Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Туслăх, ăнланулăх, телейпе тăнăçлăх уявĕ!

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподромра йăлана кĕнĕ область Акатуйĕ иртрĕ.
Акатуй – чăвашсен çĕр ĕçĕпе çыхăннă ĕмĕртенпе палăртакан чи сумлă уявĕсенчен пĕри. Çĕрпе суха туйĕ çурхи ĕçсем пуçлансан çĕр аннене чысласа парне панипе (сухапа чĕрнĕ пĕрремĕш йĕре çăмарта хунă) тытăннă та ака пĕтсен пысăк уявпа вĕçленнĕ. Паян Акатуя халăх йăлине манманнине палăртса, йăла-йĕркене çамрăксене вĕрентсе хăварас тата халăха пĕрлештерес тĕллевпе ирттереççĕ.
Акатуй пуçланас умĕн Ульяновскри Ипподром лапамĕ кĕрлесе тăчĕ. Лапамăн икĕ енче вырнаçнă икĕ пысăк сцена çинче репетици пычĕ. Вĕсен хушшинче вырнаçнă палаткăсенче суту-илӳ хĕрчĕ. Облаçри 15 районтан килсе çитнĕ делегацисем хăйсен чăваш кил-çурчĕпе картишне майлаштарчĕç. Чертаклă районĕсем чи малтан кăвайт чĕртсе пулă шӳрпи пĕçерме хуран çакса ячĕç.

Текста малалла вулăр...

АКАТУЙ ПРОГРАММИ

Çĕртме (июнь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область Акатуйĕ иртет.
Ирпе 11 сехетре пуçланать.
Унта çакăн пек площадкăсем ĕçлеççĕ.
1. Тĕп эстрадăра Ульяновск, Самар, Саратов облаçĕсенчи, Чăваш, Тутар Республикисенчи фольклор ушкăнĕсем тата Чăваш Республикинчи профессильлĕ ансамбльсен концерчĕ 11 сехетре пуçланать.
2. Хăнасен площадки 13.30 сехетре ĕçне тытăнать. Кунта Чăваш Республикинчи Шăмăршă тата Елчĕк районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Ку районсем – кăçалхи Акатуйăн кураторĕсем.
3. Кĕрешӳ площадки спортсменсене 11.00 сехете йыхравлать, унта кĕрешекенсене çыраççĕ, виçе категорине палăртаççĕ. Ăмăрту 12.20 пуçланать.
4. Кире пукан йăтакансен ăмăртăвĕ 11.

Текста малалла вулăр...

Çăкăрпа-тăварпа пуç таяççĕ сана, Йышăнсам çĕр ĕçченĕн чысне-хисепне!

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче, вырсарникун Чартаклăра облаçри кăçалхи чи пĕрремĕш Акатуй иртрĕ. Район центрĕнчи шкул стадионне муниципаллă пĕрлĕхри пур ял-саларан пултарулăх ушкăнĕсем, ялхуçалăх ĕçĕнче малта пыракансем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, вăрçă ачисем, нумай ачаллă çемьесем, çамрăксем, ачасем пуçтарăннăччĕ.
УОЧНКАн Чартаклă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ирина Мишина Акатуя уçма сцена çине сумлă хăнасене йыхăрчĕ. Чăваш тумне тăхăннă пикесем вĕсене çăкăрпа-тăварпа кĕтсе илчĕç, ырă сăмахсем каларĕç. Кăçалхи тыр-пул тухăçĕ аван пултăр тесе Акатуя хутшăннă пур чăваша та сăйларĕç.
Ирина Ильинична пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, çĕрпе суха туйĕпе саламласа малашне те хастар, пуçаруллă пулма чĕнчĕ.
- Уй-хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Акатуй мĕнле иртет – тыр-пул çапла çитĕнет!

