Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вĕренӳ пысăк вырăн йышăнать

Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче вунпĕ-рмĕш класра вĕренекен Ангелина Леонидовна Адамова 2016 çулта облаçри «Сарпике» конкурсра çĕнтерсе Шупашкарта иртнĕ Раççей «Чăваш пики» илемлĕх ăмăртăвĕнче пирĕн область чысне хӳтĕ-лерĕ.
Илемĕпе те, хăйне тыткаланипе те, сцена çинче пултарулăхне кăтартма пĕлнипе те ытти конкурсанткăсенчен (пурĕ 32 хĕр хутшăннă) самай уйрăлса тăнă Ирçел пики. Çавăнпа жюри ăна конкурса хутшăннă Чăваш Ен тулашĕнчи чиперккесенчен чи пултарулли тесе палăртнă.
Ангелина Адамова 1999 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ Татьяна Васильевна почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурать, ашшĕ Леонид Николаевич – 113-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ. Адамовсен çемйинче икĕ хĕр. Ангелина асли. Иккĕмĕш хĕрĕ Вика 4-мĕш класра вĕренет. Иккĕшĕ те «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренеççĕ.
Хăйне Ангелина питĕ çемçе чунлă та ачаш туйăмлă тесе хак парать.

Текста малалла вулăр...

Алена – шкул дружинин председателĕ

Алена Белова Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕ-нче 8-мĕш класра вĕренет. Пултаруллă хĕрача иккĕмĕш класран «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кашни вĕренӳ çул вĕçĕнче шкул дирекцийĕ ăна Мухтав хучĕ парса чыслать.
Алена шкулти, районти, облаçри, Раççейри тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнать. 2015, 2016 çулсенче районти чăваш чĕлхи олимпиадисенче 1-мĕш вырăн йышăннă, иртнĕ çул литературăпа, таврапĕлӳпе призлă вырăн илнĕ. Районти «Йăх историйĕ - çĕршыв историйĕ» фестивале хутшăнса Тав çырăвне тивĕçнĕ. Пиллĕкмĕш класран Раççейри «Русский Медвежонок» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнать, тĕнчери «Кенгуру» математика конкурсĕнче – иккĕмĕш пусăмлă диплом илет.
- Эпĕ шкула питĕ юрататăп, мĕнпур общество ĕçне хутшăнма тăрăшатăп. Дружина председателĕ пулнă май шкулти нумай мероприятие хам хатĕрлесе ирттеретĕп, дружинăн канашлăвне пухатăп.

Текста малалла вулăр...

Аптекăран çын татăлмасть

Ульяновск районĕнчи Семеновка ялĕнче пурăнакан Юля Старкина ĕçе куллен тенĕ пек Чăнлă поселокне çӳрет. Хĕрача – фармацевт. Вăл аптекăра вăй хурать.
- Манăн анне Татьяна Васильевна Семеновкăрах çуралса ӳснĕ. Атте Геннадий Геннадьевич Николаевка районĕнчен. Вĕсем атте ку тăрăха ĕçлеме килсен паллашнă. Кунтах тĕпленнĕ. Пирĕн çемьере виçĕ ача. Манăн тетесем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Эпĕ хальлĕхе çемье çавăрман-ха, - кĕскен паллаштарать Юля çемйипе.
Хĕрача икĕ класс юнашар Шумовка ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Виççĕмĕш класран вара Чăнлă шкулне куçнă. Куллен кунта ăна ашшĕ леçнĕ. Çӳреме йывăр пулнипе Юля тăхăр класс хыççăн шкултан кайса професси илме шутлать. Малтан Ульяновскри фармакологи колледжĕнчи «Сестринское дело» уйрăмне заявлени парать. Кайран фармацевт уйрăмне куçать.
- Эп медсестра пулас тенĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

