Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ИВАН ЯКОВЛЕВ – ЧĂВАШ ХАЛĂХ АПОСТОЛĔ

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче область епархийĕ тата УОЧНКА пуçарăвĕпе Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳре пысăк мероприяти пулчĕ: И.Я.Яковлева асăнса кĕлĕ ирттерчĕç, Патриархăмăрăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, И.Я. Яковлев музейĕнче конференци иртрĕ.
Мероприятие Самар облаçĕнчи Клевлĕ (Клявлино) ял чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, Пĕтĕм тĕнчери халăхсене пĕрлештерекен тĕн академийĕн академикĕ, «Россия Православная» обществăлла юхăмĕн Тĕп Канашĕн членĕ В.А. Смирнов; Ульяновскри чиркӳсен благочиннăйĕ Алипий игумен; Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш чиркӳ настоятелĕ Сергий атте; Мелекесс районĕнчи Çĕнĕ Майнăри чиркӳ настоятелĕ Александр атте; Чартаклă районĕнчи Хĕрлĕ Яр чиркĕвĕн настоятелĕ Андрей атте килсе çитнĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

Илемлĕ чăваш юрри…

Çак ятпа иртрĕ Чăваш Сайманри шкулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă концерт.
Унта Чăваш тата Тутар Сайманĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем тата фольклор кружокне çӳрекен пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Капăр чăваш тумĕ тăхăннăскерсем авалхи чăваш халăхĕн тата хальхи вăхăтри эстрада юррисене шăрантарчĕç. Куракансем уйрăмах Сергей Городецкий, Роман Самарцев, Андрей Симонов, Александр, Юля тата Анастасия Измайловсем, Алиса тата Алсу Алмаевсем, Ольга Вахтурова, Анна Михалкина, Елизавета Трошина юррисене лайăх йышăнчĕç. Чи пĕлтерĕшли — ачасем чăваш юррисемпе халăх умне тухса чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас ĕçре пысăк пулăшу пани.
Концерт умĕн Чăваш Сайман шкулĕнче вĕрентекенсем М.П. Батюк тата Р.Р.Юсупова И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Халал пичетлесе кăларнă

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕ тата облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин чăваш халăхне çутта кăларакан çыннăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ ятпа Патриархăмăрăн тăван халăха панă Халалне пичетлесе кăларса асăнмалăх парне тунă.
Ăна А3 форматпа яка хут çине уйрăм пичетленĕ, текста чăвашла çырнă. Ун тиражĕ – 100 экземпляр. Ку ĕçе стена çумне çыпăçтарса хума меллĕ – вара çамрăксене вĕрентсе каланă сăмахсем яланах куç умĕнче пулĕç.
Аса илтеретпĕр: И.Я.Яковлев ку Халала Чĕмпĕрте 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çырса хăварнă.
Çĕнĕ кăларăм
Ульяновскра пурăнакан таврапĕлӳçĕн, чăваш халăх ăсчахĕн М.Аляпкинăн «Серебряные россыпи Ивана Яковлевича Яковлева» кĕнекин иккĕмĕш кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.

Текста малалла вулăр...

Яковлев чунĕ пирĕнпе пĕрле пулнине туйрăмăр

Акан 25-мĕшĕнче Чăваш Патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă çĕршывра чаплă уяв кĕрлерĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă мероприяти темиçе тапхăрпа Теччĕ район центрĕнче тата Кăнна-Кушки ялĕнче иртрĕ.
Ирхи сакăр сехет тĕлне йышлă делегацисем Раççейĕн мĕнпур кĕтесĕсенчен килсе çитнĕччĕ: Мускавпа Шупашкартан, Свердловск, Челябинск, Самар, Чулхула, Ăренпур, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Пушкăрт Республикинчен, Тутарстанри чăвашсем пурăнакан хуласемпе районсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культурăна аталантаракансем, журналистсем, чăваш обществисене, автономийĕсене ертсе пыракансем, çыравçă-сăвăçсем, çивĕч перо ăстисем, артистсем тата ыттисем те.
Кăнна-Кушки ялĕнче чăваш çырулăхне никĕсленĕ чаплă Вĕрентӳçĕпе чăваш букварĕн авторне – И.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ хулара – Чăваш чĕлхи кунĕ

