Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хастар, ӳркенме пĕлмен çыравçă

(А.С. Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ тĕле)
 
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă.
1954 çулта Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн ялхуçалăх машинисен механикне вĕреннĕ. Кун хыççăн ăна Çурçĕр Казахстана çерем çĕрĕсене уçма янă.
Ĕç стажĕ унăн «Докучаевский» совхозра тытăннă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн А.С. Чебанов Курганти ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ, зоотехник специальноçне алла илнĕ. 1962 çулта дипломлă специалист зоотехникра ĕçлеме тытăннă. Çак профессие вăл пурнăçри 40 çулне панă: Çĕпрел районĕнчи Алешкин Саплăк ялĕнчи Калинин ячĕллĕ колхозра – 12 çул, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕ-нчи Кунтикав ялĕнче, Аслă Нагаткинти сысна ĕрчетекен комплексра, юлашки 15 çул – Чăнлă районĕнчи ялхуçалăх управленийĕнче вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

Чараксăр чĕлхе

Мĕн кăна пулмасть пурнăçра. Хăш чух шутламасăр персе янă сăмах хăвнах тепĕр вĕçĕпе пырса тивме пултарать.
Пĕрре çапла çамрăк чух хам чараксăр чĕлхене пула аттепе аннен чĕрине çунтарнăччĕ.
Эпĕ çамрăк пулнă çулсенче кану кунĕсем сахалтарахчĕ. Эрнере ултă кун ĕçлесе пĕр кун çеç канаттăмăр. Пĕр куна пулин те чун яла– атте-анне патне туртатчĕ. Вĕсем те пире хытă кĕтетчĕç. Хуçалăхра ĕçĕ сахал мар-çке, пулăшмаллаччĕ. Çул çывăх пулмасан та кашни эрнере тенĕ пекех кайса çӳренĕ. Мĕн вăл çамрăкшăн Ульяновскран Чăваш Енри Елчĕк çумĕнчи пысăках мар яла кайса килесси/ Чукун çул вокзалне çитме – çур сехет, Пăвари станцăна çитме – виçĕ сехет. Унтан тата 25 çухрăм çуран утмалла. Çула май машина лартрĕ пулсан вара – чăн-чăн телей. Анчах ун пекки сайра пулкаланă. Вăл вăхăтра автобуссем, çăмăл машинасем хальхи пек нумай пулман.

Текста малалла вулăр...

Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăннă çулсем

Чĕмпĕр тăрăхне эпĕ 1980 çулта килсе вырнаçнăччĕ. Унтăр кĕтесĕ, вăрман, Атăл шывĕ, çаран, çеремре – çырла, тутлă шăршăллă чей курăкĕ ӳсет, сад-пахчара улма-çырла – çăтмаха лекнĕнех туйăннăччĕ.
Манпа пĕрле тете тата икĕ йăмăк çемйисемпе килсе тĕпленчĕç. Ĕçĕсем те аван, хваттерĕсем те пур, укçа та аван тӳлеççĕ. Совхозра колхозри пек мар. Пушă вăхăтра клуба кино курма, концертсем лартма çӳреттĕмĕр. Концертсемпе кӳршĕ ялсене, района та çитнĕ.Тĕрлĕ уявсене те хутшăнаттăмăр. Эпир, виçĕ пĕртăван, пĕрле юрлаттăмăр. Репертуарта «Уçланкăри палан, «Шăнкăрав курăкĕ», «Тавах, анне» юрăсем пурччĕ. Фермăсемпе хирсенче ытларах чăвашсем ĕçленипе эпир вĕсем патне çитсе чăваш юррисемпе савăнтараттăмăр. Пире ентешсем яланах хытă алă çупса йышăнатчĕç.
1989 çулта чăвашла «Еткер» телекăларăм, «Канаш» хаçат тухма тытăнсан, чăваш чиркĕвĕ уçăлсан чăвашсем ирĕклĕрех сывласа ячĕç.

Текста малалла вулăр...

