Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Юратмасан пĕлӳ параймăн

Кунтикав шкулĕнчи пуçламăш классенче 29 ача вĕренет. Пĕрремĕш класри тăхăр ачана Галина Петровна Еремеева пĕлӳ тĕнчине явăçтарать. Класĕ çутă та тăван кил пек хăтлă унăн.
Галина Петровна педагогика ĕçĕнче 26 çул ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл кашни вĕренекенпе пĕр чĕлхе тупма пултарать.
Çак ялтах çуралса ӳссе шкулта вĕреннĕ вăл. Класс ертӳçи Надежда Васильевна Богатова çине пăхса мĕн ачаранах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Сакăр класс хыççăн Çинкĕл педучилищине вĕренме кайнă. Диплом илсен тăван ялах таврăннă. Кайран куçăмсăр майпа педуниверситетран вĕренсе тухнă. Анчах педагогикăра лайăх пĕлӳ илнĕ пулин те уншăн чи пысăк вĕрентекен – Надежда Васильевна пулнă. Тĕслĕх илмелли çын тата педагог чăваш тата вырăс чĕлхисемпе вĕрентнĕ.
-Ачасене юрататчĕ Надежда Васильевна, каланисем унăн ялан вырăнлăччĕ, лайăх çын пулма вĕрентетчĕ, пурнăçран тĕслĕхсем илсе паратчĕ.

Текста малалла вулăр...

Юратăва ачасене парнелетĕп

Паян ялсенчи ача сачĕсене шкул çурчĕсене куçарас тапхăр пырать. Кĕç-вĕç шкула пыракан ачасем пĕлӳ çурчĕн çунатти айĕнче выляни-кулни нимĕнле çылăх та мар. Ача пахчин заведующийĕн ĕçне те шкул директорне шанса панă.
 
Вăта Тимĕрçен ялĕнчи ача сачĕ шкул зданине районта чи малтан куçарнисенчен пĕри. Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ 1997 çултанпах икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Воспитателĕ – Федосья Маслова – хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлать.
Федосья Николаевна пӳлĕм варрине пĕчĕк пукан çине ларнă. Ун йĕри-тавра шăпăрлансем пухăннă та çăварĕнчен тинкерсе тимлĕн итлеççĕ. «Юмах ятăм –юптартăм», - тет йăваш, çепĕç сассипе ача пăхакан. Иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче вăл кунта.
– Эпĕ Вăта Тимĕрçен ялне кин пулса килнĕ, - терĕ Федосья Маслова. - Çураласса кӳршĕри Майна районĕнче Чӳрекел ялĕнче 1959 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче çуралнă.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ачи чăвашах пултăр!

Наталья Анатольевна Сидорова (Еленкина) мĕн ачаранпах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа Кунтикав шкулĕнчен вĕренсе тухсан Ульяновскри патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Чăваш ачи чăвашах пулмалла тенипе пурăнакан хĕр филологи факультечĕн наци уйрăмне суйласа илет. Аллине диплом илсен Наталья Еленкина тăван шкулнех таврăнать.
Анчах çамрăк специалист валли тӳрех чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн вырăнĕ пулмасть. Виçĕ çул вăл директорăн воспитанипе ĕçлекен çумĕ пулать. Тăватă çул каялла тăван чĕлхене вĕрентме пуçлать. Çак вăхăтра Наталья Анатольевна çемьеллĕ пулать, икĕ ача çут тĕнчене парнелет.
Пĕрремĕш ачипе декретра çулталăк çурă ларать. Иккĕмĕш ачи çур çул тултарсанах шкул коллективĕпе директор ăна ĕçе тухма ыйтаççĕ. Ачасене ӳстерме аслашшĕпе асламăшĕ пулăшать-çке-ха.

Текста малалла вулăр...