Заволжски районĕнчи чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекен 63, 72 тата 73-мĕш шкулсем 64-мĕш шкула пуçтарăнса Чăваш чĕлхи кунне ирттерчĕç. Мероприятие пĕтĕмĕшле И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă.
Чĕлхемĕре вĕрентекен Мария Карпова ачасене Иван Яковлев кам пулнине, мĕнпе палăрнине кĕскен каласа пачĕ. Унтан Мария Шипкова тата Дарья Трофимова (64-мĕш шкул, 11-мĕш класс) Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, сулмаклă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçне вĕсем пилĕк страницăна пайланă: вĕреннĕ çулсем; алфавит тата вăл çырнă кĕнекесем; шкулсем уçнă, инспекторта ĕçленĕ вăхăтсем; Чăваш чĕлхи кунĕ. Ун хыççăн ачасем мĕн ас туса юлнине тĕрĕслерĕç: пуç ватмăшсемпе викторинăсем ирттерчĕç. Ачасем кăткăс ыйтусене те хурав пачĕç. Çĕнтерӳçĕсене парнесемпе савăнтарчĕç.
Юля Иванова (64-мĕш шкул) Иван Яковлев чăвашсене пиллесе хăварнă Халалăн сыпăкĕсене вуларĕ.

Текста малалла вулăр...

Халăхăмăрăн ăс-хакăл ашшĕне халалласа

Димитровградри краеведени музейĕ йĕркеленипе хулари Е.П. Славский ячĕллĕ ăслăлăхпа культура центрĕнче «Духовный отец нации» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалларăмăр. Конференцие хатĕрленме 2012 çулхи çу уйăхĕнчех тытăннă: йĕркелӳ комитечĕ чăмăртанă, И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпченĕ, баннерсемпе куравсем валли материал пуçтарнă, чăваш ялĕсем тăрăх çул çӳрев йĕркеленĕ. Ку ĕçре пире вырăнти чăвашсен автономи хастарĕ Г.П. Улюкин нумай пулăшрĕ.
Культура центрĕн фойинче темиçе пайран тăракан курав йĕркеленĕ: кĕнекесен, Яковлевăн йăх-несĕлĕн сăн ӳкерчĕкĕсем, чăваш тумĕ тата ал ĕçĕсем. Таврапĕлӳ музейĕ «Духовный отец нации» ятпа куçса çӳрекен курав уçрĕ. Унпа малашне те усă курма пулать.
Конференци залне П.И.

Текста малалла вулăр...

Патриархăмăрăн пурнăçĕ – документсенче

«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăрăн пурнăçне документсемпе çирĕплетсе паракан мероприяти иртрĕ. Ăна Ульяновск облаçĕнчи патшалăх истори архивĕн тата Чăваш Республикин патшалăх архивĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.
Диафильмпа И.Я.Яковлев пурнăçĕ, пултарулăхĕ тата ун çемйи çинчен калакан документсене кăтартрĕç. Вĕсем çинчен облаçри архив ĕçченĕ Р.В.Макарова каласа пачĕ. Ку документсем 1950-мĕш çулсемччен Ульяновскра упраннă, кайран Чăваш çĕршывĕн пуçлăхĕсем ыйтнипе фондăн пысăк пайне Шупашкара илсе кайнă.
УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳ настоятелĕ Игнатий игумен И.Я.Яковлев православи тĕнне хытă тытса пынă çын пулнине палăртрĕç, вăл акнă паха вăрлăх ырă çимĕçсем кӳрессе шаннине пĕлтерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Владимир СВАЕВ: «Иван Яковлев хушса хăварнине кулленхи ĕçсемпе çирĕплететпĕр»

Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă тĕп уяв «Губернаторский» Культура керменĕнче иртрĕ. Унта облаçри чăвашсен обществăлла организацийĕсем, Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕрлĕ çулсенче пĕтернисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, студентсемпе преподавательсем, пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç.
Тĕп уяв тытăнас умĕн Культура керменĕн фойинче Чăнлă районĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç: «Шуçăм» (ертӳçи В.Н. Игнатьева-Тарават) «Уйсас» (А.Л. Синдюкова) тата Чăвашкассинчи юрă ушкăнĕ (Р.П. Кириллов). Курма пынисем валли «Канаш» хаçат редакцийĕ тата И.Я. Яковлев музейĕ кĕнеке-журнал куравне йĕркеленĕ. Галя Елисеева ăстаçă тăмран тунă теттесене тăратнă. Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин мероприятие халăх пуçтарма пулăшнă, И.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев ячĕ – ĕмĕр-ĕмĕре

Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерстви, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт тата облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» ятпа Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн залĕнче облаçри шкулсенче чăваш чĕлхипе литература предметне, чăваш культурине факультативсенче тата кружок мелĕпе вĕрентекенсем, шкулсенчи музей ĕçченĕсем пухăнчĕç. Лару ĕçне институтăн ăслăлăхпа методика пайĕн проректорĕ С.В.Данилов ертсе пычĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн кафедра заведующийĕ, филологи наукисен кандидачĕ Ю.М.Виноградов та конференци ĕçне хутшăнчĕ.
Паллă кунпа облаçри чăвашсене чи малтан регионти вĕренӳ министрĕ, филологи наукисен кандидачĕ Екатерина Уба саламларĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрă пулчĕ парне

Халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне хывнă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса, чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пилленĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле Тутарстан Республикин Ф.Туишев ячĕллĕ преми тата 2003 çулта Мускавра иртнĕ «Выля, хут купăс!» фестиваль лауреачĕ Станислав Петрович Толстов композитор мăшăрĕпе – Верония Толстова юрăçпа - Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче хăй ертсе пыракан «Эревет» юрăпа ташă халăх ансамблĕпе куракансене «Юрă пултăр парне» уяв йĕркелерĕ.
Концерт пуçланас умĕн Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Столяров, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Владимир Сваев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов Иван Яковлевичăн ырми-канми ĕçленипе пухнă ăс-хакăл еткерне халь пĕтĕм тĕнче тенĕ пекех пĕлнине, Вĕрентекенĕмĕрĕн ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнса унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшнине,тĕслĕхшĕн паянхи уява хатĕрленĕ Толстовсен çемйине палăртса хăварчĕç.

Текста малалла вулăр...

Халал пилĕк чĕлхепе пичетленсе тухнă

Чăваш кĕнеке издательстви Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле «Чăваш халăхне панă халал» кĕнекене чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç тата француз чĕлхисемпе пичетлесе кăларнă.
Халал çырас шухăш Иван Яковлевичра Чĕмпĕрте пурăннă чухнех (1918 çулта) çуралнă. Ăна1921 çулта кăна Алексейпа Николай ывăлĕсем пулăшнипе çырса пĕтернĕ. 1955 çулччен халал Иван Яковлевăн архивĕнче упраннă. Архивĕ 1922 çултанпа СССР ăслăлăх академин корреспонденчĕн членĕ, истори наукисен докторĕ А.И. Яковлев патĕнче вырнаçнă. И.Я. Яковлевăн мăнукĕ, истори наукисен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта архивăн тĕп пайне В.И. Ленин ячĕллĕ СССР Патшалăх библиотекин (халĕ Раççей Патшалăх библиотеки) ал çырăвĕсен уйрăмне панă.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне чакармасть.

Текста малалла вулăр...

Музей алăкĕ пурин валли те уçă

 
Чăваш общественноçĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине паллă тăвать. «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсем ку тĕле тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.
Акан 21-мĕшĕнче «И.Я. Яковлев – судьба и город» темăпа Аслă Патриархăмăрпа çыхăннă вырăнсем тăрăх автобуспа экскурси иртĕ. Вăл Ленин урамĕнчи 98-мĕш çуртран («Родина В.И. Ленина» музей-заповедник) тытăнĕ.
Акан 21-мĕшĕнче 13 сехетре «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра «НаСЛЕДивший» ятпа курав уçăлмалла. Курма пынисем Иван Яковлевăн харпăр япалисемпе, сăн ӳкерчĕксемпе, кĕнекисемпе паллашĕç.
Акан 25-мĕшĕнче 16 сехетре çак музейра «Школа И.Я. Яковлева – успешный коммерческий проект. Трансляция модели в современность» темăпа дискусси иртмелле.

