Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăç кĕнекине пĕрле çыратпăр

Тăватă теçетке çул алла-аллăн пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем – Нина Гурьевнапа Юрий Вячеславович Захаровсем, Пĕтĕм Раççейри çемье кунĕнче рубин туйне паллă тăваççĕ.
1972 çулхи чӳк уйăхĕ. Нумаях пулмасть Ульяновскри автозаводра ĕçлеме пуçланă Нина Васиярова Пăва районĕнчи Раккасси ялне ашшĕ-амăшне курма килет. Лешсем кӳршĕ яла хăнана Хусан Турăш уявне уявлама кайма хатĕрленнĕ. «Каçхине пикесемпе улах ларăр», - теççĕ аслисем шӳтлекелесе. Нина вĕсене ăсатать те хĕр-тантăшне йыхăрма васкать. Уйăх тухсан Васияровсем патне чиперккесем пухăнаççĕ. Хăшĕ юрлать, хăшĕ ташлать. Клуба кайма вăхăт çитсен Нина сасартăк: «Атьăр, хĕрсем, клуба каятпăр»,-тет. Лешсем турткаланма пăхаççĕ. «Унта мĕн пур? Сивĕ. Хутман çуртра ташлас килет-и? Кунтах аван. Ăшă, хăтлă»,-теççĕ. Нина çине тăма чарăнманнине кура юрĕ, эппин, тесе пурте шавласа клуба каяççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ача сасси киле илем кӳрет

Яланах нумай ачаллă çемье çинчен ĕмĕтленнĕ вăл – Чӳрекелĕнчи вăр-вар та пултаруллă амăшĕ Татьяна Дьяконова. Хăйсем икĕ хĕр çеç ӳснĕрен кил-çуртра ача сасси янăравлăрах илтĕнмелле тесе шутлать. Ача кулли – кил илемĕ тет.
 
2003 çулта Татьяна ял йĕкĕтнех Сергей Дьяконова качча каять. Юратса, килĕштерсе пĕрлешет икĕ çамрăк чун. Вунă çул хушшинче пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача çуралать: Петьăпа Семён тата Нина. Семёна мăн аслашшĕ, чăваш шур сухалĕ ячĕпе панă, Петьăпа Нинăна – кукашшĕпе кукамăшĕ ячĕпе. Кунпа чарăнса тăрасшăн мар Дьяконовсем, çемьене çĕнĕ кайăк хушасси татах пур ĕмĕтре. Упăшки Сергей — фермер хуçалăхĕнче – машинист-оператор пулса вăй хурать, Татьяна лавккаçăра ĕçлет. Аслисем май пур таран пулăшаççĕ, мăнукĕсене юратаççĕ.
Татьяна Петровнаран туслă та юратуллă çемьен вăрттăнлăхне уçма ыйтрăм – хĕрарăм кăмăллăн кулчĕ çеç.

Текста малалла вулăр...

НУМАЙ АЧАЛЛĂ АШШĔ

ЛĂПКĂ ОКЕАНРА ÇĔР ĔÇЧЕНĔН СУМНЕ,
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧЕ МОРЯК ЧЫСНЕ ÇУХАТМАН
 
Паян Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Владимир Николаевич Утриванов «Влиятельный» тата «Непобедимый» эсминецсем çинче тăватă çул Лăпкă океанра çĕршыв умĕнче арçын тивĕçне пурнăçланă, 50 çул ытла тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тар тăкса Раççей Федерацин «Ĕç ветеранĕ» медале, Хисеп орденне, ВДНХан бронза медальне, «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне тата «Вăрçă ачисем» кăкăр паллине тивĕçнĕ. Ентешĕмĕре пурнăç шăпи нумай ачаллă ашшĕ пулма пӳрнĕ.
1939 çулта Финляндипе Совет Союзĕ хушшинче вăрçă пуçлансан Николай Сергеевич Утриванов виçĕ ачипе (Алексей, Владимир, Константин) мăшăрне (Пелагея Никитична) хăварса çĕршыва сыхлама тухса каять.

Текста малалла вулăр...

