Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Анне юратать, каçарать, тӳсет...

Çак сăмахсем йăлтах эпĕ каласа паракан хĕрарăм пурнăçне сăнласа параççĕ. Ватлăх енне кайсан ăраскалĕ çапларах килсе тухасса чухлама та пултарман Нина Васильевна Хураськина.
Кашари И.Я. Яковлев уçнă шкулта сакăр класс пĕтерсен вăл ялтан тухса кайса Ульяновскри ПТУра штукатура вĕренет. Ĕç биографине СМУра тытăнать. Хĕр чухнехи шух çулсене аса илнĕ чух унăн сăнĕ çуталчĕ.
-Пулас упăшкапа Николайпа эпир хĕр тантăшăн туйĕнче Кивĕ Сахчара (Мелекесс районĕ) паллашрăмăр. Эпĕ хĕр çумĕччĕ. Вăл – каччăн тетĕшĕ. Коля Куйбышевра стройкăра ĕçлетчĕ, башня кранĕн машинистĕнче вăй хуратчĕ. Часах пирĕн çемье чăмăртанчĕ. Эпĕ — вунсаккăрта, вăл – çирĕм тăваттăра. Ульяновск районĕнчи Кременкере пурăнма тытăнтăмăр. Совхоз хваттер пачĕ. Пирĕн икĕ ывăл çуралчĕ: Игорь тата Юра. 1977 çулта аппа хыççăн Липкине куçса килтĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Турамăш кунĕнче çуралнă

Çамрăк, илемлĕ, хаваслă кăмăл-туйăмлă, çутă ĕмĕтлĕ çемье шăп 35 çул каялла Чăнлă посёлокне куçса килет. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ специалист.
 
Арăмĕ Галина — Ульяновскри политехника институчĕ хыççăн, упăшки Степан – малтан педагогика училищи, кайран Ульяновскри педагогика институчĕ хыççăн. Галина Георгиевна, строительство факультетне пĕтернĕскер, тӳрех иккĕмĕш номерлĕ ПМКра вăй хума пуçлать, Степан Гаврилович – Чăнлăри шкулта ĕçлеме пикенет. Пурăнмалли хăтлă вырăн та пур çамрăк çемьен, веçех йĕркеллĕ, вырăнлă. Юрату туйăмĕ хăйĕн хĕрӳлĕхĕпе тата çепĕçлĕхĕпе ăшăтса тăрать. Çунатлантарать. Анчах та пĕр япала канăç памасть мăшăра. Хĕрарăм ача çуккишĕн кулянать. Вун пилĕк çул пурăнса та ăна амăш телейне туйма май килмест. Трифоновсем пурпĕрех шанчăкне çухатмаççĕ, яланхи пекех пĕр-пĕрне хисеплеççĕ.

Текста малалла вулăр...

Çылăхсене куççульпе çуса яма пулсанччĕ…

Ватăсем пурăнакан çурт умĕн иртсе каймассерен чунра тем хускалать ман. Паян çак ыратăва сирес тесе ун хуçисемпе паллашма васкарăм. Мĕнлерех пурăнаççĕ патшалăх çуртĕнче тĕнчере хăр тăлăх юлнă мăнтарăнсем?
Арçынсем те пур кунта, хĕрарăмсем те; сыввисем те сусăррисем те, кĕл тĕслĕ шурă çӳçлисем те, курăк çине ӳкнĕ ирхи сывлăм евĕр тин пасарма пуçланисем те. Урама, кӳрше-арша ирĕклĕнех тухса çӳреймеççĕ кунта пурăнакансем. Теприсене кăларсан та каяймаççĕ. Куçĕ курман, ури утман çынсене ирĕклĕхпе илĕртеймĕн. Сусăрсемшĕн хăтлă ăшă çурт пурри паха. Кунта тăрăшакан ырă чĕреллĕ медицина ĕçченĕсем вĕсĕмшĕн ывăлĕ-хĕрĕнчен те хаклăрах. Тĕлĕнмелле, анчах та ватăсен çуртĕнче канлĕх тупнисем хушшинче телейсĕррисене курмарăм. Ахалех иккĕленнĕ эп, кунта килсе янă пархатарсăр ачисене чунăмра вăрçнă.

Текста малалла вулăр...