Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Патвар – пур ĕçре, хастар – вĕренӳре

«Шан мана, салтакăм, чун юратнă тусăм, эс сăмах парсаччĕ ĕмĕр манмасса. Çул çинчен каймасть халь тараватлă куçăм, пĕрмаях кĕтетĕп эс таврăнасса» («Праски инке хĕр парать» юрă-ташăллă камит валли Анатолий Чебанов поэтпа Юрий Кудаков композитор калăпланă «Шан мана, салтакăм» юрăран), - тесе юрлаççĕ пулĕ паян инженерипе техника çар институтĕнче пĕлӳ илекен Дмитрий Золиков курсанта куç хывнă Чĕмпĕр Ен пикисем.
 
Çирĕм пĕррери сăпай та патвар яшпа – Дмитрий Юрьевич Золиковпа, кукашшĕ – Чĕмпĕр тăрăхĕн паллă таврапĕлӳçи Иван Моисеевич Кирпичников - паллаштарчĕ.
Камăн хăпартланса мухтанас, савăнас килмĕ-ха пур енчен те тĕслĕхлĕ мăнукĕпе! Редакци тĕпелне килнĕ çамрăк кукашшĕ çинчен яваплăха сирсе хăй çинчен хăех каласа пама килĕшрĕ.
- Эпĕ Ульяновскра çуралнă пулин те ачалăхăм ялта – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте – иртрĕ темелле.

Текста малалла вулăр...

Ӳркенмен ăста пулать

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççĕ. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчи Быковсен çемйинче те çапла. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех хастар.
Улттăмĕш класра вĕренекен Матвей тăхăр çултанах бокс спорчĕн ăсталăхне вĕренет. Эрнере виçĕ хутчен Кашаран Чăнлă посёлокне трениров-кăсене çӳрет. Кунта ăна ашшĕ Александр Владимирович кайма сĕннĕ.
Çемьери кĕтнĕ ачи, ывăлĕ çуралсан (аслисем икĕ хĕр), хăй пекех вăйлă спортсмен пултăр тенĕ. Хальлĕхе Матвей шанăçне пĕтермен. Арçын ача çуллахи каникулта та, вĕреннĕ вăхăтра та спорт пирки манмасть. Боксра чăтăмлăх кирлине, сывламалли органсене аталантармаллине пĕлет вăл, сывлăш пӳлĕнсе ларсан хирĕç кĕрешекене ниепле те çĕнтерейместĕн. Çавăнпа та çăмăл атлетика унăн пысăк тусĕ. Матвей çулла çуран чупать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрать. Шкулта та пур предметсемпе лайăх ĕлкĕрсе пырать.

Текста малалла вулăр...

Чăваш хĕрĕ – çар çынни

Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин-Саплăк хĕрĕ – Елена Васильевна Семёнова – 2005 çулта лайăх паллăсемпе вăтам шкултан пĕлӳ илсе тухать те Ульяновскра вырнаçнă Раççей патшалăх университечĕн уйрăмне вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн пултаруллă ентешĕмĕре Мускав облаçĕнчи Балашихăра вырнаçнă оперативлă пĕлтерĕшлĕ çар дивизинче бухгалтер ĕçĕсене пурнăçлама яраççĕ. Еленăна çар службин пĕрремĕш çулĕнчех командирсем лайăх енчен палăртма тытăнаççĕ. Чăваш хĕрĕ Тав çырăвĕсене, грамо-тăсене тивĕçме тытăнать. Пуçлăхĕ – Зинин полковник – Алёшкин-Саплăка Елена ашшĕ-амăшĕ патне Тав çырăвĕ те янă. Манăн пуçăмра вара çак хĕрача çинчен сăвă йĕркисем çуралчĕç.
 
Ачаран маттур вăл, чĕрĕ,
Ĕç тесен парать чунне.
Çеçке сăнлă чăваш хĕрĕ
Тăхăнать салтак тумне.

Текста малалла вулăр...

