Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пырар

Облаçри инноваци тытăмĕпе вĕренӳ центрĕнче регионти ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
 
Анлă лару
Вăл икĕ пайран тăчĕ. Облаçри ача сачĕсенче тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче чăваш, тутар, мăкшă чĕлхисене вĕрентекенсем, кружоксем илсе пыракансем пысăк залра анлă лару ирттерчĕç. Облаçри вĕренӳ департаменчĕн директорĕ О.М.Касимова кĕске докладĕнче шкулсенчи вĕренĕве ытларах пурнăçпа çыхăнтармалли çинче пусăм турĕ. Çаплах облаçри чăвашсен, тутарсен, мăкшăсен наципе культура автономи ертӳçисем те хăйсен шухăшĕсене тухса каларĕç. Кашни хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ,чĕлхене вĕрентессине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн тĕп эксперчĕ Р.Ф. Халиуллова, Чăнлă районĕнчи вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Левендеев, Тутар Кашинчи ача сачĕн ертӳçи Н.

Текста малалла вулăр...

Егоровсен йăхĕ

Егоровсен ĕç стажне шутласан учительте вĕсем 307 çул ĕçленĕ.
 
1911 çулта пирĕн яла – Çĕнĕ Йĕлмелне – Мария Васильевна (манăн асанне) учительница пулса килет. Вăл Тĕрлемес хĕрĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтерсен янă ăна пирĕн яла ĕçлеме. Ăна Иван Яковлевич Яковлев тата унăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна вĕрентнĕ. Ӳкерме тата тĕрĕс çырма вара Константин Иванов хăнăхтарнă. Мария Васильевна вĕренме кĕнĕ çул «Нарспи» авторне 1907 çулта патшана хирĕç тăнăшăн кăларса янă хыççăн Иван Яковлевич ыйтнипе чăваш шкулне каялла тавăрнă пулнă. Мария Васильевна чăваш литературин классикне Трубина Мархвине те лайăх пĕлнĕ. Вĕсем пĕр класра вĕреннĕ, общежитире те пĕрле пурăннă.
Сăнĕпе чипер асанне манăн асаттене Никифор Егорович Егорова пĕрре курсах килĕ-штернĕ тесен те юрать, мĕншĕн тесен вĕсен туслăхĕ кунран-кун çирĕпленсе пынă.

Текста малалла вулăр...

Этнокультура вĕренĕвĕн аталанăвне çĕнĕ шая кăлармалла

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕнче августри канашлу – регион шкулĕсенче тата ача сачĕсенче этнокультура пайрăмне пурнăçа кĕртекен вĕрентӳçĕсен педагогика мастерскойĕ – иртрĕ. Теми: «Регионти вĕренӳ тытăмĕн аталанăвĕнчи тăван чĕлхепе культура пĕлтерĕшĕ».
 
Пĕрлехи ларăва вăхăтлăха Центр директорĕн тивĕçĕсене илсе пыракан Р.Р.Загидуллин уçрĕ. Облаçри вĕренӳ пĕрлешĕвĕсенче чăваш, тутар, мордва чĕлхипе литературине вĕрентекен хастарсене, регионти обществăлла юхăмсене ертсе пыракансене çĕнĕ вĕренӳ çулĕпе саламланă май пурне те сывлăх, пуçарулăх, тавçăрулăх, савăнăçлă кăмăл-туйăм сунчĕ.
– Кăçалхи апрелĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт икĕ пая пайланчĕ: Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ-
пе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕ тата УлППУ çумĕнчи хушма ăслăлăхсен факультечĕ.

Текста малалла вулăр...

И.Я.Яковлев – малашлăх çынни

«Родина В.И.Ленина» заповедник-музея йĕркеленнĕренпе 30 çул ытла. Çак вăхăтра хамăр тăрăхăн историйĕпе тата паллă çыннисемпе çыхăннă 17 музей уçăлчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей.
И.Я.Яковлев питĕ пултаруллă çын пулнă: чăваш халăхне çутта кăларакан, халĕ усă куракан алфавита тата пĕрремĕш чăваш букварьне хатĕрлекен, педагог, чăваш сăмахлăхне пуçтаракан, этнограф, чăвашла учебниксен пĕрремĕш авторĕ, чăваш литературин никĕслевçи, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, куçаруçă, общество деятелĕ.
Тăван халăха çутта кăларма пултаракан учительсене хатĕрлес тĕллев лартса вăл Ульяновскра (ун чухне Чĕмпĕр) 1868 çулхи юпан 28-мĕшĕнче халăх историйĕнче пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркелесе янă.
Çур ĕмĕр ĕçленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пин ытла учитель, ăслăлăх ĕçченĕ, литературăпа искусство çынни пĕлӳ илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Мана ял çитĕнтерчĕ, ĕçе вĕрентрĕ

