ĕç те çук. Эсир пульницана пĕрле пыратăр-и/- тесе тухтăр тухса кайрĕ.
- Çук пыраймастăп. Ачана никампа хăвармалли çук, - пулчĕ хурав.
Тухтăрсем тухса кайсан пӳрт пушанса юлчĕ. Унччен сĕтел çинче ларакан сехет шакканă сасă илтĕнмен пулсан паян вăл хăлхана çурчĕ. Юрать-ха, ку пăтăрмах Макçăма вăратмарĕ. Вăл хăйĕн пӳлĕмĕнче канлĕн çывăрчĕ.
Диван çинче пуçне усса ларакан Петĕр çумне кушак пек йăпшăнса Ирина пырса ларчĕ.

Текста малалла вулăр...

Константин Иванов, эпир сана манмастпăр!

Эпир те, Архенгельски ялĕн чăвашĕсем, «Чĕмпĕр литературин 12 апостолĕ» проектпа кашни уйăхрах вулавăшра мероприяти ирттеретпĕр.
Нарăс уйăхĕнче вырăс поэчĕн Д.П.Ознобишинăн сăввисене вуларăмăр, кун-çулĕпе паллашрăмăр. Ознобишин темиçе çул Шупашкар хулинче пурăннине, вăл чăвашсен, ирçесен юррисене чи малтан пуçтарма тытăннине пĕлтĕмĕр. Вăл «Куккук чăрăш çинче авăтать» сăвва вырăсла куçарнă, чăваш Хĕветĕр юрăçăн сассипе çырса илнĕ юрра 1833 çулта Хусанта тухса тăракан «Заволжский муравей» журналта пичетлесе кăларнă. Çакна тума Ознобишина чăвашла калаçма вĕренни пулăшнă.
Пуш уйăхне эпир Н.М.Языков поэта халалларăмăр.
Çав вăхăтрах чăвашсен паллă писателĕсем, поэчĕсем çинчен те манмастпăр. Чăваш Республикинче çак çулталăка Константин Иванова халалланă май хамăр вулавăшра кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕмĕр, «Константин Иванов, эпир сана манмастпăр!

Текста малалла вулăр...

Ыр çынна ырăпа асăнаççĕ

К.В. Ивановăн çуралнă кунне асăнса çырнă сăвă
 
Сар хĕвел çĕр питне ачашлатăр,
Чĕр чуна, пур çынна пурнăç патăр.
Кашни халăх çынни пултарайтăр
Çуратса ӳстерме улăп паттăр.
 
Паттăрсем йышлăнах пулаймаççĕ,
Юрăра ахальтен каламаççĕ:
«Ыр çынран ыр ача çуралать,
Çуралсан та сайра çуралать».
 
Шăпчăксем таврана шăрантарнă
Çĕн юрри хăлхана пырса кĕчĕ.
Чăвашсен пултаруллă поэчĕ
Кĕвĕленĕ сăвва ас илтерчĕ.
 
Çăлтăрсем тӳпере вăй выляççĕ,
Çавăнтах куç хĕссе те илеççĕ.
Чăвашсен çăлтăрне асăрхатăп:
«Кĕçтенттин Иванов, саламлатăп!
 
Мĕнлерех эс туян, çыраканăм
Çăлтăрсем хушшинче/ – эп ыйтатăп.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ăс-хакăлĕн йăлтăр çăлтăрĕ

Шкул ачисен пултарулăхĕ
Çак кунсенче чăваш литературин никĕслевçи К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ирттернĕ хулари ачасен сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ульяновскра пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ хулари 73-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Елена Сарандаеван (вĕрентекенĕ – Елена Краснова) ĕçĕ мала тухнă.
Хамăр вулакансене те çак хайлавпа паллашма сĕнетпĕр.
 
Вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ çуралнăранпа - 125 çул
Ун ырă ячĕ вĕçĕмсĕр пырать.
Ик хĕрĕх çул та иртĕ, пиллĕк те...
Паян чысра вăл аслă çĕршывра,
Ыран ăна тĕнче тӳпи кĕтет.
Петĕр Хусанкай.
 
Петĕр Хусанкай сăмахĕ тӳрре тухрĕ. Константин Иванова паян пĕтĕм тĕнче пĕлет. Поэтăмăр ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэмăпа кĕрсе юлчĕ, чăваш чĕлхине çӳллĕ шая çĕклерĕ, ăна вилĕ-мсĕр туса хучĕ.