Яковлев Халалне тĕпе хурса

УОЧНКА йĕркеленипе чăваш общественноçĕ кашни çулах И.Я.Яковлевăн çуралнă кунĕнче унăн палăкĕ умне пуçтарăнать. Кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 168 çул пулчĕ.
Халăх нумай пуçтарăннăччĕ. Çанталăкĕ те уярччĕ. Уява УОЧНКА председательне пулăшаканĕ Ф.Т. Улендеева ертсе пычĕ. Вăл кĕскен Иван Яковлевич халăхшăн мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулнине палăртса хăварчĕ. Унтан сăмах область правительствинчен килнĕ С.В.Паховские пачĕ.
- Иван Яковлева пула чăваш чĕлхи аталанса пырать. «Верьте в Россию, и она вам будет матерью»,- тесе вăл чăвашсене çеç мар, ытти халăхсене те туслă, килĕштерсе пурăнма ыйтса каланă. Украинăри пек начар лару-тăру ан пултăр тесен çак сăмахсене кашнин тĕпе хурас пулать,- терĕ вăл.
Хуламăрти 55-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕренекенсем (ертӳçи С.

Текста малалла вулăр...

Туссем каллех пĕрле

Владимир Сатай çуралнăранпа 90 çул çитет
 
Пирĕн ентешĕмĕр, чăвашсен паллă çыравçи Владимир Леонтьевич Сатай – пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче 90 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах вăл 25 çул каялла пиртен уйрăлса кайнă, Шупашкар масарĕнче ĕмĕрлĕ-хех канлĕх тупнă. Çулсем иртсех пыраççĕ пулин те унăн ячĕ халăх асĕнчен тухмасть. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене чăвашсем халĕ те юратсах вулаççĕ.
Чĕмпĕр чăвашĕсен чи ăста çыравçине халалласа çак кунсенче Шупашкарти Литература музейĕнче асăну каçĕиртрĕ. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче кун çути курнă Владимир Сатай пултарулăхĕ, тăван литературăри вырăнĕ çинчен калаçмашкăн çыравçăсемпе тĕпчевçĕсем, ентешĕсем, ăна хисеплекенсем пухăнчĕç.
Литература музейĕн ĕçченĕсем паллă çыравçа халалласа «Туссем каллех пĕрле» темăпа ятарлă стенд хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

Яковлев вилнĕренпе 85 çул çитрĕ

Кăçал октябрĕн 23-мĕшĕнче И.Я.Яковлев вилнĕренпе 85 çул тулчĕ. Çак ятпа Ульяновскри патриархăмăрăн палăкĕ умне çын нумай пуçтарăнчĕ, çав шутра шкул ачисем те, вĕсем чăвашсен çĕнĕ çырулăхне пуçарса яракана тав туса унта чечек çыххисем хучĕç.
Пухăннисене кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи, УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев чăваш халăхне çутта кăларакан çын çинчен каласа пачĕ, унăн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Кайран Иван Яковлевич Яковлев вилнĕ кунне асăнса Чăваш чиркĕвĕнчи священник Владимир атте кĕлĕ ирттерчĕ. Чиркĕве чăваш юхăмĕн пуçлăхĕсем, хастарĕсем, усламçăсем тата ыттисем пуçтарăнчĕç. Ялсенчен килнисем те пурччĕ.
Юлашкинчен Владимир атте И.Я.Яковлева сăваплă çынсен ретне кĕртессишĕн пыракан ĕç-пуçпа паллаштарчĕ.

Тӳрĕ кăмăллă, ырă чунлă...

Кăçал Вениамин Васильевич Афанасьев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ, вилнĕренпе – 15.
Этеме ĕçĕ тăрăх хаклаççĕ. Хăй сăмахне тытма пĕлекен, ума лартнă тĕллевĕ патне тӳрĕ кăмăлпа, çирĕппĕн утакан, мĕн виличчен шухăшне улăштарман тата хăйĕн «питне» çухатман çынна çеç телейлĕ теме пулать. Çавăн пек çынсен шутне ахаль совет çыннине, коммуниста – Вениамин Васильевич Афанасьева кĕртме пулать.
Вăл Мелекесс районĕнчи Слава текен пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачаранах хресчен ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Ăс пухма тăрăшнă, уйрăмах историпе географи предмечĕсене юратнă. Слава ялĕнчен Крупская ячĕллĕ совхоз шкулне темиçе çухрăм утнă. Шкул пĕтерсен вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищине вĕренме кĕрет. Унта вĕреннĕ çулсенчех политика юхăмне лекет. 1948 çулта ВЛКСМ членĕ пулса тăрать. Мĕнпур обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать: профком председателĕн ĕçне илсе пырать, спортра палăрать, училищĕн симфони оркестрĕнче вылять.