Вĕренӳ тытăмĕнче ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче пĕр-икĕ арçын вĕрентӳçĕрен ытла çук та пулĕ. Акă Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче те лару-тăру çавăн пекрех. 2013 çулхи вĕренӳ çулĕнче шкула çĕнĕ физкультура учителĕ Владислав Юрьевич Труков килни ĕç ушкăнĕшĕн чăн тупăм пулнă.
Физкультура урокĕсемсĕр пуçне вăл ОБЖ тата музыка предмечĕсене илсе пырать.
Физкультурăпа ОБЖ – унăн специальноçĕ тейĕпĕр-ха. Вăл Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне пĕтернĕ. «Музыка предметне вара ăнлансах илсе пырать-и çамрăк вĕрентекен/» – кăсăкланма пултарать вулакан. Çапла. Баян каласси уншăн – чун канăçĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл Ульяновскри ачасен 3-мĕш ӳнер шкулĕнчи баян класне пĕтернĕ. Виçĕ çул хушшинче çак музыка инструментне алла илнĕ.

Текста малалла вулăр...

Чи лайăх вунă шкул шутĕнче

Шкул ял пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Шкул пулмасан ялăн пуласлăхĕ çук. Унта ĕç вĕресе тăни, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени çамрăксене тĕрĕс çулпа ертсе пыма пулăшать.
Облаçри тата çĕршыври ял шкулĕсенчи пекех Чăнлă районĕнчи Кĕçĕн Нагаткин шкулĕ-нче вĕренекенсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Анчах шкулăн ят-сумĕпе чысĕ кунпа пĕртте чакмасть. Вăл районти чи лайăх вунă шкул шутне кĕрет. Çак ята ахаль памаççĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсене шута илеççĕ, хăтлăхне пăхаççĕ.
Хăй те çак шкула вĕренсе пĕтернĕ, виççĕмĕш çул директор лавне туртакан Татьяна Викторовна Савинова ачасен çитĕнĕвĕсем пирки мăнаçланса каласа парать:
-Паян шкулта 79 вĕренекен. Вĕсем виçĕ ялтан – Кĕçĕн Нагаткинтан, Çĕнĕ Вольăпа Орловкăран. Пĕрремĕш класра 6 ача, 11-мĕшĕнче – 4. Çитес çул пĕрремĕшне иккĕн кăна килеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Татьяна Рупасова: «Ачасемпе пĕрле хам та вĕренетĕп»

Татьяна Валерьевна Рупасова Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнче ачасене чăвашла вĕрентет. Çулсерен вырăсланса пыракан чăваш ялĕнче хальхи вăхăтра тăван чĕлхепе аслă çулсенчи çынсем кăна калаçаççĕ. Шкул ачисем вара чăваш чĕлхине ют çĕршыв чĕлхи пек вĕренме пуçлаççĕ. Анчах пĕри те мĕн тума кирлĕ пире чăваш чĕлхи тесе турткаланса урокран тарса çӳремест.
-Районĕпе те пирĕн шкулта кăна чăваш чĕлхине предмет майĕпе вĕренеççĕ. 2006 çултанпах пырать ку ĕç. Унччен иккĕмĕшĕнчен пуçласа саккăрмĕш класс таранччен вĕрентнĕ пулсан, 2013-2014 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа – пĕрремĕшĕнчен. Кăçал пĕрремĕш класра манăн икĕ ача – хĕр ачапа арçын ача. Малталăха калаçма вĕренетпĕр – чи малтан кирлĕ сăмахсене – «анне», «атте», япала ячĕсене, сывлăх сунма, мĕн те пулин ыйтса пĕлме. Хĕр ачи пит маттур, вăтанса тăмасть, ман хыççăн калать.

