Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурнăçа страхлани

Пурнăçа мĕнле страхлаççĕ?
Анатолий ВАСЮКОВ.
Пурнăçа страхлани – укçа пухмалли тата пенси çумне укçа хушмалли меслет. Паян вăл икĕ тĕрлĕ:
Хăрушсăрлăха пăхмасăр страхлани (рисковое страхование). Хăйне страхлакан пĕррелĕх взнос тӳлет. Инкек сиксе тухсан вăл пĕр хутчен пысăк укçа илет.
Перекетлев страхлавĕ. Страхлав компанин клиенчĕ хăйĕн счёчĕ çине пĕчĕкшерĕн укçа хурса тăрать. Страхлав килĕшĕвĕн вăхăчĕ иртсен вăл пухăнса пынă укçине кăна мар тата инвестици тупăшне (бонус) илет. Енчен те унпа инкек сиксе тухрĕ пулсан мĕнпур пухăннă укçине тӳлеççĕ.
Нумайăшĕ перекетлĕ страхлав мелĕпе усă курать. Шанчăклă страховани компанийĕ ватлăхра пысăк пулăшу пама, ачасене кĕтмен йывăрлăхран хăтарма пултаракан орган.

Текста малалла вулăр...

КРЕДИТ КАРТТИ ТАТА УНПА УСĂ КУРАССИ

Кредит карттин кăтартăвĕсене мĕнле сыхламалла, унпа ют çынсем усă ан курайччăр тесен мĕн тумалла?
Иван Смирнов.
Ульяновск хули.
Чи малтанах – кредит карттине никама та – лавккаçăсене те – ан парăр. Пĕр-пĕр таваршăн тӳленĕ вăхăтра сутуçă мĕн тунине тĕплĕн сăнаса тăрăр.
Банкра карттăна илнĕ хыççăн ун çинчи СVС е СVV паллăсене канцеляри çĕççи вĕçĕпе хырса пăрахăр. Ултавçă çак паллăсемсĕр сирĕн кредит карточки çинчен Интернет урлă укçа вăрлаймасть. Паллăсене пăсас умĕн вĕсене хăвăр валли çырса илĕр. Мĕншĕн тесен эсир те вĕсемсĕр интернетпа усă кураймăр. Паллăсем вăрттăн çĕрте пин-кодпа пĕрле упранмалла. Карта урлă «СМС информирование» тенине çыхăнтарăр. Хăш-пĕрисем карттăн тепĕр енне хăйсем кăна ăнланмалла тăватă цифра чĕрсе хураççĕ. Çапла туни кредит карттине вăрласан кирлĕ пулма пултарать.

Текста малалла вулăр...

Халăха – тӳлевсĕр йĕрке пулăшăвĕ

Ака уйăхĕнчен Ульяновскра халăха тӳлевсĕр право пулăшăвĕ паракан центрсем ĕçлеççĕ. Кăçал вĕсенче 600 çын тĕрлĕ ыйтусемпе консультаци илнĕ. Иртнĕ эрнере кăна 87 ульяновец юристсенчен пулăшу ыйтма пынă.
Консультаци пункчĕсем Ульяновскри кашни районта пур. Вĕсем çак адрессемпе вырнаçнă:
Ленин районĕнче – Гагарин урамĕ, 20а çурт, тел: 44-50-32;
Чукун çул районĕнче – Хрустальная урамĕ, 41а çурт, тел: 36-78-04;
Засвияжски районĕнче – Московское шоссе, 53 çурт, тел: 97-20-10;
Заволжски районĕнче – Тельман урамĕ, 16 çурт (5-мĕш номерлĕ ачасен искусство шкулĕ), тел: 52-49-51.
Граждансене юристсем кашни эрнекун 10.00 – 19.00 сехетсенче йышăнаççĕ. Вĕрентӳ управленийĕн, услам ĕçне аталантаракан центрăн, архитектурăпа градостроительство комитечĕн, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхпа экологи, хула пурлăхĕпе çĕр комитечĕсен, пенси фончĕн, ĕçпе социаллă аталану центрĕн специалисчĕсем çынсен ыйтăвĕсене хуравлĕç.

Текста малалла вулăр...