Текста малалла вулăр...

Кĕске тĕлпулу

Историлле пĕр пайлă пьеса
 
Пьесăри çынсем:
Яковлев Иван Яковлевич – авланман каччă. Хусан вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ.
Григорьева Екатерина Васильевна – учительница. Качча кайман хĕр.
 
1875 çул. Авăн уйăхĕ. Чĕмпĕр хули.
 
Çутă та таса пӳлĕмре Яковлевпа Григорьева чей ĕçсе, калаçса лараççĕ.
Григорьева (кулкаласа). Чĕмпĕрти гимназире вĕреннĕ чухне хам пурăннă хваттере килмен пулсан эсир ăçта пурăннине те пĕлес çукчĕ.
Яковлев. Хваттер хуçи арăмĕ сирĕн çинчен тăтăш аса илет, питĕ сăпай хĕрачаччĕ тет. Ĕçченччĕ чикки çук тет.
Григорьева. Урайне çуса тасатса пӳрт-çурта пĕрмай хам тирпейлесе тăраттăмччĕ, унăн кĕпи-йĕмне те хамах çăваттăмччĕ.

Текста малалла вулăр...

Çук, вилмен тăван чĕлхе...

Çук, вилмен тăван чĕлхе, аманнă,
Тӳрленет суран имçамласан.
Çук, пĕтмен чăваш, анчах саланнă,
Чăмăртанĕ харăс чан çапсан.
 
Чĕмсĕрлĕх ăна, тен, пулăш панă,
Тайма пуçа хĕç витмен, чăнах.
Пирĕн йăх вутра та сывă юлнă,
Сăпайне кура Тур пулăшнах.
 
“Чĕмсĕр йытă чĕпĕ тытнă”, - теççĕ.
Чĕмсĕрлĕх, тен, ылтăн. Тĕрĕс мар!
Вăхăт калаçмашкăн вĕçе-вĕçĕн,
Калаçар, тăван, çума эс лар.
 
Çичĕ ĕмĕр каялла вакланă
Атăлçи Пăлхар патшалăхне.
Туртса илнĕ пурлăха хакланă,
Сум пулман нихçан чăваш йăхне.
 
Таната ĕмĕлке евĕр тарнă,
Халăха хăратнă чăтлăхра
Туслăха çĕлен - наркăмăш-сăнă -
Аркатма пултарнă вăхăтра.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхи – юрату чĕлхи

Чăваш ачи пулса ялта эп ӳснĕ,
Калаçнă, вăй вылянă чăвашла.
Ырра та, йывăра та курса тӳснĕ,
Нихçан пуçа усман çавна пула.
 
Чăваш пулса ăс пухрăм, пурнăç турăм,
Чăваш Ене эп саврăм яланах.
Чăваш хĕрне савса чунпа эп пуйрăм,
Çук, урăх пурнăç кирлĕ мар мана.
 
Санпа эп чĕвĕл-чĕвĕл калаçатăп
Сасартăк тĕл пулсассăн чăвашла.
Çапла çеç тунсăх чунăма уçатăп,
Яш ĕмĕр тепĕр хут таврăнасла.
 
Чăваш чĕлхи – чун хуйхипе суйхи,
Чăваш чĕлхи вăл – юрату чĕлхи.

СЕРТЕ Мишши: «Сыхлар чăвашлăх пурлăхне»

Шăплăхра кĕрмешетĕп хуллен
 
Шăплăхра кĕрмешетĕп хуллен
Сăмахпа ĕмĕтсем тĕрлесе,
Сăвăлатăп чунтан-чĕререн,
Ĕçлемен хама хам шеллесе.
 
Инçех мар пек телейлĕ кунсем,
Сум кĕтет пек тăван чăваша.
Вăй-хăватлă юмах-вакунсем
Çитеççех пек кунти тавраша.
 
Ыткăнать пек мала пăравус
Чăвашсен телейне сĕтĕрсе,
Кăшкăрать пек: «Чăваш, куçна уç!
Ан ирттер вăхăтна тĕлĕрсе!
 