Текста малалла вулăр...

Ĕшкесем чăвашла вĕренесшĕн

Чăвашсен авалхи Ĕшке ялĕ область центрĕнчен те, Шупашкартан та самай аякра вырнаçнă. Тен, çавăнпа та ку ялта чăваш чĕлхине сыхласа хăварас ĕç пĕр вăхăтра чарăнсах ларнă темелле. 1956 çултан тытăнса 2000 çулччен ял шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмен. Çавăнпа та ялта аслă тата вăтам çулсенчи çынсем кăна тăван чăваш чĕлхипе калаçнинчен тĕлĕнмелле мар. Вăтăр-хĕрĕх çулхисем те чăвашла ăнланаççĕ çеç, калаçу вара аран пулкалать. Çак сăлтава пулах 600 ытла çын пурăнакан яла 3 экземпляр кăна «Канаш» хаçат килет: иккĕшне уйрăм çынсем çырăннă, виççĕмĕшне - ялти вулавăш.
Ял вырăсланса пырать пулин те Ĕшке шкулĕ май пур таран çакна хирĕç тăрать. 2013-2014 вĕренӳ çулĕнче шкулта 83 ача вĕренет. Вĕсенчен 64-шĕ чăваш чĕлхине предмет майĕпе ăса хывать. Паллах, ачасенчен ытларахăшĕнче чăваш юнĕ юхать. Анчах хутăш – чăвашпа вырăс - çемьесенчисем те чылай.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхемĕре вĕрентесси – яваплă та сăваплă ĕç

Ульяновскри 6-мĕш шкулта хула шкулĕсенче наци чĕлхисене вĕрентекенсен конференцийĕ иртрĕ. Ăна Ульяновск хула администрацин вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ, эксперчĕ Роза Халиуллова уçса ертсе пычĕ. Вăл Ульяновск хулинче чĕлхесене вĕрентес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Çитменлĕхсене палăртрĕ.
 
ЛАРУ
-Предмет мелĕпе вĕренекенсене мĕнпур кĕнекепе тивĕçтернĕ, анчах кружоксемпе факультативсем ертсе пыракансем валли – çителĕксĕртерех. Ку енĕпе Мордва Республики ăнăçлă ĕçлет. Пирĕн облаçра мордва чĕлхине вĕрентекенсен йывăрлăхсем çукпа пĕрех.
Ульяновскра мĕнпурĕ 80 шкул, вĕсенчен 78 шкулта нацисен чĕлхипе йăли-йĕркине, культурине тĕрлĕ мелсемпе паллаштараççĕ. 14-мĕш шкулта тата 1-мĕш гимназире хальлĕхе наци пайĕсем çук-ха.
Тепĕр çитменлĕх.

Текста малалла вулăр...

Учительпе пĕр чĕлхе епле тупмалла?

Ача пĕрремĕш хут шкула кайнă кун пĕтĕм çемьешĕн пысăк уяв кăна мар, пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерекен пулăм. Пĕрремĕш вĕрентӳçĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен ача малашне шкула юратса е ирĕксĕр çӳрени килет.
Учительпе пĕр чĕлхе тупма пулăшакан канашсем:
1. Ашшĕ-амăшĕн шкул, вĕре-нӳ, вĕрентӳçĕсем пирки ачана лайăххине кăна каласа памалла.
Ачана хăвăр вĕреннĕ вăхăтри чи савăнăçлă та ырă самантсемпе паллаштарăр. Кун пек чухне ача шкула часрах хăнăхать, вĕрентӳçĕпе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма та йывăр пулмасть.
2. Вĕрентӳçĕпе ашшĕ-амăшĕн килĕштерсе ĕçлемелле. Ачана хӳтĕленĕ чухне те вĕрентӳçĕпе эсир пĕр енче пулнине асра тытмалла: сирĕн пĕр тĕллев – ачана вĕрентесси. Тавлашуллă ыйту сиксе тухсан ăна вĕрентӳçĕпе куçа-куçăн татса памалла. Унта ача пулмалла мар.

Текста малалла вулăр...

