Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурне те «Чăвашсен кил-çуртне» йыхравлатпăр!

Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрăн 2009 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнчи хушăвĕпе Ульяновск облаçĕнче «Наци ялĕ» культура комплексĕ çĕкленмеллеччĕ. Унта тăхăр кил-çурт таврашĕ пулмалла: славянсен (вырăс, украин, белорус), чăвашсен, мордвасен, тутарсен, хĕвелтухăç халăхĕсен (таджиксемпе узбексен), азербайджанецсен, эрменсен, нимĕçсен, еврейсен.
Ку ĕçе чи малтан чăвашсем пуçăнчĕç. 2013 çулхи чӳк уйăхĕнче чăваш кил-çурчĕн никĕсĕн пĕрремĕш чулне хучĕç. 2016 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче вара «Наци ялĕ» культура комплексри чăваш кил-çурчĕ хута кайрĕ. Ăна уçма Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев килсе çитнĕччĕ. Паяна «Наци ялĕнче» чăвашсен кил-çурчĕ кăна ĕçлет-ха.
«Чăвашсен кил-çурчĕ» комплексри йывăçран тунă çурт-йĕр музей йышне кĕрет. Ку вăл – чăвашсен çурчĕ, сарайĕ, мунчи, пусси.

Текста малалла вулăр...

Илемлĕ тундрăри хула

Мончегорск – саами чĕлхинчен куçарсан «илемлĕ тундрăри хула» тени пулать. Çак хула сентябрĕн 24-мĕшĕнче 79 çул тултарчĕ. Мурманск облаçĕнчи чи илемлисен шутне кĕрекен хула кунне палăртма халăх чи илемлĕ тĕп лапама тухрĕ, уяв анлă иртрĕ.
Малтан пурте лапам урлă утса тухрĕç, унта чăвашсем те хутшăнчĕç. «Ирĕклĕ микрофон» тăвăма хутшăнса сцена çине кашни çын тухма тата ыттисене саламлама пултарчĕ. Чăвашсен ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Олег Константинов хăйĕн салам сăмахне вырăсла тата тăван чĕлхепе каларĕ.
Мончегорск чăвашĕсем уяв программине питĕ хастар хутшăнчĕç. Икĕ пин çын ытла чăваш юррисене тимлесе итлерĕç, халăх умне Лидия тата Петр Исметовсем, Олег Константинов, Ольга тата Николай Тегерлинсем, Римма Иванова, Милена Шкилева тухса пултарулăхне кăтартрĕç. Верăпа Владимир Тихоновсене вара мăнукĕ – Диана Парубок юрлама пулăшрĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсем тĕслĕх кăтартаççĕ

 
Йăлана кĕнĕ тăрăх, август вĕçĕнче Мончегорск хулинче «Тыр-пул уявĕ» иртет. Унта Çурçĕрте пурăнакан халăхсем кунти çутçанталăкăн çăмăл мар условийĕсенче те аван тухăç илнине паллă тăваççĕ, ярмăркка ирттереççĕ.
Уяв çĕнтерӳçисем тата хăнасем валли хатĕ-рленĕ концерт программинче тĕрлĕ халăх юррисем янăрарĕç, уйрăм юрăçсем тата ушкăнсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Унта пирĕн хулари нацисен культурин «Единство» ятлă клубĕ ятĕнчен Олег Константинов (вăл Чăваш Республикинчи Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ) хăйĕн юррисемпе тухрĕ, пухăннă тĕрлĕ наци çыннисене савăнтарчĕ. Конкурс программинче вара Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Тегерлин çĕнтерчĕ.
Инçетри Чăваш Енрен килнĕ çынсем ĕçĕпе те, пултарулăхĕпе ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн эпир савăнатпăр.

Текста малалла вулăр...

И.Я. Яковлева пуç тайрĕç

1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен правительстви алă пусса çирĕплетнĕ саккунпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен, мĕншĕн тесен вăл чăваш халăхĕн Патриархĕн, халăха çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕрле килет.
 
