Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Вăрттăн пассажир

1979 çулта эпĕ треста ĕçе вырнаçрăм. Авланнă кăна. Пире пурăнмалли кĕтес пачĕç. Çулталăкран мана Челябинск хулине пĕр уйăха çĕнĕ специальноçа алла илме вĕренме ячĕç.
Управляющи хушу çине алă пусрĕ.
- Кайса вĕренсе кил. Пире специалистсем кирлĕ, - терĕ.
Командировкăна кăшт маларах кайрăм. Манăн майăн 10-мĕшĕнче кăна вĕренме тытăнмаллаччĕ, эпĕ вара апрель уйăхĕнчех çула тухрăм. Челябинск хулине çитсе вырнаçрăм. Манăн шухăш - Красноярска кайса килмелле. Унта эпĕ 1972-1974 çулсенче хĕсметре тăнă. Юлташсене курас килчĕ, командирсене...
Красноярск Енисей шывĕ çинче вырнаçнă питĕ чаплă, илемлĕ хула. Йĕри-тавра чăтлăх вăрман, сăрт-ту. Сулахай çыранĕнче Мак-Мак сăрт. ГЭС енче Дивногорка текен вырăн пур. Унта Красноярскри паллă юпасем. Вĕсем чăнкă çыран хĕрринче, питĕ илемлĕ.

Текста малалла вулăр...

Вилĕмсĕр салтак

Вăтăр çул ытла кĕтрĕ анне Аслă вăрçăра хыпарсăр çухалнă аслă ывăлне. Килĕшмерĕ унăн чĕри хăрушă хыпарпа. Мĕн шăтăка кĕриччен çухатмарĕ анне ĕмĕтне.
Аттепе аннен аслă ывăлĕ – Мишша тете 1923 çулта çуралнă. Çемьере унран маларах çуралнă ачасем татах пулнă-ха, анчах вĕсем пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче тата 1920-мĕш çулсенчи выçлăха пула та вăхăтсăр вилсе выртнă. Тен, малтан çуралнă ачисем пурăнайманнине кура анне Мишшана ытларах юратнă, ылтăн вырăнне хурса хакланă. Кайран çемьене тата пилĕк ача килнĕ. Вĕсене те юратнă пулĕ!
Мишша пысăк пĕлӳ илейменччĕ. Шкулта тăватă класс кăна пĕтерме май килнĕ. Çăмăл пулман ял пурнăçĕ вăл вăхăтра. Вăрçă, выçлăх, НЭП, ирĕксĕр ирттернĕ коллективизаци, каллех выçлăх... Мишшан тата унăн тантăшĕсен çамрăклах ашшĕ-амăшне пулăшма тивнĕ. Аслă пĕлӳ илесси пирки чăвашсенчен ытларахăшĕ вăл вăхăтра ĕмĕтленме те пултарайман.

Текста малалла вулăр...

Асаннен асламăшĕ И.Н.Ульянова пытарнă çĕрте пулнă

Манăн асаннен асламăшĕ Чĕмпĕ-рти Халăх училищин инспекторне Илья Николаевич Ульянова пытарнă çĕре хутшăннă. 1886 çулта Дарья вунсаккăрта пулнă.
Ун пирки мана асанне – Матрена Васильевна Липатова-Салина (1905-1991) – каласа пачĕ. Кăштах асанне çинчен. Аслă революци çулĕсенче вăл Ульяновскри Мария гимназийĕнче вĕреннĕ. Ăна Совет Союзĕн паллă педагогĕ В.В.Кашкадамова вĕрентнĕ. Асанне унăн хваттерĕнче те пулса курнă.
Асаннен тĕлĕнмелле ăс-тăнччĕ. 85 çулхискер 70 çул каялла вĕреннĕ сăвăсене çур сехет ытла пăхмасăр калама пултаратчĕ. Унăн амăшĕ (манăн мăн асанне) – Т.И. Архипова-Липатова Халăх депутачĕ пулнă. Вулама-çырма пĕлменскере халăх тӳрĕ кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн суйланă. Вăл 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Куйбышев хулинче И.Сталинпа тĕл пулнă.
Асаннерен эпĕ тата çакна пĕлтĕм.

