Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Чăваш кĕписем тата пуканесем çĕлеççĕ

Чартаклă районĕнчи Октябрьский ача сачĕ – районти чи пысăк шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕсенчен пĕри. 12 ушкăна 2-7 çулхи 220 ытла ача çӳрет. Ушкăнсенче пĕтĕмĕшле илсен 20 яхăн шăпăрлан. Лилия Рафисовна Махмутова хăй ертсе пыракан пĕлӳ çурчĕ Ачасен аталанăвĕн центрĕ пултăр тесе пур майпа ырми-канми тăрăшать.
«Василек» ачисем Чартаклă районĕнче, облаçра иртекен пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, пахчара ашшĕ-амăшĕ чĕлхине вĕренеççĕ, тăван халăх культурипе йăли-йĕркине ăса хываççĕ.
Çывăх вăхăтрах тата тепĕр ăмăртура мала тухма тĕв тăваççĕ вĕсем. Хальхинче Марина Николаева воспитатель ертсе пыракан ушкăн наци культурисен «Мухтавăм манăн, манăн еткерлĕхĕм» фестивале хутшăнма хатĕрленет. Уяв Ульяновскри аграри университечĕн Культурăпа кану керменĕнче иртĕ.
Октябрьски ача садĕнче Марина Константиновна 1999 çултанпа вăй хурать.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн Алина – иккĕмĕш!

Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ-нче регионти «Добрый молодец и Красна девица-2017» конкурс иртнĕ. Ăна регионти халăх культурине упраса аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен «Русский дом» обществăлла юхăм йĕркеленĕ.
Тĕллевĕ – чун-сипет пахалăхĕпе йăла-йĕркене хавхалантарасси. Ăмăрту икĕ номинаципе – «Добрый молодец» тата «Красна девица» – иртнĕ. Унта хутшăнма облаçра пурăнакан 14-24 çулхи пур наци çыннисене те йыхравланă. Хутшăнакансем хушшинче чăваш, тутар, мордва, вырăс, казах ачисем пулнă.
«Красна девица» номинацире чăваш пики, Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Алина Петрова малтисенчен пĕри пулни пире те çунат хушать.
Алина тупăшăва хаваспах, çĕкленӳллĕ кăмăлпа хутшăнчĕ. Унпа пĕрле хавхалантару ушкăнĕ (К.Ендиярова, Л.

Текста малалла вулăр...

Ачасенче культурăпа гигиена пĕлĕвне ӳстересси

Тĕллев: ачасене культурăна, гигиенăна вĕрентесси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси.
Задачăсем:
- хай тĕллĕн аллисене çуса алшăллипе типĕтме хăнăхтарасси. Çаплах пуçа турапа турама, шăл тасатма, алшăллипе усă курма вĕрентессине çирĕплетни. Таса та тирпейлĕ пулма, ыттисене тĕслĕх кăтартма вĕрентесси*
- аслăрах ачасемпе хутшăнма хăнăхтарасси. Çĕнĕ сăмахсем вĕренесси, «вараланчăк», «таса» сăмахсене ачасен калаçăвне кĕртесси* харпăр гигиени япалисен ячĕсене астуса юлтарасси – шăл тасатмалли щетка, тура, супăнь.
Вĕрентӳ облаçĕ: «Сывлăх», «Хутшăну».
Педагог ачасемпе малтан тумалли ĕçсем: ачасемпе сывă пурнăç йĕрки çинчен калаçни* иллюстрацисем курни* хайлавсем вулани («Мойдодыр», К.Чуковский* «Юля-чистюля», М.Лебедева* «Маша обедает», Т.Спендиарова)* культура тата гигиена пĕлĕвĕсене каларăшсем урлă çирĕ-плетесси – «Наша Машамаленька», «Ладушки-ладушки», «Ой, лады-лады-лады», «Как у нашего кота», «Чистая водичка» тата ытти те.

Текста малалла вулăр...