Чĕмпĕрте 1992 çултанпа акан 25-мĕшĕнче И.Я. Яковлев уçнă чăваш шкулĕн картишĕнче уяв пулнă, писательсемпе поэтсем, журналистсемпе вĕрентекенсем пухăнса Патриархăмăр ĕçлесе пурăннă çурт умне чĕрĕ чечексем хунă, сăвăсем вуланă. 2007 çултанпа, И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа (2006 çулхи юпа уйăхĕнче уçнă), уява паллă тума тата çутта кăлараканăмăра тав тума халăх кунта пухăнать. Кăçал та йăла пăсăлмарĕ.
Митинга УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев уçрĕ. Вăл пухăннисене тав турĕ. И.Я. Яковлев палăкĕ патне пыракан сукмак нихăçан та курăкпа витĕнмессе шаннине палăртрĕ, юлашки вăхăтра чăвашсем мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш кил-çуртне чи малтан никĕс ячĕç

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче – Тӳсĕмлĕх кунĕ умĕн — Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче Наци ялĕн пĕрремĕш çуртне никĕс хучĕç. Çурчĕ ку чăвашсен пулать. Ăна УОЧНКА (пуçлăхĕ В.И.Сваев) тата «УльяновскЦентрГазСт рой» (генеральнăй директорĕ А.В.Фёдоров) пĕрлехи тăрăшăвĕпе тума тытăнаççĕ. Хальхинче вара ун пĕрремĕш чулне тата çитес ăрусем валли çырнă çырăва капсулăна чиксе никĕсе хурса хăварчĕç.
Ку ĕçе С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр хутшăнчĕ, кунта çаплах чăваш общественноçĕн çыннисем, облаçри тĕрлĕ наци юхăмĕсен пуçлăхĕсем, область тата хула влаçĕсен çыннисем пурччĕ.
-Наци ялĕн пĕрремĕш çуртне чăвашсем тума тытăнни вĕсем ĕçчен халăх пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Ĕç хускалса кайни пире те савăнтарать. Чăнах та, ку ялта никам та пурăнмĕ, анчах вăл пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн пулĕ. Мĕншĕн тесен кунта тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлĕç, пĕр-пĕрин культурипе çывăхрах паллашĕç.

Текста малалла вулăр...

Самар чăвашĕсен Акатуйĕнче

Чаллăпуçĕнче (Челно-Вершинск) Самар облаçĕнчи чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ.
Унта Чĕмпĕр Ен хăнисене Д.В.Кузьмин усламçă хăйĕн машинипе илсе кайнă. Дмитрий Васильевич самар чăвашĕсене Чĕмпĕр чăвашĕсен ятĕнчен сцена çине тухса саламланă. Çаплах В.Ярухина та сăмах панă, вăл та салам сăмахĕ каланă. «Эревет» халăх ушкăнĕн артисчĕ В.Сорокин вара халăха илемлĕ юрăсемпе тата вăйлă сассипе тĕлĕнтернĕ. Уншăн Владимир Петрович уяв йĕркелӳçисенчен Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Красноярск чăвашĕсен чĕлхе уявĕ

 
Красноярск тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем кăçал саккăрмĕш хут Чăваш чĕлхи кунне уявларĕç.
Чăваш чĕлхи кунне паллă тума тăван чĕлхене чунтан юратакан 100 çын ытла Красноярск хулинчи Ĕçпе Килĕшӳ керменне пухăннă. Малтанах уява хула шайĕнче кăна ирттерме палăртнă пулин те хастар чĕреллĕ чăвашсем Абанск, Казачинск, Новоселов, Емельяново районĕсенчен, Железногорск, Лесосибирск тата Сосновоборск хулисенчен килсе çитнĕ.
Чĕлхе уявне И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа урок евĕрлĕ ирттернĕ. Тĕп вĕрентӳçи Чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Геннадий Храмов пулнă. Вăл Просветителĕмĕрĕн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарнă, Чăваш чĕлхи кунĕн историне каласа панă, пĕр-пĕрне мĕнле сывлăх сунмаллине, шутлав вăрттăнлăхне вĕрентнĕ.
Урока уяв шайне çавăрма Красноярск тăрăхĕнчи виçĕ чăваш ансамблĕ пулăшнă.

Текста малалла вулăр...

Çĕр çинче миçе чăваш ялĕ-ши?

Çĕр çинче миçе чăваш ялĕ-ши? Чăваш Республикинче 1800 ытла. Пăрачкав районĕнче пачах çук, Улатăр районĕнче — виççĕ çеç.
Раççейĕпе илсен çапларах: Тутарстанра — 250 яла яхăн, Пушкăртстанра — 200, Ульяновск облаçĕнче — 167, Самар облаçĕнче — 162, Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче — 11, Саратов облаçĕнче — 6, Кемĕр /Кемерево/ облаçĕнче — 30 ытла, Красноярск крайĕнче — 40, Омск, Томск облаçĕсенче — кашнинче 10-шар, Оренбург облаçĕнче — 20, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер.
Чи ватă ялсем — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск тата Самар облаçĕсенче. Урал леш енчи ялсем çамрăкрах. Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен никĕсленнĕ ялсем Красноярск крайĕнче, Кемĕр облаçĕнче пур. Кунти çынсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, çапах та хăйсен нацилĕхне пытармаççĕ.
Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем ытларах 1930-1950 çулсенче никĕсленнĕ.