Текста малалла вулăр...

Шкул Тули

Чăвашкасси тата унта пурăнакансем ытти ял çыннисенчен нумай енĕпе уйрăлса тăнă: авалтанах юлнă йăла-йĕркене тытса пырассипе, пултаруллă ĕç çыннисемпе, юрă-ташă-купăс ăстисемпе, пĕр-пĕрне урамра çĕнĕ ят парассипе, ушкăнпа ĕç тăвассипе тата ытти те.
Ялта пĕр пек ятсем нумай пулнă. Пĕр-пĕрин çинчен пĕлес тесен хушаматпа усă курман, тепĕр ят хушнă. Сăмахран, яла Микалай ятлă çын килсен вăл колхозри конюхсен пӳртĕнче пурăнма тытăнать. Ун çумне вара Колхоз Микалайĕ хушма ят çыпçăнать.
Ермиловсен çемйи Чăвашкассине килсен вĕсем шкулти пĕр пысăк пӳлĕ-мре пурăнма тытăнаççĕ. Шкулта пурăннăран пулĕ ĕнтĕ – вĕсен ачисене Шкул Тули, Шкул Геннадийĕ тетчĕç. Ялта паянчченех Ермилов-Юмана -- Шкул Тули, шăллĕне – Шкул Геннадийĕ теççĕ.
Степанида Ильиничнапа Федор Леонтьевич Ермиловсем туй туса пĕрлешнĕ хыççăн Чăвашкасси ялĕ вĕсемшĕн иккĕмĕш тăван ял пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Петр Веделянчиков юланутçă

Ĕлĕк колхоз-совхозсем пуçланса кайнă вăхăтра, ун хыççăн та-ха, ял çыннисен нумай ĕçе лашасемпе, вăкăрсемпе, ĕнесемпе тума тивнĕ. Анат Тимĕрçен ял çынни Петр Веделянчиков та вырăнти колхозра лашасене пăхса тăнă.
Петя тете лашасене пăхнă кăна мар, вăл вĕсемпе çĕртме сухи тунă, хирти анасене сӳрелесе акнă, тырă вырнă çĕрте те тăрăшнă.
Тата вăл лашасене вăйлă та меллĕ чуптарнă. Вăл юланутпа çиçĕм пек пынă чухне лаша хырăмĕ айĕнчен темиçе хутчен те çаврăнса тухма пултарнă.
Акă мĕнле тăрăшуллă та хăюллă тата пăравур пулнă Петр Веделянчиков!
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.

Петр Веделянчиков юланутçă

Ĕлĕк колхоз-совхозсем пуçланса кайнă вăхăтра, ун хыççăн та-ха, ял çыннисен нумай ĕçе лашасемпе, вăкăрсемпе, ĕнесемпе тума тивнĕ. Анат Тимĕрçен ял çынни Петр Веделянчиков та вырăнти колхозра лашасене пăхса тăнă.
Петя тете лашасене пăхнă кăна мар, вăл вĕсемпе çĕртме сухи тунă, хирти анасене сӳрелесе акнă, тырă вырнă çĕрте те тăрăшнă.
Тата вăл лашасене вăйлă та меллĕ чуптарнă. Вăл юланутпа çиçĕм пек пынă чухне лаша хырăмĕ айĕнчен темиçе хутчен те çаврăнса тухма пултарнă.
Акă мĕнле тăрăшуллă та хăюллă тата пăравур пулнă Петр Веделянчиков!
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.