«Вĕрентӳçĕ-маçтăр» номинацире çĕнтернĕ

Ноябрĕн 16-17-мĕшĕсенче РФ ăслăлăх тата вĕренӳ министерстви хавхалантарнипе Федераллă вĕренӳ институтĕнче тăван чĕлхене (çав шутрах вырăс чĕлхи те) илсе пыракан пĕтĕм Раççей вĕрентӳçисен маçтăр-класĕ иртнĕ.
Куçăмлă тапхăрта хăйĕн ăсталăхĕпе çĕршыври 32 регионтан 41 вĕрентекен паллаштарнă. Жюри ĕçне Мускаври патшалăх педагогика университечĕн ăсчахĕсем, аслă шкулсенче этнолингвистика пайне йĕркелесе ертсе пыракан паллă специалистсем хутшăннă.
Ульяновскран ку хăйнеевĕр ăмăртăва 21-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, чăваш чĕлхипе, культурипе, йăли-йĕркипе тата пуплевĕпе кружок ертсе пыракан Ю.А.Серебрякова кайнă. «Халăх алăсталăхĕ» темăпа маçтăр-класс ирттернĕ, уçă урок панă. Икĕ кун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Юлия Александровна «Учитель-мастер» номинацире çĕнтернĕ, кубок, Диплом тата асăнмалăх парне çĕнсе илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕпĕрнаттăр Анастасия Мингачевапа тĕл пулнă

Пĕтĕм Раççейри «Учитель года 2017» конкурсра пĕчĕк «Хрустальный пеликана» илме тивĕçнĕ, çĕршыври чи лайăх 5 вĕрентекен шутне кĕнĕ Димитровградри нумай профильлĕ лицейра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Анастасия Мингачева Мускавран таврăннă.
Анастасия Мингачева конкурса вырăс чĕлхипе журналистикăн çыхăнăвне кăтартнă. «Хрустальный пеликан» палла вĕсене, пилĕк çĕнтерӳçе, РФ Правительство председателĕн çумĕ Ольга Голодец тыттарнă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Анастасия Мингачевапа, унăн вĕренекенĕсемпе, ĕçтешĕсемпе тата пулăшаканĕсемпе тĕл пулнă, сумлă конкурсăн лауреатне хваттер тата 200 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
- Пĕтĕм Ульяновск облаçĕ сирĕн çитĕнĕвĕршĕн савăнать, мухтанать. Тĕрĕссипе, эсир çĕнтерессе эпир шансах тăнă. Халĕ Анастасия Мингачевашăн çĕнĕ тапхăр пуçланать, унăн хăйĕн çитĕнĕвĕпе облаçри кашни кĕтесре паллаштарма тивĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.

Текста малалла вулăр...

Ырă кăмăл парнелерĕç

Чартаклă тăрăхĕнчи Андреевка ялĕнчи ача садĕнче пысăк шайра илемлĕ чăваш уявне ирттерчĕç. Ăна вашават хуçисем çулсерен авăнăн 27-мĕшĕнче уявлакан Воспитатель кунне халалланă. Кунта районти аслă воспитательсемпе шкулчченхи пĕлӳ çурчĕн ертӳçисем пуçтарăнчĕç.
Ача сачĕ хăтлă та пысăк. Иртнĕ вĕренӳ çулĕ-нче унта 25-27 ача çӳренĕ. Ку çул саккăрăшĕ Андреевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула 1-мĕш класа кайнă пирки 17 шăпăрлан тăрса юлнă.
Пухăннисене чи малтанах ача сачĕн тытăмĕ-пе, пӳлĕмсемпе, стендсемпе, çитĕнĕвĕсемпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕç. Курса киленмелли, ачасен ăнăçăвĕсемшĕн савăнмалли нумай пулчĕ.
- Пирĕн ачасенчен 60 проценчĕ чăваш халăх еткерлĕхне малалла тăсакан пултаруллă çамрăк ăру йышне кĕресси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Паянхи уявра эсир çакна хăвăр куçăрпа курса ĕненĕр.

Текста малалла вулăр...