П у ш а р

1966 çул. Урамра шăрăх çанталăк тăрать. Колхозниксем хирте чĕкĕнтĕр çумлаççĕ. Хăшĕсем пĕтернĕ, хăшĕсем пĕтереймен-ха. (Вăл вăхăтра чĕкĕнтĕре хуçалăхсенче пысăк лаптăк çинче лартса ӳстернĕ). Кашни ĕçлекенех пылак тымара пĕр е икĕ гектар таранах уйăрса панă. Çавăнпа та пулĕ ĕçлекен çынсен килĕнче пилĕк-ултă михĕ сахăр песукĕ тăнă.
Ачасем валли те садиксем пулман. Вĕсене кунĕпенех килте хăварма тивнĕ. Пысăкраххисем кĕçĕннисене пăхнă, аслашшĕ-асламăшĕсем çамрăк çемьесене пулăшнă. Кӳршĕ-аршăсем те пăхкаласах тăнă. Вут-кăвартан хăранă. Шел пулин те, аслăраххисем шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăрахса выляма кайни те пулнах. Ача – ачах. Шыва кĕме каясси те шăпăрлансене илĕртсех тăнă.
Манюкпа Микулай васкасах чĕкĕнтĕр пайне çумласа пĕтернĕ те вăрмана хĕл валли вутă хатĕрлеме кайма шутланă.

Текста малалла вулăр...

Кантăмăр та, ăмăртрăмăр та

Акă нумай çул ĕнтĕ Чăнлă районĕнчи Покровски вăтам шкулĕнче çуллахи канупа сиплев лагерĕн кăнтăрлахи смени ĕçлет. Ĕлĕк вăл «Орлёнок» ĕçпе кану лагерĕччĕ. Юлашки тăватă çул шкул никĕсĕнче ĕçлекен кăнтăрла канмалли «Пчёлка» лагерь.
Лагерьте пуçламăш тата вăтам классенче вĕренекен ачасем канчĕç. Тавлашусăр тумалли тивĕçсенчен пĕри – канăва тăлăхсене, итлемен, тертлĕ ачасене, нумай ачаллă тата чухăн çемьесенчи шăпăрлансене явăçтарассиччĕ.
Ăс парас ĕçĕн центрĕ ача тата вăл пурнăçлама ăнтăлакан ĕç шутланать. Кашни ача лагерьте пулнишĕн хĕпĕртет. Кунта вăл çĕнĕ пĕлӳ илет, ырă ĕçсем тума хăнăхать, опыт пухать. Ку вăл аслисем лагерьти ĕçе ăнăçлă йĕркеленипе тӳрремĕнех çыхăннă.
Кăçал шкул çумĕнче пĕр смена анчах йĕркелерĕмĕр. Тĕп тематикăна спортпа тата экологипе çыхăнтарнипе ку енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

Юрий КАРИМОВ: «Çурт-йĕр тăвакан пулма ĕмĕтленетĕп»

Вĕренӳре ăнăçлăн ĕлкĕрсе пырать. Шанчăклă юлташ. Компьютерпа туслă. Спорт унăн кулленхи пурнăçĕнче - пĕрремĕш вырăнта. Александр Пушкин поэзийĕпе кăсăкланать. Пĕтĕмĕшле палăртсан Юрий Каримов – Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕн тĕслĕхлĕ вĕренекенĕ тата спортсменĕ.
Светлана Юрьевна (суту-илӳ ĕçченĕ) тата Андрей Владимирович (çурт-йĕр хăпартакан) Каримовсен çемйи пысăках мар: Юрий (8-мĕш класс вĕренекенĕ), Кирилл (кăçал пĕрремĕш класс пĕтерет) тата çитмĕлтен иртнĕ амăшĕ-асламăшĕ. Çемье туслăхпа килĕштерӳ, сăпайлăхпа ĕçченлĕх енчен палăрса тăрать. Каримовсем шкулпа тачă çыхăннă.
Саккăрмĕш класс ертӳçи – Нина Николаевна Кушты – вĕренекенĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă май уйрăмах Юрий Каримов çине пусăм тăвать:
- «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Юратнă предмечĕсем – физкультура, чăваш, вырăс чĕлхипе литератури, алгебра.

Текста малалла вулăр...