Çур ĕмĕрхи сăнӳкерчĕк

Сăнӳкерчĕксен альбомне пăхса ларнă май Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш шкулĕнчи пионер дружинин сăнӳкерчĕкĕ алă айне пулчĕ. Шăп 50 çул каялла ӳкернĕ ăна.
Шурă кĕпе тăхăннă арçын ачасем, шурă саппун çакнă хĕрачасем дружина ялавĕ айĕнче мăнаçлăн тăраççĕ, кашнин мăйĕ-нче хĕрлĕ галстук вĕлкĕшет. Кунта горн кăшкăртакансем те, ялав йăтакансем те, параппан çапакансем те... Ăçта-ши халь çак ачасем/ Мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ-ши/
Эпĕ те пур çак сăнӳкерчĕкре. Мана, çамрăк аслă пионервожатăя, ачасенчен уйăрма та йывăр. Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Кивĕ Улхаш шкулĕнче виçĕ çул аслă пионервожатăйра ĕçлерĕм. Пионер дружини Совет Союзĕн Геройĕ Н.Г.Князькин ячĕпе хисепленсе тăратчĕ. Дружинăри кашни пионер отрячĕн хăйĕн ячĕ пурччĕ.
Совет вăхăтĕнче шкулсенче ачасене патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Текста малалла вулăр...

Вăрçă вăхăтĕнчи юрату

Манăн анне Нина Владимировна Микка 1925 çулта Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. 1941 çулта вăрçă тытăнсан ашшĕне фронта илсе кайнă. Аслă хĕрĕ пулнăран Нинăн çамрăклах ĕçе кӳлĕнме тивнĕ. Çемьере унсăр пуçне пилĕк шăллĕ тата ашшĕнчен çуралса юлнă кĕçĕн хĕрĕ пулнă.
Вунçичĕ çулхи Нинăна колхозра звеньевой ĕçне хушаççĕ. Çинçе пилĕклĕ, яштака та чипер хĕрачана хĕвелпе пĕрле вăранса касăри çынсене ĕçе йыхăрса çӳреме çăмăл мар. Килте те амăшне пулăшмалла. Хуçалăхра ĕçлекен вăйпитти арçынсем çук – пурте вăрçăра. Анне хирте молотилкăпа икĕ эрне кунĕн-çĕрĕн кĕлте çапни пирки каласа паратчĕ. Килне кайма та вăхăт пулман, хиртех кăвайт чĕртсе апат пĕçерсе çинĕ. Çапла вăйран-халтан кайсан тин икĕ эрнерен яла аннă. Асаплă пулнă çав çулсем. Аннен шăллĕсем пĕчĕк пулсан та вăй çитнĕ таран хирте ĕçленĕ: çум çумланă, каç кӳлĕм колхоз пахчинче купăста, хăяр шăварнă.

Текста малалла вулăр...

Шкул çулĕсене ырăпа аса илетпĕр

Вăта Тимĕрçен шкулĕ Ульяновск облаçĕнче паллă шкулсенчен пĕри. Уçăлнăранпа унтан 3 пин ытла çын вăтам пĕлӳ илсе вĕренсе тухнă. Çак шкулта 50 çул каялла, 1962-1965 çулсенче эпир те 9-11-мĕш классенче вĕрентĕмĕр.
 
Шкулта вунпĕрмĕшсен икĕ класчĕ. 11-мĕш «А» класра (ертӳçи Р.А.Белозерова) 19 хĕрачаччĕ: Л.Белозерова, Р.Егорова, Р.Краснова, З.Майоркина, Л. Чамкина (Вăта Тимĕрçентен), Л.Киски, Р.Салюкова (Анат Тимĕрçентен), Л.Кашкорова, Л.Матукова, З.Пидифорова, Т.Фадеева (Ирçелĕнчен), Г.Саликова, Е.Семеленова, Г.Сербукова, Л.Сультеева (Пухтелĕнчен), Ф.Козлова, Н.Ульянова (Чӳрекелтен), О.Киски, Т.Салюкова (Сахалин поселокĕнчен)* 11-мĕш «Б» класра (ертӳçи А.И. Ирбахтин) 22 арçын ачаччĕ: А. Антипов, П, Курганов, М. Пострелов, В. Шкаликов (Вăта Тимĕрçентен), П. Андрихов, В.Дубов, Н.Захаров, В.Мартынов, А.Элли (Анат Тимĕрçентен), В.

