Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 

Çутçанталăка юратакан туссем

Чӳрекел шкулĕнчи саккăрмĕш класра тăватă ача вĕренет: икĕ хĕрача тата икĕ арçын ача.
Сергей Дьяконовпа Александр Шкаликов – юлташсем. Урăхла пулма та пултараймасть, класра иккĕн кăна вĕсем. Çавăнпа уроксенче те пĕрле, уроксем хыççăн та.
Сергей «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе пырать. Пур предмета та кăмăллать вăл. Уроксене тĕплĕн хатĕрленет, киле парса янă ĕçсене пурнăçламасăр шкула кайни нихăçан та пулман.
Саша вара хăш чухне «виççĕ» илнин сăлтавĕ почеркĕ начар пулнинче тесе ăнлантарать. «Йăнăшсем кайкалани те пулать ĕнтĕ», - тет вăл сăпайлăн.
Уроксем хыççăн Сергейпа Саша юратнă вĕрентекенĕ Сергей Григорьевич Ярославский ертсе пыракан шкулти спорт секцине çӳреççĕ. Унта вĕсем волейболла, футболла, баскетболла выляççĕ. Ăмăртусене те хутшăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

К.Иванов поэзийĕпе кăсăкланакан каччă

Чăваш Кăлаткă ял администрацийĕнче нумай ачаллă çемьесене, ашшĕ-амăшсене, çамрăксемпе ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов облаçра илсе пыракан çемье политикине тĕрĕс çул-йĕр тесе шутлаççĕ кунти специалистсем. «Урамсенче ача-пăча сасси илтĕнмесен ялăн илемĕ те çук», – терĕç кăлаткăпуçсем мана администраци мухтавĕ шутланакан çамрăксемпе паллашма сĕнсе.
Андрей Хурасев паян Балаковăри (Сарă ту облаçĕ) Атăлçи колледжĕнче вĕренет. Вăл – пулас менеджер. Каччă нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Ларисăпа Анатолий Хурасевсен кил-йышĕнче шучĕпе иккĕмĕш ачи. Ашшĕ сарăмсăр вилнĕ пирки амăшĕ пĕчченех ури çине тăратасшăн ăшталанать паян тĕпренчĕкĕсене, выльăх апачĕн никĕсĕн пуçлăхĕнче тăрăшать.
Андрей ача садне çӳренĕ чухнех ушкăнри пĕчĕк çăлтăр пулнă: сăвă-юрă ăста каланă, уявсенче ташласа тĕлĕнтеренĕ.

Текста малалла вулăр...

Кукамăшĕ мăнукĕшĕн çунса пурăннă

Инза хули. Пысăках мар пулин те çĕршывĕпех паллă хула. Кунта чăвашсемпе килĕштерсе пурăннă, чăваш çыравçисен сăввисене пĕрремĕш хут чăвашла куçарнă çын – Дмитрий Ознобишин — çуралса ӳснĕ. Ку хулара халĕ те ăслă-тăнлă, чипер пит-куçлă ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Ача çуратса ӳстерсе çĕршыва юрăхлă тăваççĕ.
Икĕ çамрăк чăваш çемье çавăрса телейлĕн пурăнас шухăшпа ачаран ĕмĕтленнĕ. Ӳссе çитĕннĕ Ванюк салтакра пулнă хыççăн юратнă хĕрĕпе çемье çавăрать. Ашшĕ-амăшĕ çамрăксемшĕн савăнса пурăнать. Вăй çитнĕ таран пулăшать.
Çамрăк арăмăн ача çуратма вăхăчĕ çитет. Унăн темшĕн кăмăлĕ хуçăлать, шавах йĕресси килет. Упăшки лăплантарать. Тухтăрсем пулас аннене пульницана хураççĕ.
Вальăн амăшĕ ăшĕ çуннипе нушаланать. Каçсерен теме сиссе çутă çутмасăр урамалла пăхса ларать.