Чăваш кĕнекисене юратса вулать

Симĕс Раща шкулĕнчи саккăрмĕш класра вĕренекен Снежанна Чернова чăн-чăн чăваш çемйинче çуралнă.
Амăшĕ Светлана Николаевна Тутарстанри Пăва районĕнчи Хирти Кушкă ялĕнчен, çĕвĕç. Ашшĕ Юрий Иванович Чăваш Республикинчи Патĕрьелĕнчен, ăста платник. Сухая Долина ялта пурăнакан Черновсем килĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ. Çавăнпах пулĕ хĕрача чăваш йăли-йĕркине лайăх пĕлет, тăван чĕлхене вĕренет, культурипе, литературипе интересленет, чăвашла кĕнекесем вулать. Чăваш кружокне те вăл пирĕн шкула килсенех çырăнчĕ.
Снежанна Симĕс Раща шкулĕнче 2004 çултанпа вĕренет. Куллен шкула кӳршĕ ялтан çӳреме тивсен те (хăш-пĕр чухне çуран та) хĕрача пур предметсемпе те «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна илет.
Шкулти, районсенчи, облаçри мероприятисенче те час-часах курма пулать ăна.

Текста малалла вулăр...

АСĂНУ хăми уçнă

Тереньга районĕнче Афганистанпа Чечня вăрçисенче 5 салтак пуçне хунă. Вĕсене нихăçан та манманнине палăртса тăваттăшне халалласа хăйсем вĕреннĕ шкул стенисем çине асăну хăмисем çирĕплетнĕ.
Нумаях пулмасть Молвино ялĕнче çуралса ӳснĕ, Патуел шкулĕнче вĕреннĕ Вячеслав Фёдорович Иванов ячĕпе асăну хăми уçăлнă.
1945 çулта çуралнă Вячеслав Иванов офицер – Афган çĕрĕ çине пĕрремĕш кĕнисен шутĕнче. Анчах 1980 çулхи çĕртмен12-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă.
Ют çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли кун асăну хăмине уçма Патуел ялне Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн облаçри ертӳçи Николай Лазарев, халăха патриотла воспитани паракан центрăн тĕп специалисчĕ Борис Накладов, Тереньга район пуçлăхĕн çумĕ Елена Петрова, Тереньга хула тăрăхĕн депутачĕсен канашĕн председателĕ Геннадий Антонов, «Боевое братство» организацин районти уйрăмĕн ертӳçи Николай Оброков тата ыттисем килсе çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

Çамрăк ăру тĕрĕслĕхе пĕлтĕр

Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновскри уйрăмĕ, халăха патриотла воспитани парассипе ĕçлекен центр çамрăк ăрăва çĕршыва юратма вĕрентес, асаттесемпе кукаçисен, аслă пиччесемпе аттесен вăрçăри паттăрлăхне мантарас мар тесе 2007 çултанпа облаçри шкулсенче, училищĕсемпе вулавăшсенче, музейсенче «Хăюлăх урокĕсем» ирттереççĕ.
-Иртнĕ çул облаçра 30 ытла «Хăюлăх урокĕ» йĕркелерĕмĕр. 2013 çулта «Боевое братство» çакăн пек уроксене Чăнлă районĕнчи шкулта ирттерме палăртрĕ. Кашни шăматкун эпĕ тата пирĕн организацире тăракансем – Г.П.Ермилов (Чăнлă районĕнчи «Боевое братство» пĕрлĕхĕн уйрăмне ертсе пырать), Н.Н.Белов, П.А.Крышуков, А.В.Фомичёв, М.М. Абушаев, С.А.Плюха, В.А.Смирнов, облаçри халăха патриотла воспитани паракан центрăн специалисчĕ Б.А.Накладов вĕренӳ заведенийĕсенче пулатпăр.

Текста малалла вулăр...

Вадим спортпа туслă

Чӳрекелсем çырас ăсталăхпа кăна мар, ытти енĕсемпе те палăраççĕ. Тĕслĕхрен, тăххăрмĕш класра вĕренекен Вадим Ульянов шкул ятне спорт енĕпе çĕклет.
Вадим чупассипе пысăк ӳсĕмсем тăвать. Шкулта ăна çитекен çук. Кăçал та вăл Майнăра иртнĕ район ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унăн кăкăрне икĕ медаль илемлетет.
Вадим кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăнать. Унăн ашшĕ-амăшĕ—хулара. Кукамăшĕ каланă тăрăх, Вадим килте пĕрремĕш пулăшаканĕ.
Ялта çут çанталăк газĕ çуккипе кил-çурчĕ вутăпа хутăнать. Сивĕ кунсем çитсен пӳлĕмсем каланккасемпе ăшăнаççĕ. Вадим вутă хатĕрлеме пулăшать, пӳрте шыв ăсса кĕрет.
-Вадим ачаранах пирĕнпе пурăнать. Пахча ĕçĕнче, аптека, лавкка таврашне те вăлах чупать,- тет кукамăшĕ мăнукĕ çине ăшшăн пăхса.– Телее, вăл каçхине урама тухса ашкăнса çӳремест.