Текста малалла вулăр...

Хĕвеллĕ юрăсем

ТĔлпулу
Асăмра-ха иртнĕ çулхи çĕртме вĕçĕнчи çак кун. Шурă Шупашкар Республика кунне паллă тăвать. Çанталăкĕ тӳлек, хĕвеллĕ. Савăнать халăх. Юрлать, ташлать яш-кĕрĕм. Чупкалать ача-пăча. Урамсенче юрă-кĕвĕ сасси самантлăха та лăпланмасть.
Кăнтăрла та иртрĕ – пирĕн хваттере пĕр хăна килсе курăнмарĕ. Телефон та чĕнмест. Тăватă сехетре арăм, Любовь Алексеевна, эмел ĕçтерчĕ, укол турĕ. Çав хушăра сасартăк алăк патне васкарĕ.
Пӳлĕме тĕрĕллĕ-эрешлĕ шап-шурă кĕпеллĕ икĕ хĕр кĕрсе тăчĕ.
- Сирĕн патăрта хăнара – Чĕмпĕрти юрăпа ташă халăх ансамблĕ «Эревет», - чĕвĕлтетрĕç пĕр харăс. – Йышăнсамăр, тархасшăн. Эпир – пĕтĕм йышпа...
Ним калама аптрарăмăр: мĕн ку/
Çав хушăра хĕрсем хыçĕнчи алăк уçăлчĕ те капăр çи-пуçлă икĕ-виçĕ каччăпа пĕр ушкăн хĕрупраç курăнса кайрĕç.

Текста малалла вулăр...

Мана Ваççа Аниççи вĕрентнĕ

Лидия Кирилловна Павловапа (Ильина) эпир Димитровградри Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă асăну каçĕнче паллашрăмăр. Хисеплĕ хăнана унта сăмах пачĕç. Чăваш поэзин пĕрремĕш чĕкеçне курнăскерĕн каласа памалли, аса илмелли пайтах.
Хăй вăл 1933 çулта Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Ямбак (халĕ вăл Çĕнĕ Малăкла посёлокĕн пĕр урамĕ) ялĕнче çуралнă.
«Мана вулама, çырма Анисия Княгинина вĕрентрĕ,- пуçларĕ калаçăвне Лидия Кирилловна.- Унăн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех тăрать. Эпĕ пĕрремĕш класа 1941 çулта кайрăм. Питĕ йывăр самана килсе çапрĕ ун чух пурсăмăра та. Вăй питти çынсем вăрçа тухса кайрĕç. Шкул вара хăй ĕçне пурпĕрех пăрахмарĕ. Анисия Васильевна яланах типтерлĕ çӳретчĕ. Кăмăлĕ ырă та лăпкăччĕ. Вăл вăхăтра тумтир енĕпе пуян пулман, апла пулин те пирĕн вĕрентӳçĕ пит килĕшӳллĕ тăхăнатчĕ.

Текста малалла вулăр...