Текста малалла вулăр...

Артист пулма ĕмĕтленет

Мария Квасова Ульяновск районĕнчи Теччĕ шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренет. Пур енĕпе те пултаруллă хĕр: вĕренӳре те пĕрремĕш класранах «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать, юрлама, ташлама юратать.
Мария Загудаевка ялĕнче çуралнă. Пуçламăш класа та тăван ялĕнчех кайнă. Пĕрремĕш вĕрентекен Роза Аркадьевна Звонова çирĕп пĕлӳ те панă вĕсене, коллективра та туслă пурăнма вĕрентнĕ. Çавăнпа та 2009 çулта пиллĕкмĕш класа Теччĕ шкулне куçсан Марийăн йывăрлăхсем пулмаççĕ. Вăл шкул ирттерекен мĕнпур мероприятисене хастар хутшăнма пуçлать, пуринпе те туслашать.
Чипер чăваш хĕрĕ пиллĕкмĕш класранах амăшĕ Наталья Александровна ертсе пыракан «Чăваш халăх культури» факультатива çӳреме пуçлать. 2010 çулта облаçри «Путене» конкурсра сцена ăсталăхне кăтартса 1-мĕш вырăн, сăвă вуласа 1-мĕш вырăн çĕнсе илет.

Текста малалла вулăр...

Тинех ăнланса илтĕм

Калав
 
Вăрăм ураллă официантка кофе илсе килсе пачĕ. Киле пĕртте каяс килмест. Ялан арăм мăкăртатать. Сăлтавпа та, сăлтавсăр та – ялан тем çитмест.
Качча кайнă чухне чĕвĕлти чĕкеç пек чĕвĕлтететчĕ, яштака пӳ-силлĕччĕ.
Халĕ вара… Тем сарлакăш пулса кайнă, çӳçĕ йĕпеннĕ чăххăнни евĕр… Тĕссĕр-пуçсăр халатне тăхăнса ярать те ларать вара кухньăра çуллă кукăльсем çисе. Çын умне те унпа курăнма намăс. Çавăнпа унта-кунта пĕччен тухса çӳретĕп.
Хĕрарăмсем качча кайиччен кăна хăйсене пăхаççĕ. Вĕсен шучĕпе вара туй хыççăн арçын умĕнче чиперленмесен те юрать. Тăр ухмахсем, арçын вăл чи малти вырăна чиперлĕхе хурать, кайран вара ыттине.
Кĕсьери телефон сас пачĕ. Арăм шăнкăравлать-мĕн.
-Алло, Света…
-Эдик, эс паян ăçта çӳретĕн?

Текста малалла вулăр...

Çамрăксем пушă вăхăта епле ирттереççĕ?

Паянхи çамрăксен пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме темле мелсем те пур – спорт секцийĕсем, ал ĕçĕсемпе юрă-ташă кружокĕсем ĕçлеççĕ, бассейнсем пур. Кăмăл пулсан хуть те хăш енĕпе те аталанма пулать. Çамрăксем вĕсемпе усă кураççĕ-ши? Кун пирки Ульяновскри патшалăх университечĕн студенчĕсемпе калаçса пăхрăм.
 
Ирина ПЕТРОВА, иккĕмĕш курс:
-Эпир халь ирĕклĕ, хуть те ăçта кайма пултаратпăр – кафесене, музейсене. Никам та чармасть. Е Интернетри социаллă тытăмсенче вăхăтна шелсĕр пĕтерме пултаратăн. Эпĕ вара ташă кружокне çӳретĕп. Шел, облаçра чăваш ташшин кружокĕ пуррипе çуккине пĕлместĕп, илтмен те. Пур пулсан кайăттăм. Халĕ вара хаваспах хĕвелтухăç халăхĕсен ташшине вĕренетĕп.
Светлана Афанасьева, пĕрремĕш курс:
-Университетран вĕренсе килсенех тепĕр кунхи занятисене хатĕрленетĕп.

