Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăпарук

Ялта çуралнă çынна çӳçне кĕмĕл тĕс çапсан тăван кĕтес туртма пуçлать. Пӳ-рте те пушă тăратас килмест. Пурăнакан çурт юхăнма пăрахса çĕнĕ сăн илет. Кӳршĕ-аршă та пускилĕпе калаçма май тупăннăшăн савăнма пуçлать.
Çавăнпа Ивановсем те çуллана ялта ирттерме тăрăшаççĕ. Инсульт тӳссе ирттернĕ арçыншăн ялти уçă сывлăш усăллă. Кĕçĕн мăнукĕ та курăк çийĕн чупкалама килĕштерет.
Шанчăклă мăшăрĕпе иккĕш çу уйăхĕ-нчех пасарта чăх-чĕп, хур-кăвакал туянчĕç те хăйсен автомашинине кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе Йăмракассине тухса кайрĕç.
Мĕнлерех савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ вĕсене тăван ял-йыш/ Ялĕ пĕчĕк. Пурăнакансенчен те ытларахăшĕ ватă кинемейсемпе шурсухалсем çеç юлнă. Çулла кăна пулсан та йыш хутшăннăшăн хĕпĕртет çын-вĕрле.
Вăтăр ытла çул хулара ĕçлесе пурăннă Борис Михайлович çурт-пахча, чăх-чĕп хуйхипе пурăнма пуçланă хыççăн хăвăрт сывалма пуçларĕ.

Текста малалла вулăр...

Сăра мыскари

Эпĕ «Канаша» нумай çул çырăнатăп ĕнтĕ. Кушак Печчи çырнă «Вăрттăн пассажир» мана шухăша ячĕ. Кун пекки ман пурнăçра та пулнăччĕ.
Арменире çар хĕсметĕнче тăнă чухне шофера вĕрентĕм, 1960 çулта киле таврăнтăм. Вăл вăхăтра ялта çынсене паспорт памаççĕ, хулана тухса каясран хăраççĕ, çавăнпа ялта шоферта ĕçлерĕм. ГАЗ-69 автомашинăпа колхоз председательне турттаратăп. Председатель мана шкулта вĕрентнĕ çын – Николай Иванович Краснов.
Вăл мана пĕррехинче Теччĕ хулине кайса Совет Союзĕн Геройне Утилетаева илсе кил тет. Райĕçтăвкома çитрĕм – унта мана кĕтсе тăраççĕ. Илсе килтĕм кирлĕ çынсене. Кăнна Кушки урамне вĕренекенсем тухнă, митинг пулмалла. Унта Герой та тухса калаçрĕ. Хăй вăрçăра тыткăна мĕнле лекнине, унтан нимĕç генералĕн самолечĕ çине 10 çынна лартса тарнине, хамăрăннисем патне çитсе ӳкнине каласа пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Манран – икĕ бутылка коньяк!

Аслисем хĕр çуралсан качча кайма юрăхлă пултăр теççĕ, ывăл çуралсан – салтака кайма.
Ванюш вунсаккăр тултарчĕ. Ун салтак ячĕ тухрĕ. Тăванĕсем, юлташĕсем ăна ăсатма пуçтарăнчĕç. Самана чиперех тăрать пулин те ашшĕ-амăшĕ куççуль кăлармасăр чăтаймарĕ. Ял-йыш Ванюша кирлĕ сăмахсем каланă хыççăн çамрăксем вара ăна хулана çитиех ăсатма шутларĕç.
Хулана каяс çула кăштах кĕскетес тесе çамрăксем килтен парса янă эрех-сăрана ĕçсе пăхма шут тытрĕç. Чăнах та, хулана çитнине сисмерĕç те вĕсем. Хăйсем ура çинче çирĕп тăрайманнине сиссен вара вĕсем кĕсьери докуменчĕ-сене халиччен эрех-сăра ĕçсе курман Антона шанса пачĕç. Документсем шанчăклă алла лексен лешсем сумккари эрех канăç паманнине туйрĕç те пĕрер черкке ĕçрĕç.
Тĕрĕс çав, хăçан та пулин пĕремĕш хут пулатех... Юлташĕ салтака кайнипе-ши – Антонăн та пĕр черкке ĕçсе пăхасси килсе каять.