Туслăх кĕперне ачасем илемлетрĕç

Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта «Формирование основ российской гражданской идентичности учащихся» темăпа регионсем хушшинчи наукăпа практика конференицийĕ иртрĕ. Йĕркелекенсем – Ульяновск хулин вĕрентӳ управленийĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен, мордвасен, тутарсен наципе культура автономийĕсем, УлППУ тата 64-мĕш шкул вĕрентӳçисем.
Конференцие Хусантан, Саранскран хăнасем килсе çитнĕччĕ. Шупашкарти вĕрентӳ министерствинчен çеç пĕр çын та пулмарĕ. Аякри йăхташĕсене килсе чыс тума вăхăт тупаймарĕç ахăр ентешĕмĕрсем.
Хаклă хăнасене халăхсен тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кашни нацин хăйĕн сĕтелĕ, кукăль-пӳремечĕ, сăвви-такмакĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăннă.
Конференци
Ăна шкул директорĕ Л.

Текста малалла вулăр...

Туслăх кĕперне ачасем илемлетрĕç

Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта «Формирование основ российской гражданской идентичности учащихся» темăпа регионсем хушшинчи наукăпа практика конференицийĕ иртрĕ. Йĕркелекенсем – Ульяновск хулин вĕрентӳ управленийĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен, мордвасен, тутарсен наципе культура автономийĕсем, УлППУ тата 64-мĕш шкул вĕрентӳçисем.
Конференцие Хусантан, Саранскран хăнасем килсе çитнĕччĕ. Шупашкарти вĕрентӳ министерствинчен çеç пĕр çын та пулмарĕ. Аякри йăхташĕсене килсе чыс тума вăхăт тупаймарĕç ахăр ентешĕмĕрсем.
Хаклă хăнасене халăхсен тумĕ тăхăннă шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кашни нацин хăйĕн сĕтелĕ, кукăль-пӳремечĕ, сăвви-такмакĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăннă.
Конференци
Ăна шкул директорĕ Л.

Текста малалла вулăр...

ЧУН КИЛЕНĔÇĔ – АЧАСЕНЧЕ

Аслă Нагаткинри Культура çурчĕ çумĕнче вăй хуракан Мария Шадрикова «Çăлкуç» ансамбле йĕркелесе ертсе пырать.
Вăл Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин-Саплăк ялĕнче çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педучилищĕре пуçламăш класс вĕрентӳçин специальноçне алла илнĕ. Яла ĕçлеме таврăннă. Качча кайсан Аслă Нагаткина ĕçлеме килнĕ. Ĕç пулманнипе малтан ача садне вырнаçнă. Шкулта вырăн пушансан унта куçнă. Тăватă çултан ăна районти Культура çуртне йышăнаççĕ. Вăл методика кабинечĕн заведующин тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Унтанпа тăххăрмĕш çула кайнă ĕнтĕ. 2007 çулта Мария Николаевна ачасене пуçтарса «Çăлкуç» ушкăн йĕркелесе янă.
- Ушкăна 8-9 çул тултарнă 6-7 ача çӳрет. Дисксем тăрăх ача-пăча юррисене вĕренетпĕр. Районти, облаçри ача-пăча конкурсĕсемпе фестивалĕсене, ытти уявсене хутшăнатпăр.

Текста малалла вулăр...

Пĕр класра – виçĕ пĕртăван

Вĕрентӳçĕ вăл анне пек: кашни ачишĕн çунать, пăшăрханать, ĕлкĕрсе пыраймасан – кулянать, çитĕнӳсемшĕн – савăнать.
Чӳрекел шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Зинаида Викторовна Ушканова хăйĕн ачисене çирĕп пĕлӳ парас тесе чунне парса тăрăшать. Аслă классене тарăн пĕлӳпе кĕччĕр тет вăл. Пуçламăш класра çирĕп никĕс хывсан малашне çăмăлтарах пулать-çке.
Унăн вĕренекенĕсем питĕ тăрăшуллă. Ача шучĕ сахал пулнипе 1,2,3-мĕш классен ачисенчен пĕр класс чăмăртанă. Дьяконовсен çемйинчен кунта виççĕн вĕренеççĕ: Петя (3-мĕш класс), Семён (2-мĕш класс), Нина (1-мĕш класс). Чи малтан вĕрентӳçĕ виçĕ пĕртăван çинчен сăмах хускатрĕ.
-Çак çемьене ялта тĕслĕхлĕ çемье теес килет,- терĕ вăл парта хушшинче ларакан янкăр кăвак куçлă, илемлĕ, типтерлĕ тăхăннă ачасем çине кăтартса.