Текста малалла вулăр...

Пурнăçпа вилĕм

Эпĕ вăрăм коридорпа утатăп. Коридор вĕçĕнче шурă çутă. Çутă патне çывхаратăп. Кунта ман вунă çул каялла вилнĕ атте тата пĕлтĕр çут тĕнчерен уйрăлнă асанне тăраççĕ.
-Аттеçĕм! – эпĕ ун патне чупса пырса ыталаса илетĕп.
-Хĕрĕм, Дашенька! – тет вăл мана питрен чуптуса.
Асанне нимĕн те чĕнмест. Вăл салху, аттене канăçсăррăн кĕпе аркинчен турткалать.
-Кайрăмăр! – тет вăл çирĕппĕн. Атте ман алла ярать те çаврăнса утать. Эпĕ ун хыççăн чупатăп.
-Атте, кĕтсе тăр! – тесе кăшкăратăп.
-Çук, хĕрĕм. Санăн пирĕнпе пыма юрамасть. Эсĕ çамрăк-ха. Тата… Аннӳпе Сергея кала, эпĕ вĕсене питĕ хытă юрататăп. Ну юрĕ, Дашенька, пирĕн каймалла. Хăвна сыхла…
Аттепе асанне шурă çутă ăшне кĕрсе çухалчĕç.
Эпĕ куçа уçрăм. Пуç чăтма çук ыратать.

Текста малалла вулăр...

Хăмăр куçсен серепи

Паян иртенпех çумăр лӳшкет… Мĕн тейĕн, кĕркунне хуçаланать. Сарă çулçăсене çил вĕçтерет. Ĕнтĕ хĕвелĕ те сайра хутра кăна тухкалать. Текех вăл ăшăтмасть те…
Кĕркуннене çынсем юратсах каймаççĕ. Анчах мана вăл килĕшет. Кĕркунне маншăн – пĕчченлĕх, эпĕ вара – пĕччен. Эпир çав тери çывăх унпа…
Будильник сассипе куçа уçса ятăм. Çиччĕ çитме вунă минут. Сакăр сехете колледжра пулмалла. Вăхăчĕ пайтах-ха. Сăн-пуçа тирпейленĕ хыççăн чей ларса ĕçрĕм. Çумăрĕ çаплипех кантăкран шаккать…
Сасартăк стена çинче çакăнса тăракан календарь çине куç ӳкрĕ. Паян октябрĕн 23-мĕшĕ. Чĕрем кăрт! сиксе илчĕ. Паян Артёмăн çуралнă кунĕ вĕт-ха! Çирĕм улттă тултарать.
Артём! Анчах сана саламлама хăяймастăп эпĕ. Мĕнпур чĕререн килĕшетĕн пулсан та пурпĕрех хăяймастăп.
Ĕнтĕ çур çул та иртсе кайрĕ пирĕн юлашки тĕлпулу хыççăн.

Текста малалла вулăр...

Сансăр пурнăç çук

Чунăм ыратать… Чĕрем тухса тарасла тапать… Тепĕр тесен тапатех-ши вăл? Юлашки вăй-халне пухса аран-аран шаккать. Тук-тук-тук! Пĕр тикĕссĕн тапмалла пек. Вăл вара кунран-кун халсăрланать. Халь-халь чарăнса ларас пек…
Пĕлетĕн-и, тепĕр чухне хăратăп та. Вăй-хал пĕтсе-пĕтсе килĕ те ирхине вăранмалăх та тăрса юлмĕ… Вара мĕн тăвас? Тепĕр тесен халĕ те çăмăл мар. Çĕнĕ куна кĕтсе илнĕ май куллен ăна пурăнса ирттерме хăват ăçтан тупасси канăç памасть. Çапла, кашни кун тамăкри пек иртет… Сансăр…
Тунсăхлатăп çеç-и? Вăй илме ĕлкĕреймен чечек евĕр типетĕп, хăратăп… Сансăр мĕнле пурăнмаллине те пĕлместĕп. Нимĕн те хавхалантармасть-çк е. Пĕр ĕмĕт-шухăш та çунатлантармасть. Санпа юнашар пулсан-и? Темле тарăн тинĕсе те çуран каçма, темле çӳллĕ тăва та парăнтарма хатĕр эпĕ. Эсĕ çумра çукки пĕтерет… Кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра юнашар пулас килет.

