Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Упамсар шкулĕнче – район Акатуйĕ

Упамсар ялне никĕсленĕренпе 305 çул çитнине палăртса шкул çумĕнчи паркра район чăвашĕсен Акатуйĕ иртрĕ. Ăна хатĕрлеме тата ирттерме шкул коллективĕ нумай вăй хунă, ял халăхне явăçтарнă.
 
Чĕннĕ хăнасене ятарласа хатĕрленĕ сцена çинче сăрапа тата килте тунă сырпа кĕтсе илчĕç – кунта йăли çапларах. Пухăннисене Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан А.Д.Пуреськина, район пуçлăхĕ, депутатсен канашĕн пуçлăхĕ С.В.Гришин, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советник), УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, районти вĕренӳ пайĕн заведующийĕ, вырăнти чăвашсен наципе культура автономин пуçлăхĕ С.А.Сандрюков, Мелекесс район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.В.Тойгильдин, Эрсел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г.Карымов, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул директорĕ А.

Текста малалла вулăр...

Чи пултаруллисене – Акатуй парни

Чăваш Кăлаткă ялĕнчи Акатуя, шкул хыçĕнчи лапама, йăлана кĕнĕ тăрăх чăвашсем те, тутарсем те хастар пухăнчĕç. Сарă ту облаçĕпе чикĕленекен тутар районĕнчи икĕ ялта – Çирĕклĕпе Чăваш Кăлаткăра – пирĕн йăхташăмăрсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Кунта чăвашĕсем тутарла, тутарĕсем чăвашла шакăлтатса чипер калаçаççĕ, пĕр-пĕрин йăлине, уявĕсене, çыннисене хисеплеççĕ.
 
Уява Кăлаткăпуç район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильдар Аблязов уçрĕ. Вăл паянхи уява ирттерме администраци 24 пин тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Эдуард Ганеев тата хăйĕнчен хушса 10 пин тенкĕ панине каласа хăварчĕ. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев та пушă алăпа килмен, районти обществăлла ĕçе илсе пыракансене Тав хучĕсем, парнесем пачĕ. «Малалла та чăвашлăха аталантарас ĕçре пĕрлех ӳсĕмсем тăвасчĕ-ха. Сирĕн валли паян Шупашкартан хаклăран хаклă парне илсе килтĕмĕр – «Асамат» ансамбльпе чăваш халăх артистки Людмила Семенова хăйсен чи юратнă юррисене юрласа савăнтарĕç», – терĕ Владимир Ильич.

Текста малалла вулăр...

Çураки вĕçленчĕ – канма вăхăт

Акатуй уявĕсен ярăмĕ районтан района, ялтан яла куçса пырать. Çĕртмен 12-мĕшĕнче ака-суха уявне Ульяновскри Винновка ращинче паллă турĕç. Акатуй Раççей кунĕпе пĕр кун килчĕ.
 
Уяв раща умĕнчи сцена çинче тытăнчĕ. Ăна Чукун çул район администраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Борисов уçрĕ. Ульяновскри пултарулăх центрĕсенчи ача-пăча ташă тата юрă ушкăнĕсем, ветерансен ансамблĕ халăха янăравлă юрă-кĕвĕпе илĕртрĕ.
Ращана кĕрекенсене «Канаш» хаçат ĕçченĕ-сем тарават кĕтсе илчĕç. Кашни ентеше хаçат тата кĕнеке парнелерĕç. Çитес çурçуллăхра та «Канашпа» пулма кăмăл тăвакансене – çырăнтарчĕç. Унсăр пуçне вулама юратакансем вырăнти авторсем тата Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнеке-журнала туянчĕç.
ТĔп сцена
Палăртнă вăхăтра ращан тĕп сцени çинче тĕп уяв пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...

Уява пухăнсан юр юрлатпăр чунтан

Çĕртмен 7-мĕшĕнче Чартаклă район çыннисем тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упрас, чăвашлăха чĕртсе тăратас тĕллевпе Уçăркка ялне Акатуя пухăнчĕç. Ăна ял хуçалăхĕсем çураки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине халалласа ирттерчĕç.
 