Текста малалла вулăр...

Шанчăклă тусчĕ

М.А.Аляпкин çуралнăранпа 75 çул çитнĕ тĕле
 
Питĕ шанчăклă, çывăх тус вырăнне хураттăмччĕ эпĕ Михаил Андреевича.
 
2014 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче пушара пула манăн хуçалăх пĕтĕмпех çунса кайрĕ. Çири кĕпе-йĕмпе кăна тăрса юлтăмăр. Меречен ялĕнче (Тутарстан, Аксу районĕ) манăн юнашарах виçĕ çуртчĕ. Пĕринче арăмпа иксĕмĕр пурăнаттăмăр. Иккĕмĕшĕнче хамăн библиотекăччĕ (фондра виçĕ пин кĕнеке), музей йĕркелерĕм, килти архив пуянччĕ. Виççĕмĕшĕ хăнасене йышăнмалли çуртчĕ. Пĕтĕмпе кĕлленчĕ. Пулăшакансем питĕ те нумайăн пулчĕç.Эпĕ 1969-1975 çулсенче тутар ялĕнчи шкулта аслă классене вĕрентрĕм. Манăн вĕренекенсем пулнăскерсенчен пĕрисем тумтир, кĕпе-йĕм, теприсем апат-çимĕç, виççĕмĕшсем укçан парса пулăшрĕç. Тăвансем, пĕлĕшсем, Самар облаçĕнчен нумайăн хавхалантарчĕç.

Текста малалла вулăр...

Ялти вĕрентӳçĕ

Чăваш Сайманри пуçламăш шкулта Евдокия Павловна Вахтурова 40 çула яхăн вăй хунă. Çак хушăра унăн чĕри витĕр миçе ача тухман пулĕ, миçе ачана çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ, миçе ачана мухтанă, киревсĕр ĕçшĕн асăрхаттарнă, ашшĕ-амăшне ырă канаш панă.
Евдокия Павловна Чăваш Сайманра 1921 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çемье питĕ чухăн пурăннă. Ашшĕ Павел Васильевич Захаров Баку хулине ĕçлеме кайсан рабочисен умĕнче аслă çулпуçăмăр В.И. Ленин тухса калаçнине курнă. Кунтах вăл коммунистсен ретне тăнă. Яла таврăнсан та пĕрремĕш коммунист пулса тăрать. Колхозсем чăмăртанма тытăнсан ял халăхĕ ăна «Малалла» колхозăн председательне суйласа лартать. Колхоза йĕркелеме çăмăл пулман. Ялти пуянсемпе хытăрах, чухăннисемпе – çемçерех пулма тивнĕ ăна. Председателе темиçе хут та вĕлерме хăтланнă ялти кулаксем.

Текста малалла вулăр...

О п р о в е р ж е н и

Аркади Казановăн çутă сăнарне асăнса
 
Шупашкарти хăна çуртĕнчи номер.
Юлташсемпе вырнаçнă эп унта.
Кĕçĕр кунта каç выртмалла ман. Чимĕр!..
Кама куратăп юнашар? Тăхта!..
 
Аркади тантăшăм, ку эсĕ мар-и?
Тăратăн чĕррĕн ман çине пăхса.
Ĕнер кăна-ха “Хыпарта» вуларăм –
Унта некролог тухнă çапăнса.
 
Пулма пултараймасть! Кур, эсĕ – сывă!
Тен, йăнăшнă, хастар хаçатçăсем?
Тин çеç вуланăччĕ калав та сăвă,
Çаплах куç умĕнче çав сăнарсем.
 
