Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ШКОЛЫ ЧУВАШСКОЙ ДИАСПОРЫ: ВЫЖИВАНИЕ ИЛИ ИСЧЕЗНОВЕНИЕ

(Продолжение. Начало в № 39.)
Так, в 1947/48 учебном году чувашских школ в Башкирии числилось 129. Кроме них в республике насчитывалось: татарских школ – 1449, башкирских – 877, марийских – 153, мордовских – 23, удмуртских – 36, смешанных – 283, русских – 2232 школ. К 1948/1949 гг. количество чувашских школ в республике составляло 156. В отчете о работе школ Башкирской АССР за учебный год отмечалось, что «нерусские школы Башкирии по-прежнему испытывают недостатки в учебниках. Издательства Марийской, Мордовской, Чувашской, Татарской АССР не выполняют наших заказов». План завоза новых учебных пособий для чувашских школ также не выполнялся. Если общая потребность на учебный год составляла 57200 учебников, а фактически завезено лишь 22930.
Из отчета о работе нерусских школ Пензенской области за 1947/48 учебный год видно, что чувашских школ в области было: 7 начальных, 2 семилетних.

Текста малалла вулăр...

Çынсем, шкулсем улшăнаÇÇĔ… – династисем юлаççĕ

Ачасем ашшĕ-амăшне юратсан, хисеплесен, пур енĕпе те вĕсем пек пулма тăрăшсан чăн-чăн профессионалсен династийĕсем йĕркеленеççĕ. Кун пек çемьесенче йăхран йăха пурлăхпа мул мар, ашшĕ-амăшĕ чунтан парăнса пурăннă ĕçе юратни куçать.
Çакăн пекех Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕнчи Иванов-Семенов-Бело зёров-Галкинсен династийĕ те пуçланса кайнă. Халĕ вĕсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 1100 çул! «Ивановсен вăрманĕ» тенĕ вĕсен династийĕ пирки облаçри конкурсра.
Çак династири 30 çын тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлӳ панă, йăхри вĕрентӳçĕсем ытларах илсе пыракан тĕп предмет – вырăс чĕлхипе литератури. Династири вĕрентӳçĕсем хушшинче икĕ çын Ленин орденне тивĕçнĕ, тăваттăшне «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» ятпа чысланă, 1974 çултах Куйбышеври киностуди вĕсем пирки «По наследству» кĕске фильм ӳкернĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ачисем чăвашла çырма пĕлччĕр

Скугареевкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта шăп. Виççĕмĕш урок пырать. Эпĕ иккĕмĕш класс пӳлĕмне шыратăп. Пуçламăш классен вĕрентӳçи Людмила Иванова вăхăтлăха икĕ класпа ĕçлет иккен. Пĕрремĕшсем те, иккĕмĕшсем те вĕрентӳçĕ куçĕнчен пăхса лараççĕ, çăварĕнчен тухакан кашни сăмаха «çăтса» яраççĕ».
Вырăс чĕлхи урокĕнче предложенисенчен хăшĕсене тĕрĕс йĕркеленĕ, хăшĕсене тĕрĕс маррине сӳтсе яваççĕ. Мĕншĕн аплине ĕнентереççĕ. Людмила Петровнан йăваш сасси вĕренекенсенче лăпкăлăх çуратать. Вĕсем хăюллă та иккĕленӳсĕр тыткалаççĕ хăйсене. Алă йăтса хуравлаççĕ, пĕр-пĕрне пӳлме юраманнине пĕлеççĕ. Вĕрентӳçе кӳрентерес килмест вĕсен.
Тăван килĕнче – Елчĕк районĕнчи Вăрăм Хăва ялĕнче — пĕр-пĕччен ӳснипе качча кайсан виçĕ ача çурататăпах тенĕ Людмила. Ку пикен чи çутă ĕмĕчĕсенчен иккĕмĕшĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

