Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Наци аталанăвĕн программи пулмалла

Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствипе Чăваш наци конгресĕ наци культурин пĕрлешĕвĕсен ертӳçисемпе «Пĕрлĕхре – пирĕн вăй» ятпа çавра сĕтел ирттернĕ.
Калаçăва культура министрĕ Константин Яковлев пуçланă. Çавра сĕтеле хутшăннисене салам сăмахĕсем каланă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕн председателĕ Леонид Черкесов малашнехи планĕсемпе паллаштарнă.
Чăваш наци конгресĕ регионсенчи наципе культура автономийĕсемпе ĕçлесси пирки ЧНК президенчĕ Николай Угаслов каласа панă.
Тĕнчере пурĕ чăвашсен 37 наципе культура автономийĕ. Малашне наципе культура автономийĕ-сен председателĕсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтупа калаçнă, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă, мĕнле ĕçлемелли пирки сĕнӳсем панă.

Текста малалла вулăр...

Чăвашсен кил-çурчĕ хăнасене кĕтсе илчĕ

(Наци ялĕ – халăхсен туслăхĕн палли)
 
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Ульяновскра историллĕ пулăм иртрĕ – «Наци ялĕ» культура комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ.
 
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Ульяновскра
историллĕ пулăм иртрĕ – «Наци ялĕ» культура комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ çурт уявне нумай паллă та чаплă, сумлă хăна килсе çитрĕ: Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владислав
Третьяк, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ
Анастасий, кĕпĕрнаттăрăн пĕрре-мĕш çумĕ Александр Якунин, культура тата вĕренӳ министрĕсем Татьяна Ившинапа Екатерина Уба, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ
Анатолий Бакаев, Ульяновск мэрĕ Сергей Панчин, облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕ
сен тата нацисен обществăлла организацисен ертӳçисем.

Текста малалла вулăр...

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи председателĕн В.И.Сваевăн 5-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕнчи Д О К Л А Ч Ĕ

Ырă кун, хисеплĕ делегатсем, кăмăлран чĕннĕ хăнасем!
 
Паян эпир «Киндяковка» Культура керменĕнче тăватă çул хушшинче тунă ĕçсене пĕтĕмлетме тата чăваш культурин малашнехи çул-йĕрне палăртма, Ульяновск облаçĕн социаллă экономикине аталантарас ĕçе хамăр епле хутшăнса вăй хумаллине сӳтсе явма пухăнтăмăр.
Ульяновск облаçĕ малалла кăна аталанмалла!
Пирĕн облаçа кĕпĕрнаттăр тата Ульяновск область Правительствин председателĕ С.И.Морозов çак тĕллевпе ертсе пырать.
Çак иртнĕ çулсем хушшинче облаçра социаллă экономика аталанăвĕнче сахал мар пысăк улшăну пулса иртрĕ. Çĕнĕ культура политикине аталантарса кашни çыннăн хăй евĕрлĕ пултарулăхне çĕклесе пурнăçлама майсем туса парас енĕпе пысăк утăмсем тунă.
Ульяновск область Правительстви тĕрлĕ наци çыннисене хăйсен пултарулăхне палăртма хăтлă условисем туса панă, вăл Ульяновск облаçĕн чечекленĕ-вне çакăнта курать.

Текста малалла вулăр...

УОЧНКАн – çĕнĕ председатель

Кăрлачăн 29-мĕшĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
 
УОЧНКАн председательне суйланă чухне делегатсенчен ытларахăшĕ пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕшĕн Олег Николаевич Мустаевшăн сассине пачĕ.
О.Н. Мустаев Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче1965 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче çуралнă, 1983 çулта Лащ Таяпа шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне кĕнĕ. 1984-1986 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă.
Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, 1989 çулта, О.Н. Мустаева Ульяновскри патшалăх телевиденине чăваш кăларăмне ĕçлеме яраççĕ. «Волга» патшалăх телерадиокомпанин «Еткер» телекăларăмăн редакторĕнче вăл 2007 çулччен вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Олег Мустаев: "Пĕрлĕхре – вăй! Пĕрле пулар, пĕрле ĕçлер!"

Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн 5-мĕш отчăтпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Чи малтанах делегатсемпе хăнасем ура çине тăрса Раççей гимнне итлерĕç.
Конференцие УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев уçрĕ. Вăл пухăва 1 пин чăвашран 1 делегат суйланине пĕлтерчĕ (юлашки халăх çыравĕпе – облаçра 94 пин те 970 чăваш пурăнать) – 105 делегат. Вĕсенчен 91-шĕ килсе çитнĕ.
Делегатсем конференци ĕçне чăваш халăхĕн патриархĕ И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунипе пуçларĕç. Çак чыса УОЧНКАн хисеплĕ председателĕ П.Я.Уфимкин тата çамрăксен канашĕн председателĕ тивĕçрĕç.
Конференцие ертсе пыракан ĕç президиумне Ульяновск Хулин Думин депутатне П.К.Столярова, Чăваш наци конгресĕн вице-президентне В.

Текста малалла вулăр...

Проект УСТАВА общественной организации «Ульяновская областная чувашская национально-культурная автономия»

1. Общие положения
 
1.1. Общественная организация «Ульяновская областная чувашская национально-культурная автономия», именуемая далее «Автономия», является формой национально-культурного самоопределения и представляет собой общественное объединение граждан Российской Федерации, относящих себя к этнической общности чуваш, на основе их добровольной самоорганизации в целях самостоятельного решения вопросов сохранения самобытности, развития языка, образования, национальной культуры.
1.2. Автономия является видом общественного объединения. Организационно-правовой формой Автономии является общественная организация.
1.3. Автономия осуществляет свою деятельность в соответствии с Конституцией Российской Федерации, Гражданским Кодексом Российской Федерации, Федеральным законом от 19.

Текста малалла вулăр...