Пĕрремĕш пулассишĕн тăрăшать

Роман Алексеев Çĕнĕ хулари 20-мĕш лицейра вĕренет. Каччă кăçал 11-мĕш класа куçнă.
Роман Алексеев пĕрремĕш класранах «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пырать. Халĕ те вăл ударник.
Шкул пĕтерсен вăл тухтăр профессине алла илме ĕмĕтленет. Хирург пуласшăн. Çавăнпа шкулта лайăх пĕлӳ илессишĕн питĕ тăрăшать. Юратнă предмечĕсем унăн – химипе биологи.
Вĕренӳсĕр пуçне Роман Алексеев спортпа питĕ туслă. Яштака та илемлĕ каччă хăрушă велосипед спортне – даунхилл - килĕштерет. Ку спорт – ту çулĕсемпе иртекен, чăрмавсене çĕнтерсе пымалли велочупу. Спортсменсем йывăр трассăна маларах парăнтарса тухассипе ăмăртаççĕ.
-Даунхилпа эпĕ виçĕ çул каялла паллашрăм та интересленме пуçларăм. Эп ачаллах велосипедпа ярăнма юрататтăм. Юлташсемпе трасса çине тухса пĕр-пĕринпе ăмăртма кăмăллаттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Ачасемпе ĕçлесшĕн

Алена Волынщикова Чӳрекел шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренет. Пултаруллă хĕрача пĕрремĕш класранах «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Вĕренӳре уншăн яланах аппăшĕ – Марта тĕслĕх пулнă.
 
- Эпĕ хамăр вĕрентекенсене питĕ хисеплетĕп. Учительсем пире ялан пулăшаççĕ, кашни пуçарăва ырлаççĕ, хăйсен ачисем пек юратаççĕ. Эпĕ шкулти пур предмета та кăмăллатăп. Уроксене хатĕрленсе килмесен çавăн пек ырă учительсен умĕнче намăс пек туйăнать, - каласа парать Алена.
Пушă вăхăтра хĕрача амăшĕпе пĕрле апат пӳлĕмĕнче аппаланма юратать: Интернетри рецептсемпе тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе пăхать, вĕсене сĕтел çине илемлетсе лартать. Шкулти кружока çӳресе Алена тĕрлеме, çыхма вĕреннĕ. Тата вăл сăн ӳкерессипе кăсăкланать: çутçанталăка, уявсемпе мероприятисене фотоаппаратсăр тухмасть.

Текста малалла вулăр...

Пушă вăхăтра ӳкерме юратать

Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Настя Садовникован амăшĕ мордва, ашшĕ чăваш.
Ялта çуралса ӳснĕ пулин те хĕрача чăвашла таса калаçаймасть, çапах та чăваш чĕлхипе культурин кружокне тата «Шăпчăксем» ансамбле хавхаланса çӳрет. Унта ăна чăваш чĕлхине вĕренме май пурри савăнтарать.
- Аннепе атте килте пирĕнпе, йăмăкпа иксĕмĕрпе, ытларах вырăсла калаçаççĕ. Чăвашла вĕренме мана юрăсем юрлани нумай пулăшать, - тет Настя.
Настя Садовникова пĕрремĕш класранпах «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет. Юратнă предмечĕсем унăн – математика тата вырăс чĕлхи. Çак предметсемпе Раççей тата область шайĕнчи тĕрлĕ конкурса кашни çулах хутшăнать хĕрача. Яланах пысăк баллсем пухать. Пушă вăхăтра вара Настя ӳкерет.
-Хам астăвассах алла кăранташ тытса ӳкереттĕм.

Текста малалла вулăр...

Классиксене вулама юратать

Ольга Киверова Майна районĕнчи Чӳ-рекел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет.
Пĕрремĕш класран тытăнсах унăн дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Юлашки çулсенче вăл - отличница.
-Эпĕ математика тата географи предмечĕсене питĕ юрататăп. Хаваспах чăваш литературипе культури кружокне çӳретĕп. Шкулти ансамбльте юрлатăп. Уйрăмах чăваш юррисем килĕшеççĕ.
Тĕрлĕ мероприятисенче сăвăсем калама кăмăллатăп. Пушă вăхăтра аннене хуçалăхра пулăшатăп. Кайран вара алла кĕнеке тытатăп. Классиксене вулама питĕ юрататăп. Уйрăмах А.С. Пушкинăн повеçĕсем кăмăла каяççĕ. Хăшĕсене икшер хут вулатăп, хальхи вăхăтра А.С. Грибоедовăн «Горе от ума» произведенине шĕкĕлчетĕп, - каласа парать Ольга.
Ольга Киверова пуçламăш класранпах «Канаш» хаçатпа тачă çыхăну тытать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш ачи шкул чысне хӳтĕленĕ