ШКОЛЫ ЧУВАШСКОЙ ДИАСПОРЫ: ВЫЖИВАНИЕ ИЛИ ИСЧЕЗНОВЕНИЕ

Глубокое осмысление и анализ исторического опыта работы общеобразовательных школ чувашской диаспоры, критическое его использование важны не только для того, чтобы обозреть пройденный путь, но и для того, чтобы определить ориентиры будущего – научного обоснования стратегии в области школьной политики в ХХ1 веке.
В начале ХХI века в связи с демографической ситуацией в России и ее национальных регионах весьма актуально стало теоретическое осмысление проблемы диаспор. Это вызывает практическую остроту и жизненную важность рассматриваемой темы. Следует подчеркнуть глобальный характер существования диаспор, о чем свидетельствуют проведенные на рубеже ХХ-ХХI веков научно-практических конференций в Институте российской истории РАН по проблемам адаптации российской диаспоры за рубежом.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла вĕрентекен пĕртен-пĕр шкул

Мелекесс районĕнче хальхи вăхăтра 14 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан, 7 тĕп пĕлӳ паракан шкул ĕçлет. Районти ултă шкулта чăваш культурипе историне кружок е факультет майĕпе вĕренеççĕ.
Филипповка шкулĕ – Мелекесс районĕнче ачасене тăван чĕлхене предмет майĕпе вĕрентекен пĕртен-пĕр шкул. Чăваш чĕлхине туллин ăса хывма вĕренекенсене Лидия Алексеевна Куликова пулăшать.
-Пирĕн шкулта 138 ача вĕренет. Вĕсенчен 23-шĕ чăваш ачи, - каласа парать вăл.
Кӳршĕ Тури Мелекесс ялĕнче çуралса ӳснĕ Лидия Алексеевна ачасемпе ĕçлеме, тăван чĕлхене шкулта вĕреннĕ чухнех кăмăлланă. Çавăнпа та пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарса аттестат илсен Çинкĕл педучилищин вĕренме кайнă.
-Эпĕ вĕреннĕ çулсенче Çинкĕлте тăван чĕлхепе вĕрентекен ятарлă преподаватель çукчĕ. Занятисене Вера Александровна Архипова килсе ирттеретчĕ.

Текста малалла вулăр...

Чĕлхемĕр пуласлăхĕшĕн яваплă

Засвияжски районĕнчи Кротовкăри вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Александровна Храмова вĕрентӳçĕ мана хаваспах хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кĕçĕн классене вĕрентнипе пĕрлех вăл чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать.
-Эпĕ 12 çула яхăн ачасене тăван чĕлхемĕре юратма вĕрентетĕп. Кружока мĕнпурĕ 20 ачана яхăн хавхалансах çӳрет. Хавхаланса тесе пĕр ӳстермесĕр калатăп. Вырăс мар чĕлхе ачасене питĕ илĕртет. Халăхăмăрăн историйĕпе культури вĕрене-кенсемшĕн уйрăмах кăсăклă. Эпир вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, юлашки мероприяти – «Çĕр кунĕ» пулчĕ. Ку уява чăваш чĕлхине вĕренекенсем çеç мар, тутар тата мордва чĕлхисене алла илекенсем те хутшăнчĕç.
Ачасем чăвашла калаçаймаççĕ-ха, анчах эпĕ мĕн каланине, вуланине ăнланаççĕ. Сăвăсемпе юрă сăмахĕсене çăмăллăнах вĕренеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çĕнĕ ĕçсемпе пуянланĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнче сăрă шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтменччĕ-ха.
Шкул ертӳçи Валерий Пиколов мана кĕç-вĕç
ача-пăча сассипе тулакан классене кăтартрĕ. Партăсемпе урайĕсене пĕветнĕ, чӳречисем тап-таса.
-Кăçал парта хушшине мĕнпурĕ 86 ача лармалла. Унсăр пуçне шкул çумĕнчи ача садĕнче 18 ача. Пĕрремĕш класа 9 ача килмелле. Пĕлтĕр тăваттă çеç пулнă.
Май уйăхĕнче 11-мĕш класран 5 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – Светлана Александрова, Анастасия Сидорова тата Александр Калашников аслă вĕренӳ заведенисене вĕренме кĕчĕç. Ыттисем – техникумсене.
Кăçал эпир физика кабинетне çĕнетме 54 пин тенкĕ
грант çĕнсе илтĕмĕр. Унпа хальхи вăхăтри демонстраци сĕтелĕ (унта раковина та, розетка та пур), доска тата опытсем ирттермелли приборсем туянтăмăр.

Текста малалла вулăр...