Текста малалла вулăр...

Кĕтнĕ çĕре чун туртать

Чӳрекелне кайсан салтак тумне хывма ĕлкĕреймен каччăпа — Владимир Ульяновпа — паллашма тӳр килчĕ. Вăл шкула кĕçĕн класра вĕренекен йăмăкне илес тĕллевпе кĕнĕччĕ. Унăн амăшĕ те çак шкулта ĕçлет. Ачасене куллен техĕмлĕ апат пĕçерсе тăрать.
Владимир Чӳрекелĕнче тăхăр класс пĕтерсен Ульяновскра электросварщик специальноçне алла илнĕ. Салтака каяс умĕн «Союзстрой» уçă обществăра вышкăсен хушшинчи çыхăнăва йĕрлесе тăраканра ĕçленĕ.
Вунсаккăр тултарсан вăл çĕршывăмăр умĕнчи салтак тивĕçне пурнăçлама тухса каять. Володя Краснодар крайĕнчи Армавирта сывлăш çарĕн вĕренӳ авиабазинче хурал ротинче тăнă.
-Икĕ кунран Армавира çитрĕмĕр. Пуйăсра ентешсемпе туслашрăмăр. Пĕр уйăх çамрăк салтаксен курсне иртрĕмĕр. Пит йывăрринех туймарăм. Спорт нормисене йăлтах пурнăçларăм.

Текста малалла вулăр...

Çывăх çыннăм – тете

Ваттисем çапла каланă:
«Юн туртать те юн чĕнет».
Эпĕ халь çавна ăнлантăм,
Эпĕ халь çакна сисеп.
 
Килĕме килсе ларсассăн,
Чей чашки алла тытсан:
«Халь тете ман мĕн тăвать-ши?»-
Хам шутлатăп йăпанса.
 
Сан ыратнине сисетĕп
Кулянсан эс – кулянап.
Телейӳшĕн савăнатăп
Хамăннинчен ытларах.
 
Çывăх çын, тете, эс маншăн,
Эп сана шанатăп ачаран.
Турăран эп йăлăнатăп:
«Çак çынна телей парсам!»

Кавалери полкĕнче — 15 чăваш ачи

Кремльти Президент полкне Чăваш Республикинчен çулсерен çара илесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кĕске вăхăт хушшинче çак хисеплĕ часть витĕр 90 ытла чăваш ачи тухнă. Президент полкĕ пирĕн çĕршывăн «визит карточки», çавăнпа та кунти службăна ачасене уйрăмах тĕплĕн суйлаççĕ — çирĕпписене, тӳсĕмлисене, мораль тĕлĕшĕнчен тата пултарулăх енĕпе хастаррисене.
Иртнĕ кĕркунне Кремль полкне Чăваш Республикин районĕсенчен мĕнпурĕ вунпилĕк çамрăк лекнĕ. Вĕсене Чăваш Енри темиçе пин ачаран суйласа илнĕ. Канаш хулинчи республикăн призыв пунктĕнче пуçтарăннă пулас салтаксене ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă. Служба тытăннăранпа çур çул ĕнтĕ, чăваш ачисем патшалăх шайĕнче иртекен нумай мероприятие хутшăнаççĕ,нихçан сӳнми çулăм умĕнчи постра тăраççĕ.Полк командованийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен ачисем çар тивĕçне çӳллĕ шайра, тӳрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

Хальхи çамрăксем мĕнле-ши?

Ашшĕсемпе ачисем хушшинчи ăнланманлăх паянхи чăнлăх кăна мар. Ĕмĕрсем хушши пырать вăл. Аслă ăру çыннисене çамрăк чух хăйсем аванрах, тирпей-лĕрех, ĕçченрех пулнă пек туйăнать. Ахальтен мар вырăссен паллă писателĕ Иван Тургенев «Отцы и дети» романĕнче çак темăна хускатнă.
СССР вăхăтĕнче патшалăх çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕренес текенсемшĕн пур условисене те туса панă, ĕçе вырнаçтарнă. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче Раççейре пулса иртнĕ пысăк улшăнусем çамрăксене те пысăк витĕм кӳчĕ. Çĕнĕ социаллă классем çуралчĕç – усламçăсем, банкирсем, фермерсем. Общество пуяннисемпе чухăннисем çине пайланчĕ. Аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи ăнланманлăх ӳсрĕ. ХХI ĕмĕр çитрĕ. Çĕнĕ ăру килчĕ. Паянхи çамрăксем аслашшĕсемпе асламăшĕсем, ашшĕ-амăшĕ пек те мар. Çĕнĕ ăрупа пирĕн çĕршыва вĕр çĕнĕ культура– хĕвеланăç культури - килчĕ.