Текста малалла вулăр...

чи пултаруллисене палăртрĕÇ

Нарăс уйăхĕнче регионти тăван чĕлхепе литература олимпиади облаçри чăваш яш-кĕрĕмне хăй ытамне пухрĕ. Ăмăрту яланхиллех Мелекесс районĕнчи «Юность» сиплевпе вĕренӳ центрĕнче иртрĕ. Кăçал вăл шучĕпе — вун саккăрмĕш.
 
Пĕр эрне хушши облаçра пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, мордва халăх ачи-пăчи Атăл тăрăхĕнче пурăнакан нацисен чĕлхине, литературине, йăли-йĕркине, сăвăç-çыравçине пĕлнĕ енĕпе ăмăртрĕ. 110 ачаран 17-шĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕренекенсем.
Пĕрремĕш кунĕнче чăваш чĕлхипе, иккĕмĕшĕнче литературипе олимпиадăсем иртрĕç. Ятарласа пĕр куна Ульяновск облаçĕ 70 çул тултарнине халалларăмăр, культура программипе Димитровград хулине тухса çӳрерĕмĕр. Ачасене те, вĕрентӳçĕсене те таврапĕлӳ музейĕ питĕ килĕшрĕ. Музей ĕçченĕсем хаклă экспонатсемпе паллаштарчĕç, Димитровград хулипе район историйĕ çинчен каласа пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Область чысне Шупашкарта хӳтĕленĕ

 
Ульяновск облаçĕнчи пине яхăн шкул ачи 2012-2013 вĕренӳ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрне хутшăннă.
Вăл 25 предметпа иртнĕ. Вĕсенчен тăваттăшне (вырăс, чăваш, тутар, мордва чĕлхипе тата литературипе, таврапĕлĕвĕпе) çамрăк ăрăва тăван чĕлхене вĕрентекен, этнокультура паллиллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсен ачисем хутшăннă. Диплом илсе çак шкулсем палăрнă: Димитровградри хула гимназийĕ – 28 çын, Ульяновскри нумай профильлĕ 20-мĕш лицей – 19, В.И.Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимнази – 13, Мариинск гимназийĕ – 10, Радищево районĕнчи Октябрьский посёлокĕн шкулĕ тата Ульяновскри 34-мĕш гимнази – 6-шар ача. Пĕтĕмĕшле Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министертвин дипломĕпе ăс-хакăл ăмăртăвĕсене хутшăннă 220 вĕренекене чысланă: 63 çĕнтерӳçе тата малти вырăнсене йышăннă 157 ачана. Чи аван кăтартусем – Ульяновск командин (98 награда), Димитровградăн (42), Николаевкăпа Радищево районĕсен (9-шар).

Текста малалла вулăр...

Килти вулав урокĕ

"Çăкăртан асли çук"
(Василий Петровăн ”Çавра çăкăр” калавĕ тăрăх)
 
Урок тĕллевĕсем:
 
1. Çăкăра, çăкăр тăвакансен ĕçне хисеплеме вĕрентесси.
2. Çăкăра тирпейлĕ тытма, перекетлеме вĕрентесси.
3. Пуплеве аталантарасси.
 
Урок эпиграфĕ:
Мухтав та пехил ĕмĕр-ĕмĕрне
Тарпа тăварланнă ыраш çăкăрне.
1. Учитель сăмахĕ.
Çăкăртан асли çук тенине мĕнле ăнланатăр?
- Сĕтел çине ытти апат-çимĕç лартиччен чи малтан çăкăрпа тăвар лартаççĕ.
- Ача çуралсан ун ячĕпе çăкăр пуçлаççĕ. Ачана çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунаççĕ.
- Салтака кайнă чух çăкăр сăмсине касса хăвараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Атăлçири хаклă чулсене пухакан