Текста малалла вулăр...
■ ЯНА.

Çамрăксене мĕн интереслентерет?

Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр… Çĕр çинче пурăнакан çамрăк ăру хальхи саманара мĕнпе интересленет? Мĕне хаклать, пурнăç çине еплерех пăхать, мĕн пирки ĕмĕтленет? Паллах, хальхи çамрăксем веçех пăсăлнă, вĕсене сăра-эрех, чĕлĕм, наркотик кăна интереслентерет, вĕсем малашлăх пирки шухăшлама пĕлмеççĕ текенсем те тупăнĕç. Ан васкăр пурне те пĕр виçепе виçме.
Хальхи çамрăксен пĕрремĕш интересĕ – Интернет тата компьютер вăййисем! Интернетра 7 çултанах лараççĕ ĕнтĕ. Хĕрсемпе каччăсем темиçе тĕнчере пурăнаççĕ. Виртуаллă тĕнчери çамрăксем чăн пурнăçа пĕлмеççĕ, унта пурăнма интереслĕ мар вĕсене, урама тухма та кахалланаççĕ. Интернетри тĕрлĕрен форумсем, социаллă тытăмсем, йăпантару порталĕсем, вăйăсем çынсене вун-вун сехет компьютер умĕнче тытма пултараççĕ…
Иккĕмĕшĕ – клубсем! Клубсăр хальхи çамрăксем пурăнаймаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Шанма юраман сĕнӳсем

Чаплă журналсенче пит-ӳте тасатмалли е илемлĕх сĕнĕвĕсене нумай параççĕ. Анчах вĕсене пурне те ĕненмелле мар иккен. Вĕсен сĕнĕвĕсем хыççăн кайсан ӳте пысăк сиен кӳме пулать. Акă вĕсем, анлă сарăлнă суя сĕнӳсем.
1. Пилинг, скраб шатрасене пĕтерме пулăшаççĕ...
Паллах, пите скрабпа тасатмаллах, анчах эрнере пĕрререн ытла мар. Пилинг – ӳтĕн çиелти сийне хырса тасатни, çавăнпа та унпа виçерен тухса усă курни ӳте сиен кӳрет.
2. Пите пĕркеленчĕксенчен упракан кремпа май пур таран маларах усă курма тытăнмалла.
Ку каларăш та йăнăш. Çамрăк тата çитĕннĕ çын ӳчĕ пĕр пек мар, çавăнпа та вĕсене урăх кремсем сĕрмелле. Çамрăк чиперккесен пит ӳтне нӳрлетмелли тата сивĕрен е хĕвелтен упракан крем сĕрмелле. Пĕркеленчĕксемпе кĕрешекен кремпа 30 çултан иртсен кăна усă курмалла.

Текста малалла вулăр...

