Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ЧУНĂМ – ЧЕЧЕКРЕ

Ах, илемлĕ урамра -
Çуркунне ман чунăмра!
Чечекре пĕтĕм тавра –
Çуркунне ман савнăçра!
Çĕмĕртпе сирень, чие…-
Çут çанталăкĕ чее.
Шăршă пуçа ӳсĕртет –
Чирлĕ çынна вăй кĕртет.
Ах, илемлĕ çак тĕнче –
Çывăх çынсем çумĕнче.
Мĕн-тĕр çăмăл кăмăлра –
Лăпкă, канлĕх ăшăмра.
Пĕлсе тăр: хуть те хăçан -
Тăван кил ют мар нихçан.
Атте-анне çумĕнче –
Ăнлансам: урăх тĕнче!

Ал ĕçне юратать

Наталия Моисеева вунпĕрмĕш класра вĕренет. Шкулта вăл аслă классенче вĕренекенсен канашĕн председателĕ, класра виçĕ çул староста пулнă.
Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать Наталия: шкулти, районти, облаçри, Расçей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене те, пултарулăх мероприятийĕсене те.
Саккăрмĕш класчен хĕрача «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе пынă. Юлашки çулсенче кăна унăн дневникĕ çинче «тăваттă» паллăсем курăнма пуçланă.
Наталия пĕлĕве тĕрĕслеме май паракан конкурссене яланах хутшăнать – «Русский медвежонок», «Чăваш чĕкеçĕ», «Кенгуру». Районта вĕсенче виççĕмĕш вырăнтан каярах илсе курман. «Чăваш чĕкеçĕнче» пĕлтĕр тăван чĕлхе грамматикине лайăх пĕлнине те çирĕплетнĕ.
Вырăс чĕлхипе литератури, истори, географи предмечĕсемпе пĕрлех юратнă урокĕсем хушшинче рисовани пулнă унăн.

Текста малалла вулăр...

Ушкăнра чăваш пикисем те пур

Засвияжски районĕнчи Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче «Самира» ташă ушкăнĕн концерчĕ иртрĕ.
 
Ушкăн хĕвелтухăç халăхĕсен ташшисемпе ĕçлет. Унта вăтăр ытла наци çынни çӳрет. Вĕсен хушшинче пĕчĕккисем те, вăтам çултисем те пур. Хальхи программăна «Самира» йĕркеленсе кайнăранпа 5 çул çитнине халалланă.
Ташăçăсен хушшинче чăваш пики Ольга Рыбина та пур.
- Çĕнĕ хулара пурăнатăп. Анне – Виçпӳрт-Шăмăршăран. "Авиастарта" ĕçлет. Пушă вăхăтра «Канаш» хаçата вуласа канать. Редакцире вăй хуракансене яланах мухтать. Эпĕ чăвашла вула пĕлместĕп, анчах анне çумне ларатăп та вăл мана хăй мĕн вуланине вырăсла ăнлантарса парать. Ача çулĕсем ялта иртрĕç. Манăн Саша ятлă пичче пур. Вăл компьютерщик. Хам «Элегант» предприятире ĕçлетĕп. Ташăсем вĕренме эрнере икĕ кун çӳретĕп.

Текста малалла вулăр...

Диссертаци хӳтĕлеме хатĕрленет

Надежда Васильевна Козлова-Смоловщиков а – чăваш çамрăкĕсенчен ăнăçуллисенчен пĕри, илĕртӳллĕ те пуçаруллă пике. Вăл пушăн 24-мĕшĕнче Ульяновск хулинче питĕ туслă та ĕçчен çемьере çуралнă. Кайран Козловсен çемйи Майна районĕнчи Тагай ялне куçса каять. Надежда малалла Тагай шкулĕнче вĕренет. Ăна кĕмĕл медальпе пĕтерет. 2000-2005 çулсенче Ульяновскри патшалăх университетĕнче управлени факультетĕнче пĕлӳ илет.
 