Нумаях пулмасть Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕнчи пултаруллă яш-керĕмĕн «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурсĕ иртрĕ. Тĕрлĕ районсенчи шкулсенчен тата Ульяновскран 100 ытла ача хутшăнчĕ унта. Тĕлĕнмелле чаплă концерт пулчĕ. Малтанхи ăмăртусемпе танлаштарсан ун шайĕ самаях ӳсни сисĕнет. Костюмĕсем илемлĕ, тĕррисем куçа йăмăхтараççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсем, чи малтан, вĕсен вĕрентекенĕсен çитĕнĕвĕсем темелле пуль. Маттурсем тăван чĕлхепе калаçма, юрлама-ташлама пĕлнинче уйрăмах шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тӳпи пур. Килте ача амăш чĕлхипе пуплеме хăнăхать ĕнтĕ, анчах та пур килте те ашшĕ-амăшĕ артист пек маçтăр мар-çке. Пултаруллисем вĕсем хушшинче те пур паллах: ылтăн алăллă çĕвĕçсем, тăрăшуллă ӳкерӳçĕ-дизайнерсем , çыравçăсем, композиторсем. Чăвашсем хушшинче пачах ним тума пĕлмен çынсем çук та. Çапах та ку тĕлĕшпе амăшсем – вĕрентӳçĕсен пулăшаканĕсем.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхе тата халăх этеплĕхĕ вĕренӳре

РФ наци вĕренӳ никĕсĕнче çапла палăртнă: вĕренӳ тытăмĕ халăхсен ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕркине, этеплĕхне çĕнетсе аталантарма, анлă сарма, Раççей халăхĕсен культура никĕсĕ çинче çамрăксене воспитани пама майсем уçать.
Халăх педагогикин чи çивĕч ыйтăвĕсене монографи ярăмĕн авторĕ Г.Н. Волков ăсчах нумай тĕпченĕ. «Этнопедагогика» ăнлава педагогика ăслăлăхне кĕртекенĕ те вăлах. Этнопедагогика, ун шучĕпе, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре халăх опытне туллин уçса паракан уйрăм дисциплина.
Кашни халăх хăй пултарулăхне тĕпчесе чи пахине, чи хаклине тĕнче культурине хывать. Кашни халăхăн хăйĕн ытарайми мерченĕ пур. Халăх пултарулăхне тĕпченĕ май этнопедагогика ăна çĕнетсе аталантарма пулăшать.
Халăх педагогикин ачасемпе çыхăнса ĕçлеме мĕнле майсем пулмалла-ха?

Текста малалла вулăр...

Ирина МЕЩАНОВА: «Чăваш чĕлхи чуна ăшăтать»

«Савăнмалли вăхăтсем пурнăçăмра нумай пулнă. Чуна илĕртекеннисем те чылай: чăваш сăвви-юрри тĕнчи, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ… Ялан вĕсем патнелле туртăнатăп. Вĕсен ытамне лексен вара хам ăçта иккенне те манса каятăп. Вĕреннĕ чухне сцена çинче вылянине, ташланине, юрланине чуна хурса аса илетĕп те хама телейлĕн туятăп. Ăсталăхăмри пĕр тумлама та, пĕр тĕпренчĕке те туйăм таканинчен ӳкерсе ура айне тăвас марччĕ тесе ĕçлетĕп. Чăваш ăсталăхĕ маншăн – чун уççи, чăваш чĕлхи – чуна ăшăтать», - тет Ульяновскри 46-мĕш шкулăн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Владимировна Мещанова.
 
Тăхăрьял тăрăхĕнчи ялсенчен пĕринче – Шемекре – тĕпленсе пурăннă Вера Николаевнапа Владимир Михайлович Яфаркинсем тивĕçлĕ канăва кайичченех хăйсене хирĕçрех вырнаçнă сысна ферминче тар тăкнă. Туррăмăр вĕсене пĕринчен тепри хитре хĕр пĕрчисем – Галина, Нина, Ирина – парнеленĕ.

Текста малалла вулăр...