Хĕр илемĕ – çӳç

Хулăн курăнтăр тесен
 
Кашни хĕрарăмăн çӳçĕ хулăн мар.
Çӳç илемлĕ те кăпăшка курăнтăр тесен куллен усă курмалли тата калăпăш кӳрекен шампуньпе çумалла. Çӳхе çӳçлисене стилистсем кондиционерпа тата бальзампа усă курма сĕнмеççĕ. Ăна вĕсем йывăрлатаççĕ, çыпăçтараççĕ. Çӳхе çӳçе çунă хыççăн газ хушнă минерал шывĕпе чӳхемелле. Унти кальци тата ытти япаласем çӳçе çирĕплетĕç. Тепĕр меслет – çуса лайăх типĕтнĕ хыççăн çӳçе спрей пĕрĕхмелле.
Çӳхе çӳç йышлă пулин те хулăн курăнманнипе ăна стилистсем кĕске кастарма сĕнмеççĕ. Чи лайăх вăрăмăш – хул пуççи таран. Пуç тӳпинче тата ĕнсе çинче çӳç вăрăм пултăр, çамкана хуплатăр.
Хура çăкăр маски (ăна минерал шывĕнче ислетсе пуçа 10 минутлăха сĕрмелле) çӳхе çӳçе çирĕплетет, хулăнлатать.

Чунри хĕвел пĕлĕтсене сирĕ

Депресси текен ют чĕлхе сăмахне илтмен çын çук. Хĕллехи вăрăм каçсенче тата кĕске те хĕвелсĕр кунсенче депресси кашниех пырса тивме пултарать.
 
Урамра сивĕ, ниçта та тухас килмест, ĕç патне те алă пымасть. Хусканусем те çуллахи пек вăр-вар мар, пуçа шухăшсем те кĕресшĕн мар. Вĕренӳ начар пырать. Ялан çывăрас килет…Ыт ахальтенех кăмăл пăсăлать, сăлтавсăрах кулас е йĕрес килет. Çакă ĕнтĕ вăл депресси. Вăл организмăн пур органĕсене те сиен кӳрет. Малтанхи чирсене вăй илме пулăшать, инфарктпа инсульт патне илсе çитерме пултарать.
Тухтăрсем депрессин тăватă тĕсне палăртаççĕ:
1. Сӳрĕклĕх. Пурнăç интересĕ çук, нимĕн те тăвас килмест.
2. Сисчевлĕх. Ним çукран, сăлтавсăрах пăлханни, пăшăрханни.
3. Пăтранчăклăх. Ытлашши куляннипе çын тарăхма пуçлать.

Текста малалла вулăр...

Кая юлсан…

Пĕчĕкренех юлташлă Маринăпа Карина. Аслăрах классенче вĕреннĕ чух Марина тăруках улшăнчĕ.
Вăл шухă çамрăксемпе туслашрĕ, эрех-сăра сыпкалама, пирус туртма тытăнчĕ.
-Йăнăш çулпа кайма тытăннине сисместĕн-им эсĕ, Марина? Кайран чавсу çывăх пулĕ те – çыртаймăн, – асăрхаттарчĕ пĕррехинче Карина ăна.
-Çăмарти чăххине вĕрентни килĕшӳсĕр. Эпĕ вара хальлĕхе савăнса юлатăп. Кайран вăхăт пулмасть, - пулчĕ кĕске хурав.
Пикесем алла аттестат илсен Шупашкара тухса кайрĕç. Марина медицина енĕпе вĕренме кăмăл турĕ, Карина педагог пулатăп терĕ. Ĕнтĕ юлташсем сахалтарах та сахалтарах курнăçрĕç.
Пĕррехинче ялта тĕл пулчĕç туссем. Марина йăлтах улшăннине курсан Карина шалт тĕлĕнчĕ.
-Эх, Марина, Марина! Савнă каччу Кирилл пăрахнăран пушшех эрех серепине çаклантăн-и?

Текста малалла вулăр...