Тĕп урамра иртенпех чăваш юрри илтĕнет, купăс кĕвви таврана янратать. Ялти Культура çурчĕ умĕнчи парк тĕлĕнче хуçисем районти ытти ялсенчен килсе çитнĕ, чăваш, вырăс, тутар, мордва тумĕсене тăхăннă хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ чуччу çинче Çĕрпе Пĕлĕте сăнарлакан хĕрпе каччă ярăнаççĕ. Вĕсен ярăнăвĕ -- пире тăрантаракан Çĕр-аннемĕре йăхлантарнин палли. Уçăрккари хастар чăваш хĕрарăмĕ, 73 çулхи Нина Ерандаева кĕлĕ вулать.
-- Çӳлти Турă, çырлах пире! Çутă хĕвел, ăшă çумăр, лăпкă çил яр çĕр çине: вăйлă тыр-пул çитĕнтерме, вара çăкăр пĕçерме.

Текста малалла вулăр...

Сăвап сана, мухтавлă хура çĕр!

Иртнĕ шăматкун Çĕнĕ Ульяновск хулинчи чăвашсем тăваттăмĕш хут авалхи уява – Акатуя – паллă туса ирттерчĕç. Кунти ентешсем пĕрле пухăнса çураки вĕçленнĕ ятпа савăнчĕç, тыр-пул аван ӳссе çитĕнтĕр, кĕркунне пӳлмесем тулли пулччăр тесе кĕлтурĕç.
 
Çĕнĕ Ульяновскри Ленин лапамĕ-нче уяв картине тăрса юрларĕç, сцена çине Раççей, Çĕнĕ Ульяновск, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», Акатуй ялавĕсене çĕклесе хăпарчĕç. Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Йăла тăрăх, Акатуй ялавне чи хаклă хăнана параççĕ. Кун пек чыса Çĕнĕ Ульяновск хули пуçлăхĕ Геннадий Деникаев тивĕçрĕ. Вăлах салам сăмахĕ каласа уява уçрĕ.
- Халăхсен туслăхне çирĕплетес, кашни халăхăн культурипе йăли-йĕ-ркине аталантарас тесе пирĕн администраци тăрăшса ĕçлет. Акатуй пек халăх уявĕсене эпир яланах хапăл.

Текста малалла вулăр...

Акрăмăр, сӳрерĕмĕр – уява пуçтарăнтăмăр

Мелекесс район чăвашĕсем çураки вĕçленнине чысласа ирттерекен ĕмĕрхи уява облаçра чи малтан пуçларĕç. Çăвăн 23-мĕшĕнче Тури Мелекесс ялĕнче Акатуй иртрĕ.
Икĕ кӳршĕллĕ район (Çĕнĕ Малăклапа Мелекесс) çыннисем хресченĕн тĕп ĕç хатĕрне – сухапуçне тата çĕр ĕçченĕсене чысларĕç, вăйă картине тăрса юрă юрларĕç. Акатуй «Асран кайми аки-сухи» чăваш гимнĕпе пуçланчĕ. Петр Улюкинпа Георгий Борисов сцена умне сухапуç килсе хучĕç.
– Пирĕн район акана чи малтан вĕçлерĕ. Хамăр палăртнă пек 65 пин гектар çине тĕрлĕ культурăсене акса хăвартăмăр,- пуçларĕ салам сăмахне вăхăтлăха Мелекесс районĕн администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Сергей Тойгильдин. – Йăхтăшăмсене çураки вĕçленнĕ ятпа саламлатăп, ăнăçу, сывлăх, тулăх кĕреке сунатăп. Эсир паянхи савăнăçлă уява тивĕçлĕ!
Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов кӳршисене чи юратнă уявпа саламлама килнĕ.

Текста малалла вулăр...