Маçтăр ĕçне хакланă

Ульяновск хули администрацийĕн вĕренӳ управленийĕ тата хулари Н.К.Крупская ячĕллĕ 25-мĕш вăтам шкул пуçарнипе пуш уйăхĕнче «Профессионализм современного учителя – залог будущих достижений учащихся» ятпа методика семинарĕ иртнĕ.
Семинара хулари вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Владимировна Кочеткова уçнă. Чи малтанах учительсемпе çавра сĕтел йĕркеленĕ. Унтан вĕрентӳçĕсем кашни хăйĕн предмечĕпе уçă уроксем ирттернĕ.
«Халăх промысли» урока çак шкулта чăваш кружокне илсе пыракан, прикладной искусствăн пултарулăх маçтăрĕ, хушма вĕренӳ педагогĕ Галя Георгиевна Елисеева хăйĕн ĕçне кăтартса панă. Унăн урокĕн ячĕ: «Сувенирсем. Юмахри сăнарсем». Кунта вăл ятарласа чăваш кĕпи тăхăнса тухнă. Тĕрĕслекенсене хăй çырса хатĕрленĕ методика литературине кăтартнă, çавăн тăрăх ачасене тăмран тата чустаран тĕрлĕ япаласем мĕнле ăсталамаллине каласа тата кăтартса панă.

Текста малалла вулăр...

Ача ăс-тăнне хывакансен тĕлпулăвĕ

Ульяновск облаçĕнче тăван чĕлхе (çав шутра вырăс чĕлхи те) вĕрентӳçисен пухăвĕ иртрĕ. Унта 350 яхăн çын хутшăнчĕ.
Регион шайлă форум Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе кăçал иккĕмĕш хут пулчĕ. Унта этнокультура вĕренĕвне лайăхлатас тата наци пĕрешкеллĕхĕнчи поликультура ăспарăвне йĕркелес ĕçри çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Çулталăк тăршшĕпех тăван чĕлхене (чăваш, тутар, мордва, вырăс) халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетсе хак пачĕç. Унсăр пуçне пухăннисен вĕренӳ тытăмĕнче пысăк ăсталăхпа ĕçлеме хăнăхтаракан çĕнйĕркелӳсен хăтлавĕпе те паллашма май пулчĕ. Кăмăл тăвакансем хушма вĕренĕве илсе пыракан педагогсен маçтăр-класĕсенче пулса курчĕç, ĕçлев пултарулăхĕн фойере йĕркеленĕ куравĕпе киленчĕç, вĕренӳпе меслетлĕх литературипе тата облаçра кун çути куракан чăваш, тутар, мордва хаçачĕ-семпе савăнсах паллашрĕç, хулари 20-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем пилĕк чĕлхепе хатĕрленĕ композицине куç туллин ытамларĕç.

Текста малалла вулăр...

Юрланипе-ташланипе çеç чĕлхене сыхласа хăвараймăн!

Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви, «Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ центрĕ тата инновацисен тытăмĕ» патшалăх учрежденийĕ облаçри наципе культура автономийĕсен сĕнĕвĕпе кăçал иккĕмĕш хут шкулсенче наци чĕлхисене вĕрентекенсен конференцине ирттерчĕç. Тутарла, чăвашла тата мордвалла вĕрентекенсем малтан уйрăмшарăн пухăнса хăйсен тĕп ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара облаçра тăван чĕлхене вĕрентекенсен аслă пухăвĕ иртĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине предмет, кружок тата факультатив майĕпе вĕрентекен учительсем УОЧНКА сĕннипе «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра пухăнчĕç. Вĕсем «Тĕрлĕ культурăсене вĕрентни Раççей пĕрлĕхне йĕркелеме пулăшакан мел» темăпа калаçрĕç.
- Паян кунта чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн чун-чĕрипе çунакансем пуçтарăннă.

Текста малалла вулăр...

Вĕрентӳçĕсем ăмăртнă

Вунă вĕрентекен – куçăмсăр тапхăртан çĕнтерсе тухнисем – хăйсемпе тата методика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, урок ирттернĕ.
«Чи лайăх тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ» ăмăртăвăн тĕп парнине выляса илме 64-мĕш шкула пынисем – чăваш, тутар, мордва чĕлхисен учителĕсем.
Конкурсантсем пуçласа наци пахалăхлă куравсем хатĕрленĕ. Чи малти вырăнта – учительсен çĕнĕ проекчĕсем, методика хатĕрĕсем, кăларăмсем, сăнӳкерчĕксем, ачасен ĕçĕсем.
Учительсен ĕçне хаклакансем: облаçри чăваш, тутар, мордва халăхĕсен наципе культура автономийĕсен ĕçтăвкомĕсен членĕсем, пуçлăхĕсем, Ульяновск облаçĕнчи Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн ĕçченĕсем, регионти наци чĕлхисен вĕрентӳçисем.
- Паянхи ăнăçулăх учитель хăйĕ-нпе паллаштарма пĕлнинчен нумай килет.