Спортра та, вĕренӳре те – малта

Ангелина Топтыгина Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренет. Хĕрача вĕренӳре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнӳсем тăвать. Нумаях пулмасть Атăлçи федераллă округри ăмăртура вăл виççĕмĕш вырăн, Раççей ăмăртăвĕнче çиччĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
“Ангелина питĕ пултаруллă хĕр, - теççĕ шкулти вĕрентӳçĕсем. – Вăл юрлама ăста, сасси питĕ хитре, вĕренӳре те виççĕмĕш класчен “пиллĕк” паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыратчĕ. Халĕ те аван вĕренет, пĕр-икĕ тăваттă кăна. Спортри çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.
Ялти Вячеслав Тражуков ертсе пыракан ирĕклĕ кĕрешӳ секцине виççĕмĕш класран çӳрет вăл.
-Малтан тренер пире чи çăмăл мелсене вĕрентрĕ, ытти хĕрачасемпе кĕрештерчĕ. Секцие сакăр хĕрача çӳрет. Пирĕн класран кăна секцире пилĕк хĕрача тата пĕр арçын ача. Тренировкăсем уроксем хыççăн каçпа 5-6 сехетре пулаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Ташăçăсем

Ирçел шкулĕнче вĕренекенсем ташă-юрă енчен уйрăмах палăраççĕ. Шкулти ташă кружокне кунта вунă çул ытла Оксана Александровна Мещанинова ертсе пырать. Хальхи ташă ушкăнĕнче - Катя Столярова, Наталия Моисеева, Анжела Мещанинова, Ольга Крыш, Ангелина Адамова. Хĕрсенчен нумайăшĕ кружока пуçламăш класранах çӳреме тытăннă.
-Эпир ташлама, ушкăнпа тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсене çӳреме питĕ юрататпăр,- каласа параççĕ хĕрсем. - Шкулти, районти, облаçри нумай мероприятисене хутшăнатпăр. Районти “Чăваш ачи, сассуна пар”, “Чĕмпĕр олимпĕ” конкурссенче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. “Чĕмпĕр олимпĕнче” виççĕмĕш вырăн илтĕмĕр. Шкулта Вĕрентӳçĕсен, Ваттисен кунĕсенче концерт лартрăмăр. Уйрăмах ватă çынсем кăмăллăн йышăнаççĕ пире. Хăшĕсем шывланнă куçĕсене шăлаççĕ, - каласа параççĕ хĕрсем.
Ирçелсене районти мероприятисене илемлетме те чĕнеççĕ: “Ученик года”, “Учитель года”, “Сарпике”.

Текста малалла вулăр...

Шкул таврашне юмахри пек упратпăр

Эпĕ Чӳрекел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул вĕренӳ çулĕ пуçлансан кĕрлесе кăна тăрать. Кăçал та çаплах пуçларăмăр çĕнĕ вĕренӳ çулне. Шкул таврашне юмахри пек сыхласа упратпăр. Хамăр алăпа ăсталанă акăшсем халь вĕçсе каяс пек лараççĕ, тĕмсем хушшинче кăмпасем илĕртеççĕ, чĕрĕ чечексем куçа алчăратаççĕ. Сухана пуçтарса кĕртрĕмĕр, чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста мĕн чухлĕ… Вĕсене хамăрах шкул столовăйĕнче çиетпĕр.
Лайăх ĕçлеме кăна мар, вĕренме те тăрăшатпăр. Шкулта пулса иртекен мероприятисем пирĕн тавракурăма пуянлатаççĕ, туслă пурăнма вĕрентеççĕ.
Авăн уйăхĕнче цирк куртăмăр. Унта çĕленсем, кăвакарчăнсем, упăтесем, йытă, кролик пурччĕ. Клоунĕсемпе пĕрле вылярăмăр. Питĕ интереслĕ пулчĕ. Крокодил никама та хăратмарĕ.
Авăнăн 21-мĕшĕнче агитпуйăс пирĕн пата килсе çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

