Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Пурнăçри кĕрешӳре çĕнтерет

Пирĕн ялта, Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă та паттăр хĕрарăм пурăнать – Валентина Васильевна Лысова.
Вăл маншăн чăннипех те паттăр, мĕншĕн тесен мĕн ачаран инвалид урапи çинче ларать, пӳрнисем хăйне итлесшĕн мар пулин те, вăл куллен аллисемпе илемлĕ те çепĕç капăрлăхсем ăсталать. Кашни çĕнĕ япала, кашни çĕнĕ ĕç уншăн – пурнăçри кĕрешӳре çĕнтерни. Унăн пухминче чăвашла тăхăнтартнă пукане те, салфеткăран тунă чăрăшсем те, чĕнтĕр йĕппипе çыхнă сармасем те, тĕлĕнмелле илемлĕ чăлха-нуски те, пластилинран йăваласа тунă теттесем те. Пурин пирки çырса та пĕтерейместĕн. Чăваш пуканин кĕписене вăл хăй çĕленĕ, тĕрĕсемпе илемлетнĕ, капăрлăхĕсене, тухйине хăй пуçтарнă.
Валентина Васильевна паянхи пурнăç таппинчен пĕртте юлмасть. Халĕ вăл хăйне валли тухья хатĕрлет, кашни çул Чӳрекел ялĕнче иртекен Акатуя унăн та ыттисем пек илемлĕ тухьяпа тухас килет.

Текста малалла вулăр...

Чăваш тумĕ пуян та илемлĕ!

Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче регионсем хушшинчи уяв, чăваш наци кĕпе-тумĕн «Нарспи» фестивалĕ иртрĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи тата Чăвашпа Тутар Республикисенчи модельер-ăстаçăсем, çĕлев ӳнерĕн ылтăн алăллă маçтăрĕсем, Шупашкарти чăваш тумне çĕлекен фирмăсем («Паха тĕрĕ» тата «Халăх тĕрри»), илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Фестивале «Асанне арчинчен» коллекципе («Халăх тĕрри» фирмăра çĕленĕскерсемпе) Татьяна Петрова модельер уçрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерӳçин, пултаруллă ăстан кĕписенче малти вырăнта – тĕрĕ тата пусма-тавар пахалăхĕ.
РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Зинаида Воронован «Ахах-мерчен аваллăхĕ» коллекцине пăхса ытарма çук. Кунта ĕлĕкхи хĕрарăмпа хĕр кĕпи-тумĕ тата хальхи модăпа çĕленисем пуç пулса тăчĕç.

Текста малалла вулăр...

ватăсем Компьютерпа ĕçлеме пĕлеççĕ-и?

Нумаях пулмасть кăна-ха компьютер, Интернет пирĕншĕн аякри, пурнăçланма пултарайман ĕмĕт евĕр курăнатчĕ. Сĕтел çинчи шурă, сăрă ещĕк темле тĕлĕнтермĕш вăрттăнлăх упранăн туйăнатчĕ. Унпа усă курма, ĕçлеме пĕлекен çынна вара асамçăпа танлаштараттăмăр.
Халĕ эпир пысăк технологие пăхăнтартăмăр, клавиатурăпа ăста ĕçлеме, «шăшие» кирлĕ пек вылятма пуçларăмăр çеç мар, тĕрлĕ сайтсене, блогсене кĕме вĕрентĕмĕр, электронлă адрес çине çырусем яратпăр, илсен хĕпĕртетпĕр, ют çĕршывра-хулара пурăнакан тăвансемпе скайппа калаçатпăр.Хыпарсен е телекуравран маларах пĕлетпĕр, юратнă кинофильмсене тупса куратпăр, хайлавсене вулатпăр, çамрăклăхри юрăсене киленсе итлетпĕр. Интернет вăйĕпе пултарайнă таран усă куратпăр. Унсăр паян пурнăç та çук пек туйăнать. Аслă ӳсĕмри çынсем вĕренсе пыраççĕ-ши компьютерпа ĕçлеме?

Текста малалла вулăр...