Текста малалла вулăр...

Курмаюрăсен хăтлавĕ иртрĕ

Шупашкарти патшалăх филармони залĕнче «Тăвансемĕр пĕрле чухне, ай, юрлар-и юррине» курмаюрăсен пуххин хăтлавĕ иртрĕ. «САЛАМ» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн илемлĕх ертӳçи Владимир Карсаков кĕскен хăтлав историйĕпе паллаштарчĕ.
- Ку проекта ЧР культурăпа архив ĕçĕсен министерствине тăратма Чĕмпĕрте пурăнакан ентеш Дмитрий Кузьмин ("Краткая чувашская региональная энциклопедия" кĕнекен авторĕ) сĕнчĕ. Çапла эпир 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илтĕмĕр. Проект тăрăх, курмаюрăсен пуххине 100 халăх юрри кĕмелле. Вăл тăватă çула тăсăлмалла. Пĕрремĕш пухине мĕнпурĕ 25 юрă кĕртрĕмĕр. Проекта хутшăнма чăвашсен паллă юрăçисем: Владимир Чекушкин, Тамара Гурьева, Иван Христофоров, Людмила Семёнова, Августина Уляндина, Василий Раймов, пĕртăван Малинасем, Сергей Кувшинов, Типшĕм Сашук, Альбина Пăрчăкан тата ытти çамрăк юрăçсем – кăмăл турĕç.

Текста малалла вулăр...

Эпир пурте пĕр тĕмрен – чăваш çеçкинчен

Шупашкарта октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалласа тăванлăхпа пĕрлĕх уявĕ иртрĕ. Унта УОЧНКА (председателĕ В.И.Сваев) йĕркеленипе пирĕн облаçран та 20 ытла делегат кайрĕ.
 
Çавра сĕтел
Малтанхи кун Наци библиотекине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем республикăн патшалăх влаçĕн, культура учрежденийĕсен органĕсен ертӳçисемпе тĕл пулчĕç. Çавра сĕтел теми - диаспорăри культура обществисем Чăваш Ен патшалăх влаç тытăмĕпе культура, вĕренӳ тата спорт тĕлĕшĕпе çыхăну тытса ĕçлесси, умри çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса парасси.
Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ.

Текста малалла вулăр...

17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртнĕ

Юпан 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртнĕ. Фестивале Раççейпе республикăн экономика аталанăвĕн тата вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркеленĕ.
Фестиваль хăнисен шутĕнче Татьяна Борисовна Агранат (Мускав, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аслă ăслăлăх ĕçлевçи), Ирина Владимировна Самарина, (Мускав, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн чĕлхе хутшăнăвĕсене тишкерекен центрĕн ĕçлевçи), Арцём Федоринчик, (Украина, Кейӳ, чĕлхеçĕ), Михаил Хаминский (Мускав, чĕлхеçĕ, Мускаври чĕлхе фестивалĕн йĕркелӳçи), Реми Буасона (Франци, волонтерсен пĕтĕм тĕнчери программин ĕçĕ-хĕлне хутшăнаканĕ, Lаnguаgе Еxсhаngе Сlub (Кейӳ) проект пуçаруçи), Полин Колен (Франци, волонтер) пулнă.

Текста малалла вулăр...

Тольяттире – Чӳклеме уявĕ

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тольятти хулинчи филармони çуртĕнче Чӳклеме уявĕ кĕрлесе иртнĕ. Йĕркелекенĕ—вырăнти чăвашсен автономийĕ. Унта пирĕн ентешсем: А.Г. Пешне тата Димитровград хулинчи «Савăнăç» халăх юрă ушкăнĕ (ертӳçи – И.Н. Иванюкова) пулнă. Уява тĕрлĕ регионсенчен 30 ытла юрă-ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ.
Ĕлĕкхи йăлапа Чӳклеме кĕлĕрен тытăннă. Вулаканĕ — пирĕн ентеш — Александр Гаврилович Пешне. Чĕмпĕрсене тата акă мĕн савăнтарнă: сцена çинчи баннерта — чăваш тум тăхăннă Александр Пешне тăрать. Шур сухаллă ентешĕмĕр хăй халăх умне тухсан лăк тулли зал сывламасăр тенĕ пек итлесе ларнă.
«Савăнăç» ушкăна та питĕ лайăх йышăннă куракансем. Вĕсем вырăнти авалхи юрăсемпе тыткăнланă. Каласа панă тăрăх, уява питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăнасене тарават кĕтсе илсе ăшшăн ăсатнă.