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром лапамĕнче область Акатуйĕ иртрĕ.
Чăвашсен мĕн авалтан пыракан, çулталăкра пĕрре пулакан тĕп уявне халăх чылай пухăнчĕ. Илемлĕ чăваш тумĕпе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем ушкăнăн-ушкăнăн тăрса чăваш юррине шăрантарчĕç, лапамра чăваш тумĕсен, капăрлăхĕ-сен, апат-çимĕçĕн суту-илĕвĕ пычĕ. Вунпĕр сехетрен сцена пĕр минут та пушă тăмарĕ. Чи малтан чăвашсене регионта пурăнакан ытти наци автономийĕсен ушкăнĕсем саламларĕç – еврейсен «Ховерот», осетинсен, тутарсен «Семберкарлыгачлары» ташă ушкăнĕсем, вырăссен «Декабрина» ансамблĕ.
Пурĕ область Акатуйне кăçал 70 ытла коллектив тата уйрăм юрăçсем килсе çитрĕç.
Саламсем
Йăла тăрăх Акатуя область правительстви, ĕç тăвакан органсен çыннисем, депутатсем килсе саламлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Савăк юрă ян янрарĕ пархатарлă уй-хирте!

Ульяновск облаçĕнчи çĕрпе суха уявĕн ярăмне пуçлакансем кăçал чартаклăсем пулчĕç. Район центрне илемлĕ тумлă Андреевка, Калмаюр, Уçăркка, Пухтел, Петровски, Колхознăй, Архангельски, Мирнăй, Октябрьски чăвашĕсем пухăннăччĕ. Çутçанталăк Туррисем те иртнĕ шăматкун чăвашсем майлă пулчĕç – ĕçчен халăх çине хĕвелĕ те ытларах хĕртсе пăхрĕ.
Ентешĕсене тата хăнасене Петровски ял пикисем хуплупа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сцена çине хăпарма ыйтрĕç. Чăваш гимнĕ янăрарĕ.
Чартаклă район пуçлăхĕ Виктор Самойлов уява уçнă май халăха çураки ĕçĕсем вĕçленсе пынă ятпа тата Акатуйпа саламларĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев пухăннисене хĕрӳ сăмахсемпе саламларĕ, хутлăхра тĕрĕс наци политикине тытса пынăшăн тата чăвашлăх аталанăвĕ-нче пысăк ӳсĕмсем тунăшăн Виктор Викторовича тата автономин Чартаклă районĕ-нчи уйрăмĕн ертӳçине Ирина Мишинана тав турĕ, вĕсене, мĕнпур хăнасене, Акатуй халăхне çурхи илемлĕ уявпа саламларĕ.

Текста малалла вулăр...

Юрлар-ташлар, тăван, Акатуя савăнса уявлар!

Çак девизпа иртрĕ Димитровград хулипе Мелекесс районĕн Акатуйĕ. Кăçал ăна Димитровградри «Симĕс раща» паркра йĕркеленĕ. Çулталăкра пĕрре иртекен халăх уявне чăвашсем йышлăн пухăннăччĕ. Йĕри-тавра хыр ӳсекен уçланкă варринче вырнаçтарнă сценăран аякрах мар суту-илӳ, спорт вăййисем вĕресе тăчĕç. Кивĕ Сахчапа Эврел ялĕсем чăваш кил-çуртĕ-нче хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç, пухăннă халăха хăналарĕç.
Уяв «Савăнăç» халăх ушкăнĕ Акатуйăн йăли-йĕркине кăтартнипе пуçланчĕ.
- Эй, Турă! Сана çичĕ тĕслĕ тыр-пул шерпечĕ-пе асăнатпăр, йӳççи – пире, шерпечĕ – сана. Аслă Турă, сана ака пăттипе, ăшă кăмăлпа, тутлă чĕлхепе асăнатпăр. Акнă тыр-пула усал çумăртан, сивĕ пăртан, усал çил-тăвăлтан хăтар! Çак çăкăр пек, çак çăмарта пек тыр-пуллăма тутлăхĕпе перекетлĕхне парсамччĕ, - терĕç.

Текста малалла вулăр...

Йăла пĕтсен – чĕлхе пĕтет, чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет!

Акатуй – чăваш халăхĕ юратнă та кĕтнĕ кун. Уяв умĕн эпир Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕпе Олег Мустаевпа тĕл пултăмăр.
- Олег Николаевич, çу çывхарса пынă май кашни чăваша Акатуй ăçта тата хăçан пуласси интереслентерет. Область Акатуйĕ пирки каласа парăр-ха.
- Акатуй – чăвашсен çĕр ĕçне халалланă мĕн авалтан пыракан чи пысăк та сумлă уявĕ. Облаçра кăçал эпир ăна 28-мĕш хут паллă тăватпăр.
Область Акатуйĕ Ульяновскри ипподромра çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртет, 11 сехетре пуçланать. Кăçал Çĕнтерӳ паркĕнче площадкăсем пулмаççĕ. Ытти çулсенчи пек сапаланса кайса мар, пĕр çĕрте, пĕр уçланкăра мĕнпур уяв иртĕ. Ипподром уçланки пысăк, вырăн нумай.
- Мĕншĕн кăçал Акатуй ир килет/
- Мĕншĕн тесен авалтанпа чăвашсем Акатуя Çимĕк уявĕччен (Турă уявĕпе – Троица) ирттерсе янă.

