Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чи пахи – тираж чакмасть!

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, çултан-çул «Канаш» хаçата çырăнса тăракансем тата халĕ çеç вĕсен çумне хутшăннисем!
Вăхăтăн пĕр чарăнми шуса пыракан çуни 2016 çулхи декабрь уйăхĕпе 2017 çулхи январь уйăхĕн чиккинчен çил-тăман кăларттарса вăшт! кăна каçса кайрĕ. Тепĕр Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр! Çулăмлă Автан çулĕ теççĕ ăна.
Кăçал çĕршывĕпе илсен Октябрь революцийĕ пулнăранпа 100 çитет. Чăваш тĕнчине илсен вара Чĕмпĕрте 1-мĕш Чăваш съезчĕ пулса иртнĕренпе – пĕр ĕмĕр.
Чĕмпĕр чăвашĕсен пурнăçĕнче те паллă пулăм иртсе кайрĕ – «Канаш» тухма тытăнни иртнĕ çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче 27 çул тулчĕ.
Малаллах талпăнатпăр-ха! Пурăнатпăр!
Пĕр 10 çул каялла пирĕн чунсенче хаçат тиражĕ чакĕ текен шикленӳ пурччĕ, мĕншĕн тесен пирĕн хаçата çырăнса илекен аслă ăрури çынсем, эпир лайăх пĕлекен чăвашсем пиртен уйрăлса кайма пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...

«Канаш» хаçат вулаканĕсене мухтав!

 
Хисеплĕ вулакансем, ентешсем!
Акă вăхăт кустăрми 2015 тата 2016 çулсен чикĕ юппинчен те иртсе кайрĕ, çĕнĕ тапхăра кĕтĕмĕр. Кашни вăхăтăн хăйĕн палли, хăйĕн ĕçĕсем. Пирĕншĕн, «Канашра» ĕçлекенсемшĕн тата ăна вулакансемшĕн, иртнĕ çул хаçатăн 25 çулхи юбилейне паллă тунипе асра юлчĕ. Эпир ăна Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче тулли залра ирттертĕмĕр. Пĕлтĕрхи декабрĕн 30-мĕшĕнче вара хаçат тухма тытăнни 26 çул тулчĕ ĕнтĕ.
Пире аслă шкулта вĕреннĕ чухне пĕр доцент шӳтлесе çапларах калатчĕ: «Университет сирĕн çинче тытăнса тăрать. Студентсем пулмасан – университет та пулмасть. Тавах сире вĕренме килнĕшĕн. Мухтав студентсене!»
Пирĕн çыхăнусем те çапларах, «Канаш» хаçат та вулакансем пуррипе тытăнса тăрать. Унăн шăпи сиртен килет, хаклă ентешĕмĕрсем. Ăна никам та çырăнса илмесен – вăл тухаймасть.

Текста малалла вулăр...

Ан чарăр мана! Хамăнне веç калам-ха!..

ĕсьери телефон шăнкăртатса кайрĕ. Пăхатăп та – палламан номер. Кнопкăна пуснă-пусман хăлхана çинçерех те кăшт хăйăлтатакан сасăпа хытă калаçни кĕрсе кайрĕ.
Хĕрарăм пăлханни тӳрех паллă. Вăл хыпăна-хыпăна: «Эсир рекламăпа ĕçле пĕлместĕр! Концерт пулать, сирĕн вара хулипе те пĕр афиша кăна! Мĕн туса ларатăр унта/! – теме пуçларĕ.
Нимĕн те ыйтмарĕ – тӳрех вăрçма тытăнчĕ.
Эп ку хĕрарăма мĕн кирлине тӳрех ăнлантăм – вăл чăвашсен концертне курасшăн. Эпир ун умĕн хаçатра 2-3 пĕлтерӳ панăччĕ концертсем пуласси пирки. Çавăнпа эпĕ ăна: «Чимĕр-ха, ăнлантарам-ха, редакци йĕркелемест ку концертсене»,- тесе каласшăнччĕ. Эп калама тытăнтăм, анчах ку хĕрарăм мана итлеме шутламасть те – хăлхара ун çинçе сасси вĕçĕмсĕр янăрать! Пĕр чарăнми вăрçать.
-Эсир ĕçлеме кăна мар, çынна итлеме те пĕлместĕр иккен!

Текста малалла вулăр...

Хисеплĕ вулаканăмăрсемĔ хаклă тăванăмăрсем!

Акă çак куна та куртăмăр – алăра тĕрлĕ тĕспе пичетленнĕ «Канаш» хаçатĕ Ку Чĕмпĕр чăвашĕсен историне хĕрлĕ тĕспе кĕрсе юлакан кунĕ Эпир кун пирки миçе çул ĕмĕтленмен-шиĔ мĕн чухлĕ калаçман-шиӲ 2014 çул пуçламăшĕнче вара пирĕн тахçанхи ĕмĕт пурнăçа кĕчĕĕ
Малашне эсирĔ вулакансемĔ кашни эрнере çакăн пек илемлĕ хаçат илсе тăма пуçлăрĕ Куншăн область правительстви пуçлăхĕсенеĔ Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсенеĔ массăллă коммуникаци департамĕнчĕн тата «МедиаЦентр» учрежденинĔ УОЧНКА пуçлăхĕсене тав тумаллаĕ Хаçата тĕрлĕ тĕспе кăларасси хака ларать пулин те вĕсем меслетне тупрĕçехĕ ТĕрĕссипеĔ пултаруллă та ĕçченĔ ăслă та туслă чăваш халăхĕ çакна тивĕçлĕĕ
Сире пурсăра та Çĕнĕ çул çитнĕ ятпа тата пирĕн хаçат çĕнелнĕ ятпа хĕрӳллĕн саламлатпăр!
Пирĕн редакци йышĕ 2014 çула çĕнĕ тĕллевсемпеĔ çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илетĕ Чи паллă кун декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулатьĔ çак кун «Канаш» хаçат тухма тытăннăранпа 25 çул çитетĕ Пĕрремĕш чăн-чăн юбилей!

Текста малалла вулăр...

"Канаш" хаçат – аталану çулĕ çинче

«Канаш» хаçат редакцийĕ 21 çул хушшинче Чĕмпĕр чăвашĕсен культура центрĕ пулса тăчĕ. Çулсерен пирĕн пата 500-600 çыру килет, редакцие вулакансенчен кам та пулин кĕрсе тухмасăр кун та иртмест. Пирĕн хаçат нумай çул ĕнтĕ 1200-1300 тиражпа тухса тăрать. Ăнланмалларах пултăр тесе çакна каламалла: хальхи вăхăтра тиража чакарманни те пысăк çитĕнӳ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче хаçат-журнал çырăнасси, вуласси çĕршывĕпех чакса пырать. Кăçал вара пирĕн тираж 1446 экземпляра çитрĕ. Ăна ӳстерме Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов тата унăн çумĕ А.А.Узиков пулăшрĕç. Çак ĕçре В.В.Салюкин, Е.Ф.Сяпуков, П.А. Узиков, Л.В.Еленкин фермерсем, "Содружество" организаци пуçлăхĕ С.П.Петров, "Цильнамежрайгаз" филиалĕн пуçлăхĕ Н.Л.Ваштахов хастарлăх кăтартрĕç.
Пирĕн редакци паян «МедиаЦентр» патшалăх бюджет учрежденине кĕрет (унăн директорĕ Д.

Текста малалла вулăр...