Текста малалла вулăр...

Журналистран – фермера

Артём Маслов – Чăнлă районĕнчи чи çамрăк фермер, вăл 28 çулта кăна-ха. Çапах та çак ĕçе тытăнма шикленмен. Чи интересли вара – Кунтикав каччи Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтерни. Вăт çапларах кăсăк япаласем пулса иртеççĕ пурнăçра хăш чухне.
 
2006 çулта алла диплом илнĕ хыççăн вăл икĕ çул Шупашкарта пурăнать. Анчах та тăван вырăнсене, çĕре юратни ăна çуралнă ялне илсе килет. Кунта ун ашшĕ Николай Артемьевич 60 гектар çинче фермер ĕçĕпе тăрмăшнă. Ывăлĕ ун ĕçне малалла тăсма шутлать, 2009 çулта хăйĕн ĕçне уçать. Халĕ унăн 500 гектар ытла çĕр. Унта тулă, сĕлĕ, чĕкĕнтĕр, нумай çул ӳсекен курăксем туса илет. Кирлĕ техникăна та туяннă – комбайнсем, тракторсем. Вĕсене лартма ангарсем те пур. «Маслов» хуçалăхра 4 çын вăй хурать, хирти ĕçсем пынă вăхăтра вĕсен шучĕ 10 çынна çитет.

Текста малалла вулăр...

Тăван шкулăм

Пĕр кун та шкултан юлман
Эпĕ кăçал пиллĕкмĕш класа куçрăм. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче кун сиктермесĕр шкула çӳрерĕм. Шкул менелникĕнче хам çинчен ырă сăмахсем илтме мĕнле аван пулчĕ.
Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем сăлтавсăр пĕр кун та сиктермеççĕ. Акă, Дима Орлов улттăмăш класс пĕтерет, çак ултă çул хушшинче вăл пĕр кун та шкултан юлман.
Аван пирĕн шкулта вĕренме. Мĕнле кăна мероприяти иртмест пулĕ çулталăкра? Учительсем Пĕрремĕш шăнкăрав, кĕркуннехи балл, конференцисемпе çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ, районти, облаçри мероприятисене те хутшăнмасăр юлмастпăр.
Пирĕн шкул çинчен нумай çĕрте ырă сăмах илтме пулать.
Саша ШКАЛИКОВ.
 
Тинех çулла çитрĕ
Сывă-и, çу кунĕсем! Эпир те пысăкланса пыратпăр.

Текста малалла вулăр...

Анне чĕри ĕмĕрех таптăр!

Анне чĕлхипе пирĕнпе Турă калаçать.
И. Красновский.
 
Тата тепĕр кун иртрĕ, ĕçрен таврăнатăп. Веçех аван, анчах темĕн çитмест, мĕншĕн кун тулли мар… Анне сассине илтмен-ха паян.
- Анне, алло! Чиперех-и?
- Чиперех, хĕрĕм! Сан çинчен шутласа лараттăмччĕ, ĕçрен таврăнан пуль терĕм.
Анне сасси шăрçа пекех. Кашни кун илтетĕп, кашнинчех чĕрене ларать. Чиперех вăл иккен, мухтав Турра. Апла тăк, манăн та паян веçех аван.
Аннеçĕм-анне, мĕн тери телейлĕ вĕт-ха эпир эсĕ пурришĕн. Хурлантаратпăр та, кулянтаратпăр та сана. Каçар эс пире! Темшĕн хăш чух начар сăмахсем тухаççĕ çăвартан. Анне çилленмест тетпĕр пулмалла.
Кӳрентернĕшĕн, тархасшăн, каçар пире. Эпир сана питĕ юрататпăр, сан умăнта пуç таятпăр. Пĕлетпĕр, эсĕ хăвăн пурнăçна яланах пирĕн телейшĕн пама хатĕр.

