Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хунямана тав тумалла-и е/..

Кашни çыннăн – хăйĕн шăпи. Çавăнпа хамăн пурнăçăм çинчен – хуняма пире çемьеллĕ пурăнма паманни – пĕлтерес, чунăма уçас килчĕ.
Упăшка хваттер тара тытма килĕ-шменрен мăшăрлансан хуняма-хуняçапа пĕрле пурăнма тиврĕ. Хуняман хăтланăвĕсене веçех çырса кăтартаймăп, çапах хăшĕ-пĕрне асăнмасăр иртеймĕп. Ӳссе çитнĕ ывăлне амăшĕ сăпкара выртакан ача вырăнне хуратчĕ. Каçхи апата ларсан ун умĕнче тăпăртататчĕ. «Ывăлăм, ĕçре ывăнтăн пулĕ, чăхă тукмакне çи-ха. Тăрантăн-и/ Катлет ăшаласа парас мар-и/»- тесе тăратчĕ. Мана, кинне, хăйĕн ывăлне кӳлешетчĕ. Апатланнă вăхăтра та иксĕмĕрĕн хушша кĕрсе ларатчĕ. Эпĕ сăмах хушсан мана чаратчĕ, хăйĕн юмахне юптаратчĕ. Килте те, çын хушшинче калаçнă чухне те пĕртен-пĕр ывăлĕ пирки сăмах ваклатчĕ. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ çук имĕш. Эпĕ вара упăшкапа виçĕ çул пурăнса вăл пăта çапнине те, пӳлĕмре мĕн те пулин çĕнетнине те курман.

Текста малалла вулăр...

тутлă хатĔрлетпĔр

Купса салачĕ
Ăна хатĕрлеме 200 г тĕтĕмленĕ кĕркке пулă (форель), 4 çăмарта, 200 г рис, 1 пуç сухан, 2 кашăк хĕрлĕ вăлча, илемлетме хăяр, укроп, лимон, майонез кирлĕ.
Риса тата çăмартана пĕçермелле. Çăмартана, пулла, сухана, укропа турамалла. Вĕсене майонез хушса пăтраштармалла. Салата çиелтен хĕрлĕ вăлчапа, хăяр, лимон касăкĕсемпе, укроппа илемлетмелле.
 
«Салтак тӳми уйĕ» салат
Ăна хатĕрлеме рис, горбушăран консерв, сухан, кишĕр, чĕрĕ хăяр, çăмарта тата майонез кирлĕ.
Консерва вилкăпа пусса, сухана касса вĕтетмелле, кишĕре теркăпа хырмалла та çатма çинче ăшаламалла, хăяра тăваткал касмалла, салтак тӳми чечекне çăмарта шурринчен уйăрса улăм пĕрчи евĕр каснă хăюсенчен ăсталамалла, варрине çăмарта саррине вĕтетсе хумалла.
Салат сийсенчен тăрать.

Текста малалла вулăр...

Хăвăр хушăра юта ан кĕртĕр

Ленăпа Иван пĕрлешни çулталăк та çитмен-ха. Çемье чăмăртиччен вĕсем хăйсен юратăвне 3-4 çул тĕрĕслерĕç. Ĕлĕкхи тусĕсем паян çемье тусĕсене çаврăнчĕç.
Ленăн юлташĕ Ирина вунсаккăртах качча кайрĕ. Максимпа иккĕшĕн пурнăçĕ темшĕн ăнсах каймарĕ. Ирина килте ларма, апат-çимĕç хатĕрлеме юратмасть. Кил-çуртра тирпей-илем тума та ӳркенет. Упăшкине пĕрех май çатма çинче ăшаланă çăмартапа е чăмăрла çĕр улмипе тăрантарчĕ. Ĕçрен ĕшенсе таврăннă арçыннăн вĕри яшка çиес килнех ĕнтĕ. Икерчĕ-кукăль таврашĕ пирки Максим ĕмĕтленнĕ çеç. Вăл Иванăн пурнăçне ăмсаннă. Вĕсен килĕнче яланах тирпейлĕ, таса. Пĕр-пĕрин хушшинче те хирĕçӳ-тавлашу çук. Плита çинче яланах вĕри апат. Лена куллен ĕçе çӳренĕ пулин те мĕнпурне ĕлкĕрнĕ.
Максим та авланнă чух телейлĕ пурнăç тăвасшăн ĕмĕтленнĕ. Ирина лайăх арăм пуласса шаннă.