ПАРĂМ ШĂТĂКНЕ КĔРСЕ ӲКЕС МАР ТЕСЕН…

Кредит илсе парăм шăтăкне кĕрсе ӳкесрен хăратăп. Çапла ан пултăр тесен манăн мĕн пĕлмелле?
Сергей Иванов.
Чартаклă районĕ.
Банк сирĕн ыйтăвăра тивĕçтерме хатĕр тейĕпĕр. Документсене хатĕрлес ĕç пуçланать. Тĕплĕн вуласа ăнланмасăр вĕсем çине алă ан пусăр. Ан вăтанăр, ыйту çине ыйту парăр. Шел, кайран кăна процентсемсĕр пуçне кредит докуменчĕсене хатĕрлесе панăшăн, кредит панăшăн, укçа илнĕшĕн, счётпа ĕçленĕшĕн, вăхăт çитмесĕр тӳленĕшĕн тӳлемелли çинчен пĕлетĕр. Ют çĕршыв банкĕнче кредит илетĕр пулсан малтанах курс уйрăмлăхĕ çинчен ыйтса пĕлмелле. Малалла вара сирĕн уйăхсерен вăхăтра тӳлев тумалли çеç юлать. Çак ĕçе маларах туса пыни те вырăнлă, анчах тӳлев кирлĕ çĕре çитнипе çитменнине тĕрĕслесех тăмалла. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр банксенче вăхăтра тӳлеменшĕн пысăк пени илеççĕ.

Текста малалла вулăр...

КАНМА КАЯСШĂНЧЧĔ ТЕ…

(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
Канма каясшăн-ха, çавăнпа страховани полисне турист фирминче илесшĕн. Çак ĕçре йывăрлăхсем пулма пултараççĕ-и?
Нина Ерёмина,
Чăнлă посёлокĕ.
 
Страховани договорне алă пусиччен унпа тĕплĕнрех паллашăр. Ăнланманлăх пулсан менеджерсемпе канашлăр. Вĕсен хуравĕ те тивĕçтермест пулсан – туриста улталама тăрăшни куçкĕрет. Договорăн копине илĕр те юрист патне çул тытăр. Нумай турист фирми тупăшне ытларах илессишĕн вăй хурать. Турист тытăмĕнче ĕçлекенсен 15 проценчĕ медицина тивĕçтерĕвĕн тăкакĕсене туристсем çине куçарасшăн. Каннă вăхăтра туристăн мĕнле те пулин инкек сиксе тухсан çумĕнче çителĕклĕ укçа пулмасса та пултарать. Çав тăкаксемшĕн фирма инкеке лекнĕ туриста тӳлесшĕн пулмасть.

Текста малалла вулăр...

ÇУЛ ÇИНЧИ ТРАНСПОРТ ИНКЕКНЕ ÇАКЛАНСАН…

Вадим КУРГАНОВ хуравлать
(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
Нумаях пулмасть машина туянтăм. Унпа çӳремелли маçтăрлăхăм пĕчĕкрех-ха. Çул çинчи транспорт инкекне çакланасран хăратăп. Турă сыхлатăр, анчах çакланас тăвас пулсан мĕн тумалла?
Ирина Шведова.
Ульяновск хули.
1.Транспорта инкеке çакланнă вырăнтах хăварăр. Инкеке çакланнине пĕлтерекен çутта çутăр. Инкеке çакланса чарăннине çирĕплетекен палла çул çине вырнаçтарăр.
2. Инкеке çакланнă вырăнтан пăрăнмасăр патшалăх транспорт инспекцине пĕлтерĕр. Хăвăр транспортăра страхланă компание те шăнкăравлама ан манăр (хушаматăра, страхланине çирĕплетекен полис номерне калăр).
3. 3-5 ĕç кунĕ хушшинче (сирĕн договорăрта мĕн палăртнине кура) транспорта страхланă çын компание кайса страхланипе çыхăннă пулăм çинчен заявлени, патшалăх транспорт инспекцийĕнчен илнĕ ыйту (запрос) тата справка бланкĕсене памалла.

Текста малалла вулăр...

«НАЙМ» ТАТА «АРЕНДА» ĂНЛАВСЕМ ХУШШИНЧИ УЙРĂМЛĂХ

Хваттере вăхăтлăха тара парасшăн. Килĕшĕвне (договор) мĕнле - найм е аренда шайĕнче – тумалла?
Анна Смирнова.
Ульяновск.
 
