Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Малашлăх паянтан тытăнать

Сергей Морозов Кĕпĕрнаттăр "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче 2013 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче тухса каланă сăмах
 
Ырă кун, хисеплĕ юлташсем!
Эпĕ 2004 çула аса илетĕп. Хула урамĕсенче тĕттĕм, машинасем сахал. Автобуссем чарăнакан вырăнсенче халăх. Ăçта пăхатăн – унта пасар, çӳп-çап купи… Пирĕн малта пыракан предприятисем (облаçрисем кăна мар, çĕршывăмăртисем те) майĕпен пĕтсе пычĕç, 1998 çулхи кризис хыççăнхи экономика аталанăвĕ пулман та тейĕн. Раççейре тата Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче ĕçсĕррисен шучĕ чакнă вăхăтра пирĕн регионта пачах тепĕр майлă – ӳссе пычĕ: 2000 çулта вăл 6,6 процентчĕ, 2004 çулта 9,5 процента çитрĕ.
Политикăри тавçăсем халĕ 2005 çулта эпир мĕнлерех çивĕч ыйтусене татса панисене манса кайма тăрăшаççĕ. Эпир йĕрке тăвас тесе нумай тăрăшрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Ĕлĕкхипе танлаштарсан – аван пурăнатпăр

-«Канаш» хаçата миçе çул çырăнса илнине те калаймастăп, маннă. Чăваш хаçачĕсĕр пурăнăç та интереслĕ мар пек. Хаçат илсен вĕçне çитиччен вулатăп, тепри киличчен 3-4 хутчен пăхса тухатăп. Мĕнле кăна шăпаллă çын пурăнмасть пирĕн облаçра. Эп хаçатсăр пурнаймастăп, - каласа парать Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче пурăнакан 74 çулхи Мария Евдокимовна Калина.
Вăл Ульяновск облаçĕпе пĕр пусăмри çын. Унăн пурнăçĕ те пирĕн регион историне çырать.
-Атте-анне ман пуянах пулман та, кукаçи, Иван Дмитриевич Шкаликов, пуян çын шутланнă, вĕсене çемйипех çуртран кăларнă, мунчана пурăнма янă. Анне каласа панă тăрăх, вĕсен пысăк яхтă çурт пулнă, ăна Тутар Чукалне куçарса кайнă. Килĕнчен кăларса яриччен анне качча кайнă пулнă, çавăнпа ăна тивмен, - пуçлать калаçăвне ватă çын.
1941 çулта Мария виçĕ çулта кăна пулнă пулин те ашшĕне, Евдоким Фёдорович Ярославские, фронта илсе кайнине лайăх астăвать.

Текста малалла вулăр...

Юрă чуна сиплет, çунать хушать

Аслă Нагаткинра чăмăртаннă «Уйсас» фольклор ушкăнĕнчи юрăçсем çине пăхатăн та – артистсен пурнăçĕ пыл та çу пек туйăнать. Туйăнать кăна çав. Кашнин хăйĕн шăпи, нуши. Ушкăнри чи аслă юрăçăн – Антонина Стратонован – çăмăл мар шăпи чĕрене хускатрĕ.
 
Вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Паснапуç ялĕнче 1935 çулта çуралнă. Вăрçă ачи.
- Эпĕ урамра ӳснĕ, - пуçларĕ вăл калаçăвне. - Пирĕн радио та, телевизор та, ялта клуб та пулман. Çав усал вăрçа пула чутах выçă вилмерĕмĕр. Эпĕ тăваттăра чух пирĕн çемье авантарах пурнăç шыраса Новосибирск хулине куçса кайрĕ. 1940 çулта йăмăк çуралчĕ. Вăрçă тытăнчĕ. Атте çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайрĕ. Хаяр вăрçă пынă вăхăтра (1942 çулта) анне темшĕн тăван яла таврăнма шутларĕ. Эпĕ ун чух çиччĕре кăначчĕ-ха. Вокзала çитрĕмĕр. Халăх вĕллери хурт пек хĕвĕшет.

Текста малалла вулăр...

Çĕр-Анне – эпĕ сан ывăлу!

Раççейĕн пĕр тĕлĕнмелле илемлĕ пĕчĕк кĕтесĕ – манăн тăван ялăм Чӳрекел – хурăнсемпе утмăл турат чечекĕсем хушшинче вырнаçнă. Кунта Тăван çĕршыва, тăван халăха, тăванĕсене чун-чĕререн юратнă ман мăн асаттесемпе асаннесем çуралса пурнăçне ирттернĕ.
Çĕр çинчи халăхсенчен сахалăшĕ ĕçе юратнине ытти юратупа пĕр рете тăратма пултарать. Чăвашсемшĕн çакăн пек пулнă пирĕн мăн асаттесем, пĕрремĕш вырăнта вĕсен çемье, çемьери йĕрке тата ĕç пулнă.
Эпĕ хамăн мăн асаттен ашшĕн (прапрадед) пиччĕшĕн – Игнатий Гаврилович Ульяновăн пурнăçĕпе паллаштарасшăн. Вăл 1878 çулта патша çарĕнче 20 çул службăра тăнă Гавриил Алексеевич Ульяновăн çемйинче çуралнă.
Гавриил Алексеевич пуян хресчен шутланнă. Раççейре крепосла правăна пĕтерсен унăн çĕр лаптăкĕ самай пысăк пулнă. Çитменнине, çемйи нумай ачаллă: виçĕ ывăл – Михаил, Игнатий, Семён тата виçĕ хĕр.

Текста малалла вулăр...