Текста малалла вулăр...

Кин каçарчĕ

Хунямасемпе кинĕсем хушшинчи вăрçăсем çинчен час-часах илтме тивет. Çакă кăмăла хуçать. Хам хуняма пуличчен урăхла шутлаттăм: пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма çук-и вара теттĕм. Акă хам та кин кĕртрĕм. Пирĕн хушăмăртан та пĕрре хура кушак чупса каçрĕ.
Саша ывăлăм хваттере хĕр çавăтса килсенех ăна тӳрех килĕштертĕм. Хулара çуралса ӳснĕ пек те мар вăл: кăмăлĕпе хăш-пĕр сăпайлă чăваш хĕрĕнчен те ирттерет, ĕçченлĕхĕ те пур. Туй хыççăн килти мĕнпур ĕçе хăй тăватчĕ. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнтăмăр килĕштерсе. Çуркунне çитсен эпĕ хам çуралнă яла васкатăп. Çамрăксене канлĕрех, ирĕкрех пултăр тетĕп-çке. Хама та уçă сывлăшра чаваланни пăсмасть. Кĕркуннепе каялла хулана таврăнатăп. Çамрăксем малатан ача çуратасси пирки шухăшламарĕç, Ирина кин вĕренсе тухасса кĕтрĕç. Çапла пилĕк çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр.

Текста малалла вулăр...

Ӳ к ĕ н е т ĕ п

Вăтăр çул каялла пулса иртнĕ пулăмшăн паян та ӳкĕнетĕп. Эпир мăшăрпа ун чух хулара пурăнаттăмăр-ха. Пăянамăн виçĕ ывăл. Кашни канмалли кунах ачи-пăчи мĕнĕпе яла каяттăмăр. Савăнатчĕ вара пăянам кинĕсемпе мăнукĕсем килсен. Эпир, килĕнтешсем, çуса-тасатса хăвараттăмăр, чуста хурса кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçереттĕмĕр. Арçынсем кил-таврашĕнчи ĕçсене пĕтерсен мунча хутса яратчĕç. Каçхине сĕтел тавра ларса темĕнччен шавласа лараттăмăр. Пăянам сĕтел хушшинчен маларах тăрса майĕпен вырăн саратчĕ: кинĕсемпе мăнукĕсене кравать çине, ывăлĕсене – урайне вырттаратчĕ. Кашнин валлиех ăшши çитетчĕ пăянамăн. Пĕр япала çеç кăмăла каймастчĕ – вăл ывăлĕсене эрехпе иртĕхтерни. Мунча хыççăн алă-ура кантăр тесе пĕр-ик черкке панине эпир нихçан та хирĕç пулман, анчах виçĕ литрлă банка кăларса лартни тарăхтаратчĕ. Пĕртăвансем калаççа ларнă май ӳсĕрĕлсех каятчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ывăл ман ĕнсе çинче ларать

Ман ывăл 23 çулта. Юлашки çулталăк хушши вăл пĕр пус ĕçлесе илмесĕр ман ĕнсе çинче ларать. Ĕç шыранă пек туса вăхăтне ахаль ирттерет. Ман шутран пурăнма килĕшет ахăр ăна. Эпĕ унпа темиçе хутчен те калаçса пăхрăм. Унăн яланах хурав пур: «Пĕлетĕп, шыратăп, ăнланатăп». Е хăш чух шӳтлесе ирттерсе ярать. Тен, малашне ăна укçа пама, çитерме пăрахмалла? Пулăшсамăр.
Вера.
Ывăлăрпа «вăрçă» пуçличчен малтан ывăлпа мар, арçынпа калаçнă пек калаçăр. Кăшкăрса мар, йĕрсе мар, чăн арçын мĕнле пулмалли çинчен ăнлантарса. «Эсĕ ăслă, вăйлă, пултаруллă, манăн шанчăк – эсĕ çеç»,- тесе вăл чăн арçын пулмаллине ăнлантарăр. Вăл усал çул çине тăрса ĕлкĕреймен пулсан – сире ăнланма тивĕç. Ĕç тупма паян çамрăксене чăннипех çăмăл маррине шута илсе, тен, хăвăрăн та тăрăшса пăхмалла. Халĕ чылайăшĕ ачине ура çине çапла тăратать.