Миçе çул ерипен тĕлĕрен,
Туптаман эс чăнтан кăмăлна!
Шав «пиçмен пашалу» пĕçерен
Кăтартмасăр шалти тăвăлна!
 
Пурăнан çырлахса хывăхпа,
Юрăсем кăшт юрлам пек туса.

Текста малалла вулăр...

Т у с ă м ă р с е м!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш алфавитне тата çырулăхне йĕркеленĕ , чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр - Иван Яковлевич Яковлев – çуралнăранпа 165 çул çитет. Вăл чăваш халăхне каласа хăварнă пил сăмахĕ – Халалĕ – пирĕншĕн пурнăç Кĕнеки пулса тăчĕ.
 
Чун Халалĕ ăс патăр пире
 
Ун çинчен сăвă çырма пит йывăр.
Ун çинчен калас сăмах юлман.
Ун Халалĕ ăс-тăн чулĕ – сăвăр.
Ун Халалĕ… Ун пекки пулман.
 
Турă панă вăй-хăват унра пур.
Халăхшăн хыпса çунни – юнра.
Шеллемен, ура хунă ăна хур.
Парăнман, вăл тунă ĕç – тупра.
 
Туслăхпа çемье уншăн – сăваплă.
Татулăх тени ылтăнпа тан.
Мал туртăмлăх тени ытла хăватлă,
Пехиллес туртăм тата ăçтан?

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев стипендине илеççĕ

Регионта Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Морозовăн стипендине илме тивĕçлĕ кандидатсене суйлаççĕ.
Вĕренекенсене, студентсемпе аспирантсене, вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракан педагогика тата ăслăлăх ĕçченĕсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă саккунпа килĕшӳллĕн пирĕн регионта кĕпĕрнаттăрăн 14 ят стипендийĕ тӳленет. Вĕсенчен пĕри – маттур шкул ачисене, ыттисем – профессилле пĕлӳ паракан çуртсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене. Списокне çулталăкне икĕ хутчен туса хатĕрлеççĕ. Кандидатурăсене ятарлă комиссисенче сӳтсе яваççĕ.
2012 çулта кĕпĕрнаттăр стипендине 337 çын илсе тăнă, вĕсенчен 283-шĕ «Иван Яковлевич Яковлев ячĕллин» стипендиачĕсем пулнă, 54-шĕ ытти тĕслĕ ят стипендине тивĕçнĕ. Стипендиатсенчен ытларах пайĕ Ульяновскри патшалăх университетĕнче (161) тата Ульяновскри патшалăх техника университетĕнче (66) вĕренет.

Текста малалла вулăр...

Яковлев Халалне тĕпе хурса ĕçлетпĕр

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ мĕнле ĕçсемпе, çитĕнӳсемпе кĕтсе илет? Çак ыйтăва эпир УОЧНКА пуçлăхне Владимир Ильич Сваева патăмăр. Вăл акă мĕн каласа пачĕ:
- УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пĕтĕм ĕçĕ Патриархăмăрăн Халалне пурнăçлассипе çыхăннă. «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр…» - текен йĕркесем пур унта. Эпир шăпах çак сăмахсен пĕлтерĕшне кулленхи пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр.
Кăçал юбилей умĕн тата ун хыççăн Ульяновскра, облаçри кашни районта вĕрентӳ тата культура пайĕсем тăрăшнипе нумай мероприяти пулчĕ.
Кĕскен çаксене асăнса хăварма пулать. 2013 çулта Димитровградра Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Аслă Нагаткинта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи вĕреннĕ Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă туса пысăк мероприяти иртрĕ, унта Шупашкартан та хăнасем килнĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

Иван ЯКОВЛЕВ Чăваш халăхне панă халал

Ашшийĕн Ывăлийĕн Святой Сывлăшийĕн ячĕпе!
 
Эй тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те акă манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ. Юлашки тертĕме пуринчен маларах татах сире каласа хăварас тетĕп.
Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненӳ этеммĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать; инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненӳ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан, пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар; Ăна ĕненсе тăмасан, çĕр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать. Тĕнчене пултарнă çӳлти Турра ĕненсе тăрăр.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.