ПĔТĔМ ХАЛĂХ УЯВРА – ЮРĂ-КĔВĔ ТАВРАРА

ЧУН УÇÇИ – ЮРĂРА, ТУСЛĂХРА,
ТУРĂ ПАНĂ ТИВЛЕТ ЧĂВАШРА
 
Ульяновск хулин Чукун çул районĕнчи Винновка ращинче Чĕмпĕр чăвашĕсен 23-мĕш Акатуйĕ иртрĕ.
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев йăлана кĕнĕ йĕркене пурнăçласа уяв ялавне вырнаçтарнă, уява пухăннисене саламланă хыççăн Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен шурсухалĕ Александр Пешне Акатуй кĕллинне халăх патне илсе çитерчĕ.
Чăваш халăхĕн «Алран кайми аки-сухи» мухтав юрри пĕтĕм Винновка ращине тыткăна илчĕ.
Акатуйăн тĕп сцени çине хăпарнă хăнасенчен чи малтан Ульяновск хулинчи Чукун çул районĕн пуçлăхĕ Виктор Воронков сăмах илчĕ. Вăл хăнасене кĕтсе илме яланах хапăл пулнине, уйрăмах чăваш уявĕсем валли вырăн хатĕрлесе пама хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Акатуй, Акатуй, Ака ту та савăн-кул!

Акатуй – ака пуçĕпе çĕр мăшăрланнине палăртса ирттерекен аслă уяв. Ульяновск облаçĕнче ăна чăваш общественноçĕ 1989 çултанпа çĕнĕрен чĕртсе ярса уявлама пуçларĕ. Унччен уяв облаçăн тĕп хулинче кăна иртнĕ пулсан хальхи вăхăтра – чăвашсем йышлă пурăнакан кашни районтах. Тепĕр çĕнĕлĕх те çуралчĕ – кăçал иккĕмĕш хут область Акатуйĕ Ульяновскра мар, районта иртрĕ. Виçĕмçул Мелекесс районĕнчен Акатуй палли Çинкĕл районне куçрĕ.
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче область Акатуйĕ Çинкĕл район центрĕнче иртрĕ.
Облаçри 12 район коллективĕ, Ульяновск хулинчи тăватă ансамбль, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи халăх ансамблĕ пĕр картана тăрса вăйă юрри юрларĕç, уявăн тĕп паллине – сухапуçне сцена умне пырса тăратрĕç. Александр Пешне Акатуй кĕллине каланине куракансем шăп итлерĕç. Район пуçлăхĕ Николай Емельянов Акатуй паллине сцена çине вырнаçтарса тăратрĕ.

Текста малалла вулăр...

Çарăмсан тăрăхĕнче ĕçлĕ халăх САВăнать

Çураки пĕтĕмлетĕвĕсемпе Ульяновск облаçĕнчи Мелекесс районĕ кăçал пĕрремĕш вырăна тухнă. Кун пирки Акатуя уçнă чухне халăха район администраци пуçлăхĕ Владимир Тигин пĕлтерчĕ.
«Акатуй эс — пĕрлĕх туйĕ, туслăх туйĕ Акатуй»,-шăранать Çĕнĕ Майна çийĕн чăваш юрри. Пысăк савăнăçне вĕсемпе пайлама Димитровград, Чĕмпĕр хулисенчен, кӳршĕллĕ Çĕнĕ Малăкла районĕнчен хăнасем килсе çитнĕ.
Ĕлĕкхи чăваш ялĕпе киленме май пур: районти кашни ял тăрăхĕ хăйĕн музей-çуртне «хăпартнă». Чăвашла тăхăннă хуçисем, вĕсен пуян кĕрекеллĕ хуçалăхĕ.
Кивĕ Сахча, Новосёлки, Лебяжье, Çĕнĕ Майна тата ытти ял тăрăхĕсем Акатуй хăнисене хапăл туса кĕтсе илеççĕ, сăрапа, кукăльпе, çăкăр-тăварпа сăйлаççĕ.
Акатуй «Алран кайми аки-сухи» гимнпа пуçланчĕ. Унтан мĕнпур чăваш вăйă картине тăчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].