Текста малалла вулăр...

ÇИТĔННĔ ШĂПĂРЛАНСЕМ

ВĔСЕНЕ РАÇÇЕЙ ШĂПИ ПĂШĂРХАНТАРАТЬ
 
«Шăпăрлан» облаçри чăваш чĕлхине тĕрлĕ шайра вĕрентекен шкулсенче час-часах пулса ятарлă кăларăмĕсенче çутатса панине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хальхинче редакцире хăнара - Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем.
 
Шкулта чăваш чĕлхине 1-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет вĕрентеççĕ. Кунти чăваш юхăмĕн ертӳçи – Лидия Фёдоровна Ярославская.
Ытти шкулсенче шăпăрлансем вĕренӳ мĕн иккенне манса кайсах канаççĕ пулсан – чӳрекелсене вара кану вăхăтĕнче те тăван халăхпа çĕршыв малашлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев ХАЛАЛНЕ тĕпе хурса хăйсем, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тăван чĕлхепе çĕршыв пуласлăхĕ çинчен каласа пама килнĕ. Çавра сĕтел тавра вырнаçнăскерсем Лидия Фёдоровна ертсе пынă май ШУРСУХАЛĂМĂР ХАЛАЛĔНЧИ уйрăм сыпăксене аса илчĕç, вĕсене тĕпе хурса çак тĕлпулу валли ятарласа хатĕрленĕ реферачĕсемпе паллаштарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Çĕнтерӳçĕ пулма çăмăл мар

2011 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче эпĕ чăваш чĕлхипе район олимпиадине хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕм.
2012 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче пире, тĕрлĕ чĕлхепе çĕнтерекенсене, «Юность» лагере регионти олимпиадăна ячĕç. Паллах, питĕ пăлхантăм. Пĕремĕш кун эпĕ чăваш чĕлхипе, иккĕмĕш кун чăваш литературипе ăмăрту. Пĕтĕмлетĕвĕсем тепĕр кун тин пулчĕç. Хăранипе куççуль те тухрĕ. Хамăн ята пĕрремĕш йĕркере курсан эпĕ савăнăç куççулĕпе çиçрĕм. Мана кубок, медаль тата диплом парса чысларĕç. Савăнăçлă лару-тăрура çапла чыс тунăшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Иртнĕ çул та эпĕ çĕнтерӳçĕччĕ. Çĕнтерӳçĕ пулма çăмăл мар. Тĕплĕн хатĕрленмелле: вуламалла, çырмалла. Çаплах ума çирĕп тĕллев лартни кирлĕ. Вара мĕнпур вăя пухса тăрăшмалла.
Эпĕ хама олимпиадăна хатĕрлекен вĕрентӳçĕсене, атте-аннене, юлташсене, ырă сăмахпа пулăшса пыракансене пысăк тав сăмахĕсем каласшăн.

Текста малалла вулăр...

Чăваш пики – «Авиастар» мисĕ

Анастасия Мандрейкина кăçал «Авиастар-СП» общество ирттернĕ чи илĕртӳллĕ, чи пултаруллă, чи хитре пикесен конкурсĕнче çĕнтернĕ, «Авиастар» мисĕ» титула тата хаклă йышши парнесене, çав шутра шашкă (норка) тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕке тивĕçнĕ.
Амăшне пăхса хĕрне качча ил тенĕ чăвашсем ĕлĕк-авалтан. Ырă çемье ырă хунав парать. Шурсухаллă мучисемпе кинемисенчен амăшĕпе хĕрĕ пĕр пучах тенине те илтме тӳр килнĕ.
Мандрейкинсен çемйинче аслисем ачисене, кĕçĕннисем аслисене сума сăваççĕ. Пĕр-пĕрин ăнăçăвне курма пĕлеççĕ. Килте килĕшӳ хуçаланать. Юратура çитĕннĕ ывăлĕпе хĕрĕ паян хăйсем çунаттисене сарнă. Иккĕшĕ те вăтам шкула медальпе пĕтернĕ. Дима ывăлĕн çемйинче Роман ятлă мăнук ӳсет. Хĕрĕ Настя качча кайман-ха. Вăл Ульяновскри авиапромышленность комплексĕнче – «Авиастарта» художник-конструкто р пулса вăй хурать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3.