Вун пĕр ача амăшĔ

Матрёна Матвеевна Оброкова вăтăр тăхăр çултах 11 ачипе упăшкинчен пĕччен тăрса юлать. Чи кĕçĕнни çичĕ уйăхра пулнă. Аслисем çиччĕшĕ – хĕрсем, кĕçĕннисем тăваттăшĕ — ывăл. Ывăлĕсем пĕринчен пĕри пĕчĕк – 7 уйăхра, 1 çулталăк та 8 уйăхра, 3 тата 5 çулта. Аллине усмасть хуçалăхра та тăрăшса вăй хуракан Матрёна Оброкова – пурнăç çакăнпа пĕтменнине ăнланса малалла ачисен телейĕшĕн кĕрешме тытăнать. Ĕне усрать. Каçсерен – хăçан пăявпа, хăçан михĕпе – хăйсене çитерекенĕ, шанчăкĕ валли утă-улăм йăтать. Амăшĕ ачисене сĕтсĕр тытман. Куллен çăкăр пĕçерет, кĕпе-йĕм çăвать.
Мĕнле майпа ĕлкĕрсе пыраттăрччĕ тесе ыйтсан Матĕрне аппа ăшшăн кулчĕ çеç. «Шыв сапса ӳстермен, хăйсемех ӳснĕ,-терĕ çирĕп кăмăлпа. - Упăшка – Оброков Миккуль. Эпир ун чухне Тарăнвар кассинче пурăнаттăмăр. Ку урама 1952 çулта килнĕ. Арçынпа пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаттăмăр.

Текста малалла вулăр...

çемйине кура – чысĕ

Иртнĕ çул Анне кунĕнче (чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче) Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри пилĕк амăшне «Ача амăшĕн мухтавĕ» 3 степеньлĕ медаль парса чысланă. Вĕсен хушшинче чăваш хĕрарăмĕ - Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте пурăнакан Нина Ивановна Блогороднова.
-Унччен кун пек хисепе тивĕçменччĕ. Правительство çуртĕнче йышăнчĕç, çемйипех пыма юратчĕ. Кашни çемьене пилĕкшер пин укçа пачĕç, чей ĕçмелли сервиз, фотоаппарат парнелерĕç. Эпир виçĕ ачапа кайрăмăр, ыттисем ĕçлетчĕç. Кайран пурне те хăналарĕç, - каласа парать Нина Ивановна.
Нина Ивановнапа Валерьян Владимирович пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Кукаçипе кукамай ята илтнĕ ĕнтĕ вĕсем. Аслă ачисем – Клавдия, Татьяна, Владимир, Иван - кайăк чĕпписем пек тăван йăвинчен вĕçсе тухса урăх çĕрте тĕпленнĕ. Юрать-ха, кĕçĕн хĕрĕ Валерия пĕрле, вăл 7-мĕш класра вĕренет.

Текста малалла вулăр...

ĂшшăмĂРа ачасене паратпăр

Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче туслă çемьесем нумай. Вĕсенчен пĕри – Шатрашановсем. Вера Петровнапа Иван Константинович ялти хисеплĕ те ĕçчен çемье. Виçĕ ачи ӳссе çитĕннĕ те ĕнтĕ. Аслă ывăлĕ, çар çынни, Саровра пурăнать. Иккĕмĕшĕ авланнă, тăван ялтах тĕпленнĕ. Ывăлĕпе кинĕ Вера аппапа Иван пиччене кĕç-вĕç асаннепе асатте тума хатĕрленет. Хĕрĕ Ульяновскра вĕренет.
 
Икĕ çул каялла Шатрашановсен çемйинче улшăнусем пулнă – вĕсем тĕплĕн шухăшланă, çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн Ульяновскри Тури Террасăри Ача çуртĕнчен икĕ ачана опекăна илнĕ.
- Викăпа Гена – аккăшĕпе шăллĕ. Паян асли – пиллĕкре, кĕçĕнни – тăваттăра, – терĕ çемье пуçĕ. – Тăвансем расна приютсенче пурăнатчĕç, пĕр-пĕрне пач пĕлместчĕç. Çавăнпа та аслăраххи, Вика, шăллĕнчен ютшăнатчĕ, вылясшăн марччĕ.

Текста малалла вулăр...

Пӳрте кĕрсен мĕн сас лайăх?

