Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене…

Çырав материалĕсене ĕненсех пĕтерейместĕп эпĕ. Пурте пĕлетпĕр-çке пире мĕнле çырса тухнине. Мĕнле шутланине вара никам та пĕлмест. Мĕншĕн тесен унăн листисене машина шутлать тет.
Чăннипе вара куракан-туякан çын халăх хавшаса пынине шутлавсăр-мĕнсĕр те витĕр курса тăрать – яла кăна кайса кил. Юлашки вунă çул хушшинче ялсенчи пысăк шкулсем те хупăнса пыраççĕ: 20-30 çул каялла кăна хăпартса лартнă икĕ хутлă шкул çурчĕсем пушă янраса лараççĕ.
Çапах та курăмлăрах пултăр тесе юлашки виçĕ çырав кăтартăвĕсене танлаштарса пăхар-ха: 1989 çулта Раççей Федерацийĕнче 1 млн 773 пин (СССРта – 1 млн 842 пин) чăваш пурăннă, 2002 çулта Раççейре – 1 млн 637 пин, 2010 çулта – 1 млн 435 пин чăваш юлнă. Ĕнтĕ темле автомат-компьютерпа шутласан та çуллен 25 пин çын таран хухса пыратпăр. Тата ытларах чакса кайрăмăр пуль тесе пăшăрханса пурăнаттăм та – тавах Росстата, эпир юлашки 8 çул хушшинче 200 пин чăваша çеç çухатрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Хĕрарăмсем 10,8 миллион ытларах

Çырав пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ май Раççей çемйисем тата çыннисем пирки çырнă хăш-пĕр даннăйсене пĕлме интереслĕ пулчĕ.
Хисепре-ши хальхи вăхăтра çемье?
 
Юлашки çырав тăрăх, Раççейре 33 миллион çемье, 2002 çулта – 34 миллион пулнă. Çав çемьесенчен 4,4 миллионĕ (13%) çырăнмасăр, гражданла пурăнаççĕ (2002 çулта – 3,3 миллион, 9,7%).
Нихăçан та çемье çавăрманнисем: 2002 çулта 1000 çынран 207-шĕ çемьесĕр пурăннă – 24,9 миллион çын, 2010 çулта - 212-шĕ – 24 миллион. Вĕсенчен 2010 çулта 13,2 миллион арçын (2002 çулта – 13,6 миллион), 2010 çулта 10,8 миллион хĕрарăм (2002 çулта - 11,3 миллион).
2002 çулта пин çемьерен 101-шĕ уйрăлнă пулсан 2010 çулта – 95.
Пĕччен юлнă хĕрарăмсем (пин çынран) 2002 çулта – 119, 2010 çулта – 115.
Раççейре арçынсенчен хĕрарăмсем 10,8 миллион ытларах (2002 çулта – 10 миллион).

Текста малалла вулăр...