Текста малалла вулăр...

Шкулсенче шевлеçĕсемпе тĕлпулусем йĕркелеме палăртрĕç

Çак кунсенче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Çамрăк ăрăва чăваш халăх еткерлĕхĕн тĕслĕхĕсем çинче вĕрентесси тата ăс парасси» темăпа регион-сем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна регионти вĕренӳпе ăслăлăх министерстви, облаçри Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕ тата чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ.
Конференцие УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Олег Мустаев уçрĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăнакансене саламласа тухăçлă кун сунчĕ вăл.
Мероприятие Ульяновскпа Димитровград хулисенче тата облаçри район шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пуçтарăннă. Ăна облаçри Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн йĕркелӳпе методика ĕçĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова илсе пычĕ.
Ульяновскри 30-мĕш гимназире «Чăваш халăхĕн историйĕпе культури» кружока (ăна Г.

Текста малалла вулăр...

Çамрăксем яла килччĕр!

Ку вĕренӳ çулĕнче Кунтикаври вăтам шкула 47 ача çӳрет, вĕсенчен иккĕшĕ – 1-мĕш класа. 2013 çултанпа директорта А.В.Еленкина вăй хурать. Пурĕ вара унăн педагог стажĕ 12 çул.
Пирĕн калаçу тӳрех чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки пуçланса кайрĕ. Ку ĕç-пуçпа чăваш чĕлхине тата литературине илсе пыракан Н.А.Сидорова паллаштарчĕ. Вăл Ульяновскри патшалăх пединститутне
пĕтернĕ, ку шкулта 2005 çултанпа ĕçлет, пилĕк çул чăваш чĕлхипе литератури предмечĕ
сене вĕрентет. Çаплах виççĕмĕш çул завуч тивĕçĕсене пурнăçлать.
– Эпир 1-мĕш класра чăвашла вĕрентместпĕр. Ку предметсем 2-мĕш класра тытăнаççĕ. 2-9-мĕш классенче 2 урок чăваш чĕлхи тата 1 урок литература. 10-11-мĕш классенче вара 2 урок– литература. Унччен пирĕн чăвашла вĕренмелли кĕнекесем çитместчĕç, йывăрлăхсем пурччĕ. 2009 çулта вара пире, Чăнлă районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене вĕрентӳçĕсен пĕлĕв-
не ӳстерекен институтри В.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ачисен хастарлăхĕ савăнтарчĕ

Акан 25-29-мĕшĕсенче Мелекесс районĕнчи ача-пăчапа çамрăксен «Юность» сиплевпе вĕренӳ лагерĕнче Атăлçи халăхĕ-сен фестивалĕ иртнĕ.
Унта Ульяновск облаçĕнчи шкулсенчен чăваш, тутар, мордва, вырăс ачисем хутшăннă. Вăтăр пĕр чăваш хастарĕ Чăнлă, Çĕнĕ Малăкла, Ульяновск, Майна, Барăш районĕсенчен тата Ульяновскпа Димитровград хулисенчен килсе çитнĕ. Вĕсен хушшинче – 6-8 тата 10-мĕш классенче вĕренекен, тăван чĕлхепе тата литературăпа тĕрлĕ шайра иртнĕ олимпиадăсемпе тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерӳçисем, пултаруллă ачасем.
Лагерь хупăннă кун Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн тата «Канаш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене те йыхăрчĕç унта. Калаçу-паллашу саманчĕсем нумайччен асра юлĕç.
- Пилĕк кун хушшинче вĕренекенсемпе мĕнле кăна мероприяти ирттермерĕмĕр-ши!

Текста малалла вулăр...

