Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Ĕлĕк крахмал та тутлăччĕ

1929 çулта Чӳрекелĕнче çуралса паянхи кунччен унтах пурăнать Прасковья Фёдоровна Калмыкова. Мăшăрĕпе сакăр ача – çичĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ӳстернĕскер пысăк шатрун çуртра пĕчченех кун кунлать.
– Ман аннен те сакăр ача пулнă – тăватă хĕр те тăватă ывăл. Халь эп кăна юлтăм, хĕрсенчен чи кĕçĕнни.
Хальхи пурнăçпа танлаштарсан эпир ӳснĕ вăхăт чи йывăрри тесе шутлатăп. Вăрçă пуçланнине пит лайăх астăватăп. Атте Фёдор Никифорович Шкаликов пĕрремĕш кунсенчех фронта тухса кайрĕ. Çавăнтах тĕпленчĕ, «хыпарсăр çухалнă» текен хут килчĕ. Çапла анне пире, çичĕ ачана, пĕччен ӳстерчĕ. Фермăра ĕçлерĕ. Выçă вилесрен ĕне усрани сыхласа хăварчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çимелли çуккипе нумайăшĕ ӳксе вилчĕ. Йăхăл Махăл тесе чĕнекен усал вырăс яла çĕмĕрсе çӳретчĕ, унран еплерех хăранине халĕ те манмастăп.

Текста малалла вулăр...

Яваплăхран нихĂçан та хăраман

Д.Н.Кудряшов вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пырать
 
Мелекесс тăрăхнелле командировкăна кайсан пирĕн çулçӳреве хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, педагог Геннадий Петрович Улюкин çăмăллатать. Мелекесс, Малăкла тăрăхне, унта ĕçлесе пурăнакан пултаруллă та паттăр çынсене пурне те лайăх пĕлет вăл. Çĕнĕ Малăклара пурăнакан Дмитрий Николаевич Кудряшов патне çул кăтартса яраканĕ те Г.П.Улюкин пулчĕ.
Эпир çитнĕ тĕле сумлă çын «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене вуласа ларатчĕ. «Питĕ интереслĕ çырнă кунта. Пирĕн чăвашсем хушшинче мĕнле кăна маттур, пултаруллă çын çук иккен», - терĕ вăл куçлăхне хывса пире хирĕç утнă май.
 
Çак паттăр та хисепе тивĕç çынсем хушшинче Д.Н.Кудряшов хăй те – Тăван çĕршыв вăрçин (2-мĕш степень), икĕ хутчен Хисеп орденĕсене, «Ĕçри хастарлăхшăн.

Текста малалла вулăр...

Ял летопиçне çырать

Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче пурăнакан Тимофей Степанович Азанов – ял тата унта пурăнакансен историйĕпе кăсăкланать. Куллен сĕтел хушшине ларса ручка тытать, ялта, килте пулса иртнĕ пулăмсене çырса шур хута хуратать. «Çырасси вăл çăмăл ĕç мар, кунта чăтăмлăх кирлĕ. Кăнтăрла май пулмасан ыйхă килмен чухне çĕрле тăратăп. 1974 çултанпа кун кĕнеки çырса пыратăп, çанталăка сăнанине. Ман веçех çырас килет, пурнăçри пĕр саманта та сиктерсе хăварас килмест», - тет вăл.
 
Вăл 1941 çултанпа ял çыннисем çинчен кăна мар, хуçалăхсенче мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытни, çуртсене ял çыннисем хăш çулта лартни, садра миçе тата мĕнле йывăç ӳсни таранччен çырса пынă. Кама мĕншĕн, хăш çулта мĕнле наградăсемпе чыслани те пур, тулли список – 89 çын. Ялта хăçан, кам çемйинче ача çуралнă е çын вилнĕ, хăш ял хĕрне качча илнĕ тата вăл унччен мĕнле хушаматлă пулнă, миçе ача çуратса ӳстереççĕ – пĕр пулăма та Тимофей Степанович палăртмасăр, пĕр çынна та манса хăвармасть.

Текста малалла вулăр...