- Çырас пулать халех опровержени, –
Тесе каларăм, тусăм, эп сана.
Ăçтаччĕ-ха хаçачĕ? Хам ĕшеннĕ,
Кунта çул килнĕ майăн хăнана.

Текста малалла вулăр...

Анне умĕнче пуçăма таятăп

1919 çул. Самар кĕпернин Вешкайма уесĕнчи Каркел ятлă чăваш ялĕ. Вун улттăри Н.-ăн ывăл çуралать. Мăшăрланмасăр тунă ача. Апла пулсан чун туртманни тата пысăк çемьере кирлĕ марри. Ашшĕсĕр ача вăл – ытлашши пыр. Пĕчĕк Кольăн шăпи мĕнлерех пулнă пулĕччĕ-ши ăнсăртлăх пулăшмасан?..
 
Каркелсем кӳршĕ ялсемпе туслă пурăннă. Чăвашсем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Пикесем тăванĕсем патĕнче эрнешер хĕр ларнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче пĕрле пухăнса ал ĕç тунă, халăх юррисене шăрантарнă. Вĕсен хăтлăхне каччăсем илемлетнĕ. Кӳршĕ ял каччисем те ларма хĕрсене курма çӳренĕ. Паллашнă. Кĕр мăнтăрĕпе ялсенче туйсем кĕрленĕ.
Асьялта (Алинкино) пурăнакан çамрăках мар мăшăрăн нумайччен кĕтнĕ хыççăн çут тĕнчене килнĕ ывăл пепки вилет. Хĕр пĕрчине Турă вун пилĕк çул каяллах парнеленĕ пулнă.

Текста малалла вулăр...

Савăнтăм та, кулянтăм та...

Ватăлса пынă май халăхпа пĕрле темĕн те курма ĕлкĕртĕм: савăнтăм та, кулянтăм та, ыррипе усалли те черетленсе пычĕç. Тĕрлĕ саманара пурăнса куртăм. Кашни вăхăтăн лайăх енĕсем те, начарри те пур. Çавна май ачалăх кунĕсене аса илес килет.
Çак статьяна паянхи çамрăксем вуласа тухсан, тен, ĕненмĕç те. Иккĕленетĕр тĕк асаннĕрсемпе аслаçăрсенчен ыйтса пĕлĕр.
…Акă кĕркунне иртнĕ те – шатăр сивĕ кунсем çитесси те инçех мар. Ял çынни çу каçипех уй-хирте тар тăкнă хыççăн çăмăллăн сывлăш çавăрса янă. Унччен кашниех колхозра ĕçленипе пĕрлех хăйсем валли пахча çимĕç, утă-улăм хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Çемьере кашни валли ĕç тупăнсах тăнă. Аслисем йывăр ĕçсене тунă вăхăтра пире, шăпăрлансене, çу кунĕсем пуçлансанах ĕçе кӳлĕнтеретчĕç. Çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасататтăмăр, кăпкалататтăмăр, кĕтӳ ансан выльăх-чĕрлĕхе кĕтсе илеттĕмĕр, пахча шăвараттăмăр.

Текста малалла вулăр...

Пире Тимĕр тете пуçтарчĕ

Владимир Васильевич Бараев-Сĕркке поэт вилнĕренпе 70 çул çитнине тата Сталинград патĕнчи çапăçусене асăнса Чăвашкассинчи Культура çуртĕнче каç иртрĕ. Ку ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен поэтăн амăшĕ çак ялта çуралса ӳснĕ. Мероприяти пуçаруçи, йĕркелӳçи тата ертӳçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер-Афанасьева пулчĕ (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ, халĕ Новоульяновск хулинче пурăнать). Унăн ашшĕ Михаил Афанасьев тата Владимир Бараев – иккĕмĕш сыпăкри тăвансем.
В.Бараев 1910 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Виçпӳрт-Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Хурăнвар шкулне пĕтернĕ, Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Малтан Пухтел район хаçачĕн редакцинче ĕçленĕ, унтан урăх çĕре пурăнма куçнă. Чăнлă районне туса хурсан каярах тепĕр тапхăр вăл Аслă Нагаткинта тухакан «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçатра вăй хунă.