халĕ Наци ушкăнĕ çук

Ульяновскри педагогика университетĕнче 1993 çулта вырăс филологийĕн факультетĕнче чăваш тата тутар ачисем валли наци ушкăнĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Малтанхи çулсенче кашни çул ушкăнсене 12-13-шер абитуриент йышăнатчĕç. Чăваш тата тутар чĕлхи учителĕсем пулма вĕренме конкурс та пурччĕ университетра. «Канаш» хаçатăн 1998 çулхи 37-мĕш номерĕнче çапла çырни пур: «Ульяновскри виçĕ вĕренӳ заведенийĕнче – педагогика университетĕнче, пĕрремĕш номерлĕ педагогика училищинче тата культура училищинче наци ушкăнĕсем пур. Педагогика университетĕнчи филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне кăçал 12 хĕр вĕренме кĕнĕ, мĕнпурĕ 26 заявлени пулнă. Абитуриентсем пурте хамăр облаçран.» Çак çул педучилищĕне те 18 хĕр вĕренме кĕнĕ.
Чăвашлăх ĕçĕ облаçра кĕрлесе тăнă вăл вăхăтра. Çамрăксем çакна туйнă, чăвашлăх еннелле туртăннă, мероприятисене хаваспах хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

РАÇÇЕЙ ВĂЙĔ – ХАЛĂХСЕН КУЛЬТУРИНЧЕ

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра облаçри нацисен чĕлхисене вĕрентекенсен анлă конференцийĕ иртрĕ. Унăн теми — «Этнокультурная образовательная среда как ресурс регионального развития». Конференцие Чăваш, Тутар тата Мордва Республикисенчи вĕренӳ министерствисен çыннисем, вĕренӳ институчĕсен преподавателĕсем, обществăлла юхăмсен ертӳçисем, конкурссенче палăрнă вĕрентӳçĕсем килсе çитнĕ.
Конференцие йĕркелекенсем: облаçри вĕренӳ министерстви, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт тата наципе культура автономийĕсем. Институт вăйĕпе конференци тĕлне вĕрентӳпе методика кĕнекине кăларнă. Редакци ушкăнне институтăн проректорĕ С.В. Данилов, наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кафедрин методисчĕсем: В.А. Архипова тата Н.С.Нурмухамедова, облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.

Текста малалла вулăр...

Тĕн культурин никĕсне вĕрентни ачасене кирлĕ

Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пур шкулсенче те кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен çĕнĕ предмет кĕртнĕ. Вырăсла ăна «Основы религиозной культуры и светской этики» тетпĕр. Ку урок пирки çынсем хушшинче, радиокăларăмсемпе телекуравсенче тавлашусем самаях пулчĕç. Пĕрисем 10-11 çулхи ачасем тĕн вăрттăнлăхĕсене ăнланмалли çул-ӳсĕме çитменнине ĕнентерме пăхрĕç, теприсем ачасене аристократла тыткалама çеç вĕрентмеллине çирĕплетсе пачĕç, виççĕмĕшсем виçĕ уйăхлă курссенче ăсталăхне туптанă вĕрентӳçĕсен пĕлĕвĕ çĕнĕ предмета вĕрентнĕ çĕрте çителĕксĕр пулассинчен шикленчĕç.
Раççейри йышлă тĕн конфессийĕсен ертӳçисем вара православи тата ытти тĕн культурисене вĕрентни тĕрлĕ халăх ачисенче туслăх çуратасси пирки иккĕленмеççĕ. Шăп çак тĕллевпе сĕннĕ те вĕсем çак ăслăлăха шкулсенче кĕртмешкĕн. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Раççей шкулĕсенчен 47 процентĕнче аристократсен йĕркине ("Светская этика"), 25 – тĕн культурин никĕсĕсене («Основы религиозной культуры»), 23 – тĕнче культурин никĕсĕсене ("Основы мировой культуры") тата 5 – ислам культурине вĕрентеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ачасем чăвашла калаçмаççĕ