Чăваш чĕлхин академийĕ

 
Кăçал кĕркунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш факультетĕнче Чăваш чĕлхин академийĕ ĕçлеме пуçлать. Унта Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсемпе пĕрле ытти хуласенчен чĕнсе илнĕ пысăк специалистсем вĕрентме тытăнĕç.
Мĕнле академи-ха вăл, кам валли уçăлĕ?
Чăн малтанах – пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ, талпăнуллă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ валли. Тăван чĕлхепе литература, йăла-йĕрке тата культура пуянлăхне тарăнрах пĕлес, тĕпчес, аталантарас ĕмĕт-шухăшлă çамрăксемпе вĕрентекенсен академийĕ. Унта аслă класс ачисем, пултаруллă студентсемпе учительсем тата ытти тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем хăйсен ăсталăхне гуманитари пĕлĕвĕсемпе вăйлатса пырĕç. Куçăн тата куçăн мар (заочно) майпа вĕренме пулĕ. Куçăн маррисем ытларах электронлă çыхăну мелĕпе вĕренĕç.

Текста малалла вулăр...

32 вĕренекен 100-шер балл пухнă

Раççейре 2012 çулта пурĕ 843 766 вĕренекен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем панă, 780 223-шĕ – кăçал 11 класс пĕтернисем. Вĕсенчен 3568 ача пĕр предметпа та пулин экзаменсене 100 баллăх панă. Вĕсенчен 51-шĕ математикăпа чи пысăк балл пухнă. Ульяновскри 20-мĕш нумай профильлĕ лицейран вĕренсе тухнă Никита Косинов та çав шутра.
Пурин те экзамен памалли вырăс чĕлхипе математикăна шута илмесен, вĕренекенсенчен ытларахăшĕ суйласа илнĕ предмет – обществознани пулнă (ЕГЭне хутшăннисен 54 проценчĕ тытнă). Сăлтавĕ – аслă вĕренӳ учрежденине кĕме нумай çĕрте çак предметпа экзамен кăтартăвĕсем кирли. Çаплах 24 проценчĕ – физика, 19 проценчĕ – биологи, 18 проценчĕ истори тытнă.
Кăçал экзаменсем тытмалли йĕркене хытарнипе тата йĕркене пăснăшăн яваплăх тыттарассине вăйлатнипе экзаменсем вăхăтĕнче Интернета тухса хуравсене çырса илнĕ тĕслĕхсем самай чакнă.

Текста малалла вулăр...

Ирçел шкулĕн çитĔнĕвĕсем

Шкул пĕтерекенсемшĕн кĕç-вĕç патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем пуçланаççĕ. Вĕренекенсемпе пĕрлех вĕрентӳçĕсем те тĕрĕслев ĕçĕсене аван ирттерме ăнтăлаççĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен ытларахăшĕ аслă шкула кĕме ĕмĕтленет. Эппин, вĕсене пурне те пысăк балсем кирлĕ. Шкула ачисенчен хăшĕ-пĕри 9-мĕш класс хыççăнах колледж-техникума кĕме тĕв туса хунă. Вунпĕрмĕшсен те умне лартнă тĕллевĕсем ăмсанмалла пысăк. Паян фабрика-заводра рабочи профессийĕсем кирлине пĕлмест мар çилçунатлă яш-керĕм. Выпускниксене Ульяновскри аталанакан пысăк калăпăшлă промышленность комплексĕсем кĕтеççĕ.
Ирçелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул Чăнлă районĕнчи кăтартуллă шкулсенчен пĕри. Кунта туслă, пысăк тавракурăмлă вĕрентӳçĕсен коллективне пултаруллă директор Валерий Михайлович Горбунов ертсе пырать.

Текста малалла вулăр...

Яланах ачисемпе пĕрле

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те хастарлăхĕпе палăрать. Шкулти кашни мероприятирех курма пулать вĕсене.
Нумаях пулмасть шкулта район шайĕнчи Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Уява хатĕрлеме учительсене пулăшакансем - ашшĕ-амăшĕ. Тĕслĕхрен, тĕп спонсорсем пĕртăван Волынщиковсем пулчĕç. Хăнасене кĕтсе илнĕ çĕрте Мария Петровна Коновалова ăшталанчĕ. Тамара Николаевна Ларкина ирттернĕ «Тăван чĕлхе – пĕлӳ çăлкуçĕ» уçă урока амăшĕсем – Нина Садовникова, Вера Сабирова, Любовь Лысова, Татьяна Ульянова, Мария Коновалова – хутшăнчĕç. Ал ĕçĕ туса ларнă май вĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле вĕрентӳçĕ панă тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, сăвăсем каларĕç.
-Эпир шкула ялан çӳретпĕр. Ачасене килте курнипе кăна мар, вĕсем хăйсене шкулта мĕнле тытнине те пĕлес, курас килет.