Текста малалла вулăр...

Акатуя йыхравлатпăр!

 
Çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область АкатуйĔ иртет.
Уява Ульяновск облаçĕнчи искусство тата культура политикин министерствипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ.
Программăра:
-Тутар, Чăваш Республикисенчен, Сарă Ту, Самар облаçĕсенчен килекен тата вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ*
- купăсçăсен «Кала, хуткупăс» тата такмакçăсен «Янăра, такмак» конкурссем*
- наци кĕрешĕвĕ, спорт вăййисем*
- Н.И.Тимряков ячĕпе чупу*
- халăх вăййисем: михĕпе çапса антарасси, кĕвентепе шыв йăтса ăмăртасси, кашăк çине çăмарта хурса чупасси, вĕрен туртасси тата ытти*
- ача-пăча площадки.
Кунтах суту-илӳ пырĕ, çав шутра чăваш капăрлăхĕсемпе тумĕсен илемлĕхне курма, вĕсене туянма май пулĕ.

Текста малалла вулăр...

Акатуя йыхравлатпăр!

Çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область АкатуйĔ иртет.
Уява Ульяновск облаçĕнчи искусство тата культура политикин министерствипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ.
Акатуй – чăваш халăхĕн чи паллă та илемлĕ уявĕ. Вăл халăхăн историне, йăли-йĕркине, культурине туллин кăтартма май парать.
Кăçалхи Акатуйра ентешсене вырăнти, кӳршĕ регионсенчи, Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем юрри-ташшипе савăнтарĕç, купăсçăсем пĕр-пĕрин хушшинче маçтăрлăхĕпе тупăшĕç. Кунтах суту-илӳ пырĕ, çав шутра чăваш капăрлăхĕсемпе тумĕсен илемлĕхне курма, вĕсене туянма май пулĕ. Халăх ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç. Акатуй хăнисене халăх апат-çимĕçĕпе, шӳрпепе тата сăрапа хăналĕç.

Текста малалла вулăр...

Крымра – пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш Акатуйĕ

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче аякри çывăх Крым чăвашĕсем пĕрремĕш хут Акатуй ирттерчĕç. Уява Раççейри 16 регионтан – Ульяновск, Иркутск, Челябинск, Ăремпур, Пенза, Чулхула облаçĕсенчен, Пушкăрт, Тутар, Чăваш Республикисенчен тата ытти çĕртен – килсе çитнĕ пысăк делегацисемпе фольклор ушкăнĕсем Севастополь çĕрĕ çинче юрларĕç-ташларĕç, савăнчĕç, йăла-йĕркене тытса пынине, ваттисене сума сунине кăтартрĕç. Ултçĕре яхăн хăна тата чылай Крым чăвашĕ пулчĕ ку тĕлĕнмелле уявра.
Мероприятие Крым правительстви, Крым Республикин наципе культура автономийĕ, Чăваш наци конгресĕ, ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен тата экономика министерствисем йĕркелеме пулăшнă.
Мĕншĕн Крымра/
Юлашки çырав тăрăх, Крымпа Севастопольте 3 пин те 700 чăваш пурăнни паллă. Чăннипе – 6 пинрен те ытларах.

Текста малалла вулăр...