Текста малалла вулăр...

Яковлев, Иванов ячĕллĕ библиотекăсем пулĕç-ши/

Пирĕн облаçра халь библиотекăсене паллă çынсен, çыравçăсен ячĕсене парас тапхăр пырать. Питĕ лайăх пуçару ку. Пушкин, Аксаков, Грибоедов ячĕсене аса илчĕç, нумаях пулмасть çĕре кĕнĕ Чĕмпĕр поэчĕн Благовăн ятне те пачĕç Ульяновскри 15-мĕш библиотекăна.
Чăвашсен вара хăйсен çинчен шутламалла. Облаçра миçе чăваш ялĕ! Унта библиотекăсем пур вĕт. Çавсене паллă чăваш çыравçисен тата поэчĕсен ятне парасси пирки шутламалла мар-и/
Кăçал чăваш халăхĕ «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн çулталăкне паллă тăвать. Паллă поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Пĕр-пĕр библиотекăна чăваш литературине никĕслекен çын ятне парсан питĕ лайăх пулассăн туйăнать. Иванов 10 çул Чĕмпĕрте пурăннă, хăйĕн чи пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене çакăнтах çырнă.
Ман шутпа, Ивановпа та чарăнмалла мар пирĕн.

Текста малалла вулăр...

Поэт тата художник

Константин Васильевич Иванов чăваш поэзин классикĕ тата вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ çеç мар, ăна чăвашсен пĕрремĕш художникĕ теме те пулать.
 
Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче черчени, рисовани тата чистописани урокĕсене вĕрентме тытăннинче Н.Ф. Некрасов педагог-художникăн тӳпи пысăк. Николай Федорович Мускавран Чĕмпĕр чăваш шкулне ĕçлеме1905 çулхи авăн уйăхĕнче килет. Вăл 18 çул чăваш ачисене ӳкерме тата илемлĕ те таса çырма вĕрентет.
Константин Ивановăн ӳкерес ăсталăхĕ çинчен нумай çыраççĕ, живопись тата графика тĕлĕшĕнчен ăна професси шайĕнчи художниксемпе пĕр шая тăратаççĕ.
Кĕçтенкки ачаранах художник пулма, ӳнер вĕренӳ заведенине кĕрсе професси шайне çитме ĕмĕтленнĕ. Ун аллинче яланах кăранташпа хут пулнă. Вăл портрет, пейзаж ӳкернĕ, кĕнекери хайлавсене ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ, тăмран пĕчĕк скульптурăсем ăсталанă, чăваш тĕррипе кăсăкланнă, тĕрĕ композицийĕсем шутласа кăларнă – ăна илемлĕх тĕнчи илĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

Константин Иванов – тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи

Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе – К.В.Иванов çулĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм чăваш тĕнчи вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ, чăваш генийĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвать.
 
Чăваш генийĔ Çурални
Константин Васильевич Иванов Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1890 çулхи çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 15-мĕшĕнче) çуралнă. Пĕр эрнерен ăна шыва кĕртнĕ.
Ун ашшĕ – Василий Николаевич ĕçчен те пуян çын пулнă, ялта ăна Ваçинкка тенĕ. Вăл ачисене вĕрентме тăрăшнă. Çичĕ çултах çăпата тума вĕреннĕ Кĕçтене саккăр тултарсан ялти пуçламăш шкула янă. Виçĕ çултан Пелепейри хула училищине вырнаçтарнă, унта пурне те тенĕ пек вырăсла вĕрентнĕ. Çавăнпа чăваш ачине унта кăмăла кайман, ун чăвашла вĕренесси килнĕ.
 
СлакпуÇĔнчен – ЧĔмпĔре
1903 çулта вара К.

Текста малалла вулăр...

Усрав ывăл

Чăвашсен аслă педагогĕ,
халăха çутта кăларас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçленĕ Иван Яковлевич Яковлевăн апрелĕн 25-мĕшĕнче çуралнă кунĕ пулчĕ.
 