Вунтăватă çулхи Михаил Рахманов Павловкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 2-мĕш тĕп шкулта 8-мĕш класра ăс пухать, «пиллĕк» паллăпа çеç вĕренет вăл. Спортпа питĕ туслă. Шкул командисенче волейболла, баскетболла, теннисла вылять. Хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Шахмат секцине çӳрет. Шахматла выляма ăна ашшĕ вĕрентнĕ.
 
- Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче ытти çулсенчи пекех олимпиадăсене хутшăнма хатĕрлекен шкул командине илчĕç. Ноябрь уйăхĕнче физкультурăпа иртнĕ район олимпиадинче хама кăтартмалла пулчĕ. Ун валли çав тери тăрăшса хатĕрлентĕм. Тĕрлĕ спорт вăййисене - волейбол, баскетбол – еплерех ирттермеллипе çыхăннă çивĕч ыйтусем нумайччĕ. Тĕрĕс хуравласа эпĕ Павловка район шкулĕсенчи ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Мана Лидия Петровна Гусева вĕрентекен хатĕрлерĕ. Унтан тепĕр олимпиадăна хутшăнма тиврĕ.

Текста малалла вулăр...

Çамрăксен тăван халăх культурине юратмаллах!

Илĕртӳллĕ те хӳхĕм чăваш пикине Елена Серебрякована Ульяновск облаçĕнче иртекен мероприятисенче тăтăш курма пулать. Чăваш ташшин ăсти теççĕ ун çинчен.
Елена Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче ĕçчен те пултаруллă чăвашсен çемйинче çуралнă. Ачаранах чăваш культурипе, ӳнерĕпе, юрри-ташшипе киленсе ӳснĕ. Пур енлĕ пултарулăхĕ хĕрачан Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕ-нче вĕреннĕ чухне пушшех аталаннă. Вăл вĕренӳ отличникĕ те, чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадисен çĕнтерӳçи те, сарпики те, мухтавĕ те пулнă. Эпир ăна пĕрре çеç мар Чăвашкасси Культура çурчĕн сцени çинче чуна витермелле сăвă вуланине, Çĕнĕ Ульяновскра Чăваш культурин кунĕнче «Шуçăм» (ертӳçи ун чухне Родион Кирилловччĕ) юрри-ташшипе савăнтарнине курнă. Лена пĕррехинче Ульяновскра иртнĕ регионсем хушшинчи Акатуя ертсе пынăччĕ.

Текста малалла вулăр...

Тăван çĕршыврах юлатăп

Раççейре çуралнипе эпĕ мухтанатăп. Манăн мăнаçлă Тăван çĕршывăм хамăн крыльцаран тытăнать те вĕçсĕр-хĕрсĕр малалла тăсăлать.
 
Пирĕн ялтан çулсем тухса пайланаççĕ те тĕрлĕ енне тăсăлаççĕ. Пĕр çулĕпе этем çӳрет, тепри - трактор гусениципе пулнă, виççĕмĕшĕ - йывăр техникăна пула çĕмĕрĕлнĕ. Тимлĕрех пăхсан кайăк-кĕшĕк йĕрне те курма пулать вĕсен хушшинче.
Эпĕ çакăнта çуралнă. Çак çулсен пуçламăшне те, вĕçне те ачаранах пĕлетĕп. Раща витĕр кайсан йывăçсен юррине итлетĕп, çаран çине тухсан вĕлле хурчĕсем сĕрлени хăлхана кăтăклать.
Вĕçен кайăксем, эсир мана хăвăр хыççăн кăнтăра кайма ан чĕнĕр! Эпĕ юратнă çарансемпе хирсенчех, вăрмансемпе уçланкăсенчех юлатăп.
Акă умра тарăн çырма. Граждан вăрçи вăхăтĕнче кунта хĕрӳ çапăçусем пынă. Тутăхнă хĕç-пăшал пайĕсене паян та курма пулать.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла таса калаçать

Анастасия Прокопьева Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Вырăнти Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА ачасем валли йĕркелекен пĕр уявран та юлмасть хĕрача.
 