Текста малалла вулăр...

Чăкраш пассажир

Ку ĕç темиçе çул каялла пулса иртрĕ. Пушă вăхăтра эпĕ хамăн çăмăл машинăпа такси ĕçне кӳлĕнтĕм. Пĕрре çапла килти ĕçсенчен каçалапа тин пушантăм. Машинăна хускатса тухнă чух хула çывăрма хатĕрленетчĕ ĕнтĕ. Гончаров урамĕпе пыратăп. Çул хĕрринче пĕр 30-32 çулсенчи арçын аллине çĕклесе тăнине асăрхарăм та ун умне пырса чарăнтăм.
-Эпĕ Засвияжски районне каятăп,- терĕм. Ку арçыннăн та çав енне каймалла иккен. Лартрăм. Арçын самай хĕрĕнкĕ пулни кĕричченех паллăччĕ.
-Манăн çумра укçа çук, киле çитсен парăп,- тет хайхискер. Килĕшрĕм. Пынă май манăн «клиент» чăкăлташма тытăнчĕ...
-Эпĕ Чечняра пулнă! Эпĕ полицейски!- кăшкăрашать çакă.
Эпĕ чăтса тăраймарăм.
-Апла эсĕ контузи пулнă çын. Ахăртнех, санăн ĕçме юрамасть, пуçу арпашса кайма пултарать,- тетĕп.

Текста малалла вулăр...

Тăлăх

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 47-мĕш номерте.)
 
Çулсем малаллах шăваççĕ. Мишук шкулта тăрăшса вĕренет. Тăватă класс пĕтерсе тухсан çичĕ класлă тепĕр ял шкулне çӳремеллеччĕ ачан. «Хăть пĕр ачине те пулин вĕрентесшĕнччĕ», - ĕмĕтленчĕ Сухви те. Анчах Мишукăн вăхăтлăха вĕренесси татăлчĕ. Килте çиме çуккипе пилĕк класс пĕтереймесĕрех вăл ял кĕтĕвне кĕтме кайрĕ. Унăн пиллĕкмĕш класра икĕ çул ларма тиврĕ. Ун чухне кашни класс хыççăн ачасен экзамен памалла пулнă. Экзамен парайманнисем тепĕр класа куçайман. Мишук начар вĕренместчĕ, улттăмĕш класа кайма шанăç пурччĕ. Анчах экзамен тытмалли кун аслă кĕтӳçĕ ăна шкула ямарĕ. «Мана пĕччен кĕтӳ кĕтме йывăр пулать», - терĕ.
Кĕтӳçĕре ĕçлекен 12-13 çулхи çамрăк чĕлĕм мăкăрлантарма та хăнăхса çитрĕ, эрехне те сыпкаларĕ. Каçхи апат умĕн хуçасем кĕтӳçĕсене 100-150-шар грамм лавкка эрехне е сăмакун ярса паратчĕç, хăналатчĕç.

Текста малалла вулăр...

Эпĕ асамçă мар

Эпĕ 75 çулпа пыратăп. Пит те, ӳт те купăс пĕрми пек пĕркеленчĕç, пуçăмри çӳç те юр пек шап-шурă шуралчĕ. Çапах та ура чупать-ха, хама çамрăксенчен кая мар туятăп. Сывлăхпа пуян, тавтапуç çӳлти Турра. Уйăхран-уйăха укçа парсах тăраççĕ, патшалăха тавтапуç уншăн. Ват карчăка та килте ларса тарăхтарать пулмалла çав, манăн пуçăма таçтан шухăш килсе çапрĕ. Ыран ирех Пăва хулинчи кĕçĕн хĕре çитсе курас! Ир пулчĕ, кукăр патака аллăма тытрăм та аслă çул çине тухрăм. Кутамккана çул хĕррине хутăм та машинасем епле хăвăрт иртсе кайнине тĕлĕнсе пăхса тăратăп. Сасартăк ман ума шурă пĕчĕк машина килсе чарăнчĕ.
- Асанне, санăн ăçталла каймалла/ Ларăр, лартса каятăп, - терĕ руль умĕнче ларса пыраканни.
Чăнах та эп пĕр шикленмесăр машина ăшне кĕрсе лартăм.