Ваççа Аниççи патĕнче

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче эпĕ Хусанта вĕреннĕ чух час-часах К.К.Петров журналистпа, çыравçăпа тĕл пулаттăм. «Хĕрлĕ ялав» хаçата хупнă хыççăн вăл университетри журналистика кафедрин преподавателĕ пулса ĕçлетчĕ. Эпир иксĕмĕр те Тăхăрьялтан пулнипе кăсăклансах хăй тăванĕсем, пĕлнĕ çыннисем çинчен ыйтса пĕлетчĕ, салам калама хушатчĕ. Хăш чух Тутарстанри чăваш çыравçисен секцийĕ мĕнле ĕçлени, «Хусан» альманах тата тухасси е тухаймасси çинчен сăмах хускатнă.
1967 çулхи çулла, утă (июль) уйăхĕнче, университет умĕнчи скверта сак çинче ларнă чухне Константин Константинович лăпкă та ют çын илтме пултарайман сассипе (вăрттăн) Ваççа Аниççи çинчен сăмах пуçларĕ, ăна мĕнле «тупни» çинчен каласа пачĕ.
- Юлашки вăхăтра нимĕнле хыпар та çук-ха. Лисков кайса килме пулнăччĕ – те кайнă, те çук, ăна та пайтахранпа курман.

Текста малалла вулăр...

Конюхра ĕçленĕ вăхăт

(Ирçелĕнче 1898 çулта çуралнă Александр Михайлович Крыш çырса хăварнинчен)
 
Эпĕ колхоза 1935 çулта кĕнĕ. Конюхра ĕçлеме тытăнтăм. 1940 çулта пахчари, шурти лашасене пăхма пачĕç. Лашасем ватăччĕ, пурĕ улттăн. Мĕнле пăхса пурăнăп çак ватă лашасене тесе кулянса ӳкрĕм. Çиме çемçе кирлĕ, тырă та кирлĕ. Колхозăн вара тырă мар, улăм та сахал, çук çитермелли. Аран улăм тупкаласа çитереттĕм.
Март уйăхĕнче çиме пĕтрĕ. Бригадир Михаил Александрович Анчиковччĕ. Ан вилччĕр тесе лашасене чĕкĕнтĕр вăрри çитертĕм, тырра сăвăрнă хыççăн юлнă сăсăлне параттăм. Кишĕр лартмалли пурччĕ, вăйлă çĕрме пуçланăччĕ. Лартма юрăхлисене суйласа илсе ыттине, çĕрме пуçланисене, лашасене çуса çитереттĕм.
Юр кайса пĕтсен курăк туха пуçларĕ. Вăл тухиччен ĕçе икĕ лаша юрăхлă юлчĕ, вăрмана каякан пулчĕç.

Текста малалла вулăр...

КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 31-32-мĕш номерсенче.)
Район пысăкланнă хыççăн тӳре-шарасен çарĕ Ульяновска тата Ишевке рабочи посёлокне куçса кайрĕ, нумай хваттер пушанса юлчĕ. Вырăссем: «Япăх ĕçĕн те ырри пур», - тенĕ пек, кĕçех эпĕ те хваттерлĕ пулса тăтăм. Ку вăл вăтăрмĕш çулсенче райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ, чăвашлăх аталану историйĕнче паллă йĕр хăварнă И.И.Илларионов, каярах районăн ытти пуçлăхĕсем пурăннă çуртах пулчĕ. Çапла вара эпир унта часах çемьепе куçса килтĕмĕр.
Пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем район халăхне килĕшмерĕç, вĕсем район центрне каялла тавăрма ыйтса çине-çинех Мускав таранах çăхавсем çырма пуçларĕç. Çапла вара пыра-киле район центрĕ Аслă Нагаткин ялне каялла таврăнчĕ, малашне ăна Чăнлă рабочи посёлокне куçарас шутпа вырăнти пуçлăхсем ятне çеç улăштарса хăварчĕç.

Текста малалла вулăр...

КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ

(А с а и л ӳ)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 31-мĕш номерте.)
Тĕпчев ĕçĕсем пынă чух йăнăшсем те, инкекĕсем те пулман мар. ВПШ керменĕ умĕнче эпир куллен «Правда» хаçатăн черетлĕ номерĕпе паллашаттăмăр. 1960 çулхи юпан 10-мĕшĕнче, сăмахран, артиллери çарĕн тĕп маршалĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Митрофан Иванович Неделин «служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух» вилсе кайни çинчен некролог çапăнса тухрĕ. Халĕ çакă паллă: пысăк çухатăвăн сăлтавĕ те Байконур космодром çинчи инкекпе çыхăннă пулнă-мĕн.
1961 çулхи пушăн 31-мĕшĕнче эпĕ журналистсен курсне пĕтерни çинчен калакан диплом илсе Аслă Нагаткина таврăнтăм. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе те савăнтарса калаçтаракан хыпар килсе çитрĕ. Çĕршыври тĕп хаçат «Правда» кун пирки çапла пĕлтерчĕ: «Этемлĕх историйĕнчи аслă событи!

Текста малалла вулăр...

КОСМОНАВТ АВТОГРАФĔ

(А с а и л ӳ)
 
Хаçат çынни
1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче вăрах вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн анне вилсе кайрĕ. Çапла вара эпир, Геннадий шăллăмпа, хăр тăлăха юлтăмăр. Ун чухне иксĕмĕр те тăван ялтан, Чăвашкассинчен, çирĕм çухрăмра вырнаçнă Вăта Тимĕрçенти вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр: шăллăм – 8-мĕш класра, эпĕ – 10-мĕшĕнче.
Кил хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлсан, çитменнине, анне вилнĕ хыççăн ялта пуçламăш шкул пуçлăхĕ пире хваттертен кăларса янăччĕ. (Хваттерĕмĕр пирĕн хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев туса лартнă шкул çуртĕнчех вырнаçнăччĕ.) Кун хыççăн эпир Вăтам Тимĕрçенти вăтам шкул интернатĕнче пурăнаттăмăр, канмалли кун анне тусĕ, кӳршĕри пысăк çемьеллĕ Хĕрпик аппа, патне пырса çӳреттĕмĕр. Çак хушăра пире уйрăмах йывăр килчĕ: манăн урара – çĕтĕк çăматă, çире – кивĕ фуфайка.

Текста малалла вулăр...

СЕЛИМЕ АККА

("Пурнăç кукрашкисем" ярăмран)
 
Селиме акка чи çывăх кӳршĕсенчен пĕри пулнăран пирĕн пата кунсерен тенĕ пек пырса çӳретчĕ. Вăл, вăрăм та хыткан ӳт-пӳллĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм, ялти йăлапа икĕ аркăллă вăрăм пир кĕпепе, умне тирпейлĕ çĕленĕ саппун çакса, пуçне пасар тутăрĕ çыхса çӳретчĕ. Кăвак-симĕс тĕслĕ куçĕпе шăтарасла пăхса калаçатчĕ тĕл пулнă çынсемпе. Сăмахшăн ют кĕсьене кĕместчĕ, кирлĕ пулсан çава пек касса тататчĕ чĕлхипе пĕр-пĕр киревсĕр ĕç-пуç çинчен илтсен. Кун пек чухне вĕри çатма çинчи пек ăшалантаратчĕ вăл айăплисене – тӳссе кăна тăр!
Çемйи пысăк марччĕ Селиме аккан. Мăшăрĕ, Уçпек Мĕтрикĕ, кĕреш пек вăйпитти арçын, вăрçă тытăннă хыççăнах фронта тухса кайнă. Виç кĕтеслĕ çырăвĕсене кăранташпа тетрадь листисем çине чăвашла çырса Мускав çывăхĕнчен ярса тăрать.

Текста малалла вулăр...