Çавна май Кăнна Кушки чăвашĕсен ырă ĕçĕ çинчен каласа парас килет. Иван Яковлевич амăшне Наçтаç тесе чĕннĕ. Вăл тăлăх чăваш хĕрарăмĕ пулнă. Упăшкинчен виçĕ ачапа тăрса юлнă: икĕ ывăл тата Кулине ятлă хĕрĕ. Тăваттăмĕш ачи Иван – Ласка Иванĕпе çыхланса пулнă ача. Ачине çуратсан Наçтаçĕ виççĕмĕш кун ирхине вилсе кайнă.
Çав тери йывăр вăхăтра виçĕ кунхи ачана пĕтĕм ял-йыш вăй хурса, пăхса çитĕнтернĕ. Ят хунă чухне хĕреснашшĕ Яков Яковлев пулнă. Хушамачĕпе ашшĕ ятне хĕреснашшĕнне панă. Хĕреснамăшĕ Салман ялĕнчи хресчен хĕрарăм шутланнă. Вĕсен ялĕ Кăнна Кушкинчен икĕ çухрăмра пулнă. Тăлăх ачана кӳршĕри Пахом Энтрийĕн кил-йышĕ усрава илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш литературин икĕ Улăпĕ

И.Я.Яковлев Константин Иванова 1905 çултанпа асăрхаса сăнама тытăннă пулас. Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕ Михил Петров чăваш литературипе ачасене «Çуркунне» темăпа сочинени çыртарнă.
 
К.В.Иванов ăсталăхĕ
Вăл Константин ĕçне вуласан тĕлĕнсе кайнă. Иванов çырнинче çурхи пăр сасси те, кайăк-кĕшĕк юрри те, ӳсен-тăран, йывăç-курăк çеçкеленсе-папкалан са тухни те питĕ витĕмлĕ сăнланнă-мĕн. Хĕпĕртенĕ вĕрентекен «чун тапраннипе» çак ĕçе кăтартма Иван Яковлев патне васкать. Хайхи сочинение ăна вуласа парать. Вара шкул пуçлăхĕ те тĕлĕнсе каять. «Тавах сана, тавах! Вырăс литературинче кун пек сăнласа панине сайра тупма пулать. Эсĕ ăна ытлашши ан мухта, пăсса ярăн»,- тесе калать. Унччен Яковлев Иванов пирки калани нимĕнле литературăра та, аса илӳре те курăнмасть. Анчах 1904 çулта Константин Иванов сăвă çырма тытăннă хыпар ачасен хушшинче сарăлнă.

Текста малалла вулăр...

«Нарспи» поэма пурри – хăй телей

Ял вулавăшĕсемшĕн кăçал питĕ хĕрӳ вăхăт. Раççей Литература çулталăкне халалланă мероприятисем Кĕçĕн Нагаткин ял вулавăшĕнче те нумай ирттерме палăртаççĕ. Кун пирки ун ĕçченĕ Надежда Калля хĕрӳленсех каласа пачĕ:
– 2015 çула Константин Иванов çулĕ тесе пĕлтерсен чун хĕпĕртерĕ. Пирĕншĕн, чăваш халăхĕшĕн, «Нарспи» поэма пурри – хăй телей. Ун авторĕ çуралнăранпа кăçал 125 çул çитнине эпир те пĕчĕк чăваш ял вулавăшĕнче сумлăн палăртасшăн. К.Ивановпа унăн вилĕмсĕр хайлавĕсене халалланă стенд хатĕрлесшĕн. Ялти пултаруллă çынсен, çивĕч перо ăстисен ĕçĕсен хăтлавне йĕркелесшĕн. Кăрлач уйăхĕнче Николай Благов поэтпа çыхăнтарса поэзи каçĕсем ирттертĕмĕр, нарăсра – Дмитрий Ознобишин фольклористпа, куçаруçăпа çыхăнтарса шкул ачисемпе мероприятисем хатĕрлерĕмĕр. Пуш уйăхне – Николай Языков поэт-лирика халаллатпăр.

Текста малалла вулăр...

К.В.Ивановăн «Нарспи» кĕнеки

(Поэт «Нарспи» поэмăна 7 сыпăклă, 3 пусăмлă сăвă виçипе çырнă.4 йĕркеллĕ сăвă çаврисем (катренсем) пилĕкшерĕн-пилĕкшер ĕн пĕрлешсе тăраççĕ, пурĕ 20 йĕрке. Çав 5 катренлă сăвă йĕркисен пĕрлешĕвне «Нарспи сăвви» теме йышăннă.)
 