Текста малалла вулăр...

Ĕмĕт

Пăкă Петюкĕ ял ачисем хушшинче чи хастаррисенчен пĕриччĕ. Ăсĕпе те маларахчĕ, тавлашма çук. Мĕн кăна шутласа-ăсталаман-ш и вăл ача чух/ Пулă тытмалли çекĕл, хăяр шăвармалли хатĕр, икĕ ретлĕ кĕрепле, хĕлле сăртран ярăнмалли çăмăл çуна (унпах вăл таса уй тăрăх вăйлă çилпе усă курса пир парăс карăнтарса ярăнатчĕ), мулкач тытмалли капкăн - пурне каласа пĕтерес те çук. Чи пысăк ĕмĕчĕ – вĕçес килниччĕ ун. Кун пирки кунĕпе хуть те кампа тавлашма хатĕ-рччĕ. Тĕрлĕ кĕнекесем вулатчĕ.
Пĕр вырăнта çӳллĕ çăкасем ӳсетчĕç. Шăп çакăнта сĕтĕрсе тухнă Петюк сарлака та йывăр шăналăка. Тăватă кĕтессинчен кантрасем çыхнă.
-Парашют турăм,- тет.
–Кунпа çĕр çине чипер анайăн-ши/- шеллетпĕр «конструктора».
-Эсир мана ăна çăка тăррине туртса улăхтарса парăр-ха, аялалла хамах сикĕп!

Текста малалла вулăр...

Хаçат мар – гаçет

 
Ирçелĕнчи лавккара никамах та çукчĕ. Лавккаçăсăр пуçне пĕр арçын çеç тăратчĕ. Эпир пĕр çыхă хаçата ял халăхне валеçме тесе сĕтел çине хутăмăр та:
-Акă сире «Канаш» хаçат. Лавккана çӳрекенсене валеçсемĕр,- терĕмĕр.
-Хаçат/- тĕлĕнсе ыйтрĕ çак арçын. – Мĕн вăл хаçат/ Гаçет пулĕ ĕнтĕ... Пирĕн кунта хаçат мĕнне пĕлмеççĕ. Тĕрĕсрех вăл – г-а-ç-е-е-т.
-Ара, литература чĕлхипе хаçат тесен тĕрĕсрех ĕнтĕ. Сире шкулта та «гаçет» тесе вĕрентнĕ-и вара/ Пирĕн хаçата ытларах вулăр. Унта тĕрĕссине çыраççĕ, - терĕмĕр çаксемпе сывпуллашса.
Унта нимĕн те
кăтартмаççĕ
Анат Тимĕрçенти правлени çурчĕ умĕнче хĕрарăмсем пуçтарăннă.
-Ырă кун пултăр! Эсир «Канаш» хаçата çырăнса илетĕр-и/- ыйтатпăр çаксенчен.
Пĕри – ватăраххи – хаçата нумай çул вулани пирки тӳрех пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Пурпĕр улталанатпăр

«Канаш» хаçат редакци тĕпелне самай çулланнă хĕрарăм килсе кĕчĕ. Инсульт хыççăн хăрах алли ĕçлемест хăйĕн, хăрах ури те çĕкленесшĕн мар. Вырăс хĕрарăмĕ чăвашсем патне хăй тахçан Чăваш Республикинчи Канаш педучилищинче пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене шыраса тупас тĕллевпе килнĕ. Калаçса кайнă май хăйĕн паянхи нуши пирки пĕлтермесĕр те пултараймарĕ вăл.
- Хваттер ман пушă ларать. Тепĕр начар ĕçе явăçса кĕрсе каясран сыхласа хĕр хăй патне пурăнма илчĕ. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, 46 пин тенкĕлĕх шыв тасатмалли фильтр ларать ман хваттерте! – пуçларĕ вăл сăмахне.
Чăнах та, ĕненме те пулать, тĕрлĕ пенси илекен пур, тĕрлĕ пурнăçпа пурăнакан.
- Пĕррехинче алăкран шăнкăртаттарчĕç, икĕ çамрăк çын тăрать. Сирĕн кранран юхакан шыв питĕ таса мар, çавăнпа та ятарласа фильтр илсе килтĕмĕр теççĕ.