Текста малалла вулăр...

Кампа туслă пулмалла?

Упăшкапа юлташлă пуласси хĕрарăмпа юлташлă пулнинчен самай улшăнса тăрать. Паллах, хăш чухне унпа палланă çынсем пирки калаçса илме е хăвăрт кăна лавккана кĕрсе тухма пултаратăр.
Ку вара ниепле те йĕрке пулса тăраймасть. Кашни арçыннăн ниçта та çырса хуман хăйĕн саккунĕ пур, унта вăл хăйне мĕн тума юранипе юраманнине палăртнă. «Юрамасть» графара кашни арçыннăн «хĕрарăм япалисене туянма лавккасем тăрăх çӳреме юрамасть» тесе çырни пур. Иккĕмĕшĕ – хĕрарăмсен «çăмăлттай» калаçăвне хутшăнма юраманни. Çак икĕ пункта пăхăнма кансĕрлесе эсир упăшкăрăн тивĕçлĕхне мĕскĕнлететĕр.
Хĕрарăмсен çакна та манмалла мар: арçынсем телефонпа пустуй калаçнине чăтма пултараймаççĕ. Кунне тăватă-пилĕк хутчен упăшкана ĕçе телефонпа шăнкăравласа ĕçтешĕн çĕнĕ тумне сӳтсе явни те вырăнсăр.
Хĕрарăмсен тепĕр пысăк йăнăшĕ – упăшкин пурнăçĕнчен унчченхи юлташĕсене кăларса пăрахма тăрăшни.

Текста малалла вулăр...

А н н е

Ăш сăмахпа асăнатăп
Аннен çутă сăнарне.
Чĕрере ĕмĕре хăваратăп
Аннен пилне, юратăвне.
 
Анне вăл – çĕр çинчи чи хаклă та юратнă çын. Мана кун çути параканĕ, маншăн пин-пин хутчен ырă тунă çын вăл – анне. Вăл манăн – пĕртен-пĕрре!
Анне! Тӳсме çук йывăр вăхăтсенче те вăл çăмăллăх шыраман. Килте те анне ывăнтăм тенине илтмен. Çĕрĕпе пир тĕртнĕ, алă ĕç тунă. Пире те ĕçлеме вĕрентнĕ, хавхалантарнă. Ирхине эпир тăнă çĕре яланах тутлă апат хатĕрччĕ.
Ачисенчен пĕри те пулсан чирлесен вара мĕнпур ĕçне пăрахса, манса хăйĕн ăшă чунĕпе ăшăтатчĕ. Пĕтĕм вăйĕпе, чĕрипе туйса сиплеме тăрăшатчĕ.
Хаяр вăрçа пула ĕмĕрлĕхех пĕччен юлнă пулин те пирĕншĕн ялан чунтан тăрăшрĕ. Çемьере пурне те пĕр пек пайлатчĕ, пĕрне те уйăрман.

Текста малалла вулăр...

Мĕн вĕчĕрхентерет сире арçынра?

Çĕр çинче кашни чĕр чун мăшăрлă. Этеме те Турă çĕр çинче мăшăрлă тунă: арçын тата хĕрарăм. Хăшĕ мĕнлине суйласа илесси йăлтах хăйсенчен килет. Кашни хăйне кăмăла кайнине шырать: илемлине, пултаруллине, ăслине, ырă кăмăллине. Арçын-и вăл, хĕрарăм-и – кашнинче мĕнле те пулин кăлтăк тупма пулатех. Мĕнлерех начар енĕсем вĕчĕрхентереççĕ-ши хĕрарăма арçынра?
Светлана, 26 çул:
-Килте хăй япалисене сапаласа пăрахни, хăй хыççăн савăт-сапине çуса хуманни – куллен тарăхтаркан пулăм. Пĕр-пĕр ĕçе куллен аса илтермесĕр пурнăçламанни, наянланса ĕçсĕр выртни те çилĕ кăларать.
Валентина, 49 çул:
-Тирпейсĕр, мăран арçынсене тӳсме пултараймастăп. Çынпа ăслă, ĕçлĕ, усăллă калаçу тытма пĕлмен арçынсемпе хутшăнас кăмăл çухалать.
Елена, 45 çул:
-Каланă вырăна вăхăтра çитме тăрăшман е пĕр-пĕр яваплă ĕçе пурнăçлама манса каякан арçынна урăх шанас килмест.