Юрлать чăваш ăшпиллĕн, киленсе

Юрлать чăваш ăшпиллĕн, киленсе
«Аки-сухи» юрланă хушăра çамрăксем, аслăрах
классенче вĕренекен шкул ачисем, сухапуç йăтса тухрĕç. Ун хыççăн пыракан арçын ача ĕлĕк тыр-пула мăн аслашшĕсем, мăн кукашшĕсем мĕнле акнине кăтартса парать.
«Шăпчăк» ушкăн хĕрĕсем ĕçчене çăкăр çитереççĕ, кăкшăмран сĕт ярса ĕçтереççĕ. Çураки вĕçленнĕ хыççăн халăх уяв картине тăнине, савăннине сăнарларĕç, юрă юрларĕç. Алена Белова Тăван çĕршыв çинчен илемлĕ сăвă вуларĕ.
Çапла театр курăнăвĕпе пуçланчĕ иртнĕ вырсарникун Чӳрекелĕнчи уяв. Кунта та мĕн авалтан чăвашсем çурхи ĕçсем вĕçленсен çĕрпе суха уявĕ ирттернĕ. Паянхи пекех ташланă, юрланă, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ, ĕç паттă-
рĕсене чысланă. Акатуй пуçне суйланă. Хальхинче вăл Кивĕ Мăкла-
вăш ял тăрăхĕн шурсухалĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни, ĕç ветеранĕ, нумай çул хушши вырăн-
ти «Дружба» хуçалăх ертӳçинче тăрăшнă И.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳ паркĕ чăваш юрри-кĕввипе кĕрлерĕ!

Çĕртмен 11-мĕшĕнче Ульяновскра 27-мĕш хут область шайĕнчи Акатуй иртрĕ. Авалхи несĕлĕмĕрсен çураки хыççăнхи уявне паллă тума чăвашсем Çĕнтерӳ паркĕнче пуçтарăнчĕç.
Парка кĕнĕ çĕртех илемлĕ чăваш тумĕ-пе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш юррине шăрантарчĕç, вуниккĕлле çаптарса ташларĕç. Кăçалхи Акатуя 30 яхăн ансамбльпе уйрăм артистсем килсе çитнĕ, çав шутра Мурманск, Самар, Сарă ту, Ăремпур, Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен.
Парк хапхи умĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, Чĕмпĕр Ен улăпĕсене – УОЧНКА председательне Олег Мустаева, строительсен «ИнвестройМ» компанийĕн тĕп директорне Владимир Федорова тата Чăнлă районĕнчи УОЧНКА уйрăмĕн председательне Анатолий Узикова шупăр тăхăнтартрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳ паркĕ чăваш юрри-кĕввипе кĕрлерĕ!

Çĕртмен 11-мĕшĕнче Ульяновскра 27-мĕш хут область шайĕнчи Акатуй иртрĕ. Авалхи несĕлĕмĕрсен çураки хыççăнхи уявне паллă тума чăвашсем Çĕнтерӳ паркĕнче пуçтарăнчĕç.
Парка кĕнĕ çĕртех илемлĕ чăваш тумĕ-пе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш юррине шăрантарчĕç, вуниккĕлле çаптарса ташларĕç. Кăçалхи Акатуя 30 яхăн ансамбльпе уйрăм артистсем килсе çитнĕ, çав шутра Мурманск, Самар, Сарă ту, Ăремпур, Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен.
Парк хапхи умĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, Чĕмпĕр Ен улăпĕсене – УОЧНКА председательне Олег Мустаева, строительсен «ИнвестройМ» компанийĕн тĕп директорне Владимир Федорова тата Чăнлă районĕнчи УОЧНКА уйрăмĕн председательне Анатолий Узикова шупăр тăхăнтартрĕ.

Текста малалла вулăр...

Хырлăх Акатуй юррипе тулчĕ

Иртнĕ вырсарникун Ульяновск облаçĕн тĕрлĕ районĕсенче пĕр харăс темиçе Акатуй пулчĕ. Мелекесс районĕнчи чăвашсен ака уявĕ Димитровградри «Симĕс раща» паркра кĕрлерĕ.
Уява Шупашкарти «Асамат» эстрада ушкăнĕн юрăçисем ертсе пычĕç. Концерт программине «Савăнăç» халăх ушкăнĕн (ертӳçи Ирина Иванюкова) артисчĕсем литмонтажран тытăнчĕç. Юрăçсем черетпе Çĕр-Аннепе, хĕвелпе, ака-сухапа çыхăннă йĕркесене каларĕç. Унтан «Алран кайми аки-сухи» гимнăн кĕввипе хĕвел енне çаврăнса Турăран пил ыйтрĕç, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пар терĕç. Сцена çинчен шыв юххи пек юхса анса вăйă карти çавăрчĕç. Вĕсен çумне ытти юрă ушкăнĕсем хутшăнсан пысăк карта пулса тăчĕ. Хырлăх юрăпа тулчĕ.
Унтан саламсен ярăмне пуçларĕç. Сăмах район пуçлăхĕ И.Н. Мухутдинов илчĕ. Вăл пурне те ака уявĕ ячĕпе саламларĕ, çĕр ĕçченĕсене тав турĕ.