Текста малалла вулăр...

Кампа шӳтлемеллине пĕлмелле

Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Ăшă кунсем тытăнчĕç. Юр ирĕлсе шыва çаврăнать. Çулталăкăн çакăн пек илемлĕ вăхăтĕнче пирĕн кĕçĕн хĕр тăваттă тултарать. Уява ун патне юлташĕсем, аккăшĕсемпе тетĕшĕсем килессе лайăх пĕлет вăл. Çавăнпа вăрансанах хăйĕн юратнă кĕпине тăхăнса ячĕ, хаклă хăнасене кĕтме пуçларĕ. Хăнисем нумай кĕттермерĕç. Аслисем ачисемпе çитрĕç.
Ачасемшĕн уяв пуçланчĕ. Хваттерте савăнăçлă кулă-калаçу чарăнма пĕлмерĕ. Çитĕннисем те вĕсенчен юлмарĕç: пĕрле юрăсем юрларĕç, вăйăсене хутшăнчĕç.
Ачасем ывăна пуçланине сиссен эпĕ вĕсене урама тухма сĕнтĕм. Пĕчĕккисем хаваспах килĕшрĕç, аслисенчен вара эпĕ кăна хатĕр иккен. Мĕн тăвăн – хускатаканни хамах вĕт. Мана ултă ача (виçшер хĕрачапа арçын ача) шанса кăларса ячĕç.
Кăштах уçăлса çӳренĕ хыççăн ачасене парка илсе кайса Мускавран килнĕ куçса çӳрекен цирк кăтартма шут тытрăм.

Текста малалла вулăр...

Тавçăруллă тăхлачă

Çул-йĕрте тем те пулать: хурлăхли те, кулăшли те. Автомобиль инспекцийĕн аллине лекес мар тесе мĕнле кăна чеелĕх шутласа кăлармаспăр эпир хăш-пĕр чух/
Иккĕмĕш ачи çуралсан ывăл тăхлачăпа иксĕмĕре çăмăл машини çине лартрĕ те пĕчĕк мăнукăма курма илсе кайрĕ. Эпир хыçалти ларкăч çине вырнаçнă та савăнăçлă кăмăл-туйăмпа калаçса-кулса пыратпăр. Çул-йĕр правили тăрăх, ларса пыракансен кĕрсе вырнаçсанах пиçиххипе çыхăнмалла. Эпĕ ларсанах алла пиçиххи патне тăсрăм. Тăхлачă çыхăнасшăн пулмарĕ.
-Пĕрре те çыхăнма юратмастăп - кăкăра хĕсет. Çак асар-писер çанталăкра полици инспекторĕсем урамра тăрас çук-ха,- терĕ.
Ывăл та хистемерĕ. Çанталăкĕ чăнах та питĕ начарччĕ. «Çӳлти патшалăх» йĕпе юрне шеллемесĕр тăкать те тăкать, машина «дворникĕ» кантăка тасатса ĕлкĕреймест. Çул начар курăннипе машинасем васкамасăр, асăрханса пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕррехинче вокзалта

Килти ĕçсене майлаштарсан кăшт канам-ха тесе телевизора ятăм та çемçе пукан çине кĕрсе лартăм. Каллех реклама, йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. «Перепелиные яйца, перепелиные яйца», - тет передачăна ертсе пыраканĕ. Перепелиный мĕн тути каланине пĕлместĕп, кăркка çăмартине çисе курнă вара. Эпĕ ача чухне асанне мана ялан хăйпе пĕрле илсе çӳретчĕ. Пĕрре мана вăл «Чĕлĕм» кукамай патне илсе кайрĕ (вăл чĕлĕм туртатчĕ). Вĕсем калаçса ларнă вăхăтра эпĕ кирлĕ мар татăксемпе айланаттăм. Кукамай мана:
- Çиччас, пепкем, кăркка çăмарти çитереп сана, - тет.
Чăхă çăмарти çинĕ-ха, килте те пур, кăрккан мĕнлерех-ши? Тӳсейми кĕтетĕп. Тепĕр самантран сĕтел çинче чашкăпа темĕн пăсланса ларнине куртăм. Мана та çиме лартрĕç. Çăмартине курман-ха.
- Акă, хĕрĕм, чи тутлине сана çитеретĕп, - терĕ те кукамай ман ума хуппипе пĕçернĕ çĕр улми илсе хучĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂЙĂРАН ВĂКĂР ТУХАТЬ