Чăваш наци конгресĕ – 20 çулта

 
Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ.
Унта пурĕ 905 делегат суйланнă, вĕсенчен 885-шĕ конгресс ĕçне хутшăннă.
Чăвашсен пĕрремĕш Аслă пухăвне Азербайджан, Беларусь, Литва, Кăркăсстан, Латви, Молдова, Украин, Эстони патшалăхĕсенчен, Мари, Мордва, Удмурт, Пушкăртстан, Тутарстан, Саха, Якути Республикисенчен, Ульяновск, Самар, Чулхула, Тюмень облаçĕсенчен тата нумай хуласенчен делегатсем пуçтарăннă.
Ульяновск облаçĕнчи делегацирен тăватă çынна - И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председательне И.С.Кирюшкина, Чăнлă район пуçлăхĕн çумне П.Я.Уфимкина, «Еткер» кăларăмăн редакторне О.Н.Мустаева, «Канаш» хаçат редакторне В.Ф.Ромашкина – конгресăн Мăн Канашне суйланă.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи çинчен – фильм

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче Вера Львова çыравçă тата режиссёр ӳкернĕ «Ят-сум патне – вăрăм çул» (Долгий путь к признанию) документлă фильма пахаланă. Çакна палăртмалла: ăна ятарласа шкул ачисем валли ӳкернĕ. Унта Ваççа Аниççин (Анисия Васильевна Княгининан) пурнăçĕпе пултарулăхне уçса панă.
Ульяновск облаçĕнче 1892 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче çуралнă Анисия Васильевнан малтанхи сăввисем Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Асăннă фильмра талантлă çак хĕрарăмăн пултарулăхне кăна уçса паман. Режиссер çамрăк куракана çĕр çинчи пĕр талантăн та йĕрсĕр çухалмалла маррине çирĕплетнĕ. Фильмра Ваççа Аниççин 43 çулта çырнă малтанхи сăввисем, çавăн пекех каярах хайланисем те янăраççĕ.
Ваççа Аниççин ашшĕ хутла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Вăл пĕлĕвне хăйĕн ачисене кăна мар, юттисене те пама тăрăшнă.

Текста малалла вулăр...

Университетра музей уçăлнă

Чăваш патшалăх университетĕнче истори музейĕ уçăлнă. Çав ятпа митинг иртнĕ. Унта университет ректорĕ В.Г. Агаков тухса калаçнă. Вăл республикăри аслă вĕрентӳ заведенине никĕслесе яракансене, кунта нумай çул вăй хуракансене тата музей йĕркелес ĕçре тăрăшакансене тав сăмахĕсем каланă.
Университет 45 çул каялла МЭИ филиалĕнчен пуçланса кайнă. Унта халĕ 54 преподаватель тата сотрудник ĕçлет.
Музейри экспонатсем ЧПУ мĕнле йĕркеленсе аталанса пыни çинчен, университетăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ.

УСĂЛЛĂ ТА МАЛĔМĔТЛĔ ТĔЛПУЛУ

Ĕпхӳре Пушкăртстан чăвашĕсен культура пĕрлĕхĕн отчётпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.
Паян пĕрлĕх 1552 чăваш хастарне пĕрлештерсе тăрать. Суйлавпа отчёт тапхăрĕнчи ĕçсем çинчен пĕрлĕх ертӳçи Ю.П.Михайлов каласа панă. Тĕслĕхрен, республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ 78 юрăпа ташă, фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса тăван халăх культурипе паллаштарать. Юлашки вăхăтра «Шкул чăваш пики» конкурс вăй илсе пырать. Республика тулашĕнче иртекен фестивальсене хутшăнасси яланхи йĕркене кĕрсе пырать. Пуçлăх çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăнă. Чăвашла калаçакансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Чăваш чĕлхипе экзамен памалли йĕркене шкул программине кĕртес тĕллевпе вĕрентӳ министерствинче ыйту тăратмалли çинчен палăртса хăварнă. Паллах, савăнтаракан пулăмсем те пулса иртнĕ. Тĕслĕхрен, Çтерлĕри Пушкăрт патшалăх культура техникумĕнче куçăн мар вĕренмелли чăваш уйрăмĕ уçăлнă.

Текста малалла вулăр...