Кашнин кăштах вĕрентӳçĕ пулмалла

Эпир ХХI ĕмĕрте пурăнатпăр. Çак Çĕр чăмăрĕ çинче ку таранччен мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен-ши? Хуть те мĕнле улшăнусем пулсан та малти вырăнта яланах çын тăрать. Вăл хăйĕн ăс-тăнепе, тунă ĕçĕсемпе çут çанталăка та улăштараять, тĕнче уçлăхне та вĕçет, ырă ĕçсем те тăвать, усаллăхĕпе те тĕлĕнтерет.
Çамрăксем малашнехи пурнăçра хăйсене мĕнле тыткаласси паянхи пурнăçран килет. Пурнăçĕ вара – асар-писер! Ирхине телевизор яма хăраса тăран: пĕрисене вĕлернĕ, теприсене çаратнă, виççĕмĕшсене çунтарнă, хăшĕсене машина таптаса кайнă тата ытти те. Çак ĕçсене пурне те çын тăвать.
Аслă пĕлӳ илсе пысăк пуçлăхсенчен нумайăшĕ иртнĕ пурнăçăн “хура” енне кăтартма тăрăшаççĕ. Вĕсем иртнĕ вăхăтăн нушине курсах ĕлкĕреймен çав. Халĕ çак пуçлăхсем çӳллĕ трибунăсем çинчен, телевизорпа, Интернетра çамрăксен пуçне минретеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĔЛЛЕВĔ – УÇĂМЛĂ

ПУРНĂÇ ÇУЛĔ ÇИНЕ АРÇЫН ПУЛСА ТУХАСШĂН
 
Начар пуласчĕ-ха, айван пуласчĕ-ха текен çын çук. Çакă вăл ачаранах паллă…
Çамрăк ăру аслăрах çуллисемшĕн хуть те хăш ĕмĕрте те хăйнеевĕр пулнă: шухăрах, çилпуçлăрах, аскăнчăклăрах, мухтанчăклăрах… Çамрăксем ватăраххисемшĕн яланах чăрмав пулнă темелле-и? Совет Союзĕ арканнă хыççăн çамрăк ăру пушшех «ирĕке тухрĕ» теççĕ хăш-пĕрисем: салтака кайса арçын тивĕçне пурнăсласшăн мар, ытларах эрех-сăрапа туслă, çавна май преступлени, наркомани, ясарлăх çулĕ çине тăраççĕ. Ĕçлесшĕн мар, пурăнма вара çителĕклĕ пурнăçпа пурăнасшăн, нимĕншĕн те яваплăх туясшăн мар.
Çук, çамрăк ăру çинчен хуть те мĕн калаçчĕр, пурĕпĕр çамрăксен хушшинче пурнăç çулĕ çине «таса хутран» пуçласа тăраканнисем нумайтарах. Ытларахăшĕ Тăван çĕршыв, ашшĕ-амăшĕ, общество умĕнче пысăк яваплăх туйнине ăшне хывса çитĕнет.

Текста малалла вулăр...

Карьера пайĕ – умра

Ăнăçу, уçăлăх, тăнăçлăх ĕç вырăнĕнчи тирпейлĕхрен, йĕркелĕхрен нумай килет. Çав вăхăтрах специалистсем сĕнекен хăш-пĕр саманта шута илмелле. Сĕтеле тăхăр пая пайласа кашнин пĕлтерĕшне, уйрăмлăхне палăртăпăр.
1. Карьера пайĕ – сирĕн умăрта. Ĕçлеме хăтлă пултăр тесен вăл ялан пушă пулмалла. Çакă сире ӳсĕм картлашкипе çӳлелле хăпарма çул уçса парĕ.
2. Ăсталăх пайĕ – сылтăм енче. Унта хатĕр хутсем выртмалла.
3. Сывлăх пайĕ – сулахайра. Кунта пурнăçламалли ĕçсем. Вĕсем сылтăмринчен ытларах пулсан аван.
4. Сĕтел варрине нихăçан та нимĕн те ан хурăр.
5. Мухтав лаптăкĕнче фирмăн логотипĕ е сирĕн ăнтăлăвăн, ĕмĕтĕн палли вырăн туптăр.
6. Сĕтелĕн сылтăм енчи аялти пайĕнче пулăшу лаптăкĕ вырнаçнă. Унта телефон лартсан аван.
7.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.