Текста малалла вулăр...

Чăваш тĕрри урокĕ

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи Лидия Фёдоровна Ярославская вĕрентӳçĕ пирки «шкул моторĕ» тесе калас килет. Вăл пуçарнипе кунта вĕренекенсем район, область, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене, конференцисемпе семинарсене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Чăваш чĕлхи кружокне ертсе пынă май вăл ачасене халăхăн культурипе, йăла-йĕркипе паллаштарать.
Ялта иртнĕ Чăваш культура кунĕнче Лидия Фёдоровна ачасемпе «Чăваш тĕрри» уçă урок ирттерчĕ. Хĕресле е яка тĕрĕпе тĕрлесе илемлетнĕ япаласене час-часах «чăваш тĕрриллĕ» тесе калаççĕ. Çак йăнăша ачасем ан туччăр тесе Лидия Ярославская урока чăн чăваш тĕррин ĕлкисене хатĕрлесе килнĕ.
-Чăваш тĕрри – çип шутне шутласа тĕрлемелли тĕрĕ. Çипне урлă та, тăрăхла та шутламалла. Çавăнпа ку ĕçе тирпейлĕ тумалла пулнă, вăл йывăр пулнă.

Текста малалла вулăр...

ПĔРРЕМĔШ КЛАСА – ПĔРРЕМĔШ ХУТ

РФ вĕрентӳпе ăслăлăх министерстви ачасене пĕрремĕш класа çырăнтармаллин çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ.
Раççей шкулĕсенче çак пулăма икĕ тапхăра уйăрса йĕркелеççĕ: микрорайонти конкретлă шкула çирĕплетнĕ ачасене пуш (март) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса утă (июль) уйăхĕн 31-мĕшĕччен çыраççĕ, ыттисене – çурла (август) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса авăн (сентябрь) уйăхĕн 5-мĕшĕччен.
Çĕнĕ йĕркепе шкула çирĕплетнĕ ачасене çырнă хыççăн юлнă пушă вырăнсене район çумне çирĕплетнисене илеççĕ.
Пĕрремĕш класа вĕренме çырнă ачасем нимĕнле экзамен та тытмаççĕ. Тарăн та профильлĕ пĕлӳ илекен шăпăрлансен хăйнеевĕр тĕрĕслев тесчĕ иртме тӳр килет.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен ашшĕ-амăш пĕлмелли хыпарсене шкул коридорĕн стени çине вырнаçтараççĕ. Çырăнтармаллин малтанхи тапхăрне çакланнисен документсене утă (июль) уйăхĕн 31-мĕшĕччен памалла, ыттисен – çурла (август) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама тытăнмалла.

Текста малалла вулăр...

Ĕçе хаклани хавхалантарать

Йĕпе Пăкăрлăри вăтам шкулта Елизавета Петровна Александрова 1987 çултанпах вăй хурать. Шăпăрлансене пĕлӳ тĕнчине кĕме: вулама, çырма, алĕç тума, ушкăнра хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентет. Унсăр пуçне вăл нумай çул чăваш ачисене пĕр вăхăт предмет, каярахпа факультет мелĕпе ашшĕ-амăш чĕлхине, йăла-йĕркине ăса хывма пулăшать. 2011 çулта ун валли пачах сехет уйăрман. Кăçал вара 2-4-мĕш классене çĕнĕрен вĕрентме тытăннă.
 
Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Енĕшпуç ялĕнче çуралса ӳснĕскер чĕлхемĕре питĕ лайăх пĕлет. Йĕпе Пăкăрла вара Александровсем юлташĕсем хыççăн килсе тĕпленнĕ. Ку тĕле вĕсен çулталăкри хĕрача ӳснĕ. «Победа» колхоз çамрăк специалистсене тӳрех хваттерпе тивĕçтернĕ.
Александровсем иккĕшĕ те шкула вырнаçнă. Николай Геннадьевич физкультура предметне вĕрентме пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Анне сăнарĕ тата чăваш тĕрри

Ульяновск хулин Заволжски районĕнче вырнаçнă 73-мĕш вăтам шкулта облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем çитĕнӳ-ăнăçу патне еплерех туртăннине кăтартакан семинар иртрĕ.
 
Унта ял-хула шкулĕсенче тăван чĕлхене предмет е факультатив майĕпе вĕрентекен пултаруллă хĕрарăмсем пухăннăччĕ. Уçă уроксем – чăваш чĕлхипе йăла-йĕркине вĕрентекен Е.М.Краснова, пуçламăш классенче информатикăна хăнăхтаракан З.П.Барабанова, 6 «б» класс ертӳçи А.В.Дмитриева тата ӳкерӳпе юрă урокĕсене илсе пыракан Г.П.Бирюкова – ирттерчĕç. Семинара 73-мĕш шкул директорĕ Т.Н. Мягкова уçрĕ. «Пирĕн шкулта вырăссемпе пĕрле тĕрлĕ наци ачисем пĕлӳ илеççĕ,-терĕ Татьяна Николаевна.- Эпир вĕсене тăван халăх чĕлхипе, культурипе, литературипе паллаштарма тăрăшатпăр. Пиртен кашниех çак тупрапа мухтанма тивĕç".
Чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕрентекен Елена Краснова урокне «Анне юратăвĕн çути» ят панă.

Текста малалла вулăр...

ПĔРЛĔХЛĔ ПАТШАЛĂХ ЭКЗАМЕНĔ – 2012 ÇУЛТА

2012 çулта Раççей шкулĕсенчен вĕренсе тухакансене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ППЭ-ЕГЭ) йĕркелекенсенчен çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ.
ИСТОРИ
Экзаменăн С пайĕнче вĕренекене сочинени çырма сĕнеççĕ.
Виçĕ истори деятелĕнчен пĕрне суйласа илсе ун çинчен тĕплĕн çырса кăтартмалла.
Кашни виçĕ пайĕнче те заданисен шучĕ чакать: 49 пулнă, 39 юлать.
В пайра датăпа уйрăм çын çинчен килтермелле пулнă пулсан халĕ вĕсен çумне истори пулăмĕ хутшăнать. Кунсăр пуçне заданисен шучĕ чакать, апла пулсан хуравсем валли вăхăт нумайрах пулать.
МАТЕМАТИКА
Çĕнĕ задачăсем хушăнаççĕ.
«Вероятность и статистика» пайра пĕрремĕш хут задачăсем пулаççĕ. Вĕсене пурнăçлама йывăрах пулмасть.
Геометри курсĕнче пĕр задача хутшăнать.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк вĕрентӳçĕсем – ялта пур

Педагогика университечĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ял шкулĕсене ярассишĕн пирĕн область правительстви çăмăллăхсем те шутласа тупнă. Университет хыççăн виçĕ çул ĕçлекенсене 60 пин компенсаци памалла тесе йышăннă. Анчах шкулсенче аслă çулсенчи педагогсем ытларах ĕçлеççĕ.
Покровски ял шкулĕнче çамрăк вĕрентекенсем сахал килеççĕ тесе калама çук. Хăшĕ-пĕри кунта яланлăхах юлать, хăшĕ вара виçĕ çул ĕçлесе ирттернĕ хыççăн яла таврăнать.
Шкулти çамрăк вĕрентӳçĕсенчен пĕри – ачасене вырăс чĕлхипе литературин асамлă тĕнчине явăçтаракан Марина Викторовна Мулянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сюмма).
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш хĕрĕ шкулта вĕреннĕ чухнех гуманитари предмечĕсене ытларах кăмăлланă. Вырăс чĕлхине вара питĕ юратнă, çăмăллăн парăннă ăна ют чĕлхе. Филологие кăмăлланипех хĕр 1998 çулта шкул пĕтерсен Ульяновскри педуниверситета çул тытать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ялĕнче тымар янă