Ку пăтăрмах аллă çул каялла пулса иртнĕ. Юлташпа мана çак хĕл вуниккĕ тулмалла. Вăл вăхăтра ялта «Ленин çути» пулман, çавăнпа юлташпа уроксене кăнтăр çутипе хатĕрленетпĕр, унтан йĕлтĕрсем сырса тăвайккинчен ярăнма урама тухатпăр. Хырăм выççине манса темччен чупаттăмăр. Пĕррехинче Петĕр юлташ, ашшĕн «Шипка» ятлă чикарккă пачкине вăрттăн хĕстерсе тухнă, мухтанса кăтартать. Ара, çитĕннĕ арçын шутне ку чух камăн кĕрес килмĕ? Шалти вăрттăн туйăмсенчен мĕнле хăтăлăн?
– Ăçта туртса пăхăпăр? – тет вăл.
– Ав çырма хĕрринчи пирĕн кивĕ мунчара туртса пăхма май пур, - хуравлатăп паттăрланса. Тарăн юр çийĕн мунча çумне çитрĕмĕр. Чикарккă тĕтĕмĕ куçа кĕрет, пыра хĕртет, ӳсĕрттерет. Куçран куççуль тухать, анчах чăтатпăр, арçын шутне кĕретпĕр вĕт.
– Малтанлăха кăна ку, ан хăра, ман асатте çапла туртма хăнăхнине пĕлетĕп, - тет Петĕр тепĕрне тивертсе.

Текста малалла вулăр...

Виçĕ ывăл

Ывăлсен ашшĕн аллинче эпĕ ĕç хатĕрĕ курман. Вăл ялан хуралçăраччĕ, унта та вăхăт-вăхăт кăна тытăнса тăратчĕ. Эрех ĕçнĕ пирки каçсерен ун вырăнне хурала арăмĕ тухатчĕ. Ку хĕрарăмăн куçĕнче пĕрмаях куççуль шывланса тăратчĕ. Куçĕсем те чĕлĕм сĕрĕмĕнчен япăхланса çитнĕрен, те çав териех хурланнăран çаплаччĕ. Ара, виçĕ ывăлĕпе упăшки мăкăрлантаратчĕç чĕлĕм. Çурт кĕтессинче кашни уйрăмшарăн тытатчĕç туртмалли хатĕре. Маччи сĕрĕмпе саралса ларнăччĕ, тумтирĕсемпе ытти таварĕсем веçех сĕрĕмпе сăрăннăччĕ. Ку çемьере ĕç пирки никам та сăмах хускатса курман. Тăрăшман та. Ывăлĕсем, шкулта вăхăт ирттермелле вĕреннĕскерсем, ятарлă ĕçлесе курман темелле. Унта-кунта çапкаланса çӳренĕ хыççăн каллех амăшĕн пенси укçи çине таврăннă. Ашшĕ сăмах калама хăранă. Вăл çитмĕлтен иртсен çĕре кĕчĕ. Тепĕр виçĕ çултан арăмĕ те кайрĕ çут тĕнчерен.

Текста малалла вулăр...

