Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Хисеплĕ тăвансем, чăвашсем!

Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвкомĕ сире пурсăра та Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕпе хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ саламлать.
2015 çулта эпир нумай тĕрлĕ уяв ирттертĕмĕр, ачасемпе çамрăксене те хутшăнтартăмăр. Çамрăк ăру хушшинче чăваш чĕлхи, культури, пурнăç йăли-йĕрки аталанса пыни, çирĕпленни курăнсах пырать, савăнтарать. Çĕнĕ çулта та çаплах пултăрччĕ.
Сире пурсăра та çак 2016 çулта çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче килĕшӳ, юрату сунатăп, ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр, телейлĕ пулăр.

Ç ĕ л е н

Çĕлен – тĕлĕнмелле чĕр чун. Çĕр тăрăх шăваканскерĕн ури çук. Çапах вăл малалла туртăнать. Унсăр пуçне çĕлен хăйĕнчен пысăкрах чĕр чуна тапăнать, хыпса çăтать. Мана çак интереслентерет, унталла-кунталла шăваканăн шăмми пур-ши?
Алина Ф.
Чăнлă районĕ.
 
Хальхи вăхăтра Çĕр çинче çĕленĕн 3 пин яхăн тĕсне тупса палăртнă. Вĕсенчен тăваттăмĕш пайĕ наркăмăшлисем. Ăсчахсем çĕлен урине хăçан «çухатнине» калаймаççĕ. Çĕленĕн «мăн аслашшĕ» - тăпра чавакан калта тесе шутлаççĕ. Унăн ури пит кĕске е пачах та çук.
Çĕлене çӳреме пĕртте ура кирлĕ мар, вăл унсăрах хырăм çинчи хуппа пула шăвать.
Çĕлен çăмăллăнах авкаланать пулин те унăн кĕлеткинче шăмă нумай. Çурăм шăмми çумĕнче аяк пĕрчисем пур. Хăш-пĕр çĕленĕн 145 мăшăр таранах.

Текста малалла вулăр...

Хĕл Мучи ăçтан килнĕ?

«Çĕнĕ çула пĕчĕккисем кăна мар, аслисем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ачалăхри пекех çитĕнсен те Хĕл Мучи парне парасса, тĕлĕнтерессе шанатпăр. Çак сăнар пирĕн пурнăçа хăçан кĕрсе çирĕпленнĕ-ши?» - тесе ыйтаççĕ вулакансем.
Тĕлĕнмелле пулин те чи малтанах Хĕл Мучи хальхи пек ырăскер пулман. Вăл тĕрлĕ Турра ĕненекенсен чи хаяр Турри шутланнă. Хăйĕн миххине чӳк тумалли çимĕçсене, пĕчĕк ачасене пухнă. Çав çулсенче парнесем пирки сăмах та пулма пултарайман. Сивĕ тата çил-тăвăл хуçи вăрманта çынсене шăнта-шăнта лартнă. Çакăн евĕр сăнар, тĕслĕхрен, Некрасовăн «Мороз – Красный нос» поэминче сăнарланнă. Ĕлĕк Хĕл Мучи киле пырса кĕрес тĕк – ачасем сăвă калама черете тăман, усалран часрах тарса хăтăлма тăрăшнă.
XIX ĕмĕрте авалхи сăнарпа пĕр харăсах тепри, Усал Ватăпа сăн-сăпатран пĕр евĕрлĕскер – «Чăрăш хуçи» - аталанма пуçланă.

Текста малалла вулăр...