Текста малалла вулăр...

Акатуй кĕр кĕрлерĕ, çӳлте хĕвел тĕр тĕрлерĕ!

Ульяновск облаçĕнче 1989 çултанпа ентешĕмĕрсем Акатуя пуçтарăнаççĕ. Кăçал вăл Çĕнтерӳ паркĕнче çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.<Ӳb>
 
Парка кĕнĕ çĕртех илемлĕ чăваш тумĕпе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш юррине шăрантарчĕç, вуниккĕлле çаптарса ташларĕç. Унтан мĕнпур халăх вĕçе-вĕçĕн тăрса тĕп сцена еннелле утрĕ. Вĕсене Акатуй пуçĕпе хаклă хăнасем уявăн паллине тытса малта тăрантаспа ертсе пычĕç. Тĕп сцена патне çитме кăçал çул çывăх пулмарĕ, мĕншĕн тесен вăл ипподром патĕнчех вырнаçнă.
Ансамбльсемпе хăнасем юрăпа тата ташăпа палăртнă вырăна çитрĕç, вăйă картине тăчĕç. Пысăкчĕ вăл. Пĕр кăшăла тăрса «Элем» (Пушкăрт Республики, Ĕпхӳ), «Шуçăм» (Тутар Республики), «Кăмăл» (Самар облаçĕ), «Ахаяс» (ЧР, Шăмăршă районĕ), «Энĕш», «Уяр» (ЧР, Куславкка районĕ), «Ямаш», «Цивильяночка» (ЧР, Çĕрпӳ районĕ), «Палан» (Барăш районĕ), «Пилеш» (Павловка районĕ), «Пилеш» (Çĕнĕ Малăкла районĕ), «Çăлкуç» (Вешкайма районĕ), «Савăнăç», «Телей» (Мелекесс районĕ), «Çуркунне» (Кăлаткăпуç районĕ), «Çăлкуç» (Николаевка районĕ), Н.

Текста малалла вулăр...

Уяв юрри чун-чĕрене хускатрĕ

Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çинкĕл районĕнчи Уличе ялĕнче пиллĕкмĕш хут Акатуй иртрĕ. Чăваш халăхĕпе пĕрле савăнма авалхи уява ытти халăх çыннисем, чăвашсем ытларах тĕпленсе пурăнакан Ялавăр, Уличе тата Анатьял ялĕсенчен пухăнчĕç.
 
Уяв хресчен ĕçĕпе çыхăннине палăртса ял хуçалăхĕнче малта пыракансем сцена умне Акатуйăн паллине – сухапуç – йăтса тухрĕç. Халăх пултарулăх ушкăнĕсем пĕр кăшăла тăрса юрă юрласа çаврăнчĕç.
Чăвашсене уявпа саламлама хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç: Çинкĕл район администрацийĕнчи социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ Н.В. Нуждина, УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, Çинкĕл районĕнчи автономи ертӳçи А.Ф. Самаркин. Вĕсене çăкăр-тăварпа, сăрапа кĕтсе илчĕç.
Салам сăмахĕсемпе Акатуя Н.В. Нуждина уçрĕ. Нумай нациллĕ районта халăх йăли-йĕркине тытса пынăшăн тав турĕ, «Возрождение» хуçалăх ĕçченĕсене - С.

Текста малалла вулăр...

Каркелĕнчи вуннăмĕш Акатуй

Вешкайма районĕнчи Каркелĕ-нче çĕртмен 14-мĕшĕнче тӳрех виçĕ уяв паллă турĕç: вуннăмĕш хут Акатуй ирттернине, ял уявне тата Культура керменĕ туса хунăранпа 40 çул çитнине.
 