Халăх учителĕ

Челябинск облаçĕнчи библиотекăра «Просвещение на Урале» журнал пăхкаласа ларнă чух куç тĕлне «...окончил Симбирскую инородческую школу», - тесе çырни курăнса кайрĕ. Унта И.Я.Яковлевăн вĕренекенĕ И.Ф.Иллютов çинчен çырнă. Ялти учителĕн шăпи мана кăсăклантарса ячĕ. Пĕр-икĕ çултан эпĕ хĕрĕ патĕнче пултăм, область архивĕнче Иван Иллютов хăй аллипе 1925 çулта çырнине шыраса тупрăм.
 
Иван Самар кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи Тилечер ялĕнче 1875 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ачаранах ĕçчен, нумай пĕлме тăрăшнипе палăрнă. Ашшĕ ăна кӳршĕ яла вĕренме ярать. Иван класра чи аван вĕренекен пулса тăрать. Пĕррехинче вĕсен шкулне çӳллĕ те паттăр, çутă тӳмеллĕ мундир тăхăннă сухаллă арçын пырса кĕрет. Ку Хусан вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлев пулнă. Вăл шкул ĕçĕпе, ачасен пĕлĕвĕпе, хăй кăларнă азбукăна мĕнле ăса хывнипе кăсăкланнă.

Текста малалла вулăр...

Туслăх кăшăлĕнче

Мартăн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта вĕрентекенсен хушшинчи «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» темăпа конференци иртрĕ.
Унта регионти Чăнлă, Ульяновск районĕсенчи, хулари шкулсенчи географи, истори, технологи, вырăс, тутар, чăваш, мордва, акăлчанпа нимĕç чĕлхисен вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.
Шкулти Чăваш культура центрĕнче тĕрлĕ курав йĕркеленĕччĕ. Вĕсенче ӳнерĕн ăсталăхне алла илекен ачасен ĕçĕсемпе, вĕренӳре усă куракан тĕрлĕ наци литературипе паллашма, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен наци апат-çимĕçне тутанса курма пулатчĕ.
Вĕрентекенсене тĕрлĕ наци тумне тăхăннă шкул ачисем юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Салам сăмахĕпе Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн ертӳçи Т.

Текста малалла вулăр...

Тĕп ыйту – нацисен хушшинчи туслăх

Хулари 55-мĕш шкулта «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» темăпа нацисен хушшинчи конференци иртрĕ.
Унта Ульяновск тата Çĕнĕ Ульяновск хулисенчен, Чăнлă тата Майна районĕсенчен педагогсем пуçтарăнчĕç.
Пухăннисене малтан шкул библиотекарĕ И.М.Алипова музейпа паллаштарчĕ. Кунта Атăл тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан халăхсен тум-юмĕ, ĕç хатĕрĕсем, ал ĕçĕсем тата ытти те.
Унтан хăнасем пĕр класа пуçтарăнчĕç. Директор çумĕ Л.Б.Сафиулова кĕскен шкул историйĕ-пе паллаштарчĕ. Вырыпаевкăра шкул XIX-мĕш ĕмĕртех уçăлнă. 1933 çулта вăл çичĕ класлă пулнă. 1957-1961 çулсенче ăна сакăр класлă туса хунă. Хальхи шкула 1967 çулта туса лартнă. 2017 çулта вăл 50 çул тултарнине паллă тăвать.
Паян кунта 31 педагог ĕçлет. Шкулта тĕрлĕ наци ачисем вĕренеççĕ: тутарсем – 187 ача (51 процент), вырăссем – 96 ача (20 процент), чăвашсем – 52 ача (15 процент),12 проценчĕ – ытти халăх ачисем.

Текста малалла вулăр...

Шкула çухатас марччĕ!

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче пире кашни çулах пулма тивет: е уявра, е шкулти мероприятире, е уçă урокра. Уявсенче шкулта – яланах ватти-вĕтти!
 
