Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ÇИТĔННĔ ВĂХĂТ

(Малалли. Пуçламăшĕ 16-18-мĕш номерсенче.)
 
Тусăмсем
Шкула эпĕ тăватă çула яхăн çӳрерĕм, унтан 1860 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче вĕренсе тухрăм. Пĕлӳ пухнă вăхăтра уйрăмах икĕ ачапа туслашрăм: пĕри – вырăс ачи Никита Иванов – Пăрăнтăкран, тепри – манăн тăван Кушкăран килнĕ чăваш ачи Игнатий, унăн хушамачĕ те Иванов. Каярах мана Игнатий Иванова чăваш шкулĕн учителĕ пулма вĕрентсе кăларма тӳр килчĕ. Никита Ивановĕ вара, пуян кил-йышран тухнăскер, ĕмĕрне ахаль хресчен хальлĕнех пурăнса ирттерчĕ.
 
Хӳреллĕ çăлтăр
1857 çулхи юпа уйăхĕнче тӳпере комета çуталса иртнине астăватăп. Вăл мана пăлхатсах янăччĕ. Комети, чăн та, пысăкчĕ, çур тӳпе лаптăкăшнех сарăлнăччĕ, хӳри те вăрăмччĕ. Икĕ эрнене яхăн çуталса тăнăскер, вăл кăнтăр хĕвел анăç еннелле вĕçетчĕ, ăна курма халăх каçсерен йышлăн тухатчĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇИТĔННĔ ВĂХĂТ

(Малалли. Пуçламăшĕ 16-17-мĕш номерсенче.)
 
Киштекри вăйă карти
Кайран, сакăрвуннăмĕш çулсенче, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Киштек ялĕ патĕнче чăвашсен вăйă картине ăнсăртран курса савăнтăм. Ăна çил арманĕ хыçне пытанса каçхи вун пĕр сехетрен пуçласа ирхи виççĕччен пăхса тăтăм. Ун чухне эпĕ çуллахи вăрман витĕр лашапа ларса пыраттăм.
Çамрăксем икĕ рете (пĕри пысăкрах, тепри пĕчĕкрех) хире-хирĕç тăнă та çирĕп йĕркене пăхмасăр хӳхĕммĕн, хастаррăн юрласа пĕр-пĕрин патне утса пыраççĕ, рет витĕр тухаççĕ те каллех малтанхи вырăна таврăнаççĕ. Унтан татах пĕр-пĕрне хирĕç утаççĕ. Питĕ ăста юрлаççĕ, ташши те чаплă. Çак илеме курсан мана хамăн ачалăхăм аса килчĕ те, куçăмран куççуль тухрĕ. Çавăнпа савăнăçлă вăйă-кулă пĕтессе кĕтмесĕрех киле ларса кайрăм.
Ача чухне илтнĕ чăваш юррисем чылайăшĕ хăйне евĕр.

Текста малалла вулăр...

ÇИТĔННĔ ВĂХĂТ

(Малалли. Пуçламăшĕ 16-мĕш номерте.)
Асатте
Асаттене хăйсен утарне те илсе каяттăм. Унта вăл çăпата туса айланатчĕ, пыл хурчĕсем сĕрленине итлеме юрататчĕ. Çапла пĕрле çӳресси ман кăмăла питех каймастчĕ ĕнтĕ, çапах ватă çынна пăрахса хăварма, ирĕкелле чупма çукчĕ. Пĕрре эпир унпа ярминккене кайрăмăр. Эпĕ асаттерен чылай уйрăлса утнăччĕ. Ун патне таврăнтăм та, вăл мана хăй çӳрекен туяпа темиçе хутчен хыттăнах мар çапса илчĕ.
Тепрехинче мана каллех ярминккене илсе каясшăнччĕ. Анчах çăпатамсем çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ. Ярминккене çĕтĕк-çатăкскер сырса кайма намăс пекчĕ. Эпĕ йĕрсе ятăм та пĕрле пыма килĕшмерĕм.
Сăлтавне пĕлсен мана вĕр çĕннине тупса пачĕç те, эпир çула тухрăмăр. Кĕçех эпĕ çăпата хуçма вĕрентĕм, хитрех тухаймастчĕ пулин те хам валли те, ыттисем валли те тăваттăм.

Текста малалла вулăр...

ÇИТĔННĔ ВĂХĂТ

Куçаракан сăмахĕ
 
Иван Яковлевич Яковлева (1848-1930) Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Вăл – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, хальхи çырулăха никĕслекенĕ. Иван Яковлевич уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен чылай паллă çын вĕренсе тухнă.
 
«Чăваш хресченĕсем аслă çулпуçăмăра «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани халăх кун-çулĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ» (В.П.Никитин (Станьял). Чăваш литератури. 8-мĕш класăн вĕренӳпе вулав кĕнеки. Ш., 2003.).
И.Я.Яковлев пирки ăсчахсем чылай ырă сăмах каланă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].