Манăн çывăх юлташ

1952-1955 вĕренӳ çулĕсенче эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар ялĕнчи вăтам шкулта вĕрентĕм. Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче хваттерте пурăнаттăм. Ку хушăра çак ялтах пурăнакан, хамран пĕр çул маларах вĕренсе пыракан Анатолий Чебановпа паллашса çывăх юлташсем пулса кайрăмăр. Шкула пĕрле çӳреттĕмĕр, шкулти тĕрлĕ мероприятисенче, Хурăнвар, Çĕнĕ Шăхаль клубĕсене кино, спектакльсем курма çӳренĕ. Спектакльсенче Анатолий хăй те тĕп рольсене вылятчĕ. Ăçта кайсан та, мĕнле ĕç тумалла пулсан та хăйне тирпейлĕ, сăпай та лăпкă тыткалатчĕ. Пире, шухрах ачасене, ăçта мĕнле пулмаллине яланах лайăх енĕпе вĕрентсе асăрхаттаратчĕ. Шкул çулĕ çинчи калаçу яланах вĕренӳ пирки пулнă. Вăл аван вĕренетчĕ. Эпир вĕреннĕ вăхăтра шкул ачисем илемлĕ литература вулама юрататчĕç. Ку енĕпе Анатолий ырă тĕслĕх кăтартатчĕ. Вăл нумай вулатчĕ, пире çав кĕнекесен содержанийĕсене интереслĕ каласа паратчĕ.

Текста малалла вулăр...

МĂЯН ÇĂКĂРĔ КУЛАЧ ВЫРĂНĔНЧЕ ПУЛНĂ

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа çитмĕл пĕр çул çитет.
Ăна астăвакансем, сахалланса пыраççĕ. Вăрçа хутшăннă ветеран та ялта пĕрре кăна юлчĕ. Тыл ĕçченĕсем те сахалланаççĕ.
 
Ял вулавăшĕнче вăрçă ачисене чĕнсе мероприятисем ирттеретпĕр. Тухса çӳрейменнисем патне шкул ачисене илсе каятпăр. Вĕсем каласа панă тăрăх видеоматериалсем, альбомсем хатĕрлетпĕр.
Ĕç ветеранĕсем мăян пашалăвĕ, çăкăрĕ вăрçă вăхăтĕнче нумай çынна выçă вилесрен çăлса хăварни çинчен каласа параççĕ. Хальхи пурнăçра мăян курăкне типĕтсе, кĕлтелесе вулавăш музейне кăтартма хурас шухăш çуралчĕ. Çак курăк çинчен материал пуçтарса вĕренекенсене каласа парас килчĕ. Ĕненмеллерех те ăнланмалла пултăр тесе вăрçă ачисем каласа панă тăрăх мăян çăнăхĕнчен пашалу пĕçертĕм (ăна пĕчĕккĕ кăна унаса çатма çинче çавăрса тăмалла, пысăк тусан пиçмест - саланса каять).

Текста малалла вулăр...

ПАВЕЛ МИРОНОВ КУН-ÇУЛĔН ЙĔРĔПЕ

«Павел Миронович Миронов математик çинчен эпĕ пĕрремĕш хут 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ чухне (1944-1945) илтрĕм. Ун çинчен Пасаркассинче (паян Павел Миронов урамĕ) пурăнакан ватă Н.Е.Егоров каласа панăччĕ», – тенĕччĕ мана атте – А.А.Казаков.
Н.Егоров тивĕçлĕ канăва кайиччен Çĕпрел районĕн райповĕнче ĕçленĕ. П.М.Миронов çемйи вĕсене хирĕç пурăннă. Халĕ çак вырăнта Р.К.Улькина колхозница тĕпленнĕ. Н.Егоров паллă ăсчахран çирĕм çул кĕçĕн пулсан та ун çинчен нумай пĕлнĕ. Эпĕ те Никифор Егоровича астăватăп, хăй вăхăтĕнче вăл каласа панисене çырса пыманшăн паян ӳкĕнетĕп. Эпĕ вăл вăхăтра пуçламăш классенче вĕренеттĕм. Малалла А.А.Казаков хăй статйинче çапла çырать: « Н.Е.Егоров ун çинчен нумаях каласа паман. П.Миронов чирлĕ ача пулнă. Выçăллă-тутăллă пурăннă. Шкулта вара питĕ лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.