Пухтелĕнчи шкулта математика предметне вĕрентекен Татьяна Николаевна Шубинапа паллашнă чух эпĕ хăнăхнă йăлапа пикенсех чăвашла калаçрăм. Вырăсла хуравланипе кăна вăл чăваш çынни маррине ăнкарса илтĕм.
Вăл чăваш ялне Тамбов облаçĕнчи Степановка ялĕнченех килсе тĕпленнĕ. Унăн пулас мăшăрĕ Владимир Петрович вăл педуниверситетра ăс пухнă вăхăтра Тамбоври партшкулта вĕреннĕ пулнă.
Паллашнă. Юратса пăрахнă. Çирĕп çемье чăмăртанă. Хĕр маларах вĕренсе тухнипе мăшăрне кĕтсе пĕр çул ялти шкулта ĕçленĕ.
Татьяна Николаевнан амăшĕ те математика учителĕ пулнă. Ĕмĕрне çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе халалланă. Сакăрвуннăпа пыраканскер Тамбов облаçĕнчех пурăнать. Унăн йăмăкĕ те пурнăçне вĕрентӳ ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Чăваш ялне çамрăк вĕрентӳçĕ хăвăрт хăнăхать.

Текста малалла вулăр...

СВЕТЛАНА КУДРЯШОВА: "АЧАСЕМПЕ ĔÇЛЕНИ ЧУН ÇАМРĂКЛĂХНЕ УПРАМА ПУЛĂШАТЬ"

ТĔЛЛЕВНЕ ĔÇĔНЧЕ КУРАТЬ
Фёдор Саликович Сидулов Çĕнĕ Улхашри шкулта тивĕçлĕ канăва кайичченех ачасене вĕрентнĕ пулин те унăн хĕрĕ – Светлана – вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленмен. Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев уçнă пуçламăш шкулта пĕрремĕш вĕрентӳçи Мария Алексеевна Селендеева пулнăран, тен, хĕр пĕрчин чунĕнче ачасене вĕрентес туртăм вăраннă. Ентешĕмĕр паян аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ, чăн чăваш ялĕнче ача пахчинченех «вырăсланма» тытăннă ачасене ашшĕ-амăш чĕлхине тĕплĕн ăша хывма вĕрентет.
С.Ф.Кудряшова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сидулова) 1971 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăвашкассинче ял интеллигенцийĕ çемйинче çут тĕнчене килет. Амăшĕ – Галина Геннадьевна – страховани агентĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать. Ашшĕ – историк. Ятарлă пĕлӳллĕ ашшĕ-амăшĕ хĕрне кашни куна çĕнĕ ĕмĕтпе кĕтсе илме вĕрентсе çул уçса пынă.

Текста малалла вулăр...

ЧĔМПĔР ВĔРЕНТӲÇИН ПысĂк ÇИТĔНĔВĔ

РАÇÇЕЙ ШАЙĔНЧЕ МАÇТĂР-КЛАСС КĂТАРТНĂ
Ульяновскри Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурине 1990 çултанпа вĕрентекен 55-мĕш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан муниципаллă вĕрентӳ учрежденийĕнче вăй хуракан Светлана Анатольевна Марышева Раççей шайĕнче иртнĕ тăван тата вырăс чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕнче «Чи çӳллĕ шайлă педагогика маçтăрлăхĕшĕн» номинацире çĕнтерсе Раççей Федерацин вĕрентӳпе наука министерствин Дипломне тата «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» медальне тивĕçнĕ.
 
Асăннă шкулта Раççей шайĕнче маçтăр-класс кăтартнă ентешĕмĕр Ульяновск облаçĕн чăваш наци юхăмĕн хастарĕсене тата ĕçтешĕсене Мускава кайса килни çинчен каласа пачĕ. Çак ĕçе унпа пĕрле çĕршывăмăр тĕп хулине кайнă пуçламăш классен вĕрентӳçи Венера Лебитовна Мухутдинова хутшăнчĕ.
Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тăван тата вырăс чĕлхине вĕрентекенсен маçтăр-класне Раççей вĕрентӳпе наука министерствинчи национальность ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан Патшалăх Думин комитечĕ, Раççей регион министерствин «Федераллă вĕрентӳ аталанăвĕн институчĕ» патшалăх учрежденийĕ, Вĕрентӳ ăслăлăх академин «Наци вĕрентӳ ыйтăвĕсен институчĕ» учреждени тата «Дрофа» издательство йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5.