Ман алăра – кĕнеке,
Хуплашки çинче – пике
Кĕмĕл мерчен тухьяпа,
Шăнкăр-шăнкăр теветпе.
Чăн пирĕшти темелле,
Кулли çиçет хĕвелле.
Хуп-хура куç шăрçисем
Шăтарас пек пăхаççĕ.
Чие тĕслĕ тутисем
Йăл-йăл кулса тăраççĕ.
-Нарспи,эсĕ мĕн тери!
Пирĕншĕн чи чиперри!
Каласамччĕ ху çинчен.
Поэма çырни çинчен.
-Аллунта сан кĕнеке,
Вуламашкăн ан ӳркен.
Хăвах тупăн тупсăмне,
Тупаймасан ан кӳрен.

Текста малалла вулăр...

Юркка Иванĕ – чăвашсен пĕрремĕш çыравçи

Кăрлач – Благова, нарăс – Юркина
 
Тавах сана хăв халăхна манманшăн –
Асран ан тух, куçран та ан çухал.
Николай Дворов.
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин 2015 çул Раççейре Литература çулталăкĕ пулассине пĕлтерсен савăнтăм. Пирĕн – библиотека ĕçченĕсен – кăçал «Чĕмпĕр литературин 12 апостолĕ» область проекчĕпе килĕшӳллĕн çулталăкăн кашни уйăхне чаплă ентешсенчен пĕрне халалласа мероприятисем ирттермелле. Кăрлач уйăхĕнче Николай Благовăн сăввисемпе паллашрăмăр.
Нарăс уйăхĕнче хамăр ентеше, Иван Николаевич Юркина, халалласа Архангельски ялĕн вулавăшĕнче таврапĕлӳ сехетне ирттертĕмĕр. Эпир пурăнакан ял ĕлĕк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ, Юркка Иванĕ те çак уесрах çуралса ӳснĕ.
Иван Николаевича аса илме унăн аякри тăванĕ – Анатолий Нуждин-Уфаркин – «тупăнни» те хистерĕ.

Текста малалла вулăр...

Яла "Нарспи" килнĕччĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденеллĕ Чăваш академи театрĕ Кашана «Нарспи» спектакльпе гастроле килнине питĕ лайăх астăватăп-ха.
Эпĕ ун чухне 10-12 çулхи ачаччĕ. Артистсен ушкăнĕнче пирĕн ял хĕрĕ Мария Григорьевна Еграшкина-Алексеева тата унăн мăшăрĕ. Вĕсем çак спектакльте вылярĕç.
Ытти артистсен хушамачĕсене астумастăп. Спектакль хыççăн артистсене пирĕн пата çĕр выртма янăччĕ. Аннепе пĕр артисткин калаçăвĕ кăна асра юлнă:
- Хĕрĕм, сиртен – артистсенчен – тĕнчере телейлĕ те савăнăçлă çын çук пулĕ. Юрласа-ташласа, тĕрлĕ çын шăпине сăнарласа çеç çӳретĕр, - терĕ анне.
- Эх, мăнакка... Эпĕ сцена çинче кăна артистка... Киле таврăнсан вара куллен тенĕ пек пит-куçа куççульпе çăватăп, - терĕ ытарма çук илемлĕ питлĕ-куçлă çамрăк хĕрарăм куçне шăлса.
Тен, унăн шăпи те Нарспийĕнни пек телейсĕр пулнă.

Текста малалла вулăр...

«Нарспи» çуралниĕ «Чăваш халапĕсем»

Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан чăваш поэчĕ, «Канаш» хаçатăн яланхи авторĕ Анатолий Юман «Улăп кун-çулĕ» ятлă сăвăсен ярăмне çырса пĕтернĕ. Унта вăл чăвашсен Аслă просветителĕн Иван Яковлевич Яковлевăн тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пурнăçне сăнарласа кăтартма тăрăшнă. Паян эпир вулакансене çав ярăмри сăвăсенчен пĕринпе паллаштаратпăр. Унта вăл чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Васильевич Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми çуралнă тапхăра çырса кăтартать.
 
Вăхăт тунсăхра иртет.
Кĕçтука йыхрав кĕтет.
Кĕç опалăри поэт
Чĕмпĕре килсе çитет.
 
Йывăç-курăк çаралать,
Хура кĕр хуçаланать.
Каччă çăмăллăн сывлать,
Хуçăк кăмăл юсанать.
 
Иван Яккăльччă чĕнет,
Куçару ĕçне сĕнет.

Текста малалла вулăр...