Пĕлӳ никĕсне куллен çирĕплетет

«Ăçта çуралнă—çавăнтах кирлĕ пулнă», – теес килет Вăта Тимĕрçен шкулĕнче пуçламăш классене вĕ-рентекен Светлана Александровна Благороднова пирки. Хăй вĕреннĕ шкулта вăл 22 çул вăй хурать.
 
Парта хушшине ларсанах çуралнă унра вĕрентӳçĕ пулас ĕмĕт. Аттестат илсен Çинкĕлти педучилищĕне вĕренме кайнă. Пĕтерсен тăван шкулне вĕрентӳçĕ пулса таврăннă. Çинкĕлте илнĕ пĕлӳпех çырлахман вăл, Ульяновскри педагогика университечĕн пуç-ламăш класс вĕрентӳçисене хатĕрлекен факультета вĕренме кĕнĕ – пĕлӳ никĕсне çирĕплетнĕ.
Светлана Александровна воспитани парас енĕпе директор çумĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Шкул ачисене вăл тĕрлĕ проектсемпе конкурссене, вăйăсене хутăштарать. Вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар çĕнтерӳпе таврăннă. Тĕслĕхрен, 2-11-мĕш классем (32 ача) пĕтĕм Раççейри «Чувашская ласточка» вăййа хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

Пирĕн тĕллев – чăваш ятне çĕклеме вĕрентесси

Акă тепĕр вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. И.Я. Яковлевăн 165 çулхи юбилейне чыслă ирттертĕмĕр. Облаçра чăваш чĕлхине çĕнетсе янăранпа та 20 çул иртрĕ.
Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем иртнĕ вĕренӳ çулĕнче нумай ырă ĕç туса ирттерчĕç. Тăхăр класс пĕтерекенсем хăйсен пултарулăх ĕçĕсемпе савăнтарчĕç. Анна Садовниковапа Анна Коновалова «Канаш» хаçат ирттерекен конкурсра çĕнтерӳçĕсем пулчĕç. Кĕçĕнрех класра вĕренекенсем те тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕсем те хаçатра пичетленсех тăчĕç.
Эпир вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасене эрнере пĕр сехет кăна чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе паллаштаратпăр, темле тăрăшсан та «урлă» сиксе каçаймастпăр. Тăхăр класлă шкулта вĕренекенсен мĕн пĕлнипех çырлахма тивет.
Шкулти ытти уроксенче ачасем веçех вырăсла калаçаççĕ, мĕншĕн тесен пирĕнни пек шкулсем вырăс программипе ĕçлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Елена ВИНОКУРОВА: «Ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе хăй тĕллĕнлĕхе тимлĕх уйăрса ĕçлетĕп»

Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕн вĕрентекенĕ Елена Владимировна Винокурова облаçра иртнĕ «Çемье – патшалăх тытăмĕ» конкурсра çĕнтерсе регион чысне Раççей шайĕнче çĕклеме тивĕçнĕ.
 
«Вперёд к коммунизму» колхозра пăру пăхаканра тата ĕне сăваканра, механизаторта вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă, çут тĕнчене пилĕк ача парнеленĕ Мария Викторовнапа Владимир Алексеевич Садиловсем, иккĕшĕ те Раççей Ĕç ветеранĕсем, Çĕнĕ Улхашра - тĕслĕхлĕ çемье. Вĕсен кĕçĕн ачи – Елена (1968 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче çуралнă, 1985 çулта вăтам шкул пĕтернĕ) – ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер, çăмăллăнах Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕрет. Ăнăçлăн диплом илсе 1990 çулта Пухтел шкулĕнче ют чĕлхесене вĕрентекен аслă пĕлӳллĕ пĕрремĕш специалист пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Пултарулăх пулсан...