Чӳрекел çыннисемшĕн шкул ют вырăн мар – социокультура центрĕ. Вăл ачасене тарăн пĕлӳ, пур енлĕн аталанма май паракан, ватти-вĕттине уявсенче пухса савăнтаракан вырăн. Чӳрекел ачисемшĕн шкул – иккĕмĕш тăван кил. Ир-ирех вĕсем кунта васкаççĕ, уроксем хыççăн вара тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çӳреççĕ, çу кунĕсенче те шкул таврашне тирпей-илем кĕртсе тăраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Шел, Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен шучĕ чакса пырать. 2015-2016 вĕренӳ çулĕнче кунта 21 ача кăна пĕлӳ пухать. Çавăнпа шкула хупса хурас хăрушлăх вĕсен çийĕн Дамокл хĕçĕ пек çакăнса тăрать.
Ял 18-мĕш ĕмĕртех йĕркеленнĕ, тен, маларах та.

Текста малалла вулăр...

Малти вырăнсене чăнлăсем илнĕ

Февраль уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Димитровградри «Юность» лагерьте облаçри шкулсенче чăвашла, тутарла, мордвалла, нимĕçле вĕренекенсен тата таврапĕлӳпе кăсăкланакансен олимпиади иртнĕ.
 
Кăçал чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине 15 шкул ачи хутшăннă, ытларахăшĕ Чăнлă районĕнчен. Вĕсенчен 9-мĕш класра вĕренекенсем – улттăн, 10-мĕш класрисем – тăваттăн, 11-мĕ-шсем – пиллĕкĕн.
Шкул ачисен пĕлĕвне тĕрĕслекен комисси виçĕ çынран тăнă: Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.С. Нагорнова (председатель), облаçри вĕренӳ-пе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.А. Архипова, Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.М. Сайгушева.
- 2016 çулхи тăван чĕлхепе литературин олимпиадине хутшăннă ачасен пĕлӳ шайĕ пысăк пулнине палăртас килет.

Текста малалла вулăр...

Телейне – юратнă ĕçĕнче тупнă

Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче Ольга Янкова православи тата технологи предмечĕсене вĕрентет. Унсăр пуçне вăл чăваш чĕлхи кружокне тата класс тулашĕнчи уроксене илсе пырать. Чĕлхемĕре сыхласа хăварассипе шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Ольга Анатольевна çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен вăл Димитровградри машинасем тăвакансен техникумĕнче технолог специальноçне алла илет. Часах ку професси унăн маррине ăнланса илет. Яла таврăнсан чунĕ ачасем патне туртнипе шкула ĕçлеме вырнаçать. Малтанах ăна хатĕрленӳ класĕпе ĕçлекен воспитателе çирĕплетеççĕ. Каярахпа пултарулăхне кура ӳкерӳ тата музыка предмечĕсене шанса параççĕ.
-Ӳкерес, юрлас туртăм манра вăйлах пулмасан та – аппаланма юрататăп. Хам тĕллĕн нумай вĕренетĕп. Ачасемпе папье-маше мелĕпе тĕрлĕ кӳлепе ăсталас, вак шăрçапа тĕрлес, ӳкерес, эскизсем хатĕрлес ĕçсене малтан кĕнекесем тăрăх тата Интернет урлă хам тĕллĕн алла илетĕп, кайран ачасене вĕрентетĕп.

Текста малалла вулăр...

Чăвашлăх вучахне сӳнме памасть

Чартаклă районĕнчи Володарски шкулĕнче Татьяна Шмаранова завучра ĕçлет. Унсăр пуçне вăл «Чăваш халăхĕн историйĕпе культури» кружок илсе пырать.
Чартаклă поселокĕнчи Хушма вĕренӳ центрĕ-нче УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕ çавра сĕтел ирттерчĕ. Татьяна Федоровна унта нацисен хушшинчи туслăх темипе доклад турĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вăл хатĕрлесе килнĕ хучĕ тăрăх мар, хăй сăмахĕсемпе каласа пачĕ, экран çинче сăнӳ-керчĕксемпе çирĕплетсе пычĕ.
- Шкулти учительсен хушшинче мансăр пуçне урăх пĕр чăваш та çук. Çавăнпа та чăваш историйĕпе культурине вĕрентессине хам çине илме тиврĕ. Эпĕ çак пархатарлă ĕçе хаваспах туса пыратăп. Йывăрлăхсем çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен ачасем халăхăмăрăн историйĕпе кăсăкланаççĕ, туслăх фестивалĕсене хаваспах хутшăнаççĕ, чăваш тумне юратса тăхăнаççĕ, халăх умне тухма вăтанмаççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.