«….Пӳрте кĕрсен мĕн сас лайăх, ача-пăча сасси лайăх»,- çакăн пек халăх юррин йĕркисем аса килчĕç мана Каша ялĕнчи Павловсен хăтлă пӳртне кĕрсен. Иртерех пырса кĕнипе пăртак шиклентĕм. Ачисене вăратма аван мар пулчĕ. Эпĕ йăнăшнă иккен: ачисем пикенсех килĕнче тирпей-илем тăваççĕ: шăлаççĕ, çăваççĕ, тасатаççĕ- пĕр сăмахпа пӳрт ăш чиккине тирпей-илем кӳреççĕ. Аллисенче шăпăр, нӳрĕ пусма. Сергей Петровичпа Татьяна Геннадьевна çемйинче 6 ача ӳсет. Икĕ хĕр тата тăватă ывăл. Асли Иван салтакран килнĕ — çирĕм тултарать. Кĕçĕнни – Аркадий – сакăр уйăхра çеç-ха.
 
Павловсен туслă çемйи Каша ялĕнче тĕслĕхлисенчен пĕри. Çемье пуçĕн начар йăласем пачах çук: ĕçмест, туртмасть. Ял çыннисем каланă тăрăх, çемьешĕн тăрăшакан çын. Ун пеккисене пӳрнесемпе шутласа кăларма пулать. Вăл «Волга» ял хуçалăх производство кооперативĕнче котельнăй пуçлăхĕнче вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Çынна шанса çуратман

Чăваш çемйисенче авалтанах нумай ача пулнă. Халĕ те ялсенче йышлă ачаллисемпе тĕл пулма пулать. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче Еремеевсен çемйинех илер. Зоя (Роза) Александровнапа Юрий Алексеевичăн 8 ача ӳсет. Асли Сергей вăтăр тултарать, кĕçĕнни пилĕк çулта çеç-ха.
Вулакана кил хуçи арăмĕн икĕ ят пулни тĕлĕнтерет пулĕ. Шăп та лăп 50 çул каялла — 1962 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче — Грушинсен çемйинче хĕр çуралать. Ашшĕ унăн ятне çыртарма ял советне пĕччен мар, тетĕшĕпе каять. Çул тăршшипех хĕрне мĕнле ят парасси пирки тавлашаççĕ пĕртăвансем. Ашшĕ Роза ят парасшăн, тетĕшĕ – Зоя. Ял советне кĕрсен тетĕшĕ каланă пекех çырса хураççĕ. Ашшĕн чĕри пурпĕрех лăпланмасть. Киле таврăнсан ачана Роза тесе чĕнме хушать. Çавăнтанпа вăл икĕ ятпа çӳрет. Ялта ăна Зоя тесе чĕнмеççĕ. Ку ят документсем çинче кăна.
Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Роза хăй пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарать.

Текста малалла вулăр...

Г Р У З И Н С Е М ШУХĂШРА ТА, ĔМĔТРЕ ТЕ…

«Грузин» хушамат, чăваш тĕнчин Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Кашасăр пуçне, Грузи çĕршывĕ вырнаçнă Малти Азипе Çывăх Хĕвелтухăçра пурăнакан халăхсен хушшинче те çук-тăр.
Кирилл Овчинников ялта пурăнакан çитмĕл улттăри Владимир Петрович Грузин ашшĕнчен тăватă сыпăк каярахри çывăх тăванĕ пулнă. Вăл Грузире 25 çул хĕсметре пулнă. Унта Тамара ятлă грузин хĕрĕпе çемье çавăрнă.
Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен çемье Сĕве тăрăхне куçса килет. Вăтам Атăл тăрăхĕн климачĕ Тамарăна вăхăтсăр çут тĕнчерен уйăрать.
Кирилл юратăвне ĕмĕрлĕхех упраса хăварас тесе Грузин хушамат йышăнать.
Çапла майпа хушамат Грузинсен йăх-несĕлĕнче тымар ярса пырать.
Паян Кашара облаçра тата Атăлçи федераллă округра палăрма ĕлкĕрнĕ Грузинсен йăх-несĕлĕн улттăмĕш, çиччĕмĕш тата саккăрмĕш сыпăкрисем пурăнаççĕ.

Г Р У З И Н С Е М

ШУХĂШРА ТА, ĔМĔТРЕ ТЕ…