Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн кĕçĕн мăнукĕ патĕнче

Мăн кукаçей халалĕ – ĕмĕрлĕхе.
 
Чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Патриархăмăрăн И.Я.Яковлевăн йăх-несĕлĕпе пуçласа эпĕ студент вăхăтĕнче тĕл пулнă. Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи, çамрăк та вĕресе тăракан вăй-хаваллă В.М.Станьял (вăл ун чухне Мускав патшалăх университетĕнче стажировка иртнĕ) пире, пулас журналистсене, Мускава Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухакансен диплом-спектакльне курма пыма йыхăрчĕ. Çитсенех Хусан вокзалĕнче питĕ кăмăллă хыпар – Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн юратнă мăнукĕпе тĕлпулу йĕркелессине – пĕлтерчĕ. Ваганьково масарĕнче Иван Яковлев вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хунă хыççăн эпир тĕп хуламăрăн Ломоносов проспектне çул тытрăмăр. Акă эпир, 15 студент, МПУран аякрах мар вырнаçнă виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте.

Текста малалла вулăр...

Гармония в отношениях людей и народов в педагогическом опыте И.Я.Яковлева

25 апреля 1848 года в деревне Кошки-Новотимбаево Симбирской губернии родился мальчик – будущий чувашский педагог, демократ и просветитель Иван Яковлевич Яковлев. В 1868 году он осуществил свою заветную мечту – организовал Симбирскую чувашскую школу. Тогда ему было 20 лет.
 
Патриарх чувашской культуры И.Я. Яковлев много сил и внимания уделял воспитанию гуманности, человечности в межличностных и межнациональных отношениях. Гуманность «человек человеку – лекарство» невозможна без чуткости к человеку, добрых чувств, добрых отношений. Ведь воспитание чувства человечности в человеке – одна из важных сторон становления нравственной культуры.
В истории чувашской педагогики идеи Ушинского о системе национального воспитания, о гуманности в сфере межличностных и межнациональных отношений были осуществлены в деятельности Симбирской чувашской школы, где учились русские, мордва, татары, марийцы, казахи, чуваши и другие.

Текста малалла вулăр...

Вениамин Васильевич Афанасьев

Вăл 1930 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Мелекесс районĕнчи Слава посёло-кĕнче çуралнă. Афанасьевсен йăх-тымарĕ Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Пашьел ялĕнчен тухнă. Çемье ĕçченлĕхпе палăрнă. Ашшĕ – Василий Степанович – çирĕп хуçалăх тытнă. Ялта колхоз чăмăртанма тытăнсан çителĕклĕ пурăнакансене кулак тесе пурлăхĕсене туртса илмелле тенĕ хыпар сарăлсан Афанасьевсем Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Мелекесс районне куçса каяççĕ. Слава посёлокĕнче çемьен çĕнĕ çĕрсене алла илме тивет. Кунта «Красный шквал» пысăк колхоз йĕркеленнĕ.
Аслă вăрçă тытăнсан йывăр саманана пăхмасăрах Вениамин Афанасьев вĕренме тăрăшать. Шкула хир-вăрман урлă (хăш-пĕр чух пĕчченех) çӳреме тивнĕ ăна. 1941 çулта пуçламăш шкул пĕтерсен вăл малалла Зерносовхозри вăтам шкула вĕренме çӳрет. Кирек мĕнле çанталăкра та ир-ирех тăрса тăватă çухрăма çула тухнă.

Текста малалла вулăр...

Шăпама Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе çыхăнтарнăшăн савăнатăп…

Галина Николаевна Афанасьеван (Тимонина) биографийĕ пуян. Вăл 1924 çулта Ульяновскра çуралнă. Литературăна пĕчĕкренех юратнă. Çичĕ çултах ашшĕпе амăшне, тăванĕсене халалласа сăвăсем çырнă. Шкул хыççăн Ульяновскри пединститута пĕтернĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн шкул директорĕнче, Ульяновскри КПСС обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулас учительсене, чăваш хĕрĕсемпе каччисене вĕрентнĕ çулсене вăл ырăпа аса илет. Çак шкул мĕнле хупăнни пирки вăл «Канаш» хаçатăн 2001 çулхи 17-18-мĕш номерĕсенче çырса кăтартнăччĕ. Вăл çапла çырать: «1956 çул. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсе пыратчĕ. Умра – çуллахи каникул. Шкул директорĕ Пётр Якимушкин экзаменсем хыççăн çамрăксене лайăх канма сунса ăсатрĕ. Эпир те кану вăхăчĕ иртсен шкула таврăнасса шанса: «Август уйăхĕччен!

Текста малалла вулăр...

Чĕлхе çухалмĕ ĕмĕрне, вăл упрĕ халăх пĕрлĕхне!

Ульяновскра Иван Яковлевич Яковлев Патриархăмăр çуралнăранпа 164 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç. Ку вулав – пĕрремĕш. Хăнана Шупашкар, Самар, Тутарстан делегацийĕсем килсе çитрĕç.
 
<b>Палăк умĕнче
 
Уяв И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче тытăнчĕ. УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев пухăннисене саламласа Патриархăмăрăн палăкĕ умне чăваш чунĕллĕ, чи хастар çынсем пухăннине палăртрĕ.
-Пире Раççей тата область правительствисем хамăра сума сума, чĕлхемĕре аталантарма, йăла-йĕркене тытса пыма ирĕк панă. Ытти веçех хамăртан килет. Пирĕн Яковлев халалне тĕпе хурса пурăнмалла, ачасене те çакна хăнăхтармалла. Паянхи Яковлев вулавĕсем малашне йăлана кĕрессе шанатăп, - терĕ.
Палăк умĕнче тухса калаçакансем нумай пулчĕç.

Текста малалла вулăр...