Текста малалла вулăр...

Хăнана пырсан киле кайма та пĕлмелле

Çуралнă кун çын пурнăçĕнчи паллă пулăм. Тăвансем чĕнмесĕрех пырса саламлама пултараççĕ, юлташсемпе паллакансен йыхравлассах кĕтмелле. Каяс тетĕр пулсан палăртнă вăхăта çитмелле.
Пĕлĕшĕр чĕнмерĕ пулсан кӳренмелле мар. Тен, вăл кĕреке пухса аппаланасшăн мар, тен, майĕ çук. Саламласах тетĕр пулсан чечекпе е парнепе самантлăха çеç кĕрсе тухма юрать. Анчах кун пек чухне сĕтел хушшине сăйланма лармалла мар. Юрăхлă вăхăт – кăнтăрла. Телефонпа саламлас тесен ирпе шăнкăравламалла.
Тус-юлташăр е тăванăр çуралнă куна пухсан ытлашши лармалла мар: çапах та тахçантанпах курман пĕлĕшсемпе курнăçмалли мар, саламламалли кун. Çын патне каяканăн хăна килни тата кайни лайăххине тĕпе хумалла.
Кафене е ресторана чĕннĕ тĕк хăвăр пырассине малтанах пĕлтермелле.
Хăна пырас куна, вăхăта малтанах пĕлтерес пулать, пĕр кун маларах кам пырассине е пыма пултарайманнине пĕлни те аван.

Текста малалла вулăр...

Купăстаран – голубцы

1 пуç купăстаран хатĕрлеме 3/4 стакан рис, 1 кишĕр, 2 пысăк сухан, 2 чей кашăкĕ ешĕл çимĕç, 1 апат кашăкĕ томат-пюре, 3-4 кашăк тип çу кирлĕ.
Сухана вакласа тип çу çинче ăшалăр. Унта рис тата тёркăпа хырса вĕтетнĕ кишĕр хушса тата кăштах ăшаламалла. Халĕ томат-пюре, 2 апат кашăкĕ шыв, тутанса пăхса тăвар тата хура пăрăç хушма вăхăт. Асăннă çимĕçсене çулăм çинчен илмесĕр тата ăшалăр. Çулăм çинчен илсен ешĕл çимĕçсем хушăр та – фарш хатĕр.
Купăста çулçине вĕри шывра çемçетнĕ хыççăн хулăн тĕлĕсене касса илĕр. Çулçă варрине фарш хурса конверт пек чĕркĕр. Голубцысене кастрюле вырнаçтарнă хыççăн унта 1 кашăк томат-пюре хушăр та çиелтен шыв ярăр. Вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçерсен духовкăна лартăр, шывĕ пăсланса типиччен тытăр.
АДЖИКАĂна хатĕрлеме 3 кг пылак пăрăç, 3 кг помидор, 200 г ыхра, 5 пĕрчĕ пăрçа йышши хура пăрăç, çур чей кашăкĕ лимон кислоти, 3 кашăк тăвар кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

САВĂТ-САПАНА ÇĔНЕТЕР-И?

Кирек мĕнле савăт та нумай вăхăт усă курсан тĕсне улăштарать: тĕпĕ хуралать, тĕксĕмленет, сарăхать. Вĕсене «çĕнĕ пурнăç» пама эпĕ пĕр мел сĕнетĕп.
Ăна тума 1 пачка кальци соди, 2 тюбик силикат клейĕ (канцелярский) кирлĕ.
Сарлака кастрюле шыв тултарса çулăм çине лартатăп. Унта содăпа клея ярса ирĕличчен хутăштаратăп та кивĕ сăн çапнă савăт-сапана çав шыва чăмтаратăп. Мĕн чухлĕ вĕретмеллине савăт-сапа хăех «калать». Ун çумĕнчен çунса хуралнă сийĕ хăпрĕ пулсан – шывран кăларма вăхăт.
Шыв вĕренĕ хушăра унта кашăк, вилка таврашне те 5 минута яратăп. Кăларсан тăрă шывпа чӳхетĕп те – савăт-сапа вĕр çĕнĕ пек йăлтăртать.
Туса пăхăр. Ӳкĕнмĕр.