Текста малалла вулăр...

АЙДАК — чаплă ĕçсемпе палăрнă ЕРТӲÇĔ

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă ентешĕмĕр,ЧР Хисеплĕ çынни, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Аркадий Павлович Айдак авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тенĕ.
Ачак хĕрĕ пулнипе эпĕ ăна 45 çул пĕлетĕп. Вăл пирĕн тăрăха ĕçлеме килнĕ çул эпĕ пуçламăш класс ачи çеç пулнă-ха. Çӳллех мар, патвар, кăн-кăвак куçлă, илемлĕ качча ял хĕрĕсем пĕрре курсах куç хыврĕç. Хирте-и, йĕтем çинче-и – вăл пынине курсан хĕрсем çӳç-пуçне тӳрлетме пикенетчĕç. Çамрăк ертӳçĕ никама та уйрăм тимлĕх уйăрмастчĕ. Çĕнĕ пуçлăхăн тĕллевĕсем урăхларахчĕ.
Вăл вăхăтра председательсен машинасем çукчĕ-ха. Айдак кăвак юлан утпа çӳретчĕ. Малтан мĕнпур хуçалăха пăхса çаврăнчĕ: ферма çурчĕсем чалăшса кайнă, выльăх-чĕрлĕх пылчăк ăшĕнче тăрать.

Текста малалла вулăр...

Тав тăватпăр

2012 çулхи нарăсăн (февраль) 3-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи общественность чăвашсен паллă писателĕ, пирĕн кил-йышри чи çывăх çын – мăшăр, ачасен ашшĕ тата мăнуксен аслашшĕ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитнине анлăн палăртрĕ. Шел, вăл хăй çав куна кĕтсе илеймерĕ.
Районти Культура çуртĕнче ăна асăнса ирттернĕ литература каçĕнче Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, районти ытти ертӳçĕсем, Ульяновск облаçĕнчи Правительство пуçлăхĕн тата кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Рамис Сафин тата Чăваш Республикинчи К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсен пысăк ушкăнĕ, çав шутра Раççей тата Чăваш Республикин халăх артистки Н.М. Яковлева, пулчĕç. Чăваш артисчĕсем районти Культура çурчĕн сцени çинче А.Чебанов çырнă «Праски кинеми мăнукне авлантарать» пьесăна лартса пачĕç.

Текста малалла вулăр...

Аслă Нагаткинти Чебанов кунĕ

Нарăсăн 3-мĕшĕнче чăвашсен паллă драматургĕ, поэчĕ тата прозаикĕ Анатолий Чебанов çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Шел, юбилей кунне вăл хăй кĕтсе илеймерĕ, 2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче кĕтмен çĕртен пиртен уйрăлса кайрĕ.
 
Анатолий Сафронович Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çемье çавăрнă хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялне куçать. Çавăнтанпа Чăнлă тăрăхĕ унăн иккĕмĕш тăван килĕ пулса тăрать. Литература ĕçне А.С.Чебанов ача чухнех пуçăннă, райхаçатра сăвăсем пичетленĕ хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле ялти клуб сцени çинче спектакльсем лартса вылянă, хăй те пьесăсем çырма пуçланă. 1980 çулта хăйĕн чи паллă пьесине – «Праски инке хĕр парать» камит – çырса пĕтерет. Вăл Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссёрĕ В.

Текста малалла вулăр...

Иван Кирюшкина асăнса

«Канаш» хаçат редакци тĕпелне шурă çӳçлĕ çын пырса кĕчĕ. Пуринпе те алă тытса ăшшăн саламланă хыççăн тӳрех калаçу пуçларĕ.
-Паян облаçри И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш обществин черетлĕ ларăвĕ пулать. Пурне те пыма сĕнетĕп,- терĕ.
Кайран вăл кам икенне В.Ф. Ромашкинран ыйтса пĕлтĕм. Çавăн чухне паллашнăччĕ те И.С. Кирюшкинпа. Вăл вăрçă çулĕсенче фронтра çар корреспонденчĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Общество ларăвĕ палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Иван Сергеевич ĕç планĕпе паллаштарчĕ. И.Я. Яковлев уçнă шкула тепĕр хут уçмалли пирки çивĕч ыйту хускатрĕ. Çак ыйтупа Ю.Ф. Горячев патне яма хатĕрленĕ çырупа паллаштарчĕ. «Çывăх вăхăтра обществăн черетлĕ съездне ирттермелле. Хатĕрленмелле»,- терĕ вăл.
Профсоюзсен керменĕнче обществăн иккĕмĕш съезчĕ уçăлчĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕЛИМИР ХЛЕБНИКОВ СĂВВИСЕМ

Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă поэтсем хушшинче Велимир Хлебников пултарулăхĕ хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсем, ун чухне вырăс литературине кĕнисем йышлă пулнă: Константин Бальмонт, Вячеслав Иванов, Валерий Брюсов, Михаил Кузьмин, Александр Блок, Андрей Белый, Николай Клюев, Владислав Ходасевич, Николай Гумилёв, Алексей Крученых, Максимилиан Волошин, Игорь Северянин, Анна Ахматова, Николай Асеев, Борис Пастернак, Осип Мандельштам, Марина Цветаева… Çав ретрех Владимир Маяковский, Сергей Есенин паллах. Ку списока чылай тăсса кайма пулать. Тĕрлĕ ят, тĕрлĕ шăпа, тĕрлĕ юхăм: символистсем, акмеистсем, футуристсем.
В.Хлебникова илес пулсан вăл пурĕ те 37 çул çеç пурăннă. 1885 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Астрахань енчи Кĕçĕн Дербент ялĕнче, Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕнĕ тăрăхра, çуралса 1922 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Новгород кĕпĕрнинчи Санталово ялĕнче вилнĕ.

Текста малалла вулăр...

ИКĔ КУККА

(«Пурнăç кукрашкисем» ярăмран)
Манăн пурĕ виçĕ кукка пулнă. Кĕçĕннине, 1904 çулта çуралнине, Кришша кукана, лайăх астăватăп. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланиччен вăл Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Патуел ялĕнче пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕвĕпе ытла çӳллĕ мар, хыткан пит-куçлăскер йăвашшăн калаçатчĕ вăл çынсемпе. «Арă, арă» - тесе çеç тăратчĕ, калаçма юратакансен сăмахĕсене ăнтарса пырса. Мăшăрĕ вара, çивĕч пит-куçлăскер, йăваш упăшкине хăй аллипе тыткаланă. Çав Еля ятлă хаяр кинĕ çепĕç чунлă кукамая (кукамая эпир пурте ку енчи чăвашсен чĕлхипе «павăшки» тесе чĕнеттĕмĕр) кӳрентерме те вăтанса тăман. Пĕррехинче, тем сăлтавпа кăтăрса кайса, павăшкине чашкăри турăхпа питĕнчен сапнă. Кун çинчен павăшки ватлăх кунра куççуль кăларсах каласа кăтартатчĕ карчăксене.
Çак хире-хирĕç кăмăллă мăшăрсем сакăр ача пăхса ӳстерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç кустăрми

“Канаш” хаçата нумай çул Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче пурăннă Давид Семёнович Шашкин çырса тăчĕ. Пирĕн штатра тăман хастар корреспондент вулакансене сăввисемпе, калавĕсемпе, вăрçă историйĕсемпе савăнтаратчĕ, хаçат йĕркелекен конкурссене хутшăнатчĕ. “Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ” ята та тивĕçнĕ.
Давид Шашкин 1924 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта Элшелĕнче сакăр класс пĕтернĕ, каярахпа Хусанта ФЗОра вĕреннĕ, фабрикăра ĕçленĕ.
1942 çулта фронта лекнĕ, связист, разведчик, снайпер пулнă. Пултаруллă çамрăка Брянскри çарпа политика училищине вĕренме янă. Вĕренсе тухсан батальон, полк комсоргĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче икĕ хутчен суранланнă. “Хĕрлĕ Çăлтăр” тата пĕрремĕш пусăмлă Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, “Варшавăна хăтарнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн” медальсемпе наградăланнă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.