Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Шăмăсăр чĕлхе

Чĕлхен шăмми çук теççĕ халăхра. Чĕлхене пула кам шар курман пулĕ пурнăçра. «Канаш» хаçатра Виталий Архиповăн нумаях пулмасть пичетленнĕ «Чараксăр чĕлхе» калавне вуласан хам та чĕлхеме пула теприн чунне ыраттарнине аса илтĕм.
Иртнĕ ĕмĕрти сакăрвуннăмĕш çул. Пирĕн ĕçре ĕçкĕпе иртĕхекенсене нихăçан та пуçран ачашламан, юлашки вăхăтра пушшех хĕстерме тытăнчĕç. Кăштах «сыпнине» сиссенех премие чакаратчĕç. Ĕçе кĕнĕ чух хуралçă «тытсан» ĕçрен кăларса яма та пултарнă. Енчен те этем урăлтармалли çурта лекрĕ-тĕк, унтан ĕçе начар хут килчĕ-тĕк – ыррине ан кĕт. Хваттер илме черетре тăракана çĕр çынна яхăн хыçаларах куçарса лартма пултарнă. Çакăн пек çирĕп саккуна пула нумайăшĕ ĕçне çухатрĕ.
Ирхине, çичĕ сехет çитсен, кашни хăй ĕç вырăнне тăрса ĕçе пикенчĕ. Пĕр станок çеç пушă. Унпа пирĕн бригадир ĕçлет.

Текста малалла вулăр...

Вĕçевре аманнă Чĕкеç

«Канаш» хаçат пире, вулакансене, тĕрлĕ калавсемпе савăнтарсах тăрать. Çав вăхăтрах тарăн шухăшлă та ăслă калавсем тыткăна илеççĕ, шухăша яраççĕ.
Нина Еграшкинан «Ăçта каян, Чĕкеç/» калавĕ нумай çыннăн куçне уçмалли «эмел». Пирĕн пурнăçра пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма çемьере кăна мар, çемье тулашĕнче те çителĕксĕрленсе пынă пек туйăнать.
Кун пек калавсене (эпĕ ăна пурнăç романĕ тесе калăттăм) совет влаçĕ чухне кăсăкланса вуланă тата пĕр-пĕ-рне вулама сĕннĕ. Мĕн те пулин вуласа тухсан пĕр-пĕрне ăмăртмалла каласа панă, пĕри тепринчен лайăхрах та ытарлăрах сăнарлама тăрăшнă. Шел, хальхи саманара кĕнеке вуласа тухса пĕр-пĕринпе калаçса ларнине, сӳтсе явнине илтмен. Çав вăхăтрах телевизорпа курнă сериалсем çинчен калаçни хăлхана кĕркелет.
Çирĕп те туслă çемье пурнăçра пĕрремĕш вырăнта пулмаллине пурте пĕлеççĕ, анчах та ку кăтартусене тĕпе хывма пурин те çирĕп кăмăл çитеймест.

Текста малалла вулăр...

Маншăн «Канаш» килнĕ кун – пĕчĕк уяв

Чăтса тăраймарăм – çырас терĕм! Ман чуна «Ан чарăр мана! Хамăнне веç калам-ха!..» статья («Канаш», 46-мĕш номер) пăлхантарса ячĕ.
«Канаш» хаçат редакторĕ патне вăрçăнма юратакан хĕрарăм шăнкăравласа ятлаçнă. Ун пеккисем çынпа вăрçăнсан хăйсене пыл çинĕ пекех туяççĕ. «Канаш» çырăнса илнĕ пулсан вăл концертсем, чăваш уявĕсем хăçан пулнине пĕлсе тăрĕччĕ – унта пĕлтерӳсем яланах пур. Ку хĕрарăмшăн редакцире ĕçлекенсен тата концерт йĕркелекенсен хушшинче нимле уйрăмлăх та çук. Уншăн чăваш юхăмĕнче вăй хуракансем пурте – «вĕсем». Ун шухăшĕпе, шăпах «вĕсем» нимĕн те ĕçлемеççĕ, нимĕн те тумаççĕ... Кайран пĕлĕшĕсене каласа мухтанчĕ пулĕ-ха ку хĕрарăм – ак мĕнле тустартăм вĕсене, ак мĕнле пултаратăп эпĕ тесе.
Ун пек çынсем ăнланмаççĕ: халăх культурине аталантарасси тата сыхласа хăварасси – кашни чăвашăн ĕçĕ, тивĕçĕ.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хаçачĕ вырăсла çырмалла-и/

Чĕмпĕр Ен çыравçи Анатолий Юман мана «Канаш» хаçатăн 2015 çулхи 11-мĕш номерне çырупа ярса пачĕ. Унта малашне чăваш хаçатĕнче вырăсла хăтавсем (статьясем) пичетлесен вырăнлă пулĕ-и тесе ыйтнă.
Ку япалана эпир Шупашкарти таврапĕлӳçĕсемпе сӳтсе яврăмăр. Никам та хирĕçлекен пулмарĕ. Чăвашла калаçакан, анчах чăваш чĕлхипе çырулăхне çирĕп алла илейменнисем вара ку шухăша ырласа йышăнчĕç. Вĕсем тăван хаçатсене вулаççĕ, чылай чухне тишкерӳ хăтавĕсене лайăх ăнланаймасăр такăнаççĕ. Çавăнпа вырăсла çырни кирлĕ терĕç тата тишкерӳллĕ, халăх ĕçĕшĕн пĕлтерĕшлĕрех хăтавсене вырăсла пичетлени усăллăрах пуласса каларĕç. Хаçатра вырăсла çырни пуррине 1-мĕш тата юлашки енсенче курăмлă кăтартса хăварни вырăнлă пуласса систерчĕç.
Вырăсла мĕнтелсем (материалсем) пичетлесен чăваш хаçатне вырăссем е ытти халăх çыннисем çырăнса илессе шанни, ман шутпа, тӳрре килмĕ.

Текста малалла вулăр...

Интереслĕ те питĕ кирлĕ кĕнеке

Н.Ларионовăн «Энциклопедия призвана выработать в чувашах чувство национальной гордости» интервьюне вуласа тухнă хыççăн пĕр сăмахне тӳрлетес терĕм. Кăмăл-туйăм хăйпе хăй çуралмасть, ăна тăрăшсах аталантармалла.
Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Эпир чăваш, тутар, вырăс, мăкшă халăхĕсем пĕрле, пĕр пек саккунсемпе пурăнатпăр. Çавăнпа та нацисен хушшинче пысăк уйрăмлăх пулма та пултараймасть. «Тумхахсене» пурнăç майĕпен хăех якатать, кирлĕ маррине кăларса пăрахать.
Çакна эпĕ Ульяновскри 55-мĕш шкулта Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен культурисене нумай çул вĕрентнĕ май лайăх ăнлантăм. Манăн класра тĕрлĕ наци ачисем вĕренетчĕç. Ачасем хăш халăхран тухни пирки пĕр-пĕрин хушшинче тавлашнине е кăсăкланнине пĕрре те илтмен. Шкулта чăваш тата тутар чĕлхисен кружокĕсем ĕçлетчĕç, пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленчĕç, юрăсем янăратчĕç.

Текста малалла вулăр...