- Настя – пирĕн шкул мухтавĕ, «Чăваш халăхĕн историйĕ, культури тата йăли-йĕрки» кружока çӳрекен 12 ачаран чăваш чĕлхипе чи таса калаçакансенчен пĕри. Унăн ашшĕ-амăшĕ килĕнче чăвашла пуплет. Иртнĕ вĕренӳ çулĕ-нче Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата вĕренӳ центрĕ пирĕн шкулта облаçри тăван чĕлхе вĕрентӳçисен ăмăртăвне ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисем Чăваш культура центрĕнчи чăваш класĕнче уçă уроксем пачĕç. Настя Прокопьева, хула шкулĕнче вĕреннине пăхмасăр, жюрие хуравсене чăн-чăвашла калăпланипе тĕлĕнтерчĕ, учительсене çăмăллăхсем кӳчĕ, - каласа парать вĕрентекенĕ Мария Карпова.

Текста малалла вулăр...

Яковлев Халалне тĕпе хураççĕ

Ксения Узалуковапа Кристина Шубина Ульяновскри 56-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пĕр класра вĕренеççĕ, уроксем хыççăн та ялан пĕрле. Саккăрмĕшсем вĕсен туслăхне ăмсанаççĕ те тепĕр чух, паянхи саманара чăн-чăн юлташ тупма çăмăл маррине чухланăран тантăшсемшĕн савăнаççĕ.
Пикесем – шкулти халăх хорĕн солисткисем. Вырăс юррисене те, чăвашлисене те пĕр пек ăсталăхпа шăрантараççĕ. Уроксем вĕçленнине пĕлтерекен шăнкăрав хыççăн музыка шкулне васкаççĕ. Хĕлле тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене, конкурссене хутшăнаççĕ, хăйнеевĕр тарăн шухăшлă проектсем хатĕр-леççĕ. Хĕрачасем иккĕшĕ те 5-мĕш класран пуçласа тăван шкулти Людмила Благороднова ертсе пыракан «Чăваш культури» кружока çӳреççĕ. Чăвашла илемлĕ юрлаççĕ, ташлаççĕ. Сăвă калама та маçтăр. Людмила Кузминична мухтанать юратнă вĕренекенĕсен ăнăçăвĕсемпе, пултаруллă пулнипе, хăйне пулăшнипе мăнаçланать.

Текста малалла вулăр...

Шăрçа ăсти

Çак хĕре облаçри чăваш уявĕнче пĕрре çеç мар курнă.
Вăл яланах чăваш тумĕпе, курма пынисене хăй ăсталанă
алĕçĕпе савăнтарать. Екатерина Кирюшкина вĕтĕ
шăрçаран çуха, масмак, ама таврашĕ ăсталать.
Тĕслĕ хăюсенчен мĕн кăна явмасть вăл. Вăл тĕрлет те,
тĕрлĕ çипсемпе тĕртет те.
Кăçал вăл 10-мĕшне каять.
Ал ăсти кăна мар Катя, ташă-юрă ăсти те. Уйрăмах ташлас туртăм унра пысăк. Ташă ăсталăхне вăл 1-мĕш класранах туптать. Паян та Ялавăрти Культура керменĕнчи ташă ушкăнне хаваспах çӳрет. Ертӳçи – Светлана Ильдейкина. Пултаруллă ушкăна ялти, районти кашни пысăк мероприятиех чĕнеççĕ. Облаçри сценăсем çинче те пулаççĕ артистсем.
Шкул пĕтерсен кам пулма ĕмĕтленетĕн тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
– Учитель пулас туртăм пур.

Текста малалла вулăр...

Хĕвел куллиллĕ хĕрача

Даша Миронова Чăнлă районĕнчи Норовка шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренет. Хăйĕн вĕрентекенне – Любовь Александровна Топтыгинана хисеплет. Дашăн дневникĕ çинче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Чи юратнă предмечĕ – вырăс литератури.
 