Ыхра çийĕр

Швейцарири чи чаплă курортсенче çĕнĕлĕх йăлана кĕнĕ. Кĕркунне канакансем çиекен апачĕ çумне уйрăм савăтпа вĕтетнĕ ыхра лартса параççĕ. Вĕтĕ ыхрана пĕрерĕн-пĕрерĕн чăмламасăр çăтмалла. Çапла тусан çăвартан ыхра шăрши кĕмест. Вунă кун çинĕ хыççăн организмра иммун тытăмĕ çирĕпленет. Хĕллехи сивĕсенче сирĕншĕн шăнса пăсăлас, грипп е ытти инфекции ерес хăрушлăх пачах пулмасть. Эпĕ нумай çул çак меслетпе хамăн сывлăха çирĕплететĕп, тухтăрсем те çапла тума сĕнеççĕ.
Галина О.
Амăшĕ мĕнле хастартарах, ачи çапла ăслăрах пулатьАчан пуç мими аталанасси амăшĕ йывăр çын чух мĕнле хусканнинчен килет. Тăхăр уйăх ларса е выртса ирттерекенсен амăшĕсен ачисен хушшинче Альцгеймер тата Паркинсон чирĕсемлисем ытларах. Нимĕç ăсчахĕсем тĕпченĕ тăрăх, хастар хĕрарăмсен пысăках мар виçеллĕ ачасем çуралаççĕ.

Текста малалла вулăр...

КАЛАÇАКАН ЙĂЛĂХТАРЧĔ

Пурнăçра тĕрлĕрен çынпа хутшăнма тӳрĕ килет. Килĕшет-и вăл сана, килĕшмест-и хăш-пĕр чух – ирĕксĕрех калаçăва кĕме тивет. Тĕнчере пĕр пек çын çук. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, хăтланăвĕ, хăйне тыткалас йăли. Паян эпир калаçура начар енĕпе палăракан çынсене асăнăпăр. Вĕсем çакăн пек ушкăнсене пайланаççĕ: ЙĂЛĂХТАРАКАН (зануда). Вăл хăйне кăсăклантаракан темăпа çеç калаçать. Интереслĕ-и сана, çук-и – вăл хăйĕннех перет. Сана вăл сăмах хушма памасть. Хĕрсе кайсах кашни вак-тĕвек çинче тĕплĕ чарăнса тăрать, «çăвара кĕрсех» ăнлантарать.
НĂЙКĂШАКАН (нытик). Вăл пĕрех май хăй шăпине ӳпкелет: телей çук, укçа-тенкĕ çитмест, сывлăхĕ хавшак, йăлтах начар... Унăн калаçма урăх тема та çук. Унпа питĕ кичем, пăрăнса каяс килет.
«ХУШСА ХУРАКАН» (досказатель). Пĕри калаçнă чух вăл ун шухăшне малалла тăсма, уншăн каласа пĕтерме юратать.

Текста малалла вулăр...

УЙРĂЛУ ПУЛĂШРĔ

Эпир упăшкапа пĕр-пĕрне хытă юратса пĕрлешмен. Костьăн авланма вăхăт çитнĕ, манăн — качча кайма. Çавăнпа эпир урăх юрату шыраса вăхăта ирттермерĕмĕр, çемье чăмăртарăмăр. Аван пурăнтăмăр: хирĕçмен, çапăçман. Телей мĕнне туймасăрах кунсем ирттернĕ. Икĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Вĕсем ӳссе килтен тухса кайсан пирĕн кил пушансах юлчĕ. Иксĕмĕре урăх нимĕн те çыхăнтармарĕ. Çакна вăл та, эпĕ те лайăх ăнлантăмăр. Пĕррехинче эпĕ хăю çитерсе шӳтленĕ евĕр мăшăра çапла каларăм: «Атя, пĕр-пĕрне мĕнпур ырришĕн тав тăвар та уйрăлар. Пирĕн хушăмăрта юрату çуккине эсĕ те аван пĕлетĕн… Туятăп… Тен, эпир ăна урăххисемпе тупăпăр…». Манăн упăшкан пичĕ çуталсах кайрĕ: « Эпĕ те тахçанах çакăн пирки шутланă»,- терĕ.
Эпир уйрăм пурăнма тытăнтăмăр. Эпĕ Сергей ятлă арçынна тĕл пултăм. Унпа хут уйăрттарма васкамарăм – вăл çырăнасси пирки каласах тăчĕ пулин те.

Текста малалла вулăр...