Марина, Инна тата Наташа

Пирĕнпе юнашар пӳлĕмре пурăнатчĕç вĕсем – юрист пулма хатĕрленекен аппăшĕпе йăмăкĕ Маринăпа Инна тата вĕсен юлташĕ Наташа, пулас психолог. Шухă та лара-тăра пĕлмен Маринăпа Инна йăл кулăллă, лăпкă, сăмаха шухăшласа çеç калакан Наташăпа пĕрремĕш курсрах туслашса кайрĕç. Хĕрсем занятисенче уйрăм пулсан та пушă вăхăтне яланах пĕрле ирттеретчĕç. Кинона, театра сахал мар çӳренĕ вĕсем.Пĕррехинче ташă каçĕнче хĕрсем хитре яшпа – Игорьпе – паллашрĕç. Вăл хура куçлă, хура çӳçлĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ Марина патне çӳреме пуçларĕ.Иннăна та килĕшет çак çырă çӳçлĕ, кăвак куçлă каччă. Анчах мĕн тумалла?
— Малтан санпа мар, манпа калаçма пуçларĕ Игорь, эсĕ вара ăна манран туртса илтĕн,-терĕ пĕррехинче Инна Маринăна. Çапла аппăшĕпе йăмăкĕ хушшинчен хура кушак чупса иртрĕ. Занятисене уйрăм çӳреме пуçларĕç, пĕр пӳлĕмре пулсан та пĕр-пĕринпе сăмах хушса калаçмарĕç.

Текста малалла вулăр...

Лавкка явап тытмасть

Супермаркета кĕнĕ чух çакăн пек картина куртăм: япаласем хумалли пĕчĕк шкапсен умĕнче пĕр хĕр татăлса йĕрет, ун тавра халăх пуçтарăннă. Ячейкăран унăн хаклă йышши фотоаппаратне кăларса илнĕ иккен. Эпĕ çавăн чух тĕлĕннĕччĕ: мĕнле кăларса илме пултарнă-ха ют çын çăрапа питĕрнĕ шкапа? Çăраççийĕ хĕрĕн аллинче-çке… Нумаях пулмасть хам та çакăн пек лару-тăрăва лекрĕм. Çĕнĕ хулари «Вестер» супермаркетра хăвна мĕн кирлине йăлтах туянма пулать: апат-çимĕçрен тытăнса килти хуçалăхра кирлĕ япала таранчченех. Ĕçрен таврăннă чух куллен çак лавкка урлă çӳретĕп. Ку хутĕнче те пĕр пакет çимелли туянса лавккаран тухрăм. Урама тухсан шăл тасатмалли паста туянма маннине аса илтĕм. Калле май кĕрес килмерĕ: унта яланах черет. Çумри «РУБЛЬ БУМ» лавккана йăпăрт кĕрсе тухма шутларăм. Кĕрсенех япаласем хăвармалли пĕчĕк шкапсем вырнаçнă.

Текста малалла вулăр...

АННЕ, ЫРАТТАРМАСТЬ ТЕСЕ ШАНТАРТĂН ВĔТ!

Тăхăрьял тăрăхĕнче вырнаçнă пĕр ялтан маршрутлă таксипе Ульяновска таврăнатпăр. Арбузовка ялĕ патнелле çывхарса пыратпăр. Пирĕнпе пĕрле ларса пыракан пĕр хĕрарăм водителе чарăнма ыйтрĕ те çул хĕрринчи посадкăна чупрĕ. Вăл таврăнасса çирĕм минута яхăн та кĕтрĕмĕр-тĕр. Пăшăрханма тытăнтăмăр.
Акă хĕрарăм килни курăнса кайрĕ. Кăкăрĕ çумне виçĕ çулсенчи арçын ачана пăчăртаса тытнă. Эпир тĕлĕннипе çăварсене карсах ăна кĕтсе илтĕмĕр.
Хĕрарăм посадкăна кĕрсенех хулăн йывăç турачĕ çинче пуçхĕрлĕ çакса хунă ачана асăрханă иккен. Туртăнкаланнипе ачан хăрах ури çыхнинчен вĕçерĕнсе кайнă. Хĕрарăм посадкăна мĕн тума килнине манса кайсах ачана тыткăнран хăтарнă.
Эпир ачана хулана çитсен полицие парса хăварма калаçса татăлса малалла кайрăмăр.
Икĕ-виçĕ минут кайсан çул хĕрринче ачаллă арçынпа хĕрарăм аллисене çĕкленипе маршрутлă такси каллех чарăнчĕ.

Текста малалла вулăр...