Кивĕ Улхашра – крокодил ферми

Кивĕ Улхашри Леонид Владимирович Курайкин кил çурчĕ умне çитсен Африкăри крокодил фермине лекнĕ пек – унта та, кунта та çивĕч шăллă симĕс те вăрăм крокодилсем çăварĕсене карса выртаççĕ, çемйипех. Юнашарах шурăпа хура тĕслĕ акăшĕсем шыв çийĕн ишнĕ пек çуначĕсене сарса лараççĕ. Картиш алăкне уçсан та çав ӳкерчĕкех.
-Ăçтан тупрăн çавăн чухлĕ тискер чĕр чуна? – ыйтатăп крокодилсем çине кăтартса.
-Çĕрĕпе касса ларатăп. Материалĕ ал айĕнчех темелле. Районти шиномонтажсенче кивĕ урапасем пĕтсен Ульяновска кайса илетĕп. Ахалех парса яраççĕ, савăнаççĕ кирлĕ мар япаларан хăтăлнипе. Кайран симĕс сăрăпа сăрлатăп. Акăшсене нумайăшĕ урапаран касса кăларать ĕнтĕ. Анчах эпĕ пуçĕсене уйрăм, йывăçран касса кăларса çыпăçтаратăп. Çавăнпа вĕсем чĕрĕ пек, - каласа парать Леонид Владимирович.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ ИКСĔЛМЕСТ

Йывăçран, хăва-пушăтран, тăмран тĕрлĕ япала ăсталасси чăвашсем хушшинче ĕлĕк пур çĕрте те анлă сарăлнă. Халĕ çав япаласенчен нумайăшĕ манăçа тухнă темелле. Анчах хальхи ăстаçăсем те кăкшăмсемпе чашăксем, алтăрсемпе витресем, карçинккасем, сĕтел-пукан е ача тетти тунă чух халăх пултарулăхĕн пуян меслечĕсемпе усă кураççĕ, кивĕ йăла-йĕркене çĕнетсе аталантараççĕ. Çавна май халь ăсталанă япаласенче халăхăн авалтан килекен хăнăхĕвĕпе паянхи çыннăн эстетика туйăмĕ килĕшӳллĕн çыхăнса тăнине курма пулать.
Халăх ăсталанă япаласем хушшинче йывăçран касса тунă алтăрсем уйрăмах илемлĕ. Вĕсенчен чи пысăккисемпе сăра тунă чух усă курнă, пĕчĕккисемпе уявсенче хăнасене симпыл ĕçтернĕ.
Алтăр тунă чух ăстасем вил тăпри çине лартакан йывăç скульптура техникин авалхи меслечĕсемпе анлăн усă курнă.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ ИКСĔЛМЕСТ

Йывтăçран, хăва-пушăтран, тăмран тĕрлĕ япала ăсталасси чăвашсем хушшинче ĕлĕк пур çĕрте те анлă сарăлнă. Халĕ çав япаласенчен нумайăшĕ манăçа тухнă темелле. Анчах хальхи ăстаçăсем те кăкшăмсемпе чашăксем, алтăрсемпе витресем, карçинккасем, сĕтел-пукан е ача тетти тунă чух халăх пултарулăхĕн пуян меслечĕсемпе усă кураççĕ, кивĕ йăла-йĕркене çĕнетсе аталантараççĕ. Çавна май халь ăсталанă япаласенче халăхăн авалтан килекен хăнăхĕвĕпе паянхи çыннăн эстетика туйăмĕ килĕшӳллĕн çыхăнса тăнине курма пулать.
Халăх ăсталанă япаласем хушшинче йывăçран касса тунă алтăрсем уйрăмах илемлĕ. Вĕсенчен чи пысăккисемпе сăра тунă чух усă курнă, пĕчĕккисемпе уявсенче хăнасене симпыл ĕçтернĕ.
Алтăр тунă чух ăстасем вил тăпри çине лартакан йывăç скульптура техникин авалхи меслечĕсемпе анлăн усă курнă.

Текста малалла вулăр...