Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Яла çамрăксене илĕртмеллине çирĕплетет

Майна районĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертӳçи Николай Волынщиков Терентий Мальцев медальне тивĕçнĕ облаçри чи пирвайхи фермерсенчен пĕри. Пысăк наградăна Николай Николаевич темиçе çул каялла Раççей фермерĕсен 22-мĕш аслă пухăвĕнче (Тамбов хули) Владимир Путин президент аллинчен илнĕ.
Хăйĕн хуçалăхне ентешĕмĕр иртнĕ ĕмĕртен пуçласах ертсе пырать. Çав çĕр çинчех вăл çуралса ӳснĕ. Çула çитмен ача чухне амăшĕпе Подлесное ялне пурăнма куçнă. Вĕренсе тухсан Чӳрекелте хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркеленĕ. 1 пин те 548 гектар çĕр лаптăкĕнчен пуçланă. Ял çыннисем шаннă ăна. Паян Николай Волынщиковăн çĕрĕ пĕтĕмĕшле 6 пин гектар. Чӳрекелсĕр пуçне Подлесное тата Копышевка ялсен çывăхĕнче тулă, хĕвелçаврăнăш, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пăрçа, хуратул, пĕр çуллăх курăксем ӳстерет вăл.
- Çуракине йĕркеллех вĕçлерĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Хресчене ăнăçу сунар!

Çураки ĕçĕсем еплерех пыни пирки Чăнлă районĕнчи «Сяпуков ИП» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертӳçипе Евгений Сяпуковпа калаçатпăр.
- Сивĕ, çумăрлă çанталăка пула ака ĕçĕсене вăхăтра пуçлаймарăмăр. Апла пулин те тăхтав ӳсен-тăран ӳсĕмĕпе аталанăвне сиенлĕ витĕм кӳреймĕ. Ялхуçалăхне начар мар тухăç кĕтет, - терĕ Евгений Федорович. – Çуракине вĕçлерĕмĕр. Тĕрĕссипе каласан, палăртнинчен маларах та. Çакă пĕтĕмпех – çанталăк уяртса ярса хресчене ăнăçу сунни, хальхи саманапа шайлашакан техника пурри, ака ĕçĕсене чухласа-пĕлсе ирттерни, уй-хирте ырми-канми вăй хуракан механизаторсемпе водительсен, техниксен тăрăшулăхĕ – хĕрӳ ĕççине кĕске вăхăтра вĕçлеме пулăшрĕ. Паянхи тĕп тĕллев – çак хăвăртлăха, кăтартусемпе шайлашулăха тытса тăрса малалла талпăнасси. Тырçиччен пурнăçламалли ĕçсем нумай-ха пирĕн.

Текста малалла вулăр...

Хуçалăх вăй-хăвачĕ – механизаторсемпе выльăх пăхакансем

Чăнлă районĕнчи хуçалăхсенче çураки вĕçленнĕ теме пулать: хăшĕнче кăшт куккурус акмалли юлнă, хăшĕнче – чĕкĕнтĕре пĕтерсе пыраççĕ. Ырă тухăç илме паян çумăр кирлĕ теççĕ хастарçăсем. «Канаш» хаçат редакцийĕ çак кунсенче «Волга» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче пулчĕ.
 
«Кăçалхи çураки ăнăçлă иртрĕ темелле. Çурхи тулла 510 гектар акса хăвартăмăр,-терĕ хуçалăх ертӳçи Радик Назымович Насуртдинов.- Урпа – 670 гектар, сĕлĕ – 83, пăрçа – 50, сахăр кăшманĕ – 300. Сенажа хывма 730 гектар пĕр çуллăх курăксем акса хăвартăмăр. Паян техника – куккурус акнă çĕрте. Пурĕ 250-280 гектар палăртнă.
Пĕрчĕллĕ культурăсене акнă çĕрте Динар Фахуртдиновпа Шавкат Каримов (ДТ тракторпа ĕçлеççĕ) палăрчĕç, сахăр кăшманĕн ани çинче чухне – Николай Головинпа Яхъя Амиров (Т-70) механизаторсем.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЧЕН ХУÇАН – ÇĔРĔ те ПУЯН

Чăнлă районĕнчи фермерсен ячĕсем облаçра кăна мар, кӳршĕ республикăсемпе аякри Çĕпĕр тăрăхне çитиех сарăлнă. Малта пыракан хуçалăхсенчен пĕрисем — Салюкинсен хуçалăхĕсем. Виçĕ пĕр тăванăн – Вячеслав, Пётр тата Николай Васильевичсен кашнин хăйĕн çĕрĕ, ячĕсем те уйрăм, анчах ĕçне пĕрле, туслă туса пыраççĕ. Вĕсен çумĕнче чи шанчăклă çыннисем — мăшăрĕсем тата ял хуçалăх профессине алла илнĕ ывăлĕсем (мĕнпурĕ вуннăн) пулăшса пыраççĕ. Хуçалăх нумай наградăна тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Атăлçи федераллă округĕн "Золотой фонд России" орденне илме тивĕçлĕ пулнă.
 
Салюкинсен çĕрĕсем Çĕнĕ Воля ял çывăхĕнче сарăлса выртаççĕ. Янкăр хĕвел айĕнче вăйлă тракторсем мăнаçлăн çӳреççĕ. Хурçă утсем хыçĕнчен тусан çеç мăкăрланса пырать.
Эпир çитнĕ тĕле мĕнпур специалист хиртеччĕ. Хуçалăх кантурĕнче мана тĕп бухгалтер Луиза Салюкина кĕтсе илчĕ.

Текста малалла вулăр...

Тĕллеве пурнăçлас тени малалла ăнтăлма хавхалантарать

Облаçра хĕрсех çураки ĕçĕсем пыраççĕ. Çут çанталăк условийĕсем, çумăр-йĕпе чăрмантараççĕ тепĕр чух. Анчах та ниме пăхмасăр тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем – мĕнпур техника паян хирте.
Чăнлă районĕнчи Сяпуков фермерăн харпăр хуçалăхĕнче çурхи тулла (1050 гектар) акса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Паян механизаторсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр сахăр кăшманĕн ани çинче тăрăшаççĕ. 1000 гектар акма палăртаççĕ чĕкĕнтĕре. Хальлĕхе 320 гектарне акма ĕлкĕрнĕ. Тата 100 гектар çине пăрçа, 100 гектар хуратул, 50 гектар çĕр улми акас пулать.
- Чăваш Туррисем, Çĕр патши пулăшса пыраççĕ пире. Телее, палăртнă ĕçĕн ытларах пайне пурнăçланă эпир. Пĕр çурхи кун хĕле тăрантарать тенине астусах тăратпăр. Шел, пăшăрханмалли, васкаса татса памалли çивĕч ыйтусем сиксе тухсах тăраççĕ: чипер акнă вăхăтрах кĕтмен-туман çĕртен техника çĕмĕрĕлет, çумăр çуса ярать, хăш-пĕр çĕрте халĕ те шыв тăрать-ха.

Текста малалла вулăр...