Шупашкарта çĕнĕлле утаççĕ

Çĕртмен 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Мускав районĕнче пĕрремĕш хут скандинавилле утассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Çулталăк вĕçлениччен районсенче çĕр ытла спорт ăмăртăвĕ, физкультурăпа сиплев мероприятийĕ иртмелле. Вĕсен хушшинче чи пĕлтерĕшли – спорт ветеранĕсемпе çулланнă çынсен хушшинчи «Бодрость и здоровье» спартакиада, шашка-шахмат, мини-футбол, волейбол, сĕтел çинчи теннис, йĕлтĕрпе, велосипедпа чупни, çăмăл атлетика кросĕ. Кăçал тата вĕсен çумне скандинави мелĕпе (икĕ алла икĕ патак тытса) утассине кĕртнĕ. Унăн вăрăмăшĕ – 500 тата 100 метр.
Çак спорт кирек хăш çул ӳсĕмлĕ çынна та ытлашши виçерен хăтăлма, мышцăсене çирĕплетме пулăшать. Ун валли ятарлă тренажёр залĕ те, тренер та кирлĕ мар. Скандинавилле утас спортпа çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те аппаланма юрать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш тумĕн уявĕ

Акан 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче чăваш тумĕн уявĕ пулнă. Унта мĕнле кăна тĕрĕллĕ кĕпесем пулман! Кашни кĕпен хăйĕн историйĕ, хăйĕн пурнăçĕ.
Кунта тури, анатри чăваш тумĕсем, авалхи чăваш кĕписем çеç мар, сцена валли ятарласа çĕлеттернисене те курма пулнă.
Факультет деканĕ В.Г. Родионов профессор каласа хăварнă тăрăх, турипе анатри чăвашсен тумĕсен тĕррисем хушшинче уйрăмлăхсем пур.
Факультет ĕçченĕсем çавăн пекех тумсен капăрлăхĕн куравне те хатĕрленĕ. Куравра тури тата анатри чăваш хĕрарăмĕсем еплерех эрешсем çакса çӳренине кăтартнă.
Çакăн пек уяв пулни çамрăк ăрушăн питĕ паха. Илĕртӳллĕ уяв курма пыракансене пурне те хăйĕн илемĕпе килентернĕ.

Чăваш сассиллĕ çĕр чăмăрĕ

Санкт-Петербург хулинче Чебоксарский ятлă тăкăрлăк пур теççĕ. Ку тĕрĕс-ши?
Мария Иванова, Чăнлă районĕ.
Чăнах та çапла: Санкт-Петербургри тĕп районта Чебоксарский тăкăрлăк пур. Вăл Кĕçĕн (Малая) Конюшенная урампа Грибоедов каналĕ хушшипе иртет, Кĕçĕн Конюшенная урамĕ патнелле пырать.
1844 çултан пуçласа 1887 çулхи акан 16-мĕшĕччен вăл Шведский, хăш-пĕр кăтартусем тăрăх 2-мĕш Шведский тăкăрлăкĕ пулнă. Вара 1887 çулхи акан 16-мĕшĕнчен пуçласа Чебоксарский ята илнĕ.
Чебоксарский пралукăн 9-мĕш çуртĕнче, тĕслĕхрен, патша çурчĕ çумĕнчи лаша витисен ведомстви вырнаçнă пулнă. Ку ведомствăна йĕри-таврари чылай çурт кĕнĕ пулнă. 2-мĕш номерлĕ çуртра тĕрлĕ çулсенче В.М. Саянов, В.Я. Шишков, О.Д. Форш, М.М. Зощенко çыравçăсем, В.А. Рождественский сăвăç, Е.Л. Шварц драматург пурăннă.

Текста малалла вулăр...

Сурхури уявĕ

Çĕнĕ Ульяновскри Зоя Рейтер ертсе пыракан чăваш чĕлхипе культурин «Чĕкеç» клубне çӳрекенсем чăваш йăлисене манмаççĕ, пĕрле пухăнса уявсем ирттереççĕ. Сурхури уявне те клуба çӳрекенсем хаваспах пухăннă.
«Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Улхаш çыннисем Сурхурие кăрлач уйăхĕнче палăртнă. Чăваш Сурхурийĕ тĕнпе çыхăнман, ăна яш-кĕрĕм шӳтлесе ирттерет. Ĕлĕк-авал уява Турра тав туса йĕркеленĕ. Сурхурие ваттисем сăра ĕçме, унччен пичке пуçлама пухăнаççĕ», - тесе çырнă венгр тĕпчевçи Д. Месарош.
Çĕнĕ Ульяновецсем те Сурхурие авалхи пек сăра вĕретсе, кукли-пӳремеч, йăва пĕçерсе пухăннă. Ача чухне уява мĕнле хатĕрленнине аса илнĕ, юрă юрланă, Николай Тихонов купăс каласа ташлаттарнă. Чăвашсен ваттисен сăмахĕсене те аса илнĕ, вăйăсем вылянă.


■ Страницăсем: [1], 2.