2004 çулта Вешкайма районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесе янă. 2006 çулта вара пĕртен-пĕр чăваш ялĕнче Акатуй ирттернĕ.
Каркелĕнчи Акатуй Раççей, Ульяновск облаçĕн, ялăн ялавĕсемпе тата Акатуй паллипе – йывăçран касса кăларнă автан кӳлепипе паллă вырăнсем тăрăх çӳренипе тытăнать. Кăçал облаçран, районтан, ял тăрăхĕнчен килнĕ хăнасемпе ял çыннисем Валак, Кадушкин тата ятсăр çăл патне çитсе сиплĕ шыв ĕçрĕç. Кадушкин çăлкуçĕ çумĕнче 18 çул хуçалăха ертсе пынă РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченне Н.А.Никоноренкăна асăнса ятарлă хăма уçнă, ун умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Текста малалла вулăр...

Упамсар шкулĕнче – район Акатуйĕ

Упамсар ялне никĕсленĕренпе 305 çул çитнине палăртса шкул çумĕнчи паркра район чăвашĕсен Акатуйĕ иртрĕ. Ăна хатĕрлеме тата ирттерме шкул коллективĕ нумай вăй хунă, ял халăхне явăçтарнă.
 
Чĕннĕ хăнасене ятарласа хатĕрленĕ сцена çинче сăрапа тата килте тунă сырпа кĕтсе илчĕç – кунта йăли çапларах. Пухăннисене Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан А.Д.Пуреськина, район пуçлăхĕ, депутатсен канашĕн пуçлăхĕ С.В.Гришин, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советник), УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, районти вĕренӳ пайĕн заведующийĕ, вырăнти чăвашсен наципе культура автономин пуçлăхĕ С.А.Сандрюков, Мелекесс район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.В.Тойгильдин, Эрсел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г.Карымов, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул директорĕ А.

Текста малалла вулăр...

Чи пултаруллисене – Акатуй парни

Чăваш Кăлаткă ялĕнчи Акатуя, шкул хыçĕнчи лапама, йăлана кĕнĕ тăрăх чăвашсем те, тутарсем те хастар пухăнчĕç. Сарă ту облаçĕпе чикĕленекен тутар районĕнчи икĕ ялта – Çирĕклĕпе Чăваш Кăлаткăра – пирĕн йăхташăмăрсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Кунта чăвашĕсем тутарла, тутарĕсем чăвашла шакăлтатса чипер калаçаççĕ, пĕр-пĕрин йăлине, уявĕсене, çыннисене хисеплеççĕ.
 
Уява Кăлаткăпуç район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильдар Аблязов уçрĕ. Вăл паянхи уява ирттерме администраци 24 пин тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Эдуард Ганеев тата хăйĕнчен хушса 10 пин тенкĕ панине каласа хăварчĕ. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев та пушă алăпа килмен, районти обществăлла ĕçе илсе пыракансене Тав хучĕсем, парнесем пачĕ. «Малалла та чăвашлăха аталантарас ĕçре пĕрлех ӳсĕмсем тăвасчĕ-ха. Сирĕн валли паян Шупашкартан хаклăран хаклă парне илсе килтĕмĕр – «Асамат» ансамбльпе чăваш халăх артистки Людмила Семенова хăйсен чи юратнă юррисене юрласа савăнтарĕç», – терĕ Владимир Ильич.

Текста малалла вулăр...

Çураки вĕçленчĕ – канма вăхăт

Акатуй уявĕсен ярăмĕ районтан района, ялтан яла куçса пырать. Çĕртмен 12-мĕшĕнче ака-суха уявне Ульяновскри Винновка ращинче паллă турĕç. Акатуй Раççей кунĕпе пĕр кун килчĕ.
 
Уяв раща умĕнчи сцена çинче тытăнчĕ. Ăна Чукун çул район администраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Борисов уçрĕ. Ульяновскри пултарулăх центрĕсенчи ача-пăча ташă тата юрă ушкăнĕсем, ветерансен ансамблĕ халăха янăравлă юрă-кĕвĕпе илĕртрĕ.
Ращана кĕрекенсене «Канаш» хаçат ĕçченĕ-сем тарават кĕтсе илчĕç. Кашни ентеше хаçат тата кĕнеке парнелерĕç. Çитес çурçуллăхра та «Канашпа» пулма кăмăл тăвакансене – çырăнтарчĕç. Унсăр пуçне вулама юратакансем вырăнти авторсем тата Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнеке-журнала туянчĕç.
ТĔп сцена
Палăртнă вăхăтра ращан тĕп сцени çинче тĕп уяв пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.