"Диплом ĕçне хӳтĕлеме кăшт вăхăт юлсан мана экономикăпа производство пĕрлешĕвĕн кафедринче ĕçлеме юлма сĕнчĕç,- каласа парать Надежда Васильевна. - Эпĕ килĕшрĕм. Преподаватель ĕçĕнчен аванрах ĕç хĕрарăмшăн çук та пулĕ тесе шутларăм эп. Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет.
Управлени институчĕн директорĕ Е.М.Белый студентсемшĕн нумай ырă ĕç тăвать. Çавăнпа та вĕрентӳçĕсен те, студентсен те кичем ларма вăхăт çук".

Текста малалла вулăр...

«Сарпике» ята илме ĕмĕтленет

Катя Столярова 9-мĕш класра вĕренет. Тăван шкулне питĕ юратать вăл. Тĕрлĕ конкурссене хутшăннă май тăван аппăшĕ Настя пекех облаçри «Сарпикене» хутшăнса çĕнтерме ĕмĕтленет.
Шкулта тата икĕ çул вĕренмелле пулин те малашнехи пурнăçра мĕнле професси суйласа илесси халех канăçсăрлантарать хĕре. Ашшĕ Олег Александрович медицина енĕпе ярасшăн. Хĕрачасен профессийĕ тет. Тата Катя характерĕпе те çирĕп, юнран хăрамасть. Амăшĕ Ирина Георгиевна хĕрĕн суйлавне хутшăнмасть. Хăйне вара менеджер профессийĕ килĕшет, ячĕ те илемлĕ.
– Тĕрĕссипе, эпĕ ачасене питĕ юрататăп, пирĕн касра нумай вĕсем. Пĕчĕккисемпе час пĕр чĕлхе тупатăп, хăйсем те ман çума çыпçăнаççĕ. Педагог профессине те хирĕç мар, - каласа парать Катя.
Вĕренмесĕр пурнăçра мала кайма çуккине ăнланса шкулта çирĕп пĕлӳ пухма тăрăшать Катя.

Текста малалла вулăр...

Начар вĕренме вăтанать

“Пиллĕк” паллăсемпе кăна вĕренсе пырать улттăмĕш класри Ангелина Адамова. Çав вăхăтрах шкулти обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнать.
Пĕрремĕш класранах вăл шкулти ташă кружокне çӳрет. Класри 11 ачаран пĕр отличник.
 
-Вĕренӳре ĕлкĕрсе пыма мана йывăр мар. Хăнăхнипе начар вĕренме аван мар. Хăш-пĕр чухне “тăваттă” илсен те кулянатăп. Шкултан таврăнсан каçченех уроксемпе ларатăп. Килти ĕçе пурнăçламасăр нихăçан та шкула кайман, - каласа парать хĕрача.
Ангелина пĕчĕклех яваплăха хăнăхнă. Тен, çавăнпа та темиçе çул ăна класра старостăна суйлаççĕ.
Юратнă ĕçĕсем вара унăн – ӳкересси, ташласси, юрласси тата спорт.
-Эп ӳкерме юрататăп. Унччен аннепе асаннен портречĕсене ӳкереттĕм. Халĕ пушă вăхăтра ӳкеретĕп те чун хăпартланнипе пӳртре ташласа савăнса çӳретĕп, - киленĕвне пытармасть Ангелина.

Текста малалла вулăр...

Ачасен пуласлăхĕ – чи малта

Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче вĕренекен Мартăпа Алёна Волынщиковасен пысăках мар хайлавĕсене пирĕн хаçат страницисенче тăтăшах курма пулать. Марта 10-мĕш класра, Алёна 5-мĕшĕнче пĕлӳ илеççĕ. Ыттисен хушшинче анлă тавракурăмĕпе, тарăн пĕлĕвĕпе палăрса тăраççĕ.
Вĕсен тăрăх эпир шкул пурнăçĕ çинчен те, ял хутлăхĕнчи мероприятисем çинчен те пĕлсе тăратпăр. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Л.Ф. Ярославская тăрăшнипе «Канаш» хаçатпа кашни шкул ачиех çыхăну тытать темелле. Шкул ачисем тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне Марта Ульяновскри патшалăх педагогика педуниверситетĕнче «Музей и школа» темăпа доклад тунă, Мемцентрта иртнĕ наукăпа практика конференцине хутшăннă. Хăйсен шкулĕнчи ĕçсем çинчен, музей ачасемшĕн усăллă пулни çинчен тĕплĕн каласа панă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3].