«Канаш» хаçатра вĕрен-тӳçĕсен ятарлă кĕтесĕ
пулмалли çинчен нумай калаçрăмăр пулсан та,
шел, çак ĕмĕте пурнăç-лаймастпăр-х а. Сăлтавĕсем нумай: хăйсенчен, вĕсен ĕçне йĕркелесе, ертсе, вĕрентӳре кирлĕ тĕрлĕ методика çĕнĕлĕхĕсемпе пулăшса пыракансенчен материалсем пулманни.
Çак кĕтесре мĕнле мате-риалсем пулмалла-ха? Тĕрлисем, тĕслĕхрен, харпăр ĕç опычĕпе паллаштарни, класс тулашĕнче ачасемпе ирттернĕ мероприятисен планĕсем, сценарисем…
Хам çине вут-çулăм йыхăратăп тенĕ пек,
шкулта вăй хунă самант-сене аса илсе çырнă хайлава вулама сĕнесшĕн. Тен, аллăм «çăмăл» пулсан – облаçри вĕрентӳçĕсем хăйсен чунĕсене уçса пама вăтанмĕç.
Вăтам шкула «отличник» пулса пĕтертĕм тесе мухтанаймастăп: çитĕнсе çитнине çирĕплетекен документ çинче «пиллĕк» паллăсемсĕр пуçне виçĕ «тăваттă» пур.

Текста малалла вулăр...

Ялти вĕрентӳçĕ

Елена Емельяновна Антонова Павловка районĕнчи Ирçе Шмалакри шкулта географи, истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Шкулта мĕнпурĕ 20 ача пĕлӳ илет.
 
Вăл çак чăваш ялĕнчех çуралнă. Сакăр класс пĕтерсен Кузнецкри педучилищĕре ача сачĕн воспитательне вĕренет. Çамрăк специалиста шкула пуçламăш класс ачисене вĕрентме чĕнеççĕ. Вĕрентӳçĕ профессийĕ кăмăлне каять. Анчах шкулта ĕçлеме аслă пĕлӳ кирлине туйса вăл куçăмсăр майпа Ульяновскри пединститута географи факультетне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра ялти Культура çуртне ĕçлеме куçать. Пилĕк çул хушши вăл ентешĕсен кану вăхăтне пуянлатса илемлетес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Алла диплом илсен Елена Емельяновна тăван шкулнех таврăнать. Халĕ вăл аслă классене вĕрентет. Антоновсем виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасен ĕçĕсене упрать

Зоя Алексеевна Александрова Кунтикав шкулĕнче пуçламăш классене 34 çул вĕрентет. Кăçал унăн класĕнче 9 ача. Тепĕр çултан вĕсем те çуначĕсене сарса аслă классен тытăмне куçĕç.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Шемек ялĕнче çуралнă хĕр мĕн ачаранпах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ те ăна пурнăçлас тĕллевпе Çинкĕл педучилищине çул тытнă. 1979 çулта алла диплом илсен ял çывăхнерех пултăр тесе направленипе Кунтикав шкулне килнĕ. Унтанпа ĕç вырăнне пĕрре те улăштармасăр çак шкулта ачасене пĕлӳ тĕнчине явăçтарать. Çĕнĕрен пурăнма тытăнсан та Зоя Алексеевна пуçламăш классене вĕрентекенех суйласа илĕттĕм тет.
Компьютер тапхăрĕнче вĕрентӳçĕ пурнăçпа тан утма тăрăшать. Вăл хăй тĕллĕн компьютера вĕренет. Унсăрăн хальхи ачасем умĕнче авторитета çӳллĕ шайра тытса тăма йывăр. Халь уроксене интереслĕрех хатĕрленме те, графиксемпе таблицăсем тума та çынран йăлăнса çӳремест, веçех хăй тăвать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ялĕнчи вырăс вĕрентӳçи

Наталья Александровна Пиколова Кунтикав шкулĕнче ачасене воспитани парассипе директор çумĕ пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах педагог ачасене физикăпа информатика предмечĕсемпе пĕлӳ парать.
Вырăс çыннине чăвашсем хушшинче пурăнма, хăнăхма йывăр мар-и?
Наталья Александровна ыйтăва хаваспах хуравларĕ.
-Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет. Эп хам Барăшра çуралса ӳснĕ. 2008 çулта университет пĕтернĕ хыççăн тăван шкулах таврăнасшăнччĕ. Анчах унта вырăн тупăнмарĕ. Кунтикав шкулĕн директорĕ (ун чухне Н.И.Казаков) вара çак шкула чĕнчĕ. Пĕр çул ĕçлесе пăхăп та хулана таврăнăп тесе шутланăччĕ. Пурнăç пач урăхла пулса тухрĕ. Паянхи кунччен Кунтикавра ĕçлетĕп, кунтах çемье çавăртăм. Манăн мăшăр Алексей Пиколов. Пилĕк çул хушшинче чăваш чĕлхине те ăнланма пуçларăм. Пĕрремĕш çулсенчи пек халь мана улталаймастăн.

Текста малалла вулăр...

Çакăнта вĕреннĕ, çакăнтах ĕçлет

Чӳрекел шкулне кĕрсен хăвна пурăнмалли çуртри пек туятăн: ăшă, таса, тирпейлĕ. Ачасем атă-пушмакне килти пек алăк умĕнче хывса кĕреççĕ. Пӳлĕмре çăмăл пушмаксемпе çӳреççĕ. Кунта тирпей-илем туса тăраканĕ – çепĕç те вăр-вар хĕрарăм – Александра Белова (Полякова).
Вăл çак ялсемех. Çак шкултан вĕренсе тухсан тăван ялĕнчех ĕçлеме юлнă. Малтан кохозра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă, унтан шкула ĕçлеме куçнă. Гардеробщицăра ачасен тумĕсене йышăннă. Каярах ăна техничка тивĕçне шанса параççĕ. Вăл халĕ шкулти тасалăхшăн яваплă. Вăлах урока кĕме, урокран тухма систерсе шăнкăрав параканни.
-Шкулта мĕнпурĕ тăватă техничка. Икшерĕн икĕ сменăпа ĕçлетпĕр. Икĕ кун каннă вăхăтра килти ĕçсемпе аппаланатăп. Выльăх-чĕрлĕх усратпăр. Вĕсемпе ĕçсĕр ларма çук,- тет вăл йăл кулса. Картишĕнче пуçтарса тирпейлесен Александра Алексеевна алĕç тытса ларать.

Текста малалла вулăр...

хАЛĂХА ХиСЕПЛЕМЕ ХĂНĂХТАРАТЬ

- Ульяновскри Чукун çул районĕнчи Луговое ялĕнчи вăтам шкулта вĕренӳпе воспитани мелĕсенче И.Я.Яковлев шухăшĕсене тĕпе хуратпăр. Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа шкулта ачасен пултарулăх ĕçĕсен конкурсне тата литература, халăх ташшисемпе юррисен каçĕсене, чăваш апат-çимĕçĕн куравне йĕркелерĕмĕр.
Çак ĕçĕн тĕллевĕ - мĕнпур вĕренекене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарасси, çĕршыври чи авал шутланакан тăван халăхшăн мăнаçланма вĕрентесси. Вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра иртнĕ «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» конференцие хутшăнса хам мĕнле ĕçлени пирки каласа патăм. Эпĕ 2012 çултанпа шкулта чăваш культурине вĕрентекен кружока илсе пыратăп. Ачасем пирĕн чăвашла калаçаççĕ, юрлаççĕ. Кружокра халăх культурипе, историйĕпе çыхăннă фильмсем куратпăр, кĕнекесем вуласа, ăнлантарса паратăп.

Текста малалла вулăр...

аЧАСЕМ – УÇЛАНКĂРИ ЧЕЧЕК ЕВĔР

Ирина Милюшкина (Фролова) ачаранах пуçламăш класс ачисемпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Паян шутласа хуни пурнăçланнăшăн чĕререн савăнать.
«Шкулта ачасемпе вăхăт иртни те сисĕнмест,-тет Ирина Николаевна кăмăллăн кулса. - Вĕсем уçланкăри тĕрлĕ тĕслĕ чечек пек кашни хăйне май илĕртӳллĕ. Мĕнлерех ăслă та уçă тата! Суйма пач пĕлмеççĕ, пурнăçа юратаççĕ. Шăпăрлансемпе ывăнни те хăвăрт иртсе каять. Кăмăл-туйăм шайлашулăхĕ хавхаланса, тăрăшса ĕçлеме май парать. Ахальтен пиллемеççĕ ĕнтĕ чăвашсем килтен ĕçе, ĕçрен киле каяс килтĕр тесе. Кăмăла каякан ĕçрен ырри мĕн пултăр?»
Патăрьел районĕнчи Аслă Шемек ялĕнче ӳснĕ илĕртӳллĕ сарпике Çинкĕлти педагогика училищинче вĕренет. Практикăра Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче пулнине нихăçан та манмасть вăл. «Ун чухне шкул директорĕ Николай Кадебинччĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5.