Валентина Александровна Ильдутова вĕрентӳçĕ Малаелĕнчи шкулта 35 çул вăй хурать. Вĕсенчен 15 çул чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать. Вăл пуçламăш класс ачисене вĕрентет. 1996 çулта «Халăх çутĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
- Чăваш чĕлхипе культурине чун туртнипе эрнере пĕр сехет илсе пыратăп. Кружока мĕнпурĕ 10 ача çӳрет. Хам вырăс шкулĕнче вĕреннипе чăваш грамматикине пĕлместĕп темелле. Калаçма та ялтисемпе калаçнă шайра çеç пултаратăп. Çавăнпа хам ĕçре кĕнекесемпе нумай усă куратăп. Ачасене йывăр мар, куллен кирлĕ сăмахсене вулама, çырма вĕрентетĕп. Несĕлĕмĕрсен историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаратăп. Эпир Шупашкарта тухса тăракан «Тетте» журнала çырăнса илетпĕр. Кунта ачасене илĕртекен рубрикăсем нумай. Сăмахкаçмăшсен тупсăмĕсене пĕрле шыратпăр. Ачасене йăлтах интереслĕ. Хам та вĕсемпе пĕрле нумай çĕннине вĕрентĕм.

Текста малалла вулăр...

Шкул вырăсланса пырсан та – шанăçа çухатман-ХА

Упамсар шкулĕн – хăйĕн ырă йăли-йĕрки
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул облаçри 206 вăтам шкул хушшинче ирттернĕ ят-сум кăтартăвĕпе 10-мĕш вырăн йышăннă, тулли мар вăтам пĕлӳ параканнисем хушшинче – 2-мĕш. Икĕ хутлă пĕлӳ çуртĕнче кăçалхи вĕренӳ çулĕнче 62 ача вĕренме пуçланă. Вĕсемсĕр пуçне тата сакăр шăпăрлан шкул умĕнхи хатĕрленӳ урокĕсене çӳрет. Ачасемпе 14 вĕрентӳçĕ ĕçлет. Кăçал паян ĕçлекен шкула куçнăранпа – 25 çул.
Упамсар шкулĕпе пирĕн редакци тахçантанпах çыхăну тытать. Унăн малтанхи директорĕ Раиса Георгиевна Чернова пире кашнинчех хапăл йышăнатчĕ. Паян вăл тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлет-ха. Хальхи лару-тăрупа вара çамрăк та малкурăмлă пуçлăх Альбина Владимировна Долгова директор паллаштарать. Вăл çак ялсемех.

Текста малалла вулăр...

ШКОЛЫ ЧУВАШСКОЙ ДИАСПОРЫ: ВЫЖИВАНИЕ ИЛИ ИСЧЕЗНОВЕНИЕ

(Окончание. Начало в №№ 39-41.)
 
В 1992/93 учебном году, по неполным сведениям, представленным в Чувашский республиканский институт образования от субъектов Российской Федерации, по регионам компактного проживания чувашские школы располагались: в Республике Татарстан – 110 школ, в Самарской области – 87 школ, в Республике Башкортостан – 78 школ, в Ульяновской области – 10 школ. В связи с распадом страны, из-за разрыва экономических, культурных связей и недостаточного финансирования, эти школы учебниками и учебными пособиями снабжались крайне неудовлетворительно что, конечно же, отрицательно повлияло на ход учебно-воспитательн ого процесса. Так за 1995 год чувашские учебники и учебно-методические пособия за пределы Чувашской Республики всего было отправлено 33439 экземпляров на сумму 796709 тыс.

Текста малалла вулăр...

ШКОЛЫ ЧУВАШСКОЙ ДИАСПОРЫ: ВЫЖИВАНИЕ ИЛИ ИСЧЕЗНОВЕНИЕ

(Продолжение. Начало в №№ 39-40.)
 
Из 18 учителей I-IV классов 17 имели среднее педагогическое образование, один – с образованием учительского института, а из работавших в V-VII классах один имел незаконченное общее образование, 4 окончили учительский институт, 3 – вузы. В школах области работали вполне подготовленные и с большим стажем педагогической работы учителя. Благодаря этому чувашские школы, как указывается в отчете Саратовского ОблОНО, «удовлетворительно справлялись с возложенными на них обязанностями, по русскому и родному языкам обеспечивали сравнительно со школами других национальностей, более высокий уровень качества знаний учащихся».
В то же время в учебно-воспитательн ой работе чувашских школ встречались и серьезные трудности. Так, в 1947/48 учебном году школами было приобретено всего 132 чувашские книги, что составляло 11% от общего книжного фонда.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5.