Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

ИКĔ КУККА

(«Пурнăç кукрашкисем» ярăмран)
Манăн пурĕ виçĕ кукка пулнă. Кĕçĕннине, 1904 çулта çуралнине, Кришша кукана, лайăх астăватăп. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланиччен вăл Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Патуел ялĕнче пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕвĕпе ытла çӳллĕ мар, хыткан пит-куçлăскер йăвашшăн калаçатчĕ вăл çынсемпе. «Арă, арă» - тесе çеç тăратчĕ, калаçма юратакансен сăмахĕсене ăнтарса пырса. Мăшăрĕ вара, çивĕч пит-куçлăскер, йăваш упăшкине хăй аллипе тыткаланă. Çав Еля ятлă хаяр кинĕ çепĕç чунлă кукамая (кукамая эпир пурте ку енчи чăвашсен чĕлхипе «павăшки» тесе чĕнеттĕмĕр) кӳрентерме те вăтанса тăман. Пĕррехинче, тем сăлтавпа кăтăрса кайса, павăшкине чашкăри турăхпа питĕнчен сапнă. Кун çинчен павăшки ватлăх кунра куççуль кăларсах каласа кăтартатчĕ карчăксене.
Çак хире-хирĕç кăмăллă мăшăрсем сакăр ача пăхса ӳстерчĕç.

Текста малалла вулăр...

Пурнăç кустăрми

“Канаш” хаçата нумай çул Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче пурăннă Давид Семёнович Шашкин çырса тăчĕ. Пирĕн штатра тăман хастар корреспондент вулакансене сăввисемпе, калавĕсемпе, вăрçă историйĕсемпе савăнтаратчĕ, хаçат йĕркелекен конкурссене хутшăнатчĕ. “Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ” ята та тивĕçнĕ.
Давид Шашкин 1924 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1939 çулта Элшелĕнче сакăр класс пĕтернĕ, каярахпа Хусанта ФЗОра вĕреннĕ, фабрикăра ĕçленĕ.
1942 çулта фронта лекнĕ, связист, разведчик, снайпер пулнă. Пултаруллă çамрăка Брянскри çарпа политика училищине вĕренме янă. Вĕренсе тухсан батальон, полк комсоргĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче икĕ хутчен суранланнă. “Хĕрлĕ Çăлтăр” тата пĕрремĕш пусăмлă Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, “Варшавăна хăтарнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн” медальсемпе наградăланнă.

Текста малалла вулăр...

Çĕкленчĕ палăк...

Авăнăн 5-мĕшĕнче чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕ - СССР космонавт летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев - çуралнăранпа 82 çул çитнине паллă турĕ.
 
Çак кун Шупашкарти Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте те çын йышлă пухăнчĕ - шăп çав вырăнта Андриян Николаевăн палăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕрĕн, виççĕмĕш космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова тата тăванĕсем, министерство-ведомс тво ертӳçисем, депутатсем, ветерансем, сумлă хăнасем, шкул ачисем хутшăнчĕç.
- Ку палăка чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлипе - ниме мелĕпе - турăмăр. 2011 çула Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Космонавтика çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...

Петру Ишутову исполнилось бы 80 лет (1931-2010)

Слово
о Родине
Когда статейки умные читаю,
Я задаюсь вопросом каждый раз:
Зачем писать: “Есть родина большая
И малая у каждого из нас”?
 
Но я, наверное, отнюдь не “каждый”
И возразить тем авторам рискну –
Поскольку я родился лишь однажды,
И Родину имею лишь одну.
 
И я её, как умники иные,
На малую - большую не делю.
Как отделю её я от России?
И как границы ей определю?
 
Россия. Русь. Отечество родное.
Но в мыслях как тебя ни назову,
Считаю Родиной своё село я,
Где сам родился, вырос и живу.
 
Мне дороги российские просторы,
Но душу греют много горячей
Под Сенгилеем меловые горы,
В родном селе – без имени ручей.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2].