Пурăнма юрăхлă пӳлĕмсене вĕсене харпăрлăхра тытакансем (собственники) арендаторсемпе нанимательсене (тара паракансемпе илекенсем) найм е аренда шайĕнче тара пама(илме) пултараççĕ. Килĕшӳ (договор) икĕ енĕн тивĕçĕсемпе уйрăм çын (физическое лицо) пулсан – килĕшĕвне аренда шайĕнче тумалла. Найм шайĕнчи килĕшĕве кирек мĕнле вăхăта та йышăнма юрать. Анчах 5 çултан ытларах тусан – ăна патшалăх регистрацийĕ тумалла. Аренда шайĕнче те килĕшĕве вăхăтне шута илмесĕр тума юрать. Анчах ăна пĕр çулталăка тара илсен (парсан) те патшалăх регистрацийĕ тумалла. Хваттере харпăрлăхра тытакан аренда е найм шайĕнче тара парсан налук – НДФЛ - тӳлемелле.

Текста малалла вулăр...

Адвокат кĕтесĕ

Хваттерте шыв тата çутă счётчикĕсене вырнаçтарнă. Анчах мĕн чухлĕ тӳлемеллине кăтартакан хут çинче ытлашши сумма палăртнă. Ертсе пыракан компани çакна РФ Правительствин 307-мĕш Постановленийĕпе çыхăнтарать. Кам тĕрĕс?
Игнатий Иванов.
Ульяновск хули.
 
РФ Çурт-йĕр кодексĕн 157-мĕш статйи тăрăх, коммуналлă тӳлевсен калăпăшĕ коммуналлă тивĕçтерӳсен калăпăшĕпе шайлашать. Ăна шута илекен приборсен кăтартăвĕпе палăртаççĕ. РФ Правительствин 2006 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 307-мĕш Постановленийĕн 7-мĕш пункчĕпе нумай хваттерлĕ пысăк çуртсенче пурăнакансем сивĕ тата вĕри шывшăн, çутăшăн, газшăн тата ăшăшăн шута илекен приборсен кăтартăвĕпе тӳлеççĕ. Эсир хăвăр хваттерти счётчик кăтартăвĕнчен ытлашши тӳлемелле мар. Ертсе пыракан компани хирĕçлет пулсан суда тавăç (иск) тăратăр.

Текста малалла вулăр...

Адвокат кĕтесĕ

-Хваттер туянтăмăр, уншăн вăхăтра тӳлесе тăратпăр. Анчах хваттершĕн тата 12 пин тенкĕ парăм тӳлеме ыйтни пирки квитанци килсен канăçа пач çухатрăмăр. Ахăртнех унчченхи хуçасем хăварнă парăм ку. Халĕ эпир тӳлеменнисен списокĕнче. Çутта сӳнтеретпĕр тесе хăратаççĕ. Мĕн тумалла-ши?
 
-Шел, çакăн пек тĕслĕхсемпе час-часах тĕл пулма тивет. Хваттер туяннă чух сирĕн унчченхи хваттер хуçисен парăмĕсем пирки кăсăкланмалла пулнă. Парăм сирĕн мар. Ăна унчченхи хуçасен парса татас пулать. Эсир çак хваттерте регистраци тунă тапхăртан тин явап тытатăр. Манăн сĕнӳ – сирĕн суда иск памалла. Айăп сирте маррине суд татса парĕ.

Учительсем куллен укçа пуçтараççĕ

Акă каллех вĕренӳ çулĕ çитрĕ, каллех ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ сăлтавпа укçа ыйтма тытăнĕç… Учительсен çакăн пек право çук тенине илтнĕччĕ. Чăнах-и çакă?
Светлана П., Çĕнĕ хула.
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсен тивĕçĕ – вĕрентӳ программипе килĕшсе ачасене пĕлӳ парасси. Уншăн ашшĕ-амăшĕн тӳлемелле мар. Анчах мĕншĕн учительсем пĕрмай ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтараççĕ-ха? Патшалăх вĕренӳ стандартĕнче ун пирки уççăн çырса кăтартнă. Тĕплĕнрех www.еdu.ru. сайтра паллашма пулать. Ача факультатива çӳрет-и, уйрăм е ушкăнпа занятие-и, уйрăм темăпа курссем иртет-и – уншăн тӳлемелле мар. Шкула сыхланăшăн, юсанăшăн е ытти вак ĕçсемшĕн тӳлесси кашнин хăйĕн кăмăлĕ. Уншăн учителĕн ашшĕ-амăшне хистеме ирĕк çук. Енчен те эсир укçа парса пулăшас тетĕр пулсан, ăна шкулăн счёчĕ çине куçармалла, вĕрентӳçĕн аллине памалла мар.

Текста малалла вулăр...