Даша – Аслă Нагаткинта Лянкинсем опекăна илнĕ хĕр. Хăй çак çемьене лекнишĕн питĕ савăнать вăл.
-Эп телейлĕ ача. Манăн веçех пур: юратнă кил-çурт, аннепе атте (Лянкина Людмила Владимировнапа мăшăрне çапла чĕнет), кукамайпа кукаçи (Елена Николаевнапа Владимир Ильич Лянкинсем), пурăнакан кил-çурт çутă, таса та ăшă, килте хамăн пӳлĕм, компьютер, пуканесемпе ытти теттесем нумай. Эпĕ питĕ пысăк пуканесемпе выляма юрататăп. Çавăнпа кукамай мана вĕсене туянса парать. Уроксене вĕренме пур майсем те туса панă мана. Тăван пиччесем пĕрле пурăнаççĕ, мана йывăрлăхсенчен хӳтĕлеççĕ, юратаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Музей – хăй пĕр тĕнче

– Манăн çуралнă çĕршыв – Тутарстан Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Кушкă ялĕ. 1981 çулта пирĕн çемье Чĕмпĕр хулине куçса килчĕ. Мана ача садне вырнаçтарчĕç. Эпĕ вырăсла пĕр сăмах та пĕлместĕп. Атте мана каçхине илме килсен унран воспитательница: «Сирĕн хĕрĕр чĕлхесĕр-им/» – тесе ыйтнă. – Çук, – хуравланă атте, – вăл вырăсла пĕлмест».
 
Пирĕн няня чăвашчĕ. Вăл мана шеллерĕ ахăр, мана вырăсла калаçма вĕрентрĕ, – кула-кула аса илет Ирина Михайловна.
Пĕрремĕш класа вăл Радищев урамĕ-нче 4-мĕш шкула кайнă. Ку тĕле вырăсла ыттисенчен начар мар пĕлнĕ. Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Шкул пĕтерсен аттестатра виçĕ «4» паллă çеç пулнă. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине, геометри предмечĕсене килĕ-штернĕ хĕр.
– Манăн воспитатель е учитель пулас килетчĕ.

Текста малалла вулăр...

Кукăль пĕçерме юрататăп

Вăта Тимĕрçен вăтам шкулĕнче ачасен апатланăвне кирлĕ таран тимлĕх уйăраççĕ. Апат пĕçерекенсем пысăк çĕкленӳлĕхпе ĕçе килеççĕ. Сăлтавĕ те пур: вĕсен патне практикант килнĕ. Çăмраклăх ахаль те хăй илемлĕ. Кунта тата пике çĕнĕ рецептсен кушелĕпе килсе çитнĕ. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕ «вĕресе» тăрать унра. Мĕнпурĕпе кăсăкланать Ольга Белозёрова, хăй пĕлнине çынсене каласа пама хатĕр.
Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен пики технолог пулас килнипе Ульяновскри техника колледжне вĕренме кĕрет. Паян виççĕмĕш курс студентки вăл. Хавхаланса апатлану технологийĕн специальноçне ăса хывать. Тăван шкула практикăна килме май пуррине пĕлсен чунĕнчен савăнать.
Акă халь юратнă шкул ытамĕнче вăл. Хăй мĕн вĕреннине ĕçре туптать.
—Колледжра пире апата пĕçернĕ чухне мĕнле технологие пăхăнмаллине, мĕнле савăтра хатĕрлемеллине вĕрентеççĕ,- каласа парать Ольга Николаевна.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла калаçатпăр, юрлатпăр, ташлатпăр

Наталья Портнова Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Наталья — класс старости, класс ертӳçин пулăшаканĕ.
Чипер пике юрлама-ташлама ăста. Пĕлӳ çуртĕнчи пĕр уяв, концерт та çак илемпе тĕлĕнтерме пултаракан чăваш хĕрĕсĕр иртмест. Чĕлхи те çепĕç, япшар ун. Шкулти мероприятисен сценарийĕсене çырать, тантăшĕсене ташă хусканăвĕсене, сăвă-юрă сăмахĕсене вĕрентет.
Чи юратнă урокĕсем – чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури. Шкул хыççăн юриста вĕренме каясшăн Наташа. Анчах та çак кăмăл-шухăш ăна чĕлхесене вĕренме чăрмантармасть, ĕмĕтне çывхартма пулăшать.
Хĕрача Пухтел шкулĕнчи хастар яшсемпе пикесен «САМиД» пĕрлĕхне ертсе пырать. Шкулта спорт ăмăртăвĕсем çеç мар, ăс-хакăл, юрă-ташă енĕпе те хăйнеевĕр интереслĕ конкурссем ирттереççĕ вĕсем.

Текста малалла вулăр...

Яла таврăнмалла

«2000 çултанпа пирĕн ялта пĕр çамрăк та çурт лартман. 107 пушă çурт. Çамрăксем юлмаççĕ? Ĕç çукки пуль тĕп сăлтавĕ. Пурăнаканнисем те пирĕн пеккисем кăна», - терĕ ял ватăлса пынăшăн кулянса Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашран килнĕ Пётр Долгов.
Çакăн пек лару-тăру пĕр Çĕнĕ Улхашра кăна мар. Çĕршывĕпех ялсем кивелсе те пĕтсе пыраççĕ. Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хуланалла туртăнать. Унта пурăнмалли çук пулин те ĕçĕ пур. Ялта пысăк çурт пур çĕртен хулара хваттере тара илсе, пысăк укçа тӳлесе пурăнаççĕ, çапах тăван йăвана таврăнма васкамаççĕ.
Çамрăксене яла илĕртес тесе патшалăх тĕрлĕ программăсем шутласа кăларнă. Çамрăк специалистсене – вĕрентӳçĕсемпе тухтăрсене, ял ĕçченĕсене – яла ĕçлеме кайсан миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарать. Анчах пурĕпĕр яла кайса пурăнассишĕн черет тăракан çамрăксем курăнмаççĕ-ха.

Текста малалла вулăр...

Пире туслăх пĕрлештерет

Светлана Ширтанова Чăнлă районĕнчи Пухтел вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет.
Кĕнеке вулама юратать. Пуринчен ытла физикăпа алгебра урокĕсене кăмăллать хĕр. Çак предметсемпе тĕрлĕ ăмăртусене, ăс-хакăл викторинисене хутшăнать. «5» паллăсемпе вĕренет. Чăваш чĕлхипе литературине ытараймасть, пĕр йăнăшсăр çырать. «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар» конкурс-фестивальсе не пĕрре мар хутшăннă, халăха сăвă вуласа килентернĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Нина Кушты мухтаса пĕтереймест тăрăшуллă вĕренекенне.
Светлана ăс пухакан класс шкулта чи пысăкки шутланать. Шучĕпе вун пилĕк ача. Ун ертӳçи — Елена Винокурова. «Елена Владимировна акăлчан чĕлхине вĕрентет. Пире пур енĕпе те пулăшать вăл, класс тулашĕнче ирттермелли темле мероприяти те шутласа кăларать,-терĕ пултаруллă хĕр. - Класс туслă, пуçаруллă пулнинче те юратнă класс ертӳçин тӳпи пур.

Текста малалла вулăр...

Яшсемпе хĕрсене çара хатĕрлеççĕ

Кивĕ Улхашри вăтам шкулта çар тата патриот клубĕ ăнăçлă ĕçлет. Унта 5-8-мĕш классенче вĕренекен 15 ача (вĕсен хушшинче тăватă хĕрача) çӳрет. «Катюша» ят панă вĕсем ăна. Клуб ĕçне çак шкулта вĕрентӳçĕре, унтан директорта нумай çул вăй хунă Михаил Микка ертсе пырать. Званипе вăл – ракета çарĕн капитанĕ.
 
- Çар тата патриот клубне йĕркелес шухăш манăн унчченех пурччĕ. Ачасене патриотла воспитани пани, çар вăрттăнлăхĕсене хăнăхтарни тата этеплĕх нормисене ăса хывни пулас салтаксемшĕн питех те кирлĕ.
Кăçалхи Тăван çĕршывăн хӳтĕлевçин кунĕнче (нарăсăн 23-мĕшĕ) пирĕн шкула хамăр районăн Хисеплĕ çынни (Кунтикав каччи), пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Николай Лазарев